Хӗрлӗ Чутай 435 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Уяв тӗлне ҫынсем валли парне те пулнӑ: Совет урамӗнче 1 ҫухрӑм та 100 метр ҫӗнӗ ҫул сарнӑ.
Савӑнӑҫлӑ уява район пуҫлӑхӗ, ЧР информаци политикин министрӗ Александр Иванов, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов та ҫитнӗ. Ҫӗнӗ ҫулпа юнашар ача пахчи пур, халӑх музейӗ, храм та ҫывӑхра. Ҫула «Стройресурс» ООО тунӑ. Ҫӗнӗ ҫула уҫнӑ чухне чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ҫынсем те пулнӑ.
Ҫула велосипедҫӑсемпе лыжероллерсем тӗрӗсленӗ. Сӑмах май, иртнӗ эрнере Канашра та вӗсем Ильич урамӗнче юсанӑ ҫула ҫапла тӗрӗсленӗ.
Шупашкарти Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ Смирнов урамӗнче пурӑнакансем кӗркуннепе ҫуркунне пылчӑк ҫӑрса, хӗлле юр ашса ывӑннине систерсе тӗп хуламӑран Мускав район администрацийӗнчи тӳре-шарана канӑҫсӑрлантаран мар. Юлашкинчен лешсем те йӑлӑхса ҫитнӗ, те чӑннипех те пулӑшас тенӗ: ҫынсене хайсене укҫа пухма сӗннӗ. Урамри кампар ҫуртсене кура унта чухӑн ҫынсем пурӑнмаҫҫӗ тесе пӗтӗмлетме май килет те, чӑн та, лешсем нимелле ҫул тума килӗшнӗ.
асфальтпа бетон ваккине кӳрсе килме тата сарма хулари «Дорэкс» акционерсен обществи килӗшнӗ. 650 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи ҫула предприяти часах сарса панӑ, асфальт вак-тӗвекне грейдерпа пусӑрӑнтарнӑ. Мускав районӗнчи тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, Смирнов урамӗнчи ҫынсем тикӗс ҫулшӑн халӗ савӑнмаллипех савӑнаҫҫӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Мускавра тӗрлӗ ҫӗре ҫӳрекен 265 автобуса тытса чарнӑ. Вӗсем тормоз тата руль тытӑмӗ юсавсӑррине пула кӑлтӑклӑ пулнӑ. Тытса чарнӑ автобуссем хушшинче Мускавран Шупашкара ҫӳрекеннисем те пулнӑ.
Тормоз тата руль тытӑмӗ юсавсӑр транспорта ятарлӑ стоянкӑна кайса лартнӑ. Йӗркесӗр транспорт пассажирсене вӑрттӑн, саккунлӑ мар майпа турттаракансен пулни паллӑ.
Пассажирсене турттаракансем тенӗрен ҫакна аса илтерер. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ Чӑвашавтотранс ӗҫченӗсем ҫу уйӑхӗнчи ӗҫ укҫине илнине, анчах ҫӗртме уйӑхӗнчине унта тӳлеменнине пӗлтернӗччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче Чӑвашавтотранс предприятире шалӑвӑн пӗр пайне ҫеҫ панӑ: 20 миллион тенкӗрен 12-шне.
Муркаш районӗнчи Мулкачкассинчи Уралекки урамӗнче пурӑнакансем утрав ҫинчи пекех пурӑнаҫҫӗ. Ял халӑхӗ йӗркеллӗ ҫул ҫуккипе нушаланнине Чӑваш Енӗн патшалӑх телекуравӗпе радиокомпанийӗ кайса курнӑ.
Уралекки урамӗпе йӗпе-сапара кӑна мар, типӗ ҫанталӑкра та ҫӳреме нушаллӑ. «Машинӑпа кӗрсе тухма май та ҫук», — пулӑшу ыйтса тележурналистсен куҫӗнчен тӗмсӗлнӗ, сӑмахран, Алексей Смелов.
49 хуҫалӑхлӑ Уралекки урам тӑршшӗ — ҫухрӑм ҫурӑ. Пушар машини урама урама кӗрейменнипе нумай пулмасть 2 ҫурт ҫунса кӗлленнине те каласа кӑтартнӑ ял ҫыннисем. Тепӗр ватӑ васкавлӑ пулӑшу машинине кӗтсе илеймесӗр инсульта пула куҫне хупнӑ.
Оринин ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Станислав Бардасов хӑй те Мулкачкассинчи Уралекки урамӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл тӑрӑхри 14 яла ертсе пыма ӑна пӗлтӗр шаннӑ. Тӑван ял урамӗнче ҫул сарма вӑл хӑй те тахҫантанпах ӗмӗтленет иккен. «Проекчӗ пур, халӗ ытти кирлӗ документсене хатӗрлеме тытӑннӑ», — тенӗ Станислав Бардасов. Ҫул сарасса Уралекки урамӗсен сахалтан та тепӗр 2—3 ҫул кӗтме тивӗ. Ҫак шухӑша палӑртнӑ вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче.
Источник: http://chgtrk.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкара пырса кӗнӗ ҫӗрте «васкавлӑ пулӑшу» машинипе «Калина» маркӑллӑ автомобиль пырса ҫапӑннӑ. Инкекре ҫӑмӑл машина лапчӑннӑ, «васкавлӑ пулӑшу» урапи тӳнсе кайнӑ.
Инкек пулнӑ вырӑна тухтӑрсем, ҫул-йӗр инспекторӗсем вӗҫтерсе ҫитнӗ. Аманнисене улттӑшне те тухтӑрсем пулӑшнӑ. Хальхи вӑхӑтра, эпир хамӑр ҫӑлкуҫсенчен пӗлнӗ тӑрӑх, пульницӑра «Калина» машина водителӗ тата «васкавлӑ пулӑшури» хӗрарӑм кӑна. Юлашкинчен калани, Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакан 24-ри хӗрарӑм, ача ҫуратма кайма тухнӑскер пулнӑ. Хӗрарӑм чиперех ҫӑмӑлланнӑ.
Инкек сӑлтавне ҫул-йӗр инспекторӗсем палӑртӗҫ. Вӗсем малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, инкекшӗн «Калина» машинӑн 66 ҫулти водителӗ айӑплӑ: сулахай енне пӑрӑннӑ чух вӑл асӑрханусӑр пулнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тата хулинче пурӑнакансем Ҫӗнӗ Шупашкара тӳрӗ ҫулпа каясшӑн.
Вӗсен унта ҫитес тесен Шупашкар районӗнчи Тутаркасси поселокӗ ҫумӗпе хальлӗхе иртсе каймалла. Ҫав ҫула сӗнтӗрвӑррисем монохулана аталантарма уйӑракан укҫа шучӗпе тӑвасшӑннине район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников муниципалитетра социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пӗтӗмлетме иртнӗ эрнере пуҫтарӑннӑ пухура каланӑ.
Икӗ хулана тӳрремӗн ҫыхӑнтарас тесен ҫичӗ километр тӑршшӗ ҫул сармалла-мӗн. Ҫывӑх автотрасса питӗ кирлине Анатолий Мясников Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакансенчен 2 пин ҫын Ҫӗнӗ Шупашкара кунсерен ӗҫе ҫӳренипе сӑлтавланӑ.
Анчах республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку шухӑша ырламан, мӗншӗн тесе ҫул тума хакла ларать.
Иртнӗ эрнекун Сӗнтӗрвӑрри районӗнче кӑҫалхи ҫур ҫула пӗтӗмлетмелли пуху иртнӗ. Унта республикӑран Михаил Игнатьев Элтепер, Светлана Енилина финанс министрӗ тата ыттисем хутшӑннӑ.
Районӑн ҫур ҫулхи аталанӑвӗпе паллаштарнӑ май туризма аталантарассине те хускатнӑ. Пухура пулнӑ Андрей Иванов журналист пӗлтернӗ тарӑх, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников ҫапларах пӗлтерни паллӑ: Сӗнтӗрвӑрринче туризм аталанать, мӗншӗн тесен Куславккара дебаркадер ҫук, ҫавна май пӑрахутсем Сӗнтӗрвӑрринче чарӑнаҫҫӗ.
Кӑҫал «Куславкка–Волжск–Куславкка» маршрутпа Атӑл ҫийӗн теплоход ҫӳреттермессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Навигацие чарса лартни теплоход тӑмалли вырӑна вырнаҫтарма укҫа хӗсӗк пулни темелле. Куславккасем Шупашкарти юханшыв порчӗ дебаркадершӑн хаклӑ ыйтать тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра тӳлевсӗр ҫул ҫӳреме хакла ларӗ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви нумаях пулмасть саккун проекчӗ хатӗрленӗ. Унта республикӑн Административлӑ йӗрке пӑсни ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртесшӗн. Сӑмах май, юлашки икӗ ҫул ҫурӑра транспортра билетсӑр ҫӳренине республикӑра пачах та тӗрӗслемен, никама та штрафламан. Ку хыпара транспорт министрӗ Владимир Иванов саккун проектне ӑнлантарса ҫырнинче пӗлтернӗ.
Административлӑ йӗркене пӑсни ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртсен штраф виҫи хальхи 100 тенкӗ вырӑнне 1000 тенкӗпе танлашӗ. Багажшӑн укҫа тӳлеменнисен штрафӗ 500 тенке ҫитсе ларӗ. Штраф виҫи хӑпарнине кура тӗрӗслев ирттерме пуҫласса шанма пулать.
Паян Ҫӗрпӳ районӗнчи Тапанар ялӗ патӗнчен иртекен федераци трасси ҫинче пысӑк инкек сиксе тухнӑ. Унта виҫӗ ҫын вилнӗ, ултӑ ҫынна пульницӑсене ӑсатнӑ. Сӑмах май, вӗсенчен пӗрин сывлӑхӗ уйрӑмах начар — вӑл реанимацире выртать.
Инкек кӑнтӑрла иртни пӗр сехет ҫурӑсенче пулнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, инкек сӑлтавӗ йывӑр тиевлӗ «MAN» машинӑра. Унӑн урапи шӑтса кайма пултарнӑ, ҫавна май вӑл «Peugeot» пӗчӗк автобуспа ҫапӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫул-йӗр ҫинчи йывӑр инкеке лекнисене тухтӑрсем епле пулӑшнине Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов Михаил Игнатьев Элтепере каласа кӑтартнинчен вырӑна васкавлӑ пулӑшу машинисем тӑваттӑн тан пырса ҫитни паллӑ. Аманнисен пурнӑҫне ҫӑлассишӗн шурӑ халатлисем тӑрӑшаҫҫӗ.
Мускав облаҫӗнчи ҫул-йӗр инспекторӗсем Чӑваш Енри хӗрарӑма пулӑшнӑ. Шупашкартан ют региона кайнӑскер маршрут автобусӗнче хӑйӗн сумккине манса хӑварнӑ. Унта ҫав мӗскӗнӗн укҫа тата ӗҫ хучӗсем, телефон, пуйӑспа кайма туяннӑ билет пулнӑ.
Маршруткӑран пушӑ алӑпа сиксе тухнине вӑл кайран ҫеҫ асӑрханӑ. Хуйха ӳкнӗскер ҫул хӗрринче пӑшӑрханса тӑнине ҫул-йӗр инспекторӗсем асӑрханӑ. Вӗсем чарӑнса хӗрарӑмпа сӑмахланнӑ. Кӑшт лӑпланса илнӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм хӑй нуши ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Инкеке лекнӗ Шупашкар хӗрарӑмне пулӑшас тесе Мускав облаҫӗнчи ҫул-йӗр инспекторӗсем оперативлӑ мерӑсем йышӑннӑ. Чӑн та, тӑрӑшни сая кайман: хӗрарӑмӑн сумкине тата унти мӗнпур япалана вӑраха ямасӑр тупса палӑртма, вӗсене хуҫине тавӑрса пама май килнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |