Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗнче пурӑнакансем ҫула юсасса тахҫанах кӗтнӗ. 2017 ҫулта ку ӗҫе «Партнер-Холдинг» порядчикӑн тумалла пулнӑ, анчах вӗсем ҫул сарма тытӑнман та. Ҫавна май килӗшӗве пӑрахӑҫлама тивнӗ.
2018 ҫулта «Дорстрой» организаципе килӗшӳ тунӑ. Кун хыҫҫӑн тин ҫӑкалӑхсем ҫӗнӗ ҫулпа пушмакпа шаклаттарса утма тытӑннӑ. «Ҫул мар, машинӑсем тупӑшмалли трасса», - унччен ял ҫыннисем ҫапла кулянса каланӑ.
«Дорстрой» 2,3 ҫухрӑм, 4,5 метр сарлакӑш ҫула 33,9 миллион тенкӗпе тунӑ. Технадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул пахалӑхӗпе тивӗҫтерет.
Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире пӗтӗмпе 12 ҫын вилни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: 11-шӗ авари вырӑнӗнче вилмеллех аманнӑ, теприн чӗри пульницӑра тапма пӑрахнӑ.
ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, микроавобусӑн водительне ӗҫ килӗшӗвӗ туманшӑн 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. cheb.media портал хыпарланӑ тӑрӑх, руль умӗнче Ильина хушаматлӑ харпӑр усламҫӑн упӑшки пулнӑ. Уҫӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, харпӑр услама авари хыҫҫӑн 13 кунран хупнӑ.
Микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ самосвал водителӗ халӗ арестра.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсемпе пӗрле медиксем те рейда тухнӑ. Ҫак кунсенче вӗсем Хыркасси ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.
Водительсене юн пусӑмне тӗрӗслеме сӗннӗ, пульсоксиметрие те (организмра мӗн чухлӗ кислород пулни), спирометрие те пӑхнӑ. Хӑш-пӗр водителӗн чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем аталанас хӑрушлӑх пур, ҫавна май вӗсене электрокардиограмма тунӑ.
Медиксем, Хулари 1-мӗш пульницӑн терапевчӗпе медсестри, водительсене Хыркасси патӗнчи постра тӗрӗсленӗ. Ҫав вӑхӑтрах нарколог кашинпе калаҫнӑ, пирус мӗнле туртма пӑрахмалли пирки ӑнлантарнӑ, руль умӗнче эрех-сӑра, психотроплӑ япаласем ӑша яма юраманни ҫинчен аса илтернӗ. Пӗтӗмпе 30 водитель тӗрӗслев витӗр тухнӑ. Ку пурне те килӗшнӗ-мӗн.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем те ахаль тӑман: водительсем рейс умӗн медтӗреслев витӗр тухнипе тухманнине, тахограф лартнипе лартманнине тӗрӗсленӗ.
Чӑваш Енри ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри» ҫул ҫинче авари пулнӑ. Шел те, унта ҫынсем суранланнӑ, пӗри вилнӗ.
Аварире 13 хӗрачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл салонра амӑшӗпе пулнӑ, ҫывӑх ҫынни руль умӗнче ларнӑ.
Ҫӳлерех асӑннӑ автоҫулӑн 9-мӗш ҫухрӑмӗнче хӗрарӑм руле итлеттереймен-ши – машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умӗнчи хӗрарӑм тата пӗр пассажир суранланнӑ. 13-ри хӗрача вара вилмеллех аманнӑ.
Асӑрханӑр: халӗ ҫулсем пӑрлак. Кун пирки ҪҪХПИ тепӗр хутчен аса илтерет.
Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсем урлӑ машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли ҫул тума палӑртаҫҫӗ. Анчах ку вӑл — республика шайӗнче пурнӑҫлакан проект мар. «Европа – Западный Китай» (чӑв. Европа — Хӗвеланӑҫ Китай) тӗнче шайӗнчи автоҫула тӑвассине ҫӗршыв ертӳҫисем татса панӑ.
Чӑваш Енӗн Правительствин Пуҫлӑхӗ Иван Моторин ҫав ҫула тума пама май пама услови йӗркелесси ҫинчен калакан йышӑнӑва нумаях пулмасть алӑ пуснӑ. Документа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Ҫӗнӗ объект тӑвакан вырӑна лекме пултаракан ҫӗр лаптӑкӗсене, куҫма пурлӑха халех палӑртмалла. Куншӑн яваплисем — маларах асӑннӑ Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсем тата Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ.
ҪҪХПИ ҫӗнӗ документ хатӗрленӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, руль умӗнче ларакан ҫынна ҫул ҫинчи ытти водительшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Кун пирки «Российская газета» (чӑв. «Раҫҫей хаҫачӗ») пӗлтерет.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, штраф 5 пин тенкӗпе танлашӗ. Водитель ыттисемшӗн мӗнле хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать-ха? Ҫаксен шутне дистанцие пӑхӑнманнине, тӑрук чарӑннине, машинӑна тепринчен иртме чӑрмантарнине, автомобиле ҫул паманнине, «шашкӑлла» вылянине кӗртнӗ.
Сӑмах май, «руль умӗнче ларакан ҫын ҫул ҫинчи ытти водительшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратни» ӑнлав 2016 ҫулхи ҫулла тупӑннӑ. Анчах ун чухне штраф виҫине палӑртман.
Чӑваш Енри ҫулсем ҫинче пулкан аварисем пирки ятарлӑ сайтра пӗлме май пур. Хастарсем проект хута янӑ, ҪҪХПИ порталӗнчи материалсене пухнӑ, систематизациленӗ.
«Карта ДТП» сайт чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта 2015 ҫултанпа ҫулсем ҫинче пулнӑ аварисем пирки тӗплӗн пӗлме пулать. Проект авторӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх, ку ҫулсене хӑрушсӑртарах тума май парать
Чӑваш Ен картти ҫине лекес тесен «Карта ДТП» сайтра хамӑр региона тупса «шӑшипе» пусмалла. Информацие пӗлме ансат: авари пулнӑ вырӑна «шӑшие» тӗллемелле е даннӑйсене кӗртмелле. Ҫапла майпа ҫак хыпарсене пӗлме пулать: авари мӗнле йӗркене пӑснӑшӑн сиксе тухнӑ, унта кам лекнӗ, водитель стажӗ, автомобиль марки, авари пулнӑ чухне мӗнле ҫанталӑк тӑнӑ. Инкекре ҫын вилнӗ тӗк ӑна хура ҫавракапа паллӑ тунӑ.
Сайта ҫӑмӑллӑнах кӗме май пур. Хальлӗхе вӑл компьютер е ноутбук урлӑ кӑна ӗҫлет.
Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнӑранпа вӑхӑт иртрӗ. Йывӑр суранланса пульницӑна лекнӗ ҫынсен шӑпи еплерех-ши? Аса илтерер: авари юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ. Канашран Мускава кайма тухнӑ микравтобус ҫине самосвал кӗрсе кайнӑ. Водителе следстви вӑхӑтӗнче арестлеме йышӑннӑ.
Авари вырӑнӗнче 11 ҫын тӳрех вилнӗ. Тепӗр 6 ҫынна, суранланнӑскерсене, пульницӑна ӑсатнӑ. 5 ҫынна сиплесе киле янӑ ӗнтӗ. Шел те, тепӗр 1 ҫын пульницӑра куҫ хупнӑ. Ҫапла майпа авари 12 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.
Аварире вилнисен тӑванӗсене 250 пин тенкӗ тӳленӗ, суранланнисене вара – 50 пин тенкӗ.
Муркаш районӗнчи Сидукасси ялӗ патӗнче ҫын вилмелле инкек пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернине вулакансем астӑваҫҫӗ пулӗ. Светофор вырнаҫтарман, анчах ҫынсен каҫма юракан ҫулпа утакан хӗрарӑм ҫине пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче йӗрке хуралҫи пырса кӗнӗччӗ. «Volkswagen Passat» рульне тытса пыраканскер урапана каҫхи ҫул ҫинче начар курӑннине тата тӑман вӗҫтернине шута илмесӗр хӑваланӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра 54 ҫулти хӗрарӑм ҫул урлӑ каҫнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче тӑрӑшакан арҫын ҫуран ҫӳрекен ҫине пырса кӗнӗ. Инкек вырӑнӗнчен вӑл тарман-ха. Хӗрарӑм вырӑнтах вилнӗ.
Пакунлине айӑпласа суд ӑна колони-поселенире ҫулталӑк тытмалла йышӑну кӑларнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Березовка яялӗнче пурӑнакансем Йӗпреҫе илсе ҫитерекен ҫул питӗ япӑх лару-тӑрура пулни пирки пӗлтерсе РФ Президенчӗ патне петици ҫырни ҫинчен сайтра хыпарланӑччӗ. Шӑтӑк-путӑклӑ ҫула 2019 ҫулта юсама пуҫлӗҫ ахӑртнех. Кун пирки ЧР Транспорт министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Хальлӗхе ӑна мӗнле укҫапа тӑвас ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ. Ӑна ахаль кӑна юсанипе ҫырлахма ҫук, вӑл 1-2 ҫултан каллех арканӗ. Ҫула тӗплӗн юсамалла, ку вара ҫӗннине сарнипе танах.
Аса илтерер: петицие йӗреҫсем Change.org сайтра вырнаҫтарнӑ. 20 ҫухрӑм ҫула 10 ҫул ытла юсаман. Автобус икӗ рейс тӑвать, анчах хӑш чухне вӑл та килмест. Таксистсем вара 1000 тенкӗ ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |