Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫул-йӗр

Ҫул-йӗр

Етӗрне районӗнче Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫӗнӗ ҫул уҫнӑ. Вӑл 2,5 ҫухрӑм, темиҫе яла ҫыхӑнтарать. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.

«Сӑр — Тури Мучар — Чаканар — Ирҫе» ҫула раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Вырӑнти халӑхшӑн ку Ҫӗнӗ ҫул уявӗ умӗн чӑн-чӑн парне пекех пулнӑ. Унта хисеплӗ хӑнасем, пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ.

Ҫул 2,467 ҫухрӑм тӑршшӗ, сарлакӑшӗ — 6 метр. Ӑна тумашкӑн 46333,31 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Етӗрне районӗнче кӑҫал 10 ҫул тума пуҫланӑ. Республикӑри ялсенче пӗтӗмпе 100 ытла объекта хута яма тытӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/view/66341
 

Пӑтӑрмахсем

Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче М-7 федераци ҫулӗ ҫинче шкул ачине таптаса кайнӑ. Водитель светофор симӗс тӗслӗ ҫутатнӑ чухне каҫнӑ, анчах ӑна фура водителӗ асӑрхаман.

12-ри ача 7-мӗш класра вӗренет. Вӑл виҫҫӗмӗш урок хыҫҫӑн лимонад илме тухнӑ. Фура ҫапса кайнӑ хыҫҫӑн вӑл темӗнле асамлӑ майпа чӗрӗ юлнӑ. Ӑна, йывӑр суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ача урине ҫухатнӑ.

Ку Кӳкеҫри 1-мӗш шкул ҫывӑхӗнче пулнӑ. Ача ҫул урлӑ каҫнӑ чухне шуса ӳкнӗ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине фура кӗрсе кайнӑ.

Фура водителӗ — 48 ҫулта. Вӑл ҫул-йӗр правилине пӑснӑ, хӗрлӗ ҫутӑ пулнӑ чухне чарӑнман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/view/66330
 

Хулара

Обществӑлла транспорт ҫурҫӗр иртни иккӗччен ҫӳрӗ. Анчах ялан мар. Ҫӗнӗ ҫул каҫхине. Анчах пур ҫӗрте те мар. Шупашкарта.

Ҫулталӑкри чи шавлӑ та чи хаваслӑ уявсенчен пӗринче республикӑн тӗп хулинче общество транспортне ҫурҫӗр иртни икӗ сехетчен ҫӳреттерме йышӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков раштавӑн 23-мӗшӗнче хушу кӑларнӑ. Хула администрацийӗн сайтӗнче хӑш маршрутпа ҫӳрекен транспорт ӑҫтан миҫере хускалассине тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ.

Вӑрӑмлатнӑ ӗҫ кунӗ, тӗрӗсрех, каҫӗ, 1, 2, 3, 4, 9, 11, 14, 15, 18, 20-мӗш номерлӗ троллейбуссене тата 10,15-э, 22, 23-мӗш номерлӗ автобуссене пырса тивет.

 

Политика Дмитрий Евсеев хуравсӑрах юлнӑ
Дмитрий Евсеев хуравсӑрах юлнӑ

Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗ хӗрӳ иртнӗ.

Оппозици шутланакан депутатсем ку хутӗнче, сӑмахран, «Платон» тытӑмпа усӑ курса пысӑк тиевлӗ машинӑсене инҫе ҫула тухнишӗн укҫа тӳлеттерессине хирӗҫ хатӗрленӗ ҫыру проекчӗ ҫухални пирки хӗрсе калаҫнӑ. Пысӑк тиевлӗ урапа хуҫисене кӑна мар, ахаль ҫынсене те (ҫавна пула апат-ҫимӗҫ хакланать теҫҫӗ те) калаҫтаракан тӳлев вырӑнлӑ мар тесе хут хатӗрленӗ пулать.

Хута малтан ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтне те вырнаҫтарнӑ-мӗн. Проекта парламентӑн вице-спикерӗ Олег Мешков ертсе пыракан комитет пӑхса тухса ырланӑ имӗш. Анчах паян президиум ун пек документа курман-илтменҫи тытнӑ. Коммунистсен партийӗн ЧР Патшалӑх Канашӗнчи фракцийӗн ертӳҫи Дмитрий Евсеев хут ӑҫта ҫухални пирки темле кӑсӑклансан та ку хурава вӑл илтеймен.

 

Ҫул-йӗр

Республикӑн конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби ҫитес ҫул валли ҫул укҫине хӑпартассине пӑхса тухмассине пӗлтернӗ. Ҫакна вӑл пассажирсене турттарассин тарифӗсене пӑхса тухма заявлени пулманнипе сӑлтавланӑ. Ырӑ хыпара REGNUM информаци агентстви пӗлтерет.

Общество транспортӗнчи хаксене унччен пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хӑпартнӑччӗ. Троллейбусри хак ун чух 1 тенкӗ хӑпарса 15 тенке ҫитрӗ, Шупашкарти «маршруткӑсенче» 16 тенкӗрен тӳрех 20 тенке ҫитерчӗҫ. Шупашкар тӑрӑх автобуспа ҫӳреме 16 тенкӗ тӳлемелле.

Ҫул укҫине хӑпартнине пире, пассажирсене, турттарма тӑкаклипе сӑлтавларӗҫ. Кун пирки ЧР конкурентлӑ политика тата тариф службине Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗсем, «Чӑвашавтотранспорт» предприяти тата уйрӑм виҫӗ перевозчик пӗлтернӗ. Тарифсене ҫирӗплетекен ведомство шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, чӑн та, тӑкаклах пулса тухма пултарнӑ. Хака ӳстермесен Шупашкарти троллейбус предприятийӗ кӑҫал 124 миллион тенкӗ тӑкак курма пултаратчӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти — 20 миллион тенкӗ, «Чӑвашавтотранс» — 185 миллион тенкӗ.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫак ҫын ҫул ҫинче шар курнӑ. Ку хӑйӗн айӑпӗпе мар-ха. Маршрутка водителӗн тимсӗрлӗхне пула вӑл пуҫне суранлатнӑ.

Ку иртнӗ эрнере пулнӑ. Водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 44 ҫулти арҫынна тепӗр ҫынна суран кӳнӗшӗн айӑпласшӑн.

Ҫав кун 68 ҫулти пассажир самаях вӑйлӑ аманнӑ. Ҫӗмӗрле хулине кӗнӗ чухне водитель чарӑнса ҫынсене антарнӑ. Анчах алӑк хупӑ-и е ҫук-и — лайӑх пӑхман вӑл — малалла хускалнӑ. Ҫавӑн чухне автобусран ватӑ арҫын тухса ӳкнӗ те пуҫне амантнӑ. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.

Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следовательсем ӗҫлеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/view/66272
 

Республикӑра Анатолий Ивановпа Владимир Романов
Анатолий Ивановпа Владимир Романов

Айӑпа кӗрсен штрафӑн ҫуррине тӳлеттернипе ҫырлахӗҫ. Анчах ку ҫӑмӑллӑх пурне те пырса тивмест. Водительсене кӑна. Вӗсене те пурне те мар-ха.

Йӗркене кӑштах пӑссан, ҫавӑншӑн штрафа ҫийӗнчех тӳлесен водительсене штрафӑн ҫуррине кӑна тӳлеттересси пирки раштавӑн 9-мӗшӗнче республикӑн Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗн управленийӗнче ирттернӗ брифингра асӑннӑ ведомство пуҫлӑхӗ Владимир Романов пӗлтернӗ.

Ҫӗнӗлӗх килес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрет.

Кӑрлачӑн 15-мӗшӗнчен вара тата тепӗр саккун вӑя кӗрет. Вӑл та водительсенех пырса тивет. Суд приставӗсем вӗсем тӗлӗшпе исполнительнӑй ӗҫ пуҫарнӑ пулсан хайхисене ҫула тухма чарма пултараҫҫӗ. Кун пек чару, сӑмахран, сывлӑха сиен кӳнине саплаштармалла йышӑну кӑларнисене, алиментпа парӑмлисене, административлӑ штраф тӳлемеллисене пырса тивет.

 

Хулара «Про Город» тунӑ сӑн
«Про Город» тунӑ сӑн

Шупашкарти Мускав кӗперне юсама хатӗрленеҫҫӗ. Ҫавна май подрядчик кӳлмекри шыва 3 ҫуллӑха татса яма палӑртать.

Кӗпере виҫӗ ҫул юсама палӑртнӑ. Ӑна «Пелискер» тулли мар яваплӑ общество пурнӑҫлӗ. Юсав вӑхӑтӗнче Театр тата Совет кӳлмекӗнче ҫынсене тата транспорта ҫӳреме чарӗҫ.

Проекта пурнӑҫламашкӑн 1,6 миллиард тенкӗ кирлӗ. Ку укҫана федераци, республика тата хула хыснисенчен уйӑрӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/80492
 

Ҫул-йӗр

Инҫе ҫула пысӑк тиевлӗ машинӑпа тухакан водительсене ҫул ҫинче ҫӳренӗшӗн укҫа тӳлемеллине хирӗҫ пулса акцие тухнине, вӗсем иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче черетлӗ хутчен акци йӗркеленине пӗлтернӗччӗ.

Аса илтеретпӗр, водительсем чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑнтӑрла Шупашкарти Гагарин палӑкӗ патне пухӑннӑ. 12 тоннӑран ытларах таякан фурӑсен водителӗсем ҫав эрнере иккӗмӗш хут акцие тухнӑччӗ.

Темле пулсан та саккунне йышӑннӑ. Шупашкарта паян «Платон» тытӑмпа ӗҫлекен «штрафомобиле» асӑрханӑ. Вӑл урапа йывӑр тиевлӗ машинӑсен номерӗсем тӑрӑх пӗрлӗхлӗ базӑна кӗрсе вӑл е ку урапа ҫул ҫӳренӗшӗн укҫа тӳленипе тӳлеменнине палӑртать. Мобильлӗ ку комплекссем стационарлисем вырӑнне пулӑшу кӳреҫҫӗ. Стационарлисем хальлӗхе Калуга тата Мускав облаҫӗсенче кӑна пур-мӗн.

 

Статистика

Ку статистика хӑрушӑ. Чӑваш Енре кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗччен ҫул ҫинче ачасемпе 77 пӑтӑрмах пулнӑ. Ҫавна май ҫул ҫитмен 85 ача суранланнӑ, 1 ача вилнӗ. Ку — ҪҪХПИ кӑтартӑвӗ.

Ҫак пӑтӑрмахсенчен ҫурри — ачасем ҫине урапа кӗрсе кайни. 18 пӑтӑрмах ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта пулнӑ.

Ачасен айӑпӗпе 12 авари пулнӑ. Вӗсем ҫул ҫине чупса тухнӑ е юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫнӑ. 39 пӑтӑрмахра шӑпӑрлансем пассажирсем пулнӑ. Ытларах чухне вӗсем пиҫҫиххипе ҫыхӑнман.

Ҫул ҫинче шар курнӑ ачасенчен ытларахӑшӗ 7–11 ҫулсенче. Аварисенчен нумайӑшӗ кӗҫнерникун пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 132, 133, 134, 135, 136, 137, 138, 139, 140, 141, [142], 143, 144, 145, 146, 147, 148, 149, 150, 151, 152, ... 187
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 25

1911
113
Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1972
52
Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ.
1980
44
Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй