Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Канаш районӗнче автобуссене тӗрӗслес тӗллевпе ЧР Транспорт министерствин ӗҫченӗсем ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсемпе пӗрле рейда тухнӑ.
Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Тӗслӗхрен, икӗ автобус «Заказной» тесе ҫыпӑҫтарнӑ наклейкӑпа пассажирсене унчченхи маршрутпах илсе ҫӳренӗ. Кунсӑр пуҫне саккуна пӑсса пассажирсенчен ҫул укҫи илнӗ.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн пӗтӗм материалсене тӗрӗслев органӗсене тивӗҫлӗ йышӑнусем тума ярса панӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Комсомольски районӗнче «Гранта» «Шкода Октавиа» машина ҫине пырса кӗнӗ. Иномарка сулахаялла пӑрӑнма чарӑннӑ пулнӑ. Ӑна ҫапса кайнӑ хыҫҫӑн «Гранта» фурӑпа тӑрӑннӑ.
Аварире ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ: «Шкода» водителӗн чӗри тапма чарӑннӑ. «Гранта» рулӗ умӗнче 17 ҫулти водитель ларнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ, унпа пӗрле хӗр салонра пынӑ. Вӗсем иккӗшӗ те пульницӑра.
Ҫамрӑк водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. «Грантӑна» 17 ҫулти каччӑн пӗлӗшӗ тара илнӗ-мӗн, ку вара улталаса унӑн рулӗ умне ларнӑ /хальлӗхе кун пирки тӗп-тӗрӗс калама ҫук/.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пассажирсене турттаракансене шыраҫҫӗ. Кун пирки хула администрацийӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗн управленийӗ пӗлтернӗ. Унтисем каланӑ тӑрӑх, 12, 19, 65-мӗш маршрутсем валли турттаракансене шыраҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнакансен сӗнӗвӗсене https://chebzmo.rts-tender.ru/ сайтра ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗ хыҫҫӑн йышӑнма тытӑнӗҫ.
12-мӗш маршрут валли 9 единица пӗчӗк класлӑ техника (унсӑр пуҫне 1 саппасра пулмалла) шыраҫҫӗ; 19-мӗш маршрут валли — 1 единица (1 саппас), 65-мӗш маршурт валли — 7 единица (1 саппас).
Муниципалитет маршручӗсемпе ҫӳрекенсене шырани пирки Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче паян, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.
Мӑкшӑ Республикинче Чӑваш Енри автобус аварие лекнӗ. Кун пирки ҫак регионти ШӖМ пӗлтерет.
Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Чулхула – Пенза – Сарӑту» ҫул ҫинче авари пулнӑ: малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «СангЙонг» микроавтобусри 39 ҫулти водитель руль умӗнче ҫывӑрса кайнӑ, сулахаялла тухса кювета чӑмнӑ, унтан йывӑҫа пырса ҫапӑннӑ.
Микроавтобусра водительсӗр пуҫне 34 ҫулти тата 29-ти хӗрарӑмсем, 9 ҫулти хӗрача пулнӑ. Вӗсен сывлӑхне васкавлӑ медпулӑшу бригади вырӑнтах тӗрӗсленӗ, тӑван тӑрӑхӗнчи пульницӑна тухтӑр патне ҫӳреме сӗннӗ.
Палӑртмалла: авари вӑхӑтӗнче водитель урӑ пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 21 сехет ҫурӑра А-151 автоҫулӑн 108-мӗш ҫухрӑмӗнче, Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай-Шӑмӑршӑ ялӗ ҫывӑхӗнче, хӑрушӑ авари пулнӑ – унта тӳрех пилӗк ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тойота» рулӗ умӗнче ларнӑ 23-ри каччӑ Чӗмпӗр еннелле кайнӑ чухне хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ та «Лада Вестӑпа» ҫапӑннӑ. Лешӗн рулӗ умӗнче Самар облаҫӗнчи 51 ҫулти арҫын пулнӑ.
Аварире «Тайотӑри» 31 ҫулти хӗрарӑм, «Лада» водителӗ тата унти 3 пассажир (41-ри тата 47 ҫулсенчи арҫынсем) вилнӗ. «Тойота» водительне тата 27 ҫулти пассажира пульницӑна илсе ҫитернӗ. Иномаркӑра Чӗмпӗр облаҫӗн ҫыннисем пулнӑ, «Ладӑра» - Самар тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи ҫынсем.
Шупашкара виле пытарма килекен хӗрарӑма самолета лартман. Пӑтӑрмах пирки «Baza» телеграм-канал пӗлтернӗ.
Хӗрарӑм Мускавран «Победа» авиакомпани рейсӗпе ҫитме ӗмӗтленнӗ. Анчах ҫапла тума багаж кансӗрленӗ. Уншӑн тӳлемен иккен. Самолета лартманнине кура хӗрарӑм сумкӑри хӑш-пӗр япалана аэропортрах персе хӑварнӑ.
Вӑл хӑйне лартма макӑрса тата урипе тӑпӑртатса ӳкӗтлекен видеона тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Апла пулин те вӑл ӳкӗте кӗртеймен. Хӗрарӑм сумкӑна пушатнӑ ҫӗре самолета авиапассажирсене лартса пӗтернӗ, гейт хупӑннӑ тесе ӑна ирттермен.
Виле пытарма килекен хӗрарӑм шӑв-шав ҫӗкленӗрен йӗрке хуралҫисене чӗннӗ. Авиакомпани те хӗрарӑмран каҫару ыйтман — багажшӑн тӳлемеллине палӑртнӑ, салона илсе кӗмелли япаласен виҫи шутран пысӑк пулмалла маррине аса илтернӗ.
«Нурӑс – Елчӗк – Патӑрьел» ҫул водительсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ: вӑл арканнӑ, паллӑсем ҫителӗклӗ мар. Шӑтӑк-путӑк тӑршшӗ 2,65 метра ҫитнӗ, сарлакӑшӗ – 1,9 метра, тарӑнӑшӗ – 15 сантиметра. Пӗтӗмпе 24 пин тӑваткал метр ҫул сиенленнӗ.
Ҫак ҫитменлӗхсене прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче шута илнӗ те суда ярса панӑ. Суд Чӑвашупрдора ҫула юсаттарма йышӑннӑ.
Пӗр водитель «За рулем» порталӑн «Контактра» ушкӑнӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, япӑх ҫул 8 ҫухрӑма яхӑн, унта сехетре 20 ҫухрӑм хӑвӑтлӑхпа ҫеҫ кайма тивет.
Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Етӗрне – Николаевски – Ҫӗнӗ Атикасси» автоҫулӑн 6-мӗш ҫухрӑмӗнче авари пулнӑ: «Тайота» автомобиль «Гранта» ҫине пырса кӗнӗ. Хытӑ ҫапӑннипе «Лада» ҫаврӑнса ӳкнӗ.
«Тайота» рулӗ умӗнче Етӗрне районӗнчи Хучаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Авари вӑхӑтӗнче вӑл урах пулнӑ. Кӑҫал вӑл пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳренӗшӗн 8 штраф тӳленӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
«Грантӑра» пулнӑ 18 ҫулти пассажир йывӑр аманнӑ. Вӑл халӗ те пульницӑра выртать, тӑна кӗмен.
Етӗрне районӗнче ҫулпа пыракан машина хыпса илнӗ. Водитель, Турра шӗкӗр, шар курман.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ӗнер ирхи 7 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Ҫалкасси ялӗ тӗлӗнче «LADA-Largus» автомобиль чӗрӗлсе илнӗ. Машина кивӗ те пулман. 2018 ҫулта кӑларнӑскер. Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, транспорт юсавсӑр пулнӑ, ҫавна май вӑл ҫунма пуҫланӑ.
Шупашкарта вара урам варринче ларакан машина кӗлленнӗ. «ВАЗ-21113» автомобиль каҫхи 11 сехет тӗлӗнче ҫунма пуҫланӑ. Вӑл Ленинла Комсомол урамӗнчи 29-мӗш ҫурт умӗнчи парковкӑра ларнӑ. Инкек сӑлтавӗ машинӑн электричество оборудованийӗ юсавсӑрри тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра пушар 1099 хутчен алхаснӑ. Ун вӑхӑтӗнче 44 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 50 миллион ытла тенкӗӗх пурлӑх пӗтнӗ.
Шӑмӑршӑ хулинчи «Стройкомфорт» организаци ертӳҫине сӑмалашӑн явап тыттарма йышӑннӑ. Ҫапла тӑвас текенни — прокуратура. Предприяти ертӳҫи тӗлӗшпе ҫул-йӗр инспекторӗсем РФ Административлӑ кодексӗн 12.34-мӗш статьяпа административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ статья 20 пинтен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран штрафлама ирӗк парать.
Пӑтӑрмах Шӑмӑршӑра ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ. Ҫул-йӗр ҫинче ӗҫлекенсем «Шӑмӑршӑ — Ҫӗнӗ Шӑмӑршӑ — Ҫӗнӗ Пӑкӑян» ҫул ҫине сӑмала тӑкнӑ. Ҫавӑн пирки вӗсем асӑрхаттару паллисем вырнаҫтарман, машинӑсене урӑх ҫӗртен каймаллине маларах систермен. Сӑмалаллӑ ҫул ҫине машинӑсем пӗлменнипе кӗрсе кайнӑ. Хаклӑ автомобильсем ҫумне сӑмала ҫыпӑҫса ларнӑ. Пурӗ 10 машина шар курнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |