«Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри – Урхас Кушкӑ – Сӗнтӗрвӑрри – Аксарин» ҫул питӗ япӑх лару-тӑрура, шӑтӑк-путӑклӑ. Унччен район прокурорӗ ӑна йӗркене кӗртмелле тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ.
Ку ҫула Халӑх фрончӗн «вилнӗ ҫулсен» картти ҫине лекнӗ. Унта пӗр тӑхтаса тӑмасӑр тӗплӗ юсав ирттермелле. Шӑтӑк-путӑка йӗркене кӗртмелле. Суд та прокурор енче пулнӑ. Судья ҫак ҫула юсаттармалла тесе йышӑну кӑларнӑ.
Район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ҫулшӑн подрядчик яваплӑ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, «Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри – Урхас Кушкӑ – Сӗнтӗрвӑрри – Аксарин» ҫула ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен юсаса пӗтермелле.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем пассажирсене илсе ҫӳрекен микроавтобус водительне тытса чарнӑ, хайхискер руль умне ӳсӗрле ларнӑ.
«Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫ-пуҫ Атӑл М7 автоҫул ҫинче пулнӑ. Пакунлисем Шупашкар районӗнчи «Кӳкеҫ — Ҫӗктер» маршрутпа ҫӳрекен 273-мӗш номерлӗ микроавтобуса чарнӑ, шоферне тӗрӗсленӗ. Хайхискер урӑ мар иккен. Каярахпа наркологи уйрӑмне илсе кайса пӑхнӑ. Унта та прибор «0,350 мг/л» кӑтартнӑ.
Арҫын ун чухне пӗрремӗш рейсра пулнӑ, халӑх транспортӗнче сакӑр пассажир ларнӑ. Палӑртса хӑвармалла, Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗ ҫул ҫӳрекенсене тимлӗрех пулмалли пирки асӑрхаттарать, водитель руле ҫирӗп тытса пымасан, правилӑсене пӑссан чӗмсӗр лармалла марри ҫинчен калать.
Чӑваш Енре ырантанпа, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнченпе, Канашпа Шупашкара хула ҫум пуйӑссем хутлама тытӑнӗҫ. Чӑваш Енӗн Транспорт министерствинче чукун ҫул транспорчӗ шӑмат кунсерен ҫеҫ хутлать тесе хыпарланӑччӗ малтанласа. Анчах нумаях пулмасть ҫӗнӗ хыпар пӗлтерчӗҫ: пуйӑссене кашни кунсерен ҫӳретме пуҫлӗҫ.
Ака уйӑхӗн 15-мӗшнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен 6502-мӗш номерлӗ «Канаш – Шупашкар» тата 6505-мӗш номерлӗ «Шупашкар – Канаш» пуйӑс ҫӳрессине хула ҫум пассажирсене турттаракан «Содружество» компанийӗ пӗлтернӗ.
Канашран Шупашкара пуйӑс ирхи 3 сехет те 51 минутра хускалӗ, Шупашкара 6 сехет те 15 минута ҫитӗ; Шупашкартан 18 сехет 40 минутра тапранса Канашра 21 сехет те 5 минутра пулӗ.
Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Нават ялне Сӑр урлӑ каҫмалли пӑр ҫула хӗлсерен уҫнине Чӑваш халӑх сайчӗ кашнинчех пӗлтернӗччӗ. Кӑҫал ӑна кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче хута янӑччӗ. Аса илтерер, вӑхӑтлӑх ҫулпа 3 тоннӑран ҫӑмӑлтарах машинӑсен ҫеҫ каҫма юратчӗ. Пӑр ҫулпа иртнӗ чух пӗр сехетре вунӑ ҫухрӑмран ытла хӑваламалла марччӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, юханшыв урлӑ ҫула хупса хунӑ. Ҫапла туни пӑр ҫӳхелнипе ҫыхӑннине тавҫӑрма йывӑр мар.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, машинӑсене тата ҫынсене каҫса ҫӳреме сарнине пӑр кайма тытӑниччен сӳтсе пӗтерӗҫ. Унта пырса кӗнӗ ҫӗре ҫул хупӑннине кӑтартакан паллӑсем вырнаҫтарнӑ.
Пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗнче Волгоград облаҫӗнче «Тайота RAV4» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та тепӗр «Тайотӑпа» ҫапӑннӑ. Аварире иккӗмӗшӗн водителӗ тата унӑн 7 ҫулти ывӑлӗ вилнӗ.
Волгоград облаҫӗнчи МИХсем ун чухне «Тайота RAV4» тепӗр машинӑран иртсе каяс тесе транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухни пирки, ҫав вӑхӑтра тӗтре пулни ҫинчен ҫырнӑ. Аварире айӑплӑ водительпе унӑн пассажирӗ те аманнӑ-мӗн.
Пуҫиле ӗҫе судра пӑхса тухма вӑхӑт ҫитсен аварире айӑплӑ ҫын таҫта ҫухалнӑ. Ӑна полици шырама пуҫланӑ. Нумаях пулмасть ҫав ҫынна Чӑваш Енре тупнӑ. Хайхискер Улатӑрти мӑнастирте послушник пулнӑ.
Вӑл – Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ 44 ҫулти арҫын. Хӑйӗн ҫылӑхне каҫарттарас тесе вӑл пурнӑҫне мӑнастирпе ҫыхӑнтарма шухӑшланӑ.
Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче йывӑр тиевлӗ икӗ машина ҫапӑннӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, водительсенчен пӗри вилнӗ.
Ку инкек М-7 ҫулӑн 699-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ. Volvo машина водителӗ, 45 ҫулти арҫын, руле итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Вӑл Hyundai йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Унӑн рулӗ умӗнче 33 ҫулти арҫын, Пушкӑрт Республикин ҫынни, ларнӑ.
Йывӑр тиевлӗ машинӑсем питӗ вӑйлӑ ҫапӑннӑран 33 ҫулти водитель йывӑр суранланнӑ, вӑл авари вырӑнӗнчех вилнӗ.
Халӗ авари мӗнле пулнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
М-7 федераци трасси ҫинче Сӑр юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер патне илсе пыракан ҫула хатӗрлӗҫ. Росавтодор тытӑмӗнчи «Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна предприятийӗ эстакадӑна кӑҫал тума пуҫлассине пӗлтернӗ. Сӑр юханшывӗ урлӑ кӗпер тунипе пӗрлех вӑл Мӑн Ҫавал урлӑ кӗпере юсаса ҫӗнетӗ. Ҫак хыпара Росавтодор сайтӗнче пӗлтерни тӑрӑх Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви хыпарланӑ.
Подряд организацинче палӑртнӑ хыҫҫӑн М-7 «Атӑл» автоҫул ҫинчи ӗҫсем 582+300 километрӗ тӗлӗнче пулӗҫ. Кунти ҫӗр час-часах ишӗлнине шута илсе ҫула 33 метр тӑршӗллӗ тимӗр-ботон балкӑсемпе ҫирӗплетӗҫ. Ӗҫе 2020 ҫулта вӗҫлесшӗн.
Ҫавал урлӑ хывнӑ кӗпере (сӑмах Ҫӗрпӳ хули ҫумӗнчи пирки пырать) вара кӑҫал туса пӗтермелле. Кӗпер патне пыракан ҫула хунарсемпе ҫутатӗҫ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт Салинче пурӑнакансем валли чарӑну туса парӗҫ.
Шупашкар районӗн «Тӑван Ен» хаҫачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Явӑш ялӗн ҫыннисем Ҫул-йӗр федераци агентствин Атӑл-Вятка регионӗнчи автомобиль ҫулӗсен федераци управленине ҫырупа тухнӑ. Вӗсем хӑйсен ялӗпе Вознесенское поселокӗ патӗнчи хӗресленнӗ ҫул тӗлӗнче светофор лартса пама ыйтнӑ. Унсӑр пуҫне ҫыру авторӗсем ҫак вырӑнти ҫула ҫутатмалла тутарасшӑн.
Анчах нумаях пулмасть килнӗ хурав явӑшсене пачах савӑнтарман. Ҫырура каланӑ тӑрӑх, ял ҫыннисен ыйтӑвне 2019 ҫулччен татса пама ҫук иккен. Ку кӑна та мар, хурав панӑ ҫырура ҫулӑн асӑннӑ тӗлӗнчен ҫын палӑртнинчен самай сахалрах каҫнине, ку шут светофор вырнаҫтарма, ҫула ҫутатмалла тума ҫителӗксӗррине асӑннӑ. Апла пулин те ял-йыша лӑплантарнӑ: ҫын мӗн чухлӗ каҫса ҫӳренине тепӗр хут тӗрӗслӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла, ку ҫулпа транспорт нумай ҫӳрет. Ҫул урлӑ каҫнӑ чухне ачасем кӑна мар, аслисем те шикленеҫҫӗ, мӗншӗн тесен йывӑр тиев турттаракан машинӑсем ҫил хӑвӑртлӑхӗпе вӗҫсе иртеҫҫӗ.
Чӑваш Енри чукун ҫулсем ҫинче авари нумайланнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫавнашкал пӑтӑрмахсенче икӗ ҫын аманнӑ, тепӗр ҫын вилнӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пулнӑ ҫав аварисемшӗн автомашинӑсен шоферӗсем айӑплӑ, вӗсем чукун ҫул урлӑ каҫнӑ чухне ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнман. Ҫав вӑхӑтрах каласа хӑвармалла, иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑрта кун йышши пӗр аварие те шута илмен, суранланакан та, вилекен те пулман.
Чукун ҫул каҫҫисенче авари таврашӗ ан пултӑр тесе ҫирӗп мерӑсем йышӑннӑ: «Шупашкар — Канаш» каҫӑ патӗнче карта тытса ҫавӑрма палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне «Шупашкар 1 – Шупашкар 2» перегонӑн иккӗмӗш ҫухрӑмӗнче транспортпа ҫӳрекенсем ҫул-йӗр правилисене епле пӑхӑннине тишкерме видеокамера вырнаҫтарӗҫ.
Паян ирхи 6 сехет те 47 минутра Шупашкарти «Элара» савут ҫывӑхӗнчи ҫул ҫаври патӗнче троллейбус линийӗн пӑралукӗ татӑлса кайнӑ. Инкек, «За рулем» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, 21-мӗш номерлӗ троллейбус иртсе кайнӑ хыҫҫӑн пулнӑ. Пӑралук «ГАЗель» ҫине ӳксе унӑн тӗкӗрне сиенлетнӗ-мӗн.
Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви яваплӑ службӑсем инкеке 20 минутрах пӗтернине ӗнентерме пӑхнӑ, унтан юсав ӗҫӗ икӗ хут ытларах тӑсӑлнине йышӑннӑ. Кун пирки ведомствӑна Шупашкарти троллейбус управленийӗ хыпарланӑ.
Троллейбуссем вӑхӑтлӑх чарӑннине пула пассажирсенчен хӑшӗсем транспортран анса ҫуран та утнӑ-мӗн. Анчах, тепӗр хутчен палӑртар, юсав ӗҫӗпе вӑрах аппаланман, инкеке ҫийӗнчех сирсе троллейбуссене ӗҫлеттерсе янӑ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерстви халӗ инкек сӑлтавне палӑртассипе ӗҫленине пӗлтерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |