Тарӑхтаракан кӗпер Мӑн Ҫавал юханшывӗ урлӑ выртать. «Кивӗ кӗперпе юнашарах ҫӗннине тунӑран машинӑсем куллен ирхине-каҫхине, канмалли кунсенче черет тӑрса тимӗр шапа пек аран-аран иртнине Ҫӗрпӳ хули витӗр автотранспортпа ҫул ҫӳрекенсем лайӑх пӗлеҫҫӗ», — тесе хаклать ӑна Юрий Михайлов журналист.
Строительствӑна вӗҫлеме нумай юлман-мӗн.
Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та кӗпер ыйтӑвне нумаях пулмасть хускатнӑ.
Кӗперпе ҫула тӑвакан тӗп подряд организацийӗ — «Волгомост» АУО. Строительствӑна унӑн пӗлтӗрех вӗҫлемелле пулнӑ. Тӗллеве пурнӑҫлама вӑл субподрядҫӑсемпе килӗшӳ тунӑ. Анчах вӗсене (пӗри объектран 5 ҫухрӑмра ҫеҫ вырнаҫнӑ) укҫа вӑхӑтра куҫарса паман пирки ӗҫ чарӑнса тӑнӑ. Кӑҫал ҫул хывма «Башкиравтодор» обществӑпа килӗшӳ тунӑ.
М. Игнатьев канашлура ӗҫе авӑн 1-мӗшӗччен вӗҫлеме хушнӑ.
Чӑваш Енре ҫул-йӗр тӑвас ӗҫ малалла пырать. Акӑ, ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар районӗнчи икӗ ялта кӗҫех ҫӗнӗ ҫул сарӗҫ.
Оппукасси тата Станьял ялӗсен ҫыннисем кӗҫех ҫӗнӗ ҫулпа утма пултарӗҫ. Оппукасси ялӗнче Шоссе урамӗнче ҫул сараҫҫӗ. Вӑл 480 метр тӑршшӗ пулӗ.
Станьял ялӗнче вара Хӑйӑр тата Мир урамӗсенче ҫул сараҫҫӗ. Унти ҫулсем пӗтӗмпе пӗр ҫухрӑма яхӑн пулӗҫ.
Кӗҫех Кӳкеҫри Хӗвел урамӗнче (700 метр) ҫул тума тытӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех чӑрӑшкассисем савӑнма пултарӗҫ. Ҫулсене вӗтӗ чул сарса хытарӗҫ.
Лайӑх тӑвас тенӗ те начар пулса тухнӑ. Улатӑр хулинчи нумай хваттерлӗ пӗр ҫурта 2009 ҫулта юсанӑ та ҫынсем нушаланма тытӑннӑ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем ҫав ҫулхине ҫурт ҫивиттине ҫӗнетнӗ. Анчах ҫав ҫуртра пурӑнакансемшӗн ырлӑх вырӑнне хурлӑх пуҫланнӑ. Кун пирки Чӑваш Ен парламенчӗн депутатне Генрих Васильева Улатӑр хулинче пурӑнакан ҫын онлайн-йышӑну вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ. Ик айкки те тӑвайкки мар ҫав ҫын Улатӑрти хӑй пурӑнакан нумай хваттерлӗ ҫурт ҫивиттине юсанӑ хыҫҫӑн маччасем ҫурӑлса кайнӑ, хӗлле унта пӑрланса ларать, ҫуркуннепе кӗркунне хваттерсене шыв анать. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн управляющи компанийӗ ӗҫе кӑлтӑкпа пурнӑҫланине йышӑнать-мӗн, анчах юсама васкамасть.
Депутат патне йышӑнӑва Кивӗ Эйпеҫ ялӗнчен пынӑ арҫын та хӑй ыйтӑвӗпе кӑна ҫӳремен, ҫынсемшӗн пӑшӑрханнӑ. Вӑл хӑйсен ялӗнчи Ленин урамӗ республика пӗлтерӗшлӗ шутланнине, ҫав май ун тӑрӑх машина нумай хутланине, ҫул-йӗр ҫинчи инкек те сахал мар сиксе тухнине пӗлтернӗ май «выртакан полицейски» тума май ҫук-ши тесе кӑсӑкланнӑ.
Дмитрий Медведев премьер-министр хушӑва алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Ен валли 17 миллион тенкӗ те 334 пин те 800 тенкӗ уйӑрӗҫ. Хушӑва правительство сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ҫак укҫапа ялсенче ҫулсем сарӗҫ. Вӑл хытӑ сийлӗ пулӗ. Ҫакна «Ялсене 2014–2017 ҫулсенче аталантарасси» тӗллевлӗ программӑпа килӗшӳллӗн пурнӑҫлӗҫ. 2015 ҫулта субъектсем валли 4,5 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Правительствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, ку пурте усӑ куракан ҫул-йӗр тӑршшӗне пысӑклатма май парӗ.
Субсидие 52 регион валли уйӑрӗҫ. Ҫав шутра Мари Эл — 117,9 миллион тенкӗ, Тутарстан — 307 миллион тенкӗ, Киров облаҫӗ — 275 миллион тенкӗ, Чулхула облаҫӗ — 210, 9 миллион тенкӗ.
Шупашкарта ҫуран ҫӳрекенсем валли ҫул урлӑ каҫма ҫӗнӗ йышши пускӑчсем лартма тытӑннӑ. «Ждите» (чӑв. «Кӗтӗр») тесе ҫырнӑскере чи малтан Президент бульварӗ урлӑ каҫмалли ҫул ҫине вырнаҫтарнӑ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫе республика тӗп хулинче йышӑннӑ «Шупашкар хулин транспорт тытӑмне 2014–2016 ҫулсенче аталантарасси» муниципалитет программипе килӗшӳллӗн тата «Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне 2014–2020 ҫулсенче ӳстересси» ҫумпрограммӑпа килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ.
Кӑҫалх 9 светофора юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ, тӑваттӑшне ҫӗнӗрен тумалла, ҫул-йӗр паллисене 300 штук ҫакмалла. Мӗнпур ӗҫе тума хула хыснинчен 9,9 миллион тенкӗ тухса кайӗ.
Палӑртнинчен пӗр пайне пурнӑҫлама ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Мӗнпурне вара ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлемелле.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьевӑн урапине каллех ҫул-йӗр правилине пӑснине асӑрханӑ. Хальхинче видеона утӑн 13-мӗшӗнче 17 сехет те 51 минутра Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонтан Максим Горький проспекчӗ еннелле кайнӑ чухне ӳкернӗ.
Урапа кирлӗ йӗр ҫинче чарӑнман, светофор хӗрлӗ ҫутатнӑ чухне ҫул ҫине тухнӑ. Нумаях пулмасть Игнатьев урапи хула тулашӗнчи ҫул ҫинче йӗркене пӑснӑ-мӗн. Вӑл нумай машина пулнӑран вӗсене ҫул хӗррипе хӑваласа иртсе кайнӑ. Водитель тивӗҫлипе явап тытнӑ. ҪҪХПИ ӗҫченӗ ӑна 1500 тенкӗ штраф ҫырса панӑ.
«Пирӗн водительсен тата ҫуран ҫӳрекенсен культурине лайӑхлатмалла. Ҫул-йӗр правилине пӑхӑнни ҫеҫ инкекрен сыхлать», — ҫапла пӗлтернӗ Михаил Игнатьев утӑн 2-мӗшӗнче.
Раҫҫей общество пуҫарулӑхӗн сайтӗнче сасӑлав иртет. Мӗн пирки? Хӑлхине наушник чикнӗ ҫуран ҫӳрекен ҫынсене, велосипедистсене сахалтан та 3 пин тенкӗлӗх штрафлатарасшӑн. Ку урапасем ҫӳрекен вырӑнта тата чукун ҫул ҫывӑхӗнче утакансене пырса тивет.
Ҫакна шухӑшласа кӑларнисем каланӑ тӑрӑх, ку ҫул ҫинче ҫуран ҫӳрекенсен вилеслӗхне чакарать. Наушникпа пыракансене пула авариллӗ лару-тӑру сиксе тухма та пултарать-мӗн.
Текстра ҫырнӑ тӑрӑх, наушникпе утакан ҫын тимсӗрлӗхне ҫухатать, ҫул ҫинче мӗн пулса иртнине курмасть те, илтмест те. Уйрӑмах наушник урапа пиклеттернине илтме чӑрмантарать-мӗн, ҫавна май пӑтӑрмах сиксе тухма пултарать.
Хальлӗхе ҫак пуҫарӑва 400 яхӑн ҫын ырланӑ. Ӑна федераци шайӗнче пӑхса тухчӑр тесен 100 пин сасӑ кирлӗ.
Шупашкар районӗнче водительсем инкеке кӑнтӑрла иртсен ытларах лекеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки асӑннӑ район хаҫачӗ «Тӑван Ен» хӑйӗн сайтӗнче хыпарлать.
Асӑннӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ҫул-йӗр ҫинчи инкек 12 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен час-часрах сиксе тухать. Кунне те тишкернӗ: ытларикун тата эрнекун. Пӗтӗмпе вара кӑҫалхи ҫур ҫулта хула ҫумӗнчи ҫав муниципалитетра 59 авари пулнӑ. Ҫул ҫинчи инкекре 98 ҫын аманнӑ, 13-ӗн вилнӗ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем цифрӑсене пӗлтӗрхи ҫур ҫулпа танлаштарнӑ та, кӑҫал шар курасси нумайланнине асӑрханӑ.
Пӗр инкеке те хӑрушсӑр тееймӗн те, ҫапах та машинӑпа машина ҫапӑнсан уйрӑмах шар кураҫҫӗ иккен. 31 ҫавӑн пек пек тӗслӗхре тӑххӑррӑн вилнӗ, 67-ӗн аманнӑ.
Ҫумӑр вӑраха кайнӑран ҫулсем те шар кураҫҫӗ иккен. Паян, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти Киров урамӗнчи асфальт ҫул шӑтӑкланнӑ.
Вӑл Явӑшпа Карачура ялӗсен хушшинче. Унтан водительсем М-7 ҫул ҫинче «пӑкӑ» пулсан ҫӳреме юратаҫҫӗ. Ҫулӗ лайӑхах мар пулсан та унтан хулана кӗме пулатчӗ-ха.
Максим Майоров паян 11 сехетре кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчен Явӑш еннелле кайнӑ. Унччен те пулмасть — вӑл пысӑк шӑтӑка асӑрханӑ. Ку ӑна, паллах, хӑратнӑ. Анчах Максим шӑтӑкран пӑрӑнма ӗлкӗрнӗ. Максим шӑтӑка ҫитес вӑхӑтра сапласса шанать. Е асӑрхаттару палли те пулин лартмалла. Унсӑрӑн унта авари пуласси те инҫех мар.
Ҫул ҫинчи хӑрушӑ лару-тӑру пирки Шупашкар хула администрацине тата предприяти ӗҫченӗсене пӗлтернӗ. Ҫитес вӑхӑтра ҫав ҫул ҫинчи лару-тӑрӑва сирессе шанаҫҫӗ те…
Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче, Ӗпхӳре, Шанхайри килӗштерсе ӗҫлекен организацин (ШОС) тата БРИКС саммичӗсем иртнӗ май Раҫҫейӗн транспорт министрӗ Максим Соколов пресс-конференци вӑхӑтӗнче ку шухӑша асӑнса хӑварнӑ. Унта вӑл журналистсене Китая каякан ҫӗнӗ транспорт коридорӗсем пирки чарӑнса тӑнӑ. Ҫӗнӗ автотрасса Чӑваш Ен урлӑ выртмалла-мӗн.
«Хуларан пӑрӑнса иртекен ҫӗнӗ автомобиль трассине кӑҫал Чулхулара уҫнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра ӗҫсем Чӑваш Енре тата Тутарстанра пуҫланмалла. Чӑваш Енре ӗҫе уйрӑм партнерсене явӑҫтармалла. Пушкӑртстана ҫул Бавлов енчен выртӗ, унтан вӑл Ӗрӗнпура тухса кайӗ. Кӑҫал, сӑмах май, унта хулана хӗвелтухӑҫ енчен иртекен ҫул тума пуҫланӑ. Кайран ҫул Казахстана тата малалла выртӗ. Ҫул тӑршшӗ пурӗ 2000 километр ытла пулӗ. Тепӗр енчен те ӗҫсем пур. Ку вӑл — Барнаул-Урумучи ҫул. Унта пирӗн 1100 километр ҫул тӑвас ӗмӗт», — илсе кӑтартнӑ министр сӑмахне «Федераци хыпарӗсем 24» интернет-портал.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |