Ҫу уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче Тутарстанри «Дуслык» ача-пӑча уйлӑхӗнче Ҫамрӑксен форумӗ иртнӗ. Чӑваш Ен, Мускав, Пушкӑртстан, Тутарстан, Чӗмпӗр, Самар, Сарӑту, Чӗлепи тата Иркутск облаҫӗсенчи, Ханты-Манси автономи округӗсенчи ҫамрӑксем килнӗ унта.
Спикерсем паллӑ журналистсем, общество деятелӗсем, алӗҫ ӑстисем, дизайнерсем пулнӑ. Хусан чӑваш наци культурин аталану центрӗн ятне каялла тавӑрать - пӗр ӗмӗр каяллахи пек.
Чӑваш Енри 23 ҫулти хӗр Таиландра вилнӗ. Унта вӑл машина айне пулнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче хӗр «Bypass Rd.» ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Инкек Пхукет утравӗ ҫинчи Селфи музейӗ тӗлӗнче пулнӑ.
«Пхукет хыпарӗ» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ҫурҫӗр иртни 2 сехет те 17 минутра пулса иртнӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗр ҫул ҫине кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ, водитель машинӑна чарса ӗлкӗреймен. Инкек вырӑнне ҫӑлавҫӑсем пырса ҫитнӗ ҫӗре ентешӗмӗр вилсе кайнӑ.
Паян Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче «Национальная красавица – 2024» (чӑв. Наци чиперкии — 2024) конкурс финалӗ иртӗ. Унта аслӑ шкулӑн тӗрлӗ факультетӗнче ӑс пухакан пикесем хутшӑнӗҫ.
Илем конкурсӗ ЧППУн тӗп корпусӗн акт залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ. Унта тӗрлӗ наци пикисен пултарулӑхӗпе киленме май килӗ.
Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Мускавра иртекен «Раҫҫей» куравра Пӗтӗм Раҫҫейри туй фестивалӗ пуҫланнӑ. Ҫав кун унта 151 мӑшӑр хут уйӑрттарнӑ.
Чӑваш Енрен Александр тата Анна Кривовсем пулнӑ. Вӗсем – Елчӗк округӗнчен. Ҫамрӑксем чӑваш наци тумне тӑхӑнса пӗрлешнӗ. Хут уйӑрттарсан вӗсене «Раҫҫей чӗри» ҫулӑма панӑ, туй торчӗ парнеленӗ.
Палӑртмалла: ҫу уйӑхӗн 13-19-мӗшӗсенче туй фестивалӗпе килӗшӳллӗн федераци округӗсен кунӗсем иртӗҫ. Атӑлҫи федераци округӗн кунӗ ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулӗ. Унта Шупашкарти «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗ хутшӑнма палӑртнӑ.
Чӑваш Енри пике Атӑлҫи федераци округӗнче чи лайӑх вожатӑй ятне илнӗ. Вӑл - Анастасия Федотова.
Атӑлҫи федераци округӗнчи педагогика отрячӗсен боецӗсен хушшинче иртнӗ конкурс Саранск хулинче пулнӑ.
Конкурсӑн виҫӗ тапхӑрӗ витӗр тухса Анастасия Федотова пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Маттур!
Мускаври Б.В. Щукин ячӗллӗ Театр институчӗ 2025 ҫулта чӑваш ҫамрӑкӗсене артист пулма тӗллевлӗ вӗрентсе кӑларма йышӑнӗ. Актёр пулас ӗмӗтлисене чӑваш сценин ӑстисем театр студийӗнче пултарулӑха туптама хӑнӑхтарӗҫ.
«Тӗллевлӗ вӗренме илесси пирки нумаях пулмасть институт ректорӗпе, Раҫҫей халӑх артисчӗпе Евгений Князевпа тӗл пулсан калаҫса татӑлнӑ», — пӗлтернӗ республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова.
Мускаври Театр институчӗ 12 ҫынна тӳлевсӗр вӗренме илме хатӗр. Актёр пулас ӗмӗтлисене кунти артистсем конкурс витӗр суйласа илӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкар каччи, Илья Фёдоров, воллейбол енӗпе Раҫҫей чемпиоантӗнче ҫӗнтернӗ. Каччӑ Хусанти «Зенит» командӑра вылять. Хусанти команда Мускаври «Динамӑна» ҫӗнтернӗ.
Илья — 21 ҫулта. Хусанти «Зенит» йышӗнче вӑл 2017 ҫултанпа вылять. Унччен маларах каччӑ командӑпа пӗрлРаҫсей кубокӗнче ҫӗнтернӗ кӑна мар, Ҫамрӑксен хушшинче Европа чемпионӗ пулса тӑнӑ.
Чӑваш Енри Светлана Ярандайкина стюардесса чи хитре стюардессӑсен шутне лекнӗ. Хӗр «Топ стюардесс – 2024» илем конкурсӗн ҫурма финалне кӗнӗ.
Светлана 20 ҫултанпа борт проводника ӗҫлет. Унтанпа вӑл 4 пине яхӑн сехет вӗҫнӗ. Халӗ вӑл тӗнчери авиакомпанисен чи хитре те чи профессионал бортпроводникӗсен конкурсне хутшӑнать.
«Конкурса эпӗ тӑван Шупашкар хулин ячӗпе хутшӑнатӑп. Хам вара чылай ҫул ӗнтӗ Мускавра пурӑнатӑп. Тӑван тӑрӑха вӗҫнӗ чух чун хумханать, чӑвашша калаҫнине илтсен ачалӑха аса илетӗп», – тет чипер пике.
Чӑваш Енре пурӑнакан хӑш-пӗр ҫамрӑк чӑвашла туй ирттерме юратать. Ун пеккисенчен пӗрисем — Виктория тата Денис. Вӗсем туйӗ Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, кӗрленӗ.
Пӗрне-пӗри юратакан икӗ чун хӑйсен туйне чӑвашла ирттерме шухӑш тытнӑ. Ҫамрӑксен пуҫарӑвне вӗсен тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем те ырланӑ.
«Чӑн-чӑн чӑваш туйӗ час-час пулмасть. Эпир пирӗн пурнӑҫӑмӑрти паллӑ кун чылайлӑха асра юлтӑр, кайран та аса илсе пурӑнмалӑх, ыттисене каласа кӑтартмалӑх пултӑр тесе тӑрӑшрӑмӑр», — тесе шухӑшлать ҫамрӑк арӑм.
Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 23 сехет ҫурӑра Элӗк муниципаллӑ округӗнче «Никольски - Етӗрне - Нурӑс» ҫул ҫинче мотоцикл аварие лекнӗ.
19 ҫулти каччӑ «Ирбис» мотоциклпа пынӑ чухне руле итлеттереймен - кювета чӑмнӑ та ҫаврӑнса ӳкнӗ. Унӑн права та пулман. Вӑл пӗччен пулман. Икӗ пассажир, 2009 тата 2010 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрсем, аманнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. Пӗрне киле янӑ. Водителе те пульницӑна вырттарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Логинов Алексей Романович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Брусова Галина Фёдоровна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |