Шупашкар районӗнчи Котеркассинче пурӑнакансем ҫуркуннепе кӗркунне ҫул ҫуккипе нушаланаҫҫӗ. Кӑҫал кӑна мар ӗнтӗ. Ҫуркунне, юр ирӗлсен, уйрӑмах йывӑр. Котеркассисен уй урлӑ каҫма тивет-мӗн. Хӗлле, ҫил-тӑман вӗҫтернӗ чух та, Котеркасси ял ҫыннисене чарӑнӑва ҫитме йывӑррине, вӗсен упаленсе тенӗ пек ҫӳреме тивнине пӗлтернӗ. Вырӑнтисем ҫавӑ пӗртен-пӗр ҫул тесе ӗнентереҫҫӗ.
«Эпӗ — нумай ачаллӑ амӑшӗ. Манӑн та, ялти ытти ҫыннӑн та чарӑнӑва уй урлӑ тухма тивет. Урӑх ҫул ҫук пирӗн», — кӑмӑлсӑрланса пӗлтернӗ Котеркассинчи ҫамрӑк хӗрарӑм республикӑри МИХсенчен пӗрине.
Хаҫата ҫӑхавличчен вӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ патне ҫитнӗ-мӗн. Анчах лешӗ нимӗн те тумасть иккен. Вӑл ҫул сарма мар, хуравлама та ӳркеннӗ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ витӗр иртекен М-7 «Атӑл» федераци трасси ҫинчи ҫӗр айӗпе каҫмалли ҫула юсани пирки «Волго-Вятскоупрдор» предприятин пресс-службинче кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ. Хӑтсӑр ҫав каҫӑ пӗлтӗр, чӑн та, илемленсе йӗркене кӗчӗ.
Тӗплӗн юсанӑ вӑхӑтра урайне тата стенана плитка сарчӗҫ, картлашкасене йӗркене кӗртнӗччӗ. Урапапа ҫӳрекенсем валли ятарлӑ хатӗр вырнаҫтарчӗҫ.
Ҫӗр айӗпе каҫмалли ҫӗнетнӗ каҫӑ илемленсе хӑтлӑланчӗ. Анчах... унтс ҫурхи шыв тулать. Ҫакӑн пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Унта ҫавна ҫирӗплетекен видео вырнаҫтарнӑ. Ӑна пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫ енне ӳкернӗ иккен. Картлашка тӑрӑх шыв, чӑн та, шарлаттарса юхать.
Йӗрке хуралҫи Шупашкарта ҫул ҫинче инкек туса хунӑ. Вӑл руль умне ӳсӗрле ларнӑ-мӗн. Куншӑн ӑна полицирен кӑларса ярӗҫ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫӗрле «Волга» водителӗ Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 46-мӗш ҫурт умӗнче ҫул ҫине тухнӑ чухне «Лада Грантӑна» ирттерсе яман, пырса ҫапӑннӑ. Унтан вӑл авари вырӑнӗнчен тарса ҫухалнӑ.
Арҫынна килӗ умӗнче, Мир проспектӗнче, тытса чарнӑ. Вӑл ӳсӗр пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Руль умӗнче РФ ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн 2-мӗш полици уйрӑмӗн ӗҫченӗ ларнӑ пулнӑ. Ӑна ӗҫрен кӑларӗҫ, пуҫлӑхне дисциплинарлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
Сӑр юханшывӗ урлӑ хывнӑ пӑр ҫула паянтан хупнӑ. Кун пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче хыпарланӑ.
Аса илтерер: пӑр ҫул Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Пильна районӗнчи Наваты ялне ҫыхӑнтарать. Ун урлӑ 3 пин тоннӑран ҫӑмӑлтарах машинӑсен каҫса ҫӳреме юранӑ. Пӑр ҫула пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уҫнӑччӗ.
Пӑр ҫӳхелнӗ май юханшыв урлӑ ҫӳреме хӑрушӑ — машинӑсем шыва путма пултараҫҫӗ. Вӑхӑтлӑх каҫӑпа ҫӳреме юраманнине асӑрхаттаракан паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Яваплисем вӑхӑтлӑх каҫҫа сӳтме тытӑннӑ.
Ҫулла унта каллех кӗпер тӑвӗҫ. Ӑна ҫу уйӑхӗнче уҫма палӑртаҫҫӗ. Хальлӗхе машинӑсен тавра ҫулпа ҫаврӑнса ҫӳреме тивӗ. Ку вӑл хӑйсемшӗнех паха. Васкакан вакка сикнӗ тесе ахальтен каламан вӗт.
Паян ҫур ҫӗр иртни 3 сехет те 22 минутра Владимир облаҫӗнчи Гороховец хулинчи Мускав урамӗнче авари пулнӑ – Чӑваш Енри микроавтобус пӑтӑрмаха ҫакланнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мерседес» микроавтобусӑн рулӗ умӗнче ларнӑ арҫын (вӑл Чӑваш Енрен) светофор умӗнче тӑракан «Мерседес» грузовик ҫине пырса тӑрӑннӑ. Авари вӑхӑтӗнче салонра 16 ҫын пулнӑ. Вӗсем Мускаври стройкӑран Чулхулана килме тухнӑ.
Аварире 14 ҫын суранланнӑ, 1 ҫын вилнӗ. Аманнисене Гороховецри пульницӑна ӑсатнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
«Вятка» ҫулӑн Кӳкеҫрен Ҫӗнӗ Шупашкара каякан пайӗ ванса пӗтнӗ. Кун пирки «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Кугеси/ Общественный совет пос. Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ/Халӑх канашӗ) ушкӑнра пӗлтернӗ.
«Автомашинӑна юратакан юлташсем, ҫулсем халӗ питӗ начар. Ҫӗнӗ Шупашкара «Вяткӑпа» кайнӑ чухне Ирбис заправка патӗнче асӑрханӑр. Ун патне ҫитиччен пысӑк кӳлленчӗк (ҫул варринче таран шӑтӑк) пур. Кайран кӗпер хыҫҫӑн каллех тарӑн шӑтӑк, ҫул варринче те ҫавӑн пек путӑк. Ҫӗнӗ Шупашкара кӗрес умӗн, «Ҫӗнӗ Шупашкар» текен паллӑ тӗлӗнчерехре, ҫулӑн сылтӑм тата варринчи пайӗнче тата тепӗр шӑтӑк», — асӑрхаттарнӑ Дмитрий Чекленеров ятлӑ ҫын.
Ку поста вуланисенчен пӗри Кӳкеҫри Совет урамне хурланӑ. Александр Анисимов ҫырнӑ тӑрӑх, район центрӗнчи ҫав ҫула юсанӑранпа ҫулталӑк ҫурӑ ҫеҫ, анчах асфальт ҫурхи шывпа юхать.
2019 ҫулта «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен тулли мар обществин Горькинчи чукун ҫулӗн Хусанти регионӗнче 72 пассажир платформипе 3 вокзала юсанӑ. Ҫак йӗркесен авторне кун пирки Горькинчи чукун ҫулӑн корпоратив коммуникацийӗн службин ӗҫченӗ Алена Чернышева пӗлтерчӗ.
Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, Хусанти регионта виҫӗ станцире юсав ирттернӗ. Вӗсенче пассажир платформисене ҫӗнетнӗ. Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ станцийӗнче те пӗлтӗр юсав ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Хальхи вӑхӑтри юсав программипе 2019 ҫулта 72 объекта ҫӗнетнӗ, вӗсенчен 4-шӗ – Чӑваш Енре.
Сӑмах май ҫакна палӑртмалла: асӑннӑ станци Энӗшпуҫӗнчен кӑнтӑр еннелле 1 километрта вырнаҫнӑ. Вӑл «Мускав — Хусан — Екатеринбург» лини ҫинче шутланать.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсем Ҫӗмӗрлери тӳре-шарана ачасене шкула каймалли ҫул ҫинчи пушӑ ҫурт-йӗре пӗтерме хушнӑ.
Халӑх фрончӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хастарсем вырӑнти тӳре-шарапа пӗрле тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем «Рябинушка» ача пахчи патне пымалли ҫул йӗркесӗррине палӑртнӑ. Унпа ҫуркуннепе кӗркунне ҫеҫ мар, хӗлле те иртме ҫук.
7-мӗш шкул пулнӑ ҫурт паян чӳречесӗр-кантӑксӑр ларать. Унӑн ҫивиттийӗ икӗ пушарта ҫурри таран ҫунса кайнӑ. Ҫав ҫурт патӗнче ачасем 2-мӗш шкула иртсе ҫӳреҫҫӗ. Коммуналлӑ парӑма пула ҫурта энергетика компанийӗ салука илнӗ. 3-мӗш шкул ҫывӑхӗнче вара тепӗр ҫурт хӑтсӑр ларать. Ӑна ача-пӑча пульници тесе тума пуҫланӑ та ӗҫ чарӑнса ларнӑ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн вӗҫӗнче Крыма ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинчен пуйӑспа ҫитме май килӗ. Маларах «Санкт-Петербург - Севастополь» тата «Мускав - Симферополь» маршрутсемпе пуйӑссем ҫӳреме тытӑннӑччӗ. «Таврия» пуйӑссемпе хальлӗхе 130 пин ҫын усӑ курнӑ та. Ҫӗнӗ направление пассажирсем кӑмӑлласа йышӑннине кура «Гранд Сервис Экспресс» компани ҫӗнӗ маршрутсем уҫма йышӑннӑ. «Таврия» пуйӑспа Симферополе Кисловодскран, Екатеринбургран тата Мурманскран ҫитме май килӗ.
«Екатеринбург - Симферополь» пуйӑс эрнере темиҫе хут ҫӳрӗ. Анчах кашнинче тӗрлӗ ҫулпа: ҫурҫӗр (Хусан, Канаш, Саранск, Пенза урлӑ — ҫул ҫинче 64 сехет те 15 минут иртӗ) тата кӑнтӑр (Челепир, Ӗпхӳ, Самар, Сарту тата Волгоград урлӑ — ҫул ҫинче 67 сехет те 35 минут иртӗ) маршрутпа. Пӗрремӗш состав ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 22 сехет те 35 минутра Екатеринбургран (Самар урлӑ) ҫула тухӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче, «Больница комплексӗ» чарӑнуран инҫех мар, васкавлӑ медпулӑшу водителӗ чутах ҫынна ҫапса хӑварман.
Чӑннипе, водитель ҫул урлӑ каҫакан ҫынна юлашкинчен ҫеҫ асӑрханӑ, руле пӑрса ӗлкӗрнӗ. Ара, ҫав ҫын ҫул урлӑ утса мар, тӑватӑ уран упаленсе каҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра светофор хӗрлӗ ҫутатнӑ.
Телее, тӑватӑ уран упаленекен ҫын машина айне пулман. Кун хыҫҫӑн васкавлӑ медпулӑшу водителӗ чарӑннӑ.
Видеона такси пассажирки ӳкернӗ, ӑна тӗнче тетелне кӑларса хунӑ
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |