Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Ен Президенчӗ Николай Фёдоров канашлу ирттернӗ, унта Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн пӗрремӗш председатель ҫумӗ Николай Смирной 2008 ҫулта Чӑваш Ен Патшалӑх Канашне янӑ "Пуласлӑха паян хатӗрлетпӗр" Президент ҫырӑвӗнче палӑртнӑ ӗҫсем епле пынине каласа пачӗ.
Н. Фёдоров тӗп ӗҫсене ырларӗ, ҫитес вӑхӑтра 2008 ҫулхи бюджета улшӑнусем кӗртмелли саккун пирки пӗлтерчӗ. Бюджет тӑкакӗпе тупӑшӗ 3,9 миллиард тенкӗлӗх ӳсмелле. Хушма укҫари 2,3 млрд. тенкӗне халӑха валли йӗркелемелли инфраструктурӑна ҫӗнетнӗ ҫӗре уйӑрӗҫ. Вӑл укҫаран 1,4 млрд. тенкӗ ялпа хула ҫулӗсене сарма кайӗ, 400 млн. — патшалӑхӑн пурӑну ҫурчӗсене тума. Ял хуҫалӑхне 373 млн. тенкӗ лекӗ, халӑха социаллӑ енчен хӳтлӗх памашкӑн — 197 млн. тенкӗ. 500 млн. тенкӗне нумай хватерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсамашкӑн усӑ курӗҫ.
Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 13 сехет те 20 минут тӗлӗнче Шупашкара кӗнӗ вырӑнте Николай Емельяновӑн ывӑлӗ аварине лекнӗ. Чӑваш Ен ПҪҪХИ (Патшалӑхӑн ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗ) пӗлтернӗ тӑрӑх 26 ҫулхи Иван Емельянов хӑйӗн икӗ юлташӗпе Mitsubishi машинӑпа пынӑ ҫӗртре "Нивӑпа" ҫапӑннӑ. Иван Емельяновӗпе унӑн юлташӗ вырӑнтах вилнӗ, пӗрле ларса пыракан хӗрпе "Нива" машинӑн водительне пульницӑна ӑсатнӑ.
Аварире айӑплине хальлӗхе палӑртайман-ха.
2008 ҫул пуҫламӑшӗнче Ҫӗнӗ Лапсара кӗрекен ҫул ҫинче светофор ӗҫлеме пуҫларӗ. Лапсар ҫыннисем ӑна тахҫанах кӗтетчӗҫ - вӗсем валли пысӑк парне пулса тӑчӗ. Раҫҫей экономики ӳснӗ май йывӑр тиенӗ машинсен йышӗ те ҫул ҫинче нумайланчӗ. Ҫапла вара Шупашкартан Лапсаралла е Кӳкеҫ еннелле пӑрӑнас тесен ҫав ҫул тӑваткалӗнче автобуссен, ҫӑмӑл машшинсен темиҫе минут кӗтсе тӑма тиветчӗ - тӗп М7 ҫулпа иртекен машинсен йышӗ ытла та пысӑкчӗ. Ку та кӑна мар, ҫак кӗтесре аварисем час-часах пулса иртетчӗҫ.
Светофор лартнин пӗр ҫитменлӗхӗ кӑна пур - М7 трасса тӑрӑх ҫӳрекен йывӑр машинсен ун патӗнче чарӑнма тивет. Тата светофорӗ тӑвайкинелле хӑпаракан ҫул ҫинче ларнӑ май йывӑр машинасем чарӑннӑ хыҫҫӑн аран-аран тапранса каяҫҫӗ - капла шуҫлак ҫанталӑкра ҫул пӑкӑланса ларма та пултарать.
Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарта Кисана (Рязань) автобус ҫӳреме пуҫлӗ. Автобус тӗп вокзалтан 8 сехет ирхине эрнере виҫӗ хут ҫула тухӗ: юнкун, эрнекун тата вырсарникун. Кисанран вара автобус каялла каҫхи 18 сехет те 45 минутра ҫак кунсенче тухӗ: тунтикун, кӗҫнерникун, шӑматкун.
Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус паркӗ Сатӑру облаҫӗнчи Энгельсра туса кӑларнӑ ҫӗнӗ троллейбуспа пуянланчӗ. Ҫӗнӗ Ҫулччен тата тепӗр троллейбус килмелле. Пӗртӗр пурӗ 3 троллейбус туяннӑ пулнӑ.
Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарта халӗ пурӗ 57 троллейбус ӗҫлет. Канмалли кунсенче 35-36 троллейбус, ӗҫ кунӗсенче 46 ӗҫлеҫҫӗ. Хулара ҫӑвӑн пекех ятарласа ерешленӗ "туй", "ача-пӑча" ятлӑ троллейбуссем те ҫӳреҫҫӗ
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Элӗк районӗнче Выла юханшыв урлӑ асфальт хунӑ кӗпере ӗҫе кӗртнӗ. Ҫак чаплӑ ӗҫ уявне Чӑваш республикин хулари тата обществӑри инфраструктурине ҫӗнетсе-йӗркелесе пыракан министрӗ А.Н. Гончаров, унӑн ҫумӗ А.И. Лепилин, Элӗк районӗн пуҫлӑхӗ А.И. Платонов, Чӑваш республикин Минстройӑн автомобиль ҫулӗсене тытса пыракан управленин пуҫлӑхӗ В.А. Атрохов, унӑн ҫумӗ Н.Н. Бахмисов, ООО СПФ "Стромос" тӗп ертӳҫи В.Н. Карпеев, ДЭП-146 ертӳҫи В.А. Павлов хутшӑннӑ. "Элӗк-Ураскилт-Ҫирӗккасси-Выла" автотрасса ҫинчи кӗпере тума 2006 чӳк уйӑхӗнче тапратнӑ. Кӗпер вӑрӑммӑшӗ — 41 м. Кӗпере Чӑваш Республики Президенчӗн "Чӑваш Республикинче автомобиль ҫулӗсен шутне хӑвӑртрах аталантарасси" хушнипе туса лартнӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ял ачисене юнашар ялти шкула автобуспа турттарма питӗ ансат пулать. Ҫаплах тата ял ҫыннисем кунта автобуссен ҫӗнӗ маршрутне уҫасса шанаҫҫӗ. Ӗнтӗ, ҫак такӑр та хӑвӑрт ҫулпа элӗксемпе чутайсем хушшинчи тачӑ ҫыхӑнусем татах ҫирӗпленсе пырӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |