Президент пепкелӗх центрӗнче ӗҫлекен Анна Павлова «Раҫҫей мисӗ Россия – 2023» конкурса хутшӑнать. Унта хутшӑнас кӑмӑллисем 85 пин ҫын таран пунӑ иккен. Чӑваш хӗрӗ ТОП-50 списока лекнӗ.
Анна Чӑваш патшалӑх университетӗнче медцина факультетӗнче вӗренет, вӑл акушер-гинеколог специальноҫне алла илесшӗн. Ҫамрӑкскер ӑслӑлӑх статйисем те ҫырать. Унсӑр пуҫне хӗр спортпа туслӑ: ишет, йогӑпа тата аэростретчингпа туслӑ, спорт ташшисене ташлать.
Илем конкурсӗн финалӗ юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче иртӗ.
Чӑваш Енре юлашки ҫулсенче темиҫе кинозал та уҫрӗҫ. Уҫни аван-ха, анчах вӗсемпе усӑ курма пӗлмелле. Шӑпах ҫак ыйтӑва тишкернӗ те паян республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова ирттернӗ канашлура.
Канашлӑва Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче пуҫтарӑннӑ. Министр шухӑшланӑ тӑрӑх, ӳсекен ӑрӑва воспитани парас, патриотизм темине сарас ыйтупа ӗҫленӗ май паха фильмсене кӑтартни те вырӑнлӑ. Чӑваш Енӗн Культура министерстви Раҫҫейӗн Культура министерстви сӗнекен документлӑ тата илемлӗ фильмсене кӑтартать. Кӑҫал ҫавӑн пек пилӗк фильма кӑтартнӑ. Вӗсем: «Где проходит граница?», «Нюрнберг», «Святой архипелаг», «Сокровища партизанского леса», «Форсаж. Возвращение».
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче проката тепӗр виҫӗ фильм: «Свидетель», «Тут все свои», «Финт Боброва» — тухӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк улталаннӑ.
Банкра ӗҫлекен 26 ҫулти каччӑ мессенджерсенчен пӗринче пӗлтерӳ курнӑ. Унта хушма тупӑш ӗҫлесе илме май пурри ҫинчен пӗлтернӗ.
Каччӑ пушӑ вӑхӑтра ӗҫлеме хирӗҫ пулман. Мессенджерсенчи пӗлтерӳре каланӑ тӑрӑх, отельсемпе паллӑ вырӑнсене халӑхра сарма пулӑшмалла пулнӑ. Унӑн хӑна ҫурчӗсенчи номерсене броньлемелле, кайран ӑна вӗсен хуҫисем укҫана тавӑрса парӗҫ-мӗн.
Малтанласа каччӑн счечӗ ҫине, чӑн та, укҫа килнӗ. Анчах кайран тӳлеме пӑрахнӑ. Каччӑ 60 пин ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Китайра 25 ҫултан кӗҫӗнрех кинсене ытларах ҫуратчӑр тесе укҫан пулӑшӗҫ.
Чаншань уесӗнче ҫамрӑк мӑшӑрсене, качча тухакан хӗр 25 ҫултан кӗҫӗнрех пулсан, пӗр пин юань (13,3 пин тенке яхӑн) тӳлӗҫ. Sky News ҫырнӑ тӑрӑх, ҫапла майпа ҫамрӑксене ҫемье ҫавӑрса ача ҫуратма хавхалантарасшӑн.
2022 ҫулта Китайра пурӗ 6,8 миллион ҫӗнӗ мӑшӑр регистрациленӗ — 1986 ҫултанпа кунашкал пӗчӗк кӑтарту пулман. Хӗрарӑмсенчен чылайӑшӗ карьера тӑвас тесе тата ача-пӑча пӑхса ӳстерме нумай тӑкаклама тивнӗрен ачаллӑ пуласшӑн мар.
Ҫав вӑхӑтрах ҫӗршывра вӗлтрен кайӑксене те ырламаҫҫӗ. Урӑхла каласан, туйсен шучӗ чакни ачасем сахалрах ҫурални ҫине те тӳрремӗн витӗм кӳрет.
Чӑваш Ен хӗрӗ Татьяна Федорова Кӑркӑстанра Самбо енӗпе иртнӗ тӗнче кубокне хутшӑннӑ. Унта вӑл Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ комнадипе тухса кайнӑ.
Ӑмӑртура пирӗн ентешӗмӗр ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Вӑл 50 килограмлӑ виҫери хӗрарӑмсен хушшинче ҫӗнтернӗ.
Татьяна — 22 ҫулта. Вӑл самбо енӗпе чӑваш шкулӗн воспитанници. Унӑн тренерӗ — Сергей Пегасов.
Колледжсемпе техникумсенчен, институтсемпе университетсенчен вӗренсе тухакансем йышлӑ, анчах предприятисенче ӗҫлекен ҫын ҫапах та ҫитмест.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫак ыйтӑва направлени урлӑ татса пама май пур тесе шухӑшлать. Унчченхи пек. Бюджет шучӗпе вӗренсе пӗтерсен, калӑпӑр, пӗр-пӗр предпряитие направленипе ярса виҫӗ ҫултан кая мар ӗҫлеттермелле туса.
Республика Правительстви ҫак сӗнӳпе РФ Ҫутӗҫ министерствине тухасшӑн.
Предприятисене ӗҫе вырнаҫсан ҫамрӑксене ҫурт-йӗр арендӑна памалла, ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека пӑхса хӑвармалла, ҫар службинчен отсрочка пулмалла тесе шухӑшлать республика ертӳҫи.
Фёдор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренекен каччӑ музыка инструменчӗсем ӑсталать иккен.
«Пӗлесчӗ сирӗн, мӗн таран пултаруллӑ ҫамрӑкпа паллашма тӳр килчӗ мана паян!» —хавхаланса пӗлтернӗ Марина Карягина тележурналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Марина Карягина шухӑшланӑ тӑрӑх,
«Даниил Данилов чӑваш халӑх музыка инструменчӗсем ӑсталать, унӑн пуласлӑхӗ пысӑк».
Пултаруллӑ каччӑпа тележурнаист
ҫитес вӑхӑтра телекӑларӑмсенчен пӗринче тӗплӗнрех паллаштарма шантарнӑ.
Шупашкар хулинче пӗр каччӑ 10-мӗш хутлӑ ҫуртран сикме шухӑшланӑ. Юрать, пӑтӑрмаха асӑрхакансем тата ҫамрӑка усал ӗс тӑвассинчен тытса чаракансем тупӑннӑ.
Каччӑ хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринчен сикме шухӑшланӑ.
Усал шухӑш тытнӑ каччӑ пирки ятарлӑ службӑсене систерекен тупӑннӑ. Каччӑпа психолог калаҫнӑ, ӑна лӑплантарнӑ хыҫҫӑн яш усал шухӑшне пӑрахӑҫланӑ.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 18 ҫулти ҫамрӑк бронежилет сутатӑп тесе тӗнче тетелӗнче пӗтерӳ вырнаҫтарнӑ. Хӑйӗн ун пек япала пулман та.
Кӑштахран тавар туянас кӑмӑллӑ ҫын та тупӑннӑ. Сутуҫӑна вӑл 26 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Яш ҫав укҫапа хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 18 ҫулти каччӑна ҫынна улталанӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарасшӑн.
Шӑрӑх кунра, паллах, шывра чӑмпӑлтатас килет. Анчах унта инкек пуласси те инҫех мар.
Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Танӑш ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере ҫамрӑк путса вилнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 2006 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 28 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен 8-шӗ – 18 ҫула ҫитмен ачасем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |