Республика кунне Шупашкарта кӑна мар, пӗр-пӗр районта та йӗркелесси тахҫанах ырӑ йӑлана кӗчӗ. Кӑҫал вӑл Элӗк районӗнче пулчӗ.
Уява хатӗрленнӗ май элӗксем самай тӑрӑшнӑ. Ҫав шутра района пыракан ҫула ҫине тӑрса юсанине те палӑртмалла. Унта ҫав кун пулса курнисем пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳре-шара, ҫав шутра Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та, вӑл тӑрӑха пырса ҫитнӗ ҫӗре асфальт хытса илеймен имӗш. Юрӗ, ку вӑл тем мар тейӗпӗр: чи пахи — ҫулӗ вырӑнтисем валли юлать.
Уявсенче тӗрлӗ объект хута ярасси пирки сӑмах пуҫартӑмӑр та, Республика кунӗнче Элӗк районӗнчи Йӑлкӑш ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ те уҫнӑ. Ку пулӑма республикӑн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Николай Малов пысӑка хурса хакланӑ май ФАП ял ҫыннисемшӗн тивӗҫлӗ парне тесе палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра туризм троллейбусӗсем ҫӳреме пуҫлӗҫ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков хушу кӑларнӑ. Унта туризм троллейбусӗсемпе автобусӗсен маршрутне те ҫирӗплетнӗ.
Туристсене турттаракан маршрутсем ҫак ҫулпа ҫӳрӗҫ: Хӗрлӗ лапам, Президент бульварӗ, Воробьев композиторсен урамӗ, Карл Маркс урамӗ, Ленин проспекчӗ, И.Я. Яковлев проспекчӗ, Мир проспекчӗ, Калинин урамӗ, Воробьев композиторсен урамӗ, Ленинград урамӗ, Хӗрлӗ лапам.
Троллейбус виҫӗ вырӑнта чарӑнӗ: Хӗрлӗ лапамра, Николаев космонавт урамӗнче, Мир проспектӗнчи агрегат савучӗ тӗлӗнче.
Туристсене турттаракан автобуссен маршручӗ ҫапларах пулӗ: Юханшыв порчӗ патӗнчи лапам, Сергий Радонежский урамӗ, Шупашкар кӳлмекӗн дамби, Константин Иванов урамӗ, Мускав проспекчӗ, Воробьев композиторсен урамӗ, Калинин урамӗ, Текстильщиксен урамӗ, Зоя Яковлева урамӗ, Иван Франко урамӗ, Калинин урамӗ, Сергий Радонежский урамӗ, Хусан Турӑ амӑшӗн чиркӗвӗн умӗ, Юханшыв порчӗ умӗнчи лапам.
Автобус Юханшыв портӗнче, Константин Иванов урамӗнчи Ҫветтуй Троицки мӑнастир, К.
Республика кунӗ умӗн Шупашкарти Мускав кӗперне хӑйне евӗр юсанӑ. Кӳлмекрен пуҫласа республика пульници таран тӑсӑлакан колеяна мэри васкаса хуплама йышӑннӑ.
Ку ӗҫе «Гарант» строительство компанийӗ пурнӑҫланӑ. Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем 50 сантиметр сарлакӑш, 5 сантиметр тарӑнӑш тӑрӑхла картсем касса кӑларнӑ та шӑтӑксем ҫине вырнаҫтарнӑ. Ку мӗн хака кайса ларни пирки нимӗн те каламан.
Кӗпере хӑҫан йӗркеллӗ юсӗҫ? Ахӑртнех, халех мар. Хальлӗхе Мускав кӗперне реконструкцилемелле. Кун хыҫҫӑн ҫеҫ кӗпере 6 йӗр таран сарӗҫ.
Ҫула ҫакнашкал лӑпӑр-лапӑр юсанипех улталасшӑн-ши халӑха?
«Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Прусаков ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче руль умне ӳсӗр ларнипе ҫул-йӗр инспекторӗсен аллине ҫакланнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, ӗҫри урапана тытса пыракан пуҫлӑх инспекторсемпе те хӑйне кӑнттам тытнӑ. Урапа умне хӗрӗнкӗ пуҫпа кӗрсе ларнӑ пуҫлӑх Чӑваш Енӗн правительствин ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх енӗпе ӗҫлекен комиссин пайташӗ шутланать.
Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи 2-мӗш суд участокӗн миравай тӳри пуҫлӑха ҫулталӑк ҫурӑлӑха водитель прависӗр хӑварма тата 30 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Суд ларӑвне темиҫе хутчен те куҫарнине пӗлтереҫҫӗ. Малтан — ваккат ыйтнипе, каярах икӗ хутчен — кӳнтеленсене чӗннине пула, тепрехинче — тӳре ӗҫлине кура.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 17 сехет те 10 минутра М-7 федераци ҫулӗ ҫинче 400 литр топливо тӑкӑнса кайнӑ. Ку Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче, автоҫулӑн 659-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «КамАЗӑн» 42 ҫулти водителӗ интервала пӑхӑнмасӑр Мерседес маркӑллӑ йывӑр тиевлӗ урапапа ҫапӑннӑ. Телее, аварире никам та вилмен. Анчах Мерседесран ҫул ҫине 400 литр дизель топливи тӑкӑннӑ.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем вырӑна тӳрех ҫитнӗ. Вӗсем урапасене иртсе ҫӳремелли майсем туса панӑ. Ҫӑлавҫӑсем вара аварие пӗтерес тӗллевпе ӗҫленӗ.
Ку ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче каҫхине Гагарин тата Энгельс урамӗсем хӗресленекен вырӑнта пулнӑ. «Тойота» урапа, правительство номерӗсемпе ҫӳрекенскер, ҫул урлӑ каҫакан хӗрача ҫине кӗрсе кайнӑ.
Куракансем каланӑ тӑрӑх, шкулта вӗренекен 14-ри хӗрача светофор хӗрлӗ ҫутатнӑ чухне ҫул урлӑ каҫнӑ, хӑй телефонпа калаҫнӑ.
Ҫул варрине ҫитсен вӑл каялла кайма тӑнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра ӑна урапа ҫапса хӑварнӑ. Телее, вӑйлах суранланман вӑл. Ӑна киле ӑсатнӑ.
Медицина тӗрӗслевӗ кӑтартнӑ тӑрӑх, 42-ри водитель урӑ пулнӑ. А021АА номерлӗ «Тойота» правительство автопаркӗн шутланать.
Кӑҫал ҫул-йӗре юсас ӗҫе ЧР Правительстви 4 миллиард тенкӗ ытла тӑкаклама хатӗр. Хӑш-пӗр ҫӗрте ҫӗнӗ ҫул сарӗҫ, теприсенче киввисенех юсӗҫ.
Вӑрнар районӗнче хӗл лариччен 5 ҫухрӑм ҫул сарма палӑртнӑ. Вӑрманкасси ялӗнче кӗҫӗх ҫӗнӗ ҫул пулӗ. Халӗ 920 метр тӑршшӗ участокра ӗҫ хӗрсех пырать. Вӗтӗ чул сапнӑ ӗнтӗ. Ҫӗнӗ ҫулӑн сахалтан та 4 ҫул чӑтмалла. Подрядчик ӗҫе уйӑх вӗҫлениччен туса пӗтерме шантарнӑ.
Ялта ҫул питӗ япӑх. Ҫӗнӗ ҫул сарма тытӑнсан халӑхӑн кӑмӑлӗ те ҫӗкленнӗ. Урапапа ҫӳрекенсем ҫеҫ мар, ҫуран утакансем те кӑмӑллӑ. Вӗсем валли тротуар та пулӗ.
Ҫулсене тытса тӑма тата юсама 38 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ӗҫӗн 40 процентне пурнӑҫланӑ ӗнтӗ. Ҫитес вӑхӑтра Ярмушка тата Упнер ялӗсенче ҫӗнӗ ҫул сармалла.
Шупашкар районӗнчи Хурӑнлӑх ялӗ ҫывӑхӗнче фура кювета чӑмнӑ та ҫаврӑнса ӳкнӗ. Куракансем каланӑ тӑрӑх, урапа майӗпен пынӑ. Авари мӗншӗн сиксе тухнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ку пӑтӑрмах паян, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 16 сехет ҫурӑра пулнӑ. Фура кабининче водитель, унӑн арӑмӗ тата икӗ хӗр пӗрчи пулнӑ. Урапа ҫаврӑнса ӳксенех ҫынсем пулӑшма чупнӑ.
Арӑмне тата икӗ ачине кабинӑран кӑларнӑ. Вӗсем чиперех. Водителӗн сӑмсинчен юн кайнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу илсе кайнӑ.
Руль умне правсӑр ларакансемшӗн Чӑваш Енри шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ҫул-йӗрӗ хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн республикӑри управленийӗн подразделенийӗсен тата Патшалӑхӑн автоинспекцийӗн управленийӗн ӗҫченӗсене явап тыттарнӑ.
Ведомство шайӗнче ирттернӗ канашлура министр водитель удостовернийӗ ҫук ҫынсем руль умне ларасран профилактика енӗпе ӗҫлесе ҫитерейменшӗн ӳпкеленӗ. Ӳпкеленӗ кӑна та мар, ҫирӗп асӑрхаттарнӑ.
Пӑтӑрмахсем ӳлӗмрен тата сиксе тухсан яваплисене ӗҫ вырӑнӗнчен хӑтарасси пирки те систернӗ министр ирттернӗ канашлура.
Аса илтеретпӗр, иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Шупашкар хулин сити менеджерӗн Алексей Ладыковӑн 17 ҫулти ывӑлӗ правасӑрах руль умне ларнӑ, хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса умри урапаран иртме хӑтланса тепӗр машинӑпа пырса ҫапӑннӑ.
Пуҫлӑх ывӑл-хӗрӗн харсӑрланма-пуҫтахланма юрать-и? Ахаль, пирӗн пек ҫынсен ачисемпе танлаштарсан вӗсем хушшинче уйрӑмлӑх пур-и? Ята кӗрсен вӗсене пурне те пӗр пек ӳпкелемелле-ятламалла-и е вӗсене те кусене те пӗр пек шеллесе хӗрхенмелле-и? Ҫак ыйтусене кашни ҫын тӗрлӗрен хуравласси пирки пӗртте иккӗленместӗп.
Темиҫе кун каялла кӑна, ҫу уйӑхӗн 29-мӗш каҫхине, ҫурҫӗр иртсен, Шупашкарта икӗ урапа ҫапӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫырчӗ-ха. Ҫул-йӗрти инкек, шел те, вӗҫӗм пулать те, хӑнӑхса ҫитрӗмӗр те курӑнать. Ҫук-ха, ҫухату тӳсекенсем, шар куракансем ниепле те хӑнӑхаймӗҫ. Усал хыпар-хӑнара МИХсенче илтсе йӑлӑхни пирки каласшӑнччӗ эпӗ.
Анчах халӗ эпир асӑннӑ инкекре Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн 17 ҫулти ывӑлӗ айӑплине палӑртнӑ. Ҫакскерӗн руль умне ларма ирӗкӗ те пулман: урапана тытса пыма ирӗк паракан правана 18 тултарсан кӑна параҫҫӗ-ҫке.
Инкек сиксе тухнӑ хыҫҫӑн ҫынсен тӗрлӗ ыйту ҫуралнине ӑнланма пулать: 17-ри каччӑна ашшӗ-амӑшӗ мӗн тесе руль умне ларма ирӗк панӑ? Каҫхи клубран таврӑнакан ҫамрӑк эрех сыпнине, ҫавӑнпах вӑл медицина тӗрӗслевӗ тухма хирӗҫленине калаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |