Укҫа шута юратать тесе ваттисем мӗн авалтан каланӑ. Апла пулин те Хӗрлӗ Чутай районӗнчи хӑш-пӗр тӳре-шара урӑхларах шухӑшланӑ-ши — хысна «туприне» тухӑҫлӑ тӑкакламан. Ку факта ҫынсем ушкӑнпа ҫӑхавланӑ хыҫҫӑн прокуратура палӑртнӑ.
Чӑваш Ен прокуратурине чутайсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи Шукакасси ялӗнчи ҫула юсанӑ чух вырӑнти администраци укҫа-тенкӗпе тивӗҫлипе усӑ курмасть тесе евитленӗ.
Асӑннӑ яла ҫул тума подряд организацийӗпе 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех килӗшӳ тунӑ-мӗн, анчах «Резон» подряд организацийӗ тивӗҫе кирлӗ пек пурнӑҫламан, ӑна ӗҫшӗн 49 процентне ҫеҫ тӳленӗ иккен. Строительство организацийӗ ӗҫе чарса лартнӑ пулин те Йӳҫпан ял тӑрӑхӗ нимӗнле мера та йышӑнман. Халӗ прокуратура подрядчик пирки прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрахттару хучӗ ярса панӑ.
Шупашкарти юханшыв портӗнчен Атӑлӑн леш енне ҫӳрекен пӑрахучӗсем кӑҫалхи сезонта ыран юлашки хутчен ҫула тухмаллаччӗ. Ку йышӑнӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫу уйӑхӗнчи йышӑнусенчен пӗринче палӑртса хӑварнӑччӗ. Кӑҫалхи навигаци тапхӑрӗ ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑччӗ.
Шупашкарти юханшыв портӗнче теплоходсене Атӑл леш енне ҫурлан 28-мӗшӗнчех каҫарма пӑрахнӑ. Ҫакна Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче порт пӗлтерни тӑрӑх ҫанталӑк сулхӑнлатнипе тата пассажирсен шучӗ чакнипе сӑлтавланӑ.
Шупашкарти юханшыв порчӗ кӑҫал «Шупашкар — Сосновка — Шупашкар» тата «Шупашкар — Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнчи пляж — Шупашкар» маршрутпа теплоходсем ҫӳретнӗччӗ.
Хальхи вӑхӑтра сӳтекен Мускав кӗперӗн юлашки-тӗлешкисемпе ҫырмасене хуплӗҫ тата хулари уйрӑм хуҫалӑх секторӗнчи ҫулсене юсӗҫ. Ун валли тимӗр-бетонран тунӑ конструкцисене катма-вӗтетме тивӗ.
Паянхи кун тӗлне Мускав кӗперне сӳтес ӗҫ вӑхӑтпа тан пырать. Кивӗ конструкцисене тӗппипе авӑн уйӑхӗнче салатса пӗтерме палӑртнӑ. Малалла кӗпер хывакансен ҫӗнӗ юпасем хӑпартма тивӗ. Пӗтӗмӗшле Мускав кӗперне 2018 ҫулта туса пӗтерме палӑртса хунӑ. Пурӗ ун валли 1,5 млрд тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Кӗпере сӳтес ӗҫре хальхи вӑхӑтра икӗ смена тӑрмашать. Хӑш-пӗр пайсем 60 тонна таран тайнӑран кивӗ конструкцисене антарма 250 тонна йӑтма пултаракан кранпа усӑ кураҫҫӗ.
Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ ВСМ-2 чукун ҫул Чӑваш Республикинчи икӗ Улӑп тӑприне тата пӗр Киремет картине тӗп тума пултарӗ. Мускавпа Хусана ҫыхӑнтарма палӑртнӑ ҫул валли хатӗрленӗ проектпа килӗшӳллӗн вӑл Шупашкар районӗнчи Пикшик тата Мамка ялӗсем патӗнче вырнаҫнӑ Улӑп тӑприсем тата Шӗнерпуҫ патӗнчи Киремет карти урлӑ иртмелле иккен. Кӑна Раҫҫей Ӑслӑлӑх академийӗн археологи институчӗн ӑсчахӗсем тупса палӑртнӑ. Чукун ҫула тӑвас умӗн ку палӑксемпе мӗн тумалли пирки халь пуҫ ватаҫҫӗ.
Шӗнерпуҫ патӗнчи Киремет карти вӑл вырӑнта пин ҫул ытла пулнӑ теҫҫӗ, унӑн лаптӑкӗ 10 пин тӑваткал метр. Археологсем кунта кӗлӗ вырӑнӗсене, чӳк тумалли чулсене тата ытти артефактсене тупса палӑртнӑ.
Водительсемшӗн Ҫӗрпӳ кӗперӗ ҫӑпан пекех пулса тӑчӗ-тӗр. Ара, унта «пӑкӑра» ларса ывӑнтарчӗ пуль вӗсене. Уйрӑмах — канмалли кунсенче. Ӑна хӑҫан туса пӗтерӗҫ? Ҫак кунсенче ӗҫе вӗҫлемелли ҫӗнӗ куна палӑртнӑ.
«Прикамье» автоҫул управленийӗ патшалӑх туянӑвӗнче контракта 120 миллион та 591 пин те 200 тенкӗпе лартнӑ. Аукциона авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Контрактпа килӗшӳллӗн, унта пыракан ҫулсене хӑтлӑлатӗҫ, асфальт сарӗҫ, коммуникацисем тӑвӗҫ.
Кӗпере хальхинче чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗ валли туса пӗтерме палӑртнӑ. Аса илтерер: ӑна 2013 ҫултах тума тытӑннӑ, 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче хута ямалла пулнӑ.
Чӑваш Енре пилотсӑр вӗҫев аппарачӗ ҫул-йӗр ҫинчи правилӑсене пӑсакансене тупса палӑртӗ. Кун пирки ҪҪХПИ пресс-служби пӗлтерет.
Пилотсӑр вӗҫекен аппарата республикӑри чи хӑрушӑ, авари тӑтӑш пулакан ҫул ҫине янӑ ӗнтӗ. Вӑл хальлӗхе Ҫӗрпӳ районӗнчи ҫул ҫийӗн вӗҫсе ҫӳрет. Вӑл ҫул-йӗр правилисене пӑснине ӳкерӗ.
Ҫӗрпӳ районти ҫул участокне ахальтен суйламан. Уйрӑмах юлашки вӑхӑтра унта авари нумай пулать. Ытларах чухне — водитель пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынине пула.
Федераци харпӑрлӑхӗнчи хӑш-пӗр ҫула республикӑна парасшӑн.
Ҫӗршыв пӗлтерӗшлӗ автоҫулсене регионсен балансӗ ҫине куҫарас ыйтупа «Прикамье» управлени нумаях пулмасть ҫыру хатӗрленӗ. Ӑна пирӗн республикӑри «Чӑвашупрдор» предприятие те ярса панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов тата «Чӑвашупрдор» предприяти пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов республикӑн балансӗ ҫине куҫмалли хӑш-пӗр ҫула хакланӑ. Сӑмах май каласан, 5 вырӑнти 36 ҫухрӑм ытла ҫула пӗр балансран теприн ҫине куҫарасшӑн.
Республикӑна куҫарма палӑртнӑ федераци пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗре министрпа «Чӑвашупрдор» пуҫлӑхӗ юсамаллине асӑрханӑ. Тепӗр майлӑ каласан, харпӑрлӑха иличчен «Прикамье» управленипе юсав ыйтӑвне хускатасси куҫкӗрет.
Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑна тахҫанах тума пуҫланине, маларах уншӑн «Чӑвашавтодор» яваплӑ пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Шоссене юсаса ҫӗнетнӗ чух пассажирсене каҫса ҫӳремеллине те хута ямалла пулнӑ. Анчах ӗҫе вӗҫне ҫитерме май килмен. Каярах Храмов хушаматлӑ уйрӑм усламҫӑна шаннӑ. Хайхи этем пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче юсаса пӗтерме шантарнӑ. Подрядчик проекта хурланӑ, ӗҫ тӑсӑлнине ҫавӑнпа сӑлтавланӑ.
Паян ӗҫпе Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паллашнӑ. Храмов подрядчикӑн пайташӗсем ӗҫе авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен вӗҫлеме шантарса калаҫнӑ.
Ҫул ҫийӗн каҫмалли — 48 метр тӑршшӗ. Унта ҫул сарлакӑшӗ — 3 метр. Сусӑрсене меллӗ пултӑр тесе лифт тума палӑртнӑ.
Чӑваш Енре мобильлӗ радарсем пулӗҫ. «Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗ «Скат-С» куҫса ҫӳрекен комплекссемпе ӗҫлеме вӗрентет. Радарсене 2016 ҫул вӗҫӗнчех туяннӑ, анчах вӗсене малтанласа стационарти евӗр уса курнӑ. Радарсем ҫул-йӗр правилине пӑсакансене сӑн ӳкерсе илеҫҫӗ тата видео ӳкереҫҫӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, учреждени ӗҫченӗсене хатӗре туса кӑларакан савут специалисчӗсем вырӑна тухса вӗрентнӗ. Комплекса кӑларакансем оборудованипе мӗнле ӗҫлемеллине инструктаж ирттернӗ.
Паянтанпа, ҫурлан 18-мӗшӗнченпе, «Чӑвашупрдор» предприяти комплекса республикӑри икӗ вырӑна вырнаҫтарма пуҫланӑ.
Прибор машинӑсем хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайнине, ҫул айккипе кайнине, хӑвӑртлӑха ӳстернине паллӑ туса пырӗ.
«Мускав—Хусан» пысӑк хӑвартлӑхлӑ магистрале ҫитес ҫул тума пуҫласшӑн.
Халӗ Мускавран Чулхулана ҫити магистраль проектне ырланӑ иккен. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче Раҫҫей Правительстви магистраль проектне юсама тавӑрса панине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. РФ Правительстви проекта ҫӗнӗрен тишкерме ыйтнине экспертсем патшалӑх хӑй хывакан укҫа сая ан кайтӑр тенипе сӑлтавланӑччӗ. Кӑҫал ҫул проектне туса пӗтермелле.
«Мускав–Хусан» пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистрале тума пуҫлассине «Территория смыслов на Клязьме» Пӗтӗм ҫӗршыври форумра Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен вице-президенчӗ Александр Мишарин ҫамрӑксен ыйтӑвне хуравланӑ май каланӑ.
«Мускав—Хусан» магистраль 770 км тӑршшӗ пулӗ. Ӑна икӗ тапхӑрпа тума палӑртнӑ: «Мускав—Чулхула» тата «Чулхула—Хусан». Проект хакӗ — 1,2 трлн тенкӗ, ҫав шутран 613,5 млрд тенки пӗрремӗш тапхӑрта инфраструктура тума кайӗ, 501,4 миллиарчӗ — иккӗмӗшне валли.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |