Вӑрнар районӗнчи Туҫи Ҫармӑс ялӗнче халӑх шучӗпе ҫул юсанӑ. Тӗрӗсрех каласан, вырӑнти пуҫарулӑх программипе.
820 метр тӑршшӗ ҫула вак чул сарса хытарнӑ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура, хӗрлӗ хӑю касса, шар ҫаксах уҫнӑ. Мероприятие Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев, Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Волков, подряд организацийӗн (вӑл — А.Г. Ефимова усламҫӑ) ӗҫченӗсем, ял ҫыннисем пухӑннӑ.
Ҫула кӗске вӑхӑтра юсанӑ. Ӑна епле сарни ял ҫыннисене тивӗҫтерет. Подряд организацийӗн ӗҫ-хӗлне халӑх сӑнасах тӑнӑ. Вак чул сарнӑ ҫул 5 урама ҫыхӑнтарать.
Тӳре-шара пуҫарулӑх программине хутшӑннӑшӑн ял ҫыннисене тав тунӑ. Вырӑнтисем хӑйсен укҫи-тенкине шеллеменнине кура хыснаран та «нухрат» уйӑрнӑ.
Шупашкарта паян ирпе икӗ троллейбус ҫапӑннӑ. Кун пирки «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) автопортал тӗнче тетелӗнчи «Контактра» страницӑра пӗлтернӗ.
Инкек Пичет ҫурчӗ патӗнчи (вӑл И. Яковлев проспектӗнчи 13-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) ҫул ҫавринче пулса иртнӗ.
Троллейбуссем ҫапӑнсан ҫынсем шар курнине асӑнман. Общество транспорчӗсем ҫул хӗрринчи йӗр ҫине кӗнӗ чух пӗр-пӗринпе ҫапӑннӑ. Инкек пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче хальлӗхе нимӗн те асӑнман.
И. Яковлев тата Мир проспекчӗсем пӗрлешнӗ вырӑнти ҫул ҫавринче, тӗрӗссипе каласан, вӗҫӗмех пӗчӗк инкексем пулса иртеҫҫӗ. Автомашинӑпа ҫӳрекенсем каланӑ тӑрӑх, унта ҫул ҫаври пуррине ӑнланса илме ҫӑмӑлах мар. Тата, паллах, тимлӗ пулмалла.
Мускавра аэропортра пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Шереметьево аэропортӗнче. Паян ирпе. Пӗр сехет тӗлӗнче.
«Северный ветер» (Nordwind) авиокомпанин самолечӗ Еревана вӗҫмелле пулнӑ. Сывлӑша хӑпарса ӗлкӗреймен «Boeing 737».
Вырӑнтан хускалнӑ вӑл. Ҫав вӑхӑтра пилотсен кабинине тӗтӗм пирки хыпар ҫитнӗ.
173 пассажир тата экипаж членӗсем 6 ҫын пулнӑ салонта.
Вӗрсе хӑпартмалли трампа вӗсене пурне те самолетран кӑларнӑ. Сакӑр ҫын аманнӑ. Икӗ пассажира пульницӑна илсе кайнӑ. Ыттисене терминала илсе кайнӑ. Унта вӗри апат ҫитернӗ. Ирхи тӑватӑ сехет ҫурӑра тепӗр самолета лартса янӑ.
Мускавран Еревана каяс тенисенчен 28 ҫын ҫула тухма килӗшмен.
Шереметьево аэропорчӗ унчченхи йӗркепех ӗҫлет. Самолет салонӗнче тӗтӗм тухнин сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Авиакомпание Ространснадзор тӗрӗслӗ.
Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Комсомольски – Елчӗк – Пӑва» ҫулӑн 28-мӗш ҫухрӑмӗнче машина мотоблок ҫине пырса кӗнӗ. Аварире пӗр ҫын вилнӗ.
Мотоблок водителӗ тӗттӗмре курӑнман та: унӑн ҫутӑ кӑтартакан паллӑсем пулман. Ҫав вӑхӑтра ҫак ҫулпах «Ниссан» машина пынӑ. Руль умӗнче ларакан 37 ҫулти хӗрарӑм мотоблока асӑрхаса ӗлкӗреймен – пырса тӑрӑннӑ.
Мотоблок хуҫи, 40 ҫулти арҫын, шел те, вилнӗ. Палӑртмалла: «Ниссан» рулӗ умӗнче ларнӑ хӗрарӑмӑн ҫулталӑкра пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳренӗшӗн икӗ штраф пулнӑ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра мотоблоксемпе 11 авари пулнӑ.
Чӑваш Енре тӗтрене тата водитель тимсӗрлӗхне пула авари пулнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 25 минутра Етӗрне районӗнче икӗ арҫынна машина ҫапса кайнӑ. Вӗсем Мускавран Тутарстана кайма тухнӑ-мӗн. Ҫул ҫинче хайхискерсем чарӑннӑ, ҫул урлӑ вырнаҫна кафене кайма тухнӑ.
Ҫав вӑхӑтра Мускав еннелле каякан «Лада» вӗсем ҫине пырса кӗнӗ. Шӑпах ҫав кун таврана тӗтре карса илнӗ.
Тутарстан арҫыннисене, 31 тата 48 ҫултискерсене, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсене ҫапса кайнӑ ҫын та Тутарстанран. Палӑртмалла: пӗлтӗр ӑна административлӑ майпа 7 хутчен явап тыттарнӑ.
Паян Шупашкарта маршрутка КаМАЗ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ирхи 8 сехетре Ашмарин урамӗнче 52-мӗш маршрутка чарӑнса ӗлкӗреймен, тепӗр транспорт ҫине кӗрсе кайнӑ.
Аварире автобус водителӗ суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Юрать-ха, салонри пассажирсем аманман, вӗсенчен нихӑшӗ те тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтман.
Автобусӑн малти кантӑкӗ ҫӗмӗрӗлнӗ, кабини сиенленнӗ. Ҫак пӑтӑрмаха курнӑ ҫын «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнине ӗненес тӗк, малта пыракан КаМАЗ тӑрук чарӑннӑ, хыҫалти маршрутка водителӗ вара тормоз пусса ӗлкӗреймен.
Ҫӗрпӳ районӗнче А-151 автоҫул ҫинче пӗр арҫын ҫул хӗррипе утнӑ. Хушӑран хайхискер ҫул ҫине тухса кайнӑ, машина ҫапса каясран та хӑраман. Хӑйне урӑхла тытакан арҫынна ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем асӑрханӑ та чарӑннӑ.
Инспекторсем ҫак ҫынран тӗпчесе пӗлме пуҫланӑ. Чӑнах та, ҫакскер ӑс-тӑн енчен арпашӑнать-мӗн, пӗр вӗҫӗм пӗр ята каланӑ, хӑйӗн пирки нимӗн те пӗлтереймен.
Инспекторсем арҫынна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Унта тухтӑрсем пулӑшнипе ҫак ҫын кам пулнине палӑртма май килнӗ. Каярахпа ҫухалса ҫӳренӗ арҫынна тӑванӗсем патне илсе кайнӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗн Николай (Аҫтахар) Плотниковӑн иртнӗ канмалли кунта, вырсарникун, Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗ ҫумӗпе иртсе кайма тӳр килнӗ. Шӑхасантан иртсен ҫул самай пӑсӑк пулни питех те тӗлӗнтернӗ вара — вӑл тем тесен те Ҫеҫпӗл ялне илсе каять-ҫке. Унта вара Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ, «Ҫеҫпӗл Мишши тӑван килӗ» комплекс вырнаҫнӑ. Хӑнасем те тӑтӑш кунта килсе ҫӳреҫҫӗ — сӑмахран, ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Самар тӑрӑхӗнчи чӑвашсем аллӑ ҫынна яхӑн йышпа килсе кайнӑ.
Ҫула хӑҫан юсама палӑртни пирки ыйтӑва Чӑваш халӑх сайчӗ Ҫеҫпӗл ял тӑрӑхӗн администрацийӗ умӗнче тӑратнӑ. Хурав килсен вулакансене паллаштарӑпӑр.
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче М-7 автоҫул ҫинче, Муркаш районӗнчи Ахмане ялӗ ҫывӑхӗнче, машина ашшӗпе хӗрне ҫапса кайни пирки паян кӑна хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: фургонлӑ «Фиат» умӗнче машина рулӗ умӗнче Тутарстан арҫынни ларнӑ. Вӑл «зебра» урлӑ каҫаканскерсене тӳрех асӑрхайман – вӗсем ҫине кӗрсе кайнӑ. 17 ҫулти хӗр авари вырӑнӗнчех вилнӗ. Йывӑр суранланнӑ ашшӗне пульницӑна илсе кайнӑ.
Шел те, 47 ҫулти арҫын авари хыҫҫӑн нумай пурӑнайман – паян вӑл та куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ.
Руль умӗнче ларнӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 19 сехет те 20 минутра М7 автоҫул ҫинче, Муркаш районӗнчи Ахмане ялӗ ҫывӑхӗнче, «зебра» урлӑ каҫакан ашшӗпе хӗрне «Фиат» машина водителӗ ҫапса кайнӑ. Шел те, 17 ҫулти хӗр ҫавӑнтах вилнӗ. Ашшӗне, йывӑр суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Фургонлӑ машина рулӗ умӗнче Тутарстан арҫынни ларнӑ. Вӑл Хусан енчен килнӗ. Водитель каланӑ тӑрӑх, ҫул урлӑ каҫакансене тӳрех асӑрхайман, вӗсем ҫине кӗрсе кайна.
ШӖМ хыпарланӑ тӑрӑх, водитель ӳсӗр пек курӑнман, медицина освидетельствованийӗ ирттерӗҫ. Халӗ аварири ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.