Ҫӗрпӳре 27 ҫулти хӗр ҫухалнӑ. Ӑна халӗ нимеҫӗсемпе (волонтерсемпе) полицейскисем шыраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, хӗр Шупашкарта пулма пултарать.
1990 ҫулта ҫуралнӑ Анна Николаевна Одинцова юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Вӑл 178 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ тӗттӗмрех, куҫӗ кӑвак тӗслӗ. Килтен кайнӑ кун Анна чӗркуҫҫирен ҫӳллӗрех хура пальто, хура юбка, хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ сӑран атӑ тӑхӑннӑ пулнӑ.
Нимеҫӗсен шухӑшӗпе, хӗр Шупашкара пулма пултарать. Ахӑртнех, ӑна медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарланӑ тарӑх, хӗр пӗрре мар ҫухалнӑ, кайран хӑйех тупӑннӑ.
Аннӑна курнӑ тӑк 02 е 102 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр.
Иртнӗ эрнере Чӑваш наци вулавӑшӗнче республикӑра пурӑнакан халӑхсен ассамблейин ҫамрӑксен пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. Унта ҫамрӑксен канашне йӗркеленӗ, председательне суйланӑ.
Конференцие Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев, ассамблея президиумӗн пайташӗсем, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче, ял хуҫалӑх академийӗнче тата коопераци институтӗнче вӗренекен ют ҫӗршыв ҫамрӑкӗсем хутшӑннӑ. Константин Геннадиевич республикӑра пурӑнакан тӗрлӗ халӑх ҫамрӑкӗсем туслӑ пурӑнасса, пӗрлехи проектсем шухӑшласа кӑларасса шаннине палӑртнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен ассамблейин ҫамрӑксен канашне тӗрлӗ диаспорӑн 30 ҫулчченхи яшӗсемпе хӗрӗсем кӗнӗ. Председательне уҫӑ сасӑлав ирттерсе суйланӑ. Вӑл — телерадиоертӳҫӗ, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн редакторӗ, Раҫҫей Федерацийӗн журналистсен пӗрлӗхӗн пайташӗ Алексей Иванов.
Ҫак кунсенче Шупашкарти «Спартак» спорт шкулӗнче кире пуканӗ йӑтакансен «Хыпар» хаҫат парнине ҫӗнсе илессишӗн пӗтӗм Раҫҫейри турнир пырать. Вӑл эрнекун уҫӑлнӑ, высарникун вӗҫленмелле.
Паянхи ӑмӑртура 85, 95 килограмлӑ тата 95 килограмран йывӑртарах виҫере ӑмӑртӗҫ, ҫавӑн пекех ветерансем кӗрешӗве тухӗҫ. Ӑмӑртӑвӑн виҫҫӗмӗш кунӗ 11 сехетре уҫӑлӗ.
Турнирта темле самант та пулнӑ: савӑнӑҫ та, ҫын курман чух ларса йӗни те. Помост ҫине тухсан вара спортсменсенчен нихӑшӗ те хӑйӗн-кӑмӑл туйӑмне ирӗке яман — ҫӗнтерӳ патне талпӑннӑ. Черчен пикесемпе яшсем, тӗреклӗ арҫынсемпе патвар хӗрарӑмсем те кире пуканне ҫӳлелле ҫӑмӑллӑн йӑтнине кӑтартаҫҫӗ.
Турнирта чи маттуррисем Раҫҫейӗн спорт маҫтӑрӗн ятне тивӗҫеҫҫӗ.
Инди студенчӗсем «Мост дружбы: Индия - Чувашия» (чӑв. туслӑх кӗперӗ: Инди — Чӑваш Ен) пултарулӑх конкурсне хутшӑнса Шупашкарти «Радуга» культурӑпа курав центрӗнчи «Махараджа» Инди культурипе информаци центрӗнче пулнӑ. Пултарулӑх конкурсне унтисем тата Индин элчелӗхӗ тата асӑннӑ «Махараджа» центр йӗркеленӗ.
Конкурса И.Н. Ульянво ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тухтӑра вӗренекен ҫамрӑксем те хутшӑнаҫҫӗ. «Махараджа» центрта хӑй вӑхӑтӗнче Индин Чрезвычайлӑ тата Тулли праваллӑ элчисем Канвал Сибал тата Аджай Малхотра пулнине пӗлсен студентсем хытах тӗлӗннӗ. Тата тепӗр япала та тӗлӗнтернӗ вӗсене. Чӑваш культурин экспозицийӗнче ҫамрӑксене пир тӗртмелли станокпа паллаштарнӑ. Чӑваш хӗрарӑмӗ кунне 8-9 метр тӑршшӗ пир (Инди хӗрарӑмӗсен сари валли шӑпах ҫавӑн тӑршшӗ пусма кирлӗ) тӗртнине пӗлсен вӗсем станок умне ларса пӑхма шут тытнӑ.
Сочире иртекен ҫамрӑксемпе студентсен Пӗтӗм тӗнчери фестивальне Чӑваш Енри 18-35 ҫулсенчи 125 ҫамрӑк кайнӑ. Яш-хӗр кӑнтӑр енне вӗҫиччен вӗсемпе ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ.
Михаил Васильевич вӗсене конкурс витӗр тухнӑ ятпа саламланӑ. Сочие ӗҫлекен ҫамрӑксем, студентсем, студент организацийӗсен элчисем кайнӑ. ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗн Сергей Кудряшовӑн шухӑшӗпе, вӗсем фестивальте Чӑваш Ен чысне тивӗҫлипе хӳтӗлӗҫ.
Кӑҫалхипе 19-мӗш хут иртекен фестиваль юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Раҫҫейре вӑл 3-мӗш хутчен йӗркеленӗ. Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем тӗрлӗ лапамра хӑйсен проекчӗсемпе паллаштарӗҫ.
Студентсем вара Элтепере тав тунӑ. Чӑваш студенчӗсем Сочие хаваслӑ кӑмӑлпа, тапса тӑракан вӑй-халпа кайнӑ.
Ҫӗмӗрлесем хула тӑрӑх пӗр каяччӑ хӑйне евӗр транспортпа ҫӳренине асӑрханӑ. Вӑл гироскутера аса илтернӗ. Иртен-ҫӳрен ӑна видо ӳкерсе халӑх тетелӗсене вырнаҫтарнӑ.
Хӑйне евӗр транспортпа ҫӳрекен каччӑ Денис Иванов ятлӑ-мӗн. Вӑл 22 ҫулта. Вӑл ярӑнакан транспорт мотоброд ятлӑ. Ӑна каччӑ хӑйех ӑсталанӑ.
Хӑй каланӑ тӑрӑх, Денис 12 ҫултанпа «Ҫамрӑк техник» кружока ҫӳренӗ. Унтан вӑл электротехника вӗреннӗ. Мотоборда вӑх хӑй ӑсталанӑ. Денис скейт ҫумне утӑ ҫулмалли хатӗрӗн моторне ҫирӗплетнӗ.
Денис халӗ Мускавра пурӑнать. Вӑл Ҫӗмӗрлене асламӑшӗ патне час-часах килет. Унта вӑл хӑй ӑсталанӑ мотобордпа ҫӳреме кӑмӑллать.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Ен хастарӗсем Хусанта иртекен пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен «Тӗрӗксен ылтӑнӗ» форумне тухса кайнӑ. Халӑхӑмӑрӑн ятне ҫӳлте тытма, чӑваш сӑнне тивӗҫлипе кӑтартма вӗсене культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов пил панӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак форум Хусанта Раҫҫейӗн нацисен ӗҫӗсен агентстви тата Тутарстан правительстви пулӑшнипе иртет. Иккӗмӗш хут йӗркеленекен форума ҫӗршыври 15 регионти тюркологипе ҫыхӑннӑ проектсене пурнӑҫа кӗртекен 150 ҫамрӑк хутшӑнать. Хастар яшсемпе хӗрсем ҫак кунсенче хӑйсен проекчӗсемпе программисем пирки ыттисене каласа кӑтартӗҫ, паллӑ тӳре-шарапа, артистсемпе, спортсменсемпе тата усламҫӑсемпе тӗл пулӗҫ. Форум уяв концерчӗпе хупӑнӗ.
Вӑрманта ҫамрӑксем ҫухалса кайнӑ. Икӗ йӗкӗте ҫӗрӗпех шырани пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан икӗ ҫамрӑк авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӑрмана кӑмпа татма кайнӑ. Вӗсенчен пӗри техникумра вӗренет, тепри – шкулта. Хайхискерсем вӑрмана пӗр шикленмесӗрех ҫул тытнӑ. Ара, унччен вӗсем унта пӗрре кӑна пулман вӗт.
Анчах каччӑсем урӑх сукмакпа кайма шухӑшланӑ. Ҫавна май вӗсем киле каймалли ҫула тупайман. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗ патне, полицие шӑнкӑравланӑ. Ҫав вӑхӑталла тӗттӗмленме пуҫланӑ.
Ҫамрӑксен вӑрмантах ҫӗр каҫма юлма тивнӗ. Полицейскисем вӗсене мӗн тумаллине вӗрентнӗ. Каччӑсем кӑвайт чӗртнӗ, ӑна ҫӗрӗпех сӳнтермен. Ирхине вӗсене каллех шырама пуҫланӑ. Каччӑсем ҫав вӑхӑталла вырӑнти лесникӑн палли патне тухнӑ.
Ҫӗмӗрлере Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунне халалласа «Аҫу-аннӳ патне шӑнкӑравла» ятпа хӑйнеевӗрлӗ акци ирттернӗ. Ҫапла майпа йӗркелӳҫӗсем аслӑ ӑрӑва тимлӗх кирлине, вӗсем патне уявсенче кӑна мар, куллен шӑнкӑравламаллине аса илтересшӗн пулнӑ.
Эрнекун 3-мӗш вӑтам шкулта 8-мӗш класра вӗренекенсемпе Ҫӗмӗрлери халӑха социаллӑ пулӑшу паракан компекс ӗҫченӗсем урама тухнӑ, иртен-ҫӳрене листовка тата пӗчӗк ялавсем валеҫнӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем иртсе пыракансене ашшӗ-амӑшӗ патне шӑнкӑравлама ыйтнӑ. Хула ҫыннисем ку акцие ырланӑ, ҫывӑх ҫыннисем патне шӑнкӑравлама шантарнӑ. Тӗрӗссипе, паянхи кун кӗсье телефонӗ ҫумра, хамӑра ҫуратса ӳстернӗ ҫынсем патне шӑнкӑравлама пӗрре те кӑткӑс мар. Апла пулсан акци йӗркелӳҫисен сӗнӗвне асра тытар: уявра кӑна мар, ытти чухне те вӗсен сывлӑхӗпе кӑсӑкланар.
Хӗрсем ҫапла майпа укҫа ӗҫлесе илме шухӑшланӑ ахӑртнех. Анчах ҫӑмӑл мел вӗсене ырри патне илсе ҫитермен.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 16 ҫулти икӗ хӗре йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем мопед вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
28 пин тӑракан мопед кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнчех ҫухалнӑ. Вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗн ҫыннин пулнӑ. Анчах мопед «ураланни» пирки вӑл полицие нумаях пулмасть ҫеҫ пӗлтернӗ.
Следстви вӑхӑтӗнче ҫакӑ тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: мопеда 16 ҫулти икӗ хӗр вӑрлама пултарнӑ. Траснпорта хӗрсенчен пӗрин гаражӗнче тупнӑ. Ӑна вӗсем сӳтнӗ. Хайхискерсем пайӗсене, двигателӗпе кустӑрмисене, сутма ӗлкӗрнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |