Чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа йывӑр тиевлӗ урапасенчен ҫул ҫинче ҫӳренӗшӗн укҫа пуҫтарма тытӑнӗҫ. Ку чӳкӗн 15-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ.
Пухнӑ укҫана федерацин ҫул-йӗр фондне ярӗҫ, унпа ҫулсене юсанӑ чухне усӑ курӗҫ. Ку налук 12 тоннӑран йывӑртарах урапасене пырса тивет. Куншӑн вӗсен 3 тенкӗ те 3 пусран сахал мар тӳлемелле пулӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулталӑкне пухнӑ 50–60 миллиард тенке ҫурт-йӗр фондне ярӗҫ.
Ку федераци ҫулӗн 50 ҫухрӑмне пырса тивӗ. Правительство пӗр ҫухрӑмшӑн 3,73 тенкӗ пухма палӑртнӑ. Анчах тарифа пӗчӗклетесси пирки калаҫаҫҫӗ. Халӗ ку кӑтартӑва 3 тенкӗ те 6 пус таран пӗчӗклетес проекта пӑхса тухаҫҫӗ.
Кӑҫал Шупашкарта тӑватӑ ҫул тӑваткалне аслӑлатнӑччӗ — ку вӑл 9-мӗш Пиллӗкҫуллӑхпа Хусанкай урамӗсем, Эгер бульварӗпе Гараж тӑкӑрлӑкӗ, Ярославльпе Воробьев композиторсен урамӗсем, Ленин проспекчӗпе Николаев урамӗ хӗрӗсленнӗ вырӑнсем пулчӗҫ. Унта урапасем ҫӳремелли ҫулсене сарлакалатрӗҫ, ҫуран ҫынсене ҫӳреме лайӑхлатрӗҫ.
Килес ҫул та темиҫе ҫул тӑваткалне аслӑлатма шухӑшлаҫҫӗ. Проектсем тӑратас тӗлӗшпе конкурс та пуҫарнӑ. 2016 ҫулта ҫул-йӗр ҫинчи ӗҫсем ҫак вырӑнсене пырса тивӗ:
- Мир проспекчӗпе Эгер булварӗн ҫул тӑваткалӗ («Лира» кафе енӗнче);
- Ленин Комсомолӗн урамӗ Пролетари урамӗпе хӗресленнӗ вырӑн;
- Гагарин урамӗпе Октябрь 50 ҫулӗн урамӗ хушшинчи ҫул тӑваткалӗ. Кунта «Раҫҫей» хӑна ҫурчӗ» чарӑнӑва куҫарӗҫ тата общество транспорчӗн валли «кӗсьесем» хатӗрлӗҫ;
- Карл Маркс урамӗпе Электроаппаратчиксен урамӗ хӗрӗсленнӗ вырӑн;
- Иван Яковлев проспекчӗпе Ашмарин урамӗ хӗресленнӗ ҫул тӑваткалӗ.
Проектсене 2016 ҫулхи ҫуркуннеччен хатӗрлесе ҫитермелле.
Канаш районӗнче арҫын 8 ҫулти хӗрачана ҫапса кайнӑ. Инкекре пӑрахман вӑл ӑна, хӑйех пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ку авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ухман ялӗнче пулнӑ. Хӗрача 7 сехет те 20 минутра ҫул каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра арҫын урапине хускатнӑ.
Водитель хӗрачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унта тухтӑрсем пӗчӗкскерӗн ури аманнине палӑртнӑ, пулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.
Кун хыҫҫӑн 39 ҫулти арҫын авари вырӑнне таврӑннӑ. Вӑл ӳсӗр пулманни паллӑ. Правана вӑл 4 ҫул каялла илнӗ. Анчах унӑн ОСАГО полисӗ пулман.
Раҫҫейре светофор хӗрлӗ ҫутатнӑ чухне каякан водительсене нумайрах штрафлаттарасшӑн. Ку хупӑннӑ шлагбаум хупӑннӑ чухне каҫса кайнӑ чухне те пырса тивет.
«Коммерсантъ» хаҫат ҫырнӑ тӑрӑх, кун пек водительсене 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттересшӗн. Е куншӑн праваран ҫур ҫуллӑха хӑтарасшӑн. Айӑплава суд палӑртӗ. Саккун проекчӗ РФ Транспорт министерстви витӗр тухать пулсан ку штраф чи пысӑкки пулӗ.
Раҫҫейре кӑҫал 7 уйӑхра 147 урапа пуйӑспа ҫапӑннӑ. Кун пек пуйӑсри ҫынсен пурнӑҫӗ те хӑрушлӑхра-ҫке. Раҫҫей чукун ҫулӗ саккун проектне ырланӑ.
Шлагбаум патӗнче сарӗ тӗс ҫукки пӑтӑрмах кӑларса тӑратнине те палӑртаҫҫӗ водительсем. Ара, ҫул кӗтмен ҫӗртен хупӑнма пултарать-ҫке-ха.
Суйлав умӗн Ҫӗрпӳ кӗперне уҫнине савӑнсах пӗлтерчӗҫ. Анчах суйлав иртсе кайсанах пӗлӗшӗм ҫав ҫула каллех хупнине, унта каллех «пӑкӑсем» пулнине пӗлтерчӗ.
«Чӑваш Ен» ПТРК сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗрпӳ кӗперне малалла юсаҫҫӗ. Ҫавна май транспорт унтан хуллен ҫӳрет, «пӑкӑ» пухӑнать.
Унта ҫӳремешкӗн ҫула уҫнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫиелти асфальта сараҫҫӗ-мӗн. Подрядчик ку ӗҫе авӑнӑн 30-мӗшӗччен туса пӗтерме шантарнӑ. Анчах ӗлкӗрӗҫ-и? Кун пирки иккӗленеҫҫӗ.
Михаил Игнатьев подрядчике пулӑшма, юсав ӗҫне ҫитес вӑхӑтра ҫӗнетме чӗнсе каланӑ. Водительсем кӑмӑлсӑр, Тутаркасси, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ урлӑ ҫӳреҫҫӗ. Анчах унта та «пӑкӑсем» пухӑнаҫҫӗ-мӗн.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса раштавӑн 31-мӗшӗччен пирӗн республикӑри хулаҫум маршрутпа ҫӳрекен пуйӑссене расписанирен кӑларӗҫ.
Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пилӗк маршрутпа ҫӳрекен пуйӑссем асӑннӑ тапхӑрта ҫынсене турттарма пӑрахӗҫ. Расписанирен кӑларакан маршрутсен шутне Ҫӗмӗрле – Канаш ҫулпа ҫӳрекен 6194-мӗш номерлӗ пуйӑс (вӑл 19 сехет те 10 минутра хускалса 20 сехет те 36 минутра ҫитнӗ), Улатӑр – Канаш ҫулпа ҫӳрекен 6390-мӗш номерлӗ пуйӑс (вӑл 4 сехет те 52 минутра хускалса 7 сехет те 22 минутра ҫитет), Канаш – Улатӑр ҫулпа ҫӳрекен 6395-мӗш номерлӗ пуйӑс (вӑл 18 сехетре хускалса 20 сехет те 25 минутра ҫитет), Канаш – Шупашкар ҫулпа ҫӳрекен 6502-мӗш номерлӗ пуйӑс (вӑл 03 сехетре хускалса 06 сехет те 10 минутра ҫитет), Шупашкар – Канаш ҫулпа ҫӳрекен 6505-мӗш номерлӗ пуйӑс (вӑл 18 сехет те 40 минутра хускалса 21 сехетре ҫитет) лекнӗ.
Канашран Шупашкара каякан 6506-мӗш номерлӗ пуйӑс расписанийӗ те ҫитес уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен улшӑнать. Канашран вӑл 17 сехетре хускалса тӗп хулара 19 сехет те 40 минутра ҫитсе чарӑнӗ.
Тӑвай районӗнчи Тенеялӗнче кӑҫал савӑнӑҫ хыҫҫӑн савӑнӑҫ пулнӑ. Малтанах унта фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ирттернӗ ҫӗре хӑнасем килнӗ. Унтах Валерий Николаевич Иванов та, унтах ҫуралнӑскер, пулнӑ. Ял халӑхӗ пуҫтарӑннӑ, пултарулӑх ушкӑнӗ юрӑсем шӑрантарнӑ.
ФАПа кӗрсен урӑх калаҫу пуҫланнӑ. Рита Бикметова Валерий Николаевичран ыйтнӑ: «Фельдшер пурӑнакан урама машинӑпа тухмалла тума пулмасть-ши? Ял фельдшерӗ хӑй руль тытса машинӑпа ҫӳрет пирӗн. Чирлӗ ҫын патне чӗнсен, тухса кӗме чӑнах та кансӗртерех ҫулӗ».
Ҫав кунах ҫула виҫнӗ. Икӗ кунра чул сарса ҫул туса панӑ та. Ку суйлав хыҫҫӑн пулнӑ. Антонина Егорова фельдшер урамӗнче халӗ пылчӑкра та урапапа ҫӳреме пулать.
Чӑваш Енри ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ҫӑхавсем йышӑнма тытӑннӑ. Малашне видеосене унта ярса пама пулать.
Видео ҫинче ҫул-йӗр правилисене пӑсни пулмалла. Вӑл — видеорегистратор ӳкерни пулмалла. Водительсен ун пекки пур тӑк ӑна ҫул-йӗр инспекцине яма май пур.
Видео ҫинче ҫул-йӗре пӑсни кӑна мар, урапан регистраци палли те курӑнмалла. Кун пек видеона йӗрке хуралӗнче йышӑнаҫҫӗ.
Видеоматериалсене 2 уйӑх хушшинче ярса памалла. Ӑна ҫул-йӗре пӑснӑ йӗрке хуралӗн территори адресӗпе ярса парсан лайӑхрах.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкар администрацийӗн канашлӑвӗ иртнӗ. Унта ача пахчисем, ҫулсем тӑвас ӗҫе сӳтсе явнӑ.
Администраци сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ Шупашкарти «Финн айлӑмӗ» микрорайонта тата Богдан Хмельницкий урамӗнче 200 тата 240 вырӑнлӑ ача пахчисем хута каяҫҫӗ. «Октябрь: 50 ҫул» урамӗнче ача пахчине юсаҫҫӗ. Унта стенасене тата маччана ҫӗнетеҫҫӗ, сантехника тата вентиляци улӑштараҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне Сосновка поселокӗнче 150 вырӑнлӑ ача пахчи тумашкӑн проектпа смета документне хатӗрлеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫулсене хӑҫан туса пӗтересси те паллӑ. Вӗсене сивӗсем пуҫланиччен туса пӗтерӗҫ. Халӗ Богдан Хмельницкий, Ярославль, Энгельс урамӗсенче ҫулсене юсаҫҫӗ.
Чӑваш Енре Ҫӗрпӳ кӗперӗ пирки нумай калаҫрӗҫ. Ӑна уҫмалли куна нумай кӗтрӗҫ. Халӗ тин кӗтсе илнӗ ҫакна.
М-7 ҫул ҫинчи Ҫӗрпӳ кӗперне тахҫанах юсамалла пулнӑ. Унта урапа нумай ҫӳрет. Ҫул вара питӗ ансӑр, хӗсӗк. Ҫавна май ҫав вырӑнти ҫула сарлакалатма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах Мӑн Ҫавал юханшывӗ урлӑ тепӗр кӗпер тума йышӑннӑ.
Чӑннипе, ку ҫула ҫурла уйӑхӗнчех туса пӗтермелле пулнӑ. Анчах ку ӗҫе халӗ кӑна вӗҫленӗ.
Малтанах ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче уҫма шантарнӑ. Унтан ҫак куна авӑнӑн 1 е 5-мӗшне куҫарнӑ. Анчах ӗҫ ҫаплах вӑраха тӑсӑлнӑ.
Халӗ ҫак ҫула уҫнӑ пулсан та юсав ӗҫӗ вӗҫленмен-ха. Ӗҫе туса пӗтермешкӗн тепӗр 2 уйӑх кирлӗ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |