Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 21 сехет те 45 минут тӗлӗнче, Шупашкар ҫывӑхӗнчи Сосновка поселокӗнче рейс автобусӗ инкеке лекнӗ. «Шупашкар—Сосновка» маршрутпа ҫӳрекен «ПАЗ» ҫине «ВАЗ-2110» автомобиль пырса кӗнӗ. Ҫулпа чипер пыракан автобуса ҫӑмӑл машинӑн шучӗпе ирттерсе ямалла пулнӑ. Анчах ҫакскер таҫта сӗкӗннӗ: те васканӑ, те хӑйне мӑнна хунӑ, те асӑрхаса ҫитереймен...
Инкек вӑхӑтӗнче автобус салонӗнче 3 пассажирпа 1 кондуктор ҫеҫ пулнӑ. Телее, вӗсенчен нихӑшӗ те, автобус водителӗ те аманман.
Ҫӑмӑл машинӑна тытса пыракан, Шупашкар хулинче пурӑнакан 38 ҫулти арҫын кӑштах аманнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫӑмӑл машина хуҫине те, автобус водительне те эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗсленӗ. Автобус рульне тытса пыраканни тӑм урах пулнӑ, ҫӑмӑл машина хуҫи сыпни палӑрнӑ.
Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Комсомольскинчен Елчӗк енне кайнӑ чухне йӗрке хуралҫи Кӗҫӗн Таяпара пурӑнакан 54-ри тата 35-ри арҫынсене вырӑнтах вилмеллех амантнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Комсомольски районӗнче РФ Шалти ӗҫсен министерствин пайӗнче ӗҫленӗскере ҫийӗнчех ӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Халӗ ӑна 7 ҫул таран ирӗкрен хӑтарас хӑрушлӑх пур.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн специалисчӗсем ку ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 264-мӗш статйин 5-мӗш пайӗпе айӑплӗҫ.
Ун чухне ҫавскер «Шкода Октавиа» машинӑпа пынӑ чухне ҫул-йӗр правилине пӑснӑ, автомобиле сехетре 80 ҫухрӑмран кая мар хӑвӑртлӑхпа хӑваланӑ иккен, ҫул ҫинче хӑрушсӑрлӑх ҫуккине сӑнаса ҫитереймен. Ӗҫе суда ярса панӑ.
Чӑваш Ен шкул автобусӗсемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене пула Раҫҫей телеканалӗсен эфирне темиҫе хут та лекни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Юлашки икӗ уйӑхра кӑна виҫӗ авари пулчӗ. Хальхинче шкул автобусӗпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах Канаш районӗнче сиксе тухнӑ. Маяк ялӗ тӗлӗнче паян, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, шкул автобусӗ КАМАЗпа ҫапӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, авари вӑхӑтӗнче транспортра 4 ача, 1 учитель тата, паллӑ ӗнтӗ, 1 водитель пулнӑ. Шкул ачисен сывлӑхне тӗрӗслеме Канашри территорисен хушшинчи центра илсе ҫитернӗ, Канашри психиатри пульницин тухтӑрӗсене ҫав вӗрекенсене психологи пулӑшӑвӗ пама илсе кайнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ачасенчен пӗри те аманман. Ку лару-тӑрӑва Сывлӑх сыхлав министерствин ӗҫченӗсем куҫран вӗҫертмеҫҫӗ.
Аса илтерер, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче шкул автобусӗ маршруткӑпа ҫапӑннӑччӗ. Ҫул паман ГАЗель хуҫине уншӑн 500 тенкӗлӗх штрафланӑ. Ун хыҫҫӑн тепӗр авари Улатӑр районӗнче пулнӑ. Ун чухне шкул автобусӗнче пулнӑ 16 ҫулти хӗрӗн сӑмси хуҫӑлнӑ. Иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тӗп хулари Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче виҫҫӗмӗш пӑтӑрмаха шута илнӗ.
Иртнӗ ҫул Шупашкарти аэропортран 250 пин ытла ҫын самолетпа ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине тата Турцине вӗҫнӗ. Ун пек цифра иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенченпе пулман та иккен.
2017 ҫулта, 15 ҫултан, унчченхиллех Анапӑна ҫуллахи рейссем уҫӑлнӑ, Турцинчи Анталья хулине Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен самолетпа ҫитме май килнӗ.
Крыма илсе каякан рейссен шучӗ пӗлтӗр унчченхи ҫулхинчен икӗ хут нумайланнӑ. 2016 ҫулта Симферополе самолетпа 6 720 ҫын кайнӑ, 2017-мӗшӗнче — 13 350-ӗн.
Мускава Шупашкартан самолетпа каяс текенсем пӗлтӗр те яланхиллех йышлӑ пулнӑ. Виҫӗм ҫул вӗсен шучӗ 146 пин ҫын пулнӑ, пӗлтӗр — 211 пин.
Иртнӗ уйӑхӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти аэропорт амбулифт туяннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтӗрех пӗлтернӗччӗ.
Кӑҫал «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» проект малалла пурнӑҫланӗ. 2018 ҫулта ҫулсене юсамашкӑн 1 миллион та 461 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку укҫапа 143 ҫухрӑма юсӗҫ.
Кӑҫал проект валли уйӑрма палӑртнӑ укҫа-тенкӗрен 730 миллион тенки федераци хыснинчен пулӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр ку тӗллевпе 1 миллион та 268 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫитес ҫул валли вара 1 миллион та 360 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Кӑҫал «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» проектпа килӗшӳллӗн Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Муркаш тата Шупашкар районӗсенчи ҫулсене юсӗҫ. Хальлӗхе республикӑра 95 ҫухрӑм ҫула йӗркене кӗртнӗ.
Ӗнер Муркаш районӗнчи Ҫармӑҫкасси ялӗ патӗнче инкек пулнӑ. Ирхи 7 сехет те 55 минутра М-7 трасса ҫинче икӗ автомобиль ҫапӑннӑ.
Ҫул-йӗр ҫинчи пӑтӑрмах пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «КИА Сид» автомашинӑна тытса пыракан 33 ҫулти водитель юрлӑ ҫул ҫинче руле тытса чараймасӑр хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл «Ниссан Кашкай» машинӑпа ҫапӑннӑ.
Инкекре икӗ водитель те аманнӑ. Пульницӑна икӗ хӗрарӑмпа 8 ҫулти ачана та илсе кайнӑ. Ача «Ниссан Кашкайра» пулнӑ.
Маларах эпир ӗнер Куславкка районӗнче пурӑнакан, пулӑран таврӑнакан пулӑҫсен машини тивсе кайнине, автомобильтисем шар курманние, анчах машина ҫунса кайнине пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарти автотранспорт предприятийӗ Шупашкар районӗнчи Шомик, Атӑльял, Хорнсор, Кипечкасси ялӗсенче пурӑнакансене хӑйне евӗр Ҫӗнӗ ҫул парни хатӗрленӗ. Асӑннӑ предприяти 120-мӗш «Шомик — Шупашкар» маршрутпа пассажирсене турттарма пуҫланӑ та расписание ылмаштарнӑ.
Кун пирки вӑл тӑрӑхри Атӑльялта пурӑнакан ҫын Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫатӑн халӑх сечӗсенчен пӗринче пӑшӑрханса пӗлтернӗ.
Маларах ку маршрутпа Шомикри Александр Портнов усламҫӑ пассажирсене турттарнӑ. Ҫула вӑл ирех, 5 сехет те 45 минутрах, тухнӑ. Автопредприяти ирхи рейса пӗтернӗ хыҫҫӑн ирпе ӗҫе каякансене ҫул ҫӳреме йывӑрланса кайнӑ. «Пӗрремӗш рейспа ҫынсем садике, пульницӑна, троллейбус управленине, савутсене, хурала ҫӳренӗ», — пӑшӑрханса хыпарланӑ унта.
Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнчи уяв чылайӑшӗшӗн хаваслӑхпа асра юлать пулсан теприсен килне вӑл хуйхӑ та илсе килнӗ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче 44-ри хӗрарӑм-водитель «Опель-Антара» машинӑпа арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Тӗксӗм тумланнӑскере хӗрарӑм кая юлса асӑрханӑ имӗш.
Инкек каҫхи ҫичӗ сехет тӗлӗнче «Шупашкар—Ҫӗньял—Илпеш—Алькеш» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Шупашкар хӗрарӑмӗ 56-ри арҫынна вилмеллех таптанӑ. Арҫын ҫул ҫинче ӳсӗр тӑма пултарнӑ, вӑл иртен-каян машинӑна чарма хӑтланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм-водитель урах пулнӑ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем тата яваплӑ ытти специалист ҫул-йӗр ҫинчи инкек сӑлтавне палӑртӗ. Машина рулӗ умӗнчи хӗрарӑма еплерех явап тыттарассипе тыттармасси тата ӑна мӗн кӗтесси те каярах уҫӑмланӗ.
«Канаш – Улатӑр – Канаш» маршрутпа хутлакан пуйӑс кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен ҫӗнӗ расписанипе ҫӳреме пуҫлӗ.
6389 номерлӗ «Канаш – Алатырь» пуйӑс Канаш станцийӗнчен 04 сехет те 47 минутра хускалӗ, Улатӑра 07 сехет те 10 минутра ҫитӗ. 6390 номерпе ҫӳрекен «Алатырь – Канаш» Улатӑртан 04 сехет те 42 минутра тапранса Канаша 07 сехет те 12 минута ҫитӗ.
Пуйӑс расписанийӗпе 8-937-625-04-33 телефонпа шӑнкравласа, «Содружество» предприяти сайтӗнче https://sodruzhestvoppk.ru е тата «Пригород» мобильлӗ приложенире пӗлме пулать.
Сӑмах май аса илтерер, ыран Мускавран хушма пуйӑс килмелле. 218/217-мӗш номерлӗ пуйӑс Мускавран кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче 22 сехет те 08 минутра хускалӗ, Шупашкара вӑл кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче 11 сехет те 43 минутра ҫитӗ. Ҫав пуйӑс кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Шупашкартан Мускава 22 сехет те 45 минутра тапранса кайӗ, ҫӗршывӑн тӗп хулине кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче 12 сехет те 35 минутра ҫитӗ.
Шупашкар районӗнче ҫул-йӗр тӑвакан организацисенчен пӗри, «Стройтранс», «Мӑштавӑш — Шӑнкас — Туҫикасси» маршрутпа ҫул сарнӑ. Ӗҫе пурнӑҫласси ҫинчен унпа муниципалитет контракт тусах алӑ пуснӑ.
Килӗшӳре пӑхса хӑварнине компани вӑхӑтра тата йӗркеллӗ пурнӑҫланӑ. Анчах кайран унӑн укҫа тӳлессе кӗтме тивнӗ.
Контрактпа пӑхса хӑварнӑ вӑхӑтра татӑлманнине район прокуратури асӑрханӑ хыҫҫӑн надзор органӗ Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлаканӗ РФ Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодексӑн 7.32.5 статйин 1-мӗш пайне пӑснӑ тесе ӗҫ пуҫарнӑ. Хута Федерацин монополие хирӗҫ кӗрешекен службин республикӑри управленине ярса панӑ. Унтисем пуҫлӑх пуканне йышӑнакана 30 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Документ саккунлӑ вӑя хаььлӗхе кӗреймен-ха.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |