Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш халӑх сайтӗнче шӑп та лӑп уйӑх каялла «Мӗншӗн хура вӑрман каш кашлать?» ятпа статья пичетленнине вулакансем, тен, астӑваҫҫӗ те пулӗ. Унта эпир Чӑваш Енри экологсем уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк лаптӑкӗсем сахалланса юлнишӗн пӑшӑрханнине пӗлтернӗччӗ.

Аса илтеретпӗр, тӑван тавралӑх шӑпи ик айкки те тӑвайкки маррисене республикӑн Ҫутҫанталӑк министерстви иртнӗ уйӑхра регион тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ уйрӑмах хӳтӗлемелли территорисене ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑнхи тӑрӑм шухӑша янӑ.

Асӑннӑ ведомство приказӗпе ҫирӗплетнӗ списока 58 объект кӗнӗ, ҫав шутран 29-шӗ — уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк территорийӗ. Малалла та цифра чӗлхипе каласан, пӗлтӗр регион пӗлтерӗшлӗ уйрӑмах хӳтӗлемелли территорисем 94 пулнӑ, кӑҫалхи приказпа 65-шӗ списокран «тухса вӗҫнӗ».

Чӑваш Енри хастар экологсем РФ ҫутҫанталӑк министрӗ Сергей Донской ячӗпе ҫыру хатӗрленӗ, унта хӑйсен чун ыратӑвне уҫса панӑ. Ҫыру айне ыттисене те алӑ пусма чӗнсе калаҫҫӗ.

Малалла...

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫуркунне йывӑҫ-тӗм лартас ӗҫ хӗрсех пырать. Кӑҫал та республикӑри район-хулара хунасем ешӗлленме тытӑнӗҫ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта ав хунавсене валеҫесшӗн. Ку хӗвеланӑҫ районӗнче ҫӗнӗ микрорайон ҫӗкленнипе ҫыхӑннӑ. Унти, 12 гектар ҫӗр ҫинчи, ешӗл хунавсене ҫынсене пама палӑртнӑ.

Вӗсене хулара лартса илем кӳресшӗн. Хунавсене тӳлевсӗрех валеҫесшӗн. Хурӑн, хыр хунавне тӳлевсӗр илес тесен малтан заявка памалла. Унта вӗсене мӗн тӗллевпе усӑ курнине палӑртмалла.

Администрацире палӑртнӑ тӑрӑх, кирлӗ пулсан хунавсене вырӑна илсе ҫитерме пулӑшӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/82091
 

Ҫутҫанталӑк Михаил Васильев тунӑ сӑн
Михаил Васильев тунӑ сӑн

Сунарҫӑсене Чӑваш Енре ҫӑмлӑ чӗрчунсене пеме нарӑс уйӑхӗнчех чарнӑ. Анчах хӑш-пӗр районта кашкӑрсене тытма пӑрахман-ха. Вӗсен йышӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ ҫакӑ.

Кӑҫалхи сезонта Вӑрнар районӗнче 15 кашкӑра персе вӗлернӗ. Унта «тукмак хӳресем» кил хуҫалӑхӗсене час-часах тапӑнаҫҫӗ, килти чӗрчунсене ҫиеҫҫӗ. Кашкӑрсен йышне йӗркене кӗртес тесе вӗсене тытма чарман-ха.

Кашкӑрсем вӑкӑра, сурӑха кӑшласа янӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Сунар вӑхӑтӗнче вӗсем йытӑсене те тапӑнаҫҫӗ. Йытӑ вӗрет ҫеҫ — шӑпланать. Сунарҫӑ вырӑна ҫитнӗ тӗле ҫӑм чӑмакки ҫеҫ юлать.

Кашкӑрсене Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ районӗсенче тытнӑ. Вӗсене ҫу уйӑхӗчченех пеме ирӗк панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81866
 

Раҫҫейре

Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Чӑваш Ен экологи танлаштарӑмӗнче 8-мӗш вырӑн йышӑннине пӗлтернӗччӗ . Хальхинче пирӗн республика пӗр йӗрке ҫӳлерех хӑпарнӑ.

2015–2016 ҫулсенчи кӑтартупа килӗшӳллӗн, Чӑваш Ен чи таса 10 регион йышне кӗнӗ. Танлаштарӑма «Симӗс патруль» общество организацийӗ хатӗрленӗ.

Специалистсем сывлӑш тасалӑхне, промышленноҫӑн экологи модернизацине, ытти япалана хакланӑ. «Симӗс патруль» директорӗ каланӑ тӑрӑх, танлаштарӑмра улшӑнусем ытлах пулман.

Малтисен йышне Тамбов облаҫӗ, Алтай Республики, Белгород облаҫӗ, Чӗмпӗр облаҫӗ, Алтай крайӗ, Чукотка автономи округӗ, Чӑваш Ен, Курск облаҫӗ, Томск тата Ростов облаҫӗсем кӗнӗ.

Аутсайдерсен йышӗнче — Свердловск, Челябинск облаҫӗсем, Ҫурҫӗр Осети, Ленинград, Мускав, Тула облаҫӗсем, Ханты-Манси атономи округӗ, Саха Республики, Ӗренпур облаҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81771
 

Ҫутҫанталӑк

Ӑшӑ ҫанталӑка пула «Сӑрҫи» заповедникре сӑвӑрсем пӗр уйӑх маларах хӗллехи ыйхӑран вӑраннӑ. Унчченхи сӑнавсем кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсем пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫу пуҫламӑшӗнче ҫеҫ вӑранаҫҫӗ.

Кӑҫал ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑран, ҫуркунне час килнӗрен сӑвӑрсем маларах вӑраннӑ. Патӑрьел участокӗнче пушӑн 7-мӗшӗнче сӑвӑр йӑви уҫӑ пулнине курнӑ. Анчах чӗрчунсене курма май килмен. Пушӑн 11-мӗшӗнче вӗсем каллех тухнӑ, хӗвел пӑхнӑран вӗсене сӑн ӳкерме те май пулнӑ.

Ҫанталӑк сивӗтсен сӑвӑрсем йӑвинче пурӑнӗҫ. Чи кирли — апат пулни. Халӗ вӗсем пӗлтӗрхи курӑкпа тӑранса пурӑнаҫҫӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Канаш районӗнче икӗ браконьер Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ чӗрчуна персе вӗлернӗ. Сӑмах — хир качаки пирки.

Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӗсене тытса чарнӑ. Анчах браконьерсем тарнӑ. Вӗсем кам пулнине оперативлӑ шырав вӑхӑтӗнче палӑртма май килнӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе ШӖМӗн районти уйрӑмӗ тӗрӗслев ирттерме тытӑннӑ.

Хир качакине персе вӗлернине 140 пин тенкӗпе танлаштарнӑ. 2015 ҫулхи хӗлле шутланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре 59 хир качаки пулнине палӑртнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче, юлашки кунӗнче, сунарҫӑсен сезонӗ вӗҫленет. Ҫак вӑхӑтра сунарҫӑсем тискер чӗрчунсене пенӗ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра кашкӑрсене тытмалли сезон пуҫланнӑ. Ку таранччен районсенче 17 «тукмак хӳрене» тытнӑ.

ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Вӑрнар районӗнче — 8, Ҫӗмӗрле районӗнче — 5, Элӗк, Улатӑр, Тӑвай тата Патӑрьел районӗсенче 1-ер кашкӑр персе вӗлернӗ. Нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре ҫӑмламас чӗрчунсене тытма чарӗҫ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫӗршывӑн регионӗсене те, вӗсене ертсе пыракансене те тем тӗрлӗ рейтингра та танлаштараҫҫӗ. Пысӑк шайри тӳре-шарана массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче асӑннине тишкернинче чӑваш парламенчӗн спикерӗ Юрий Попова сахал аса илни пирки нумаях пулмасть эпир пӗлтернӗччӗ.

«Симӗс патруль» Пӗтӗм Раҫҫейри обществӑлла организаци те хӑйӗн кулленхи танлаштарӑмне пичетлесе кӑларнӑ. Чӑваш Республики унта саккӑрмӗш вырӑна тухнӑ. Ҫапла вара ҫӗршывӑн экологи рейтингӗнче чи лайӑх 10 регион шутне кӗнӗ. Танлаштарӑма симӗссисем 2007-мӗш ҫултанпа хатӗрлеме тытӑннӑ. Проекта пурнӑҫа кӗртме патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ кураҫҫӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри «Лига здоровья нации» (чӑв. Наци сывлӑхӗ лиги) общество организацийӗн конкурс пӗтӗмлетӗвне шута илсе пурнӑҫлаҫҫӗ.

 

Республикӑра «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн
«Про Город» хаҫат тунӑ сӑн

Ҫуркунне ҫывхарнӑ май ейӳ пирки калаҫма тытӑннӑ. Чӑваш Енре ятарлӑ комисси ларӑвӗ иртнӗ.

Ларӑва ЧР ҫутҫанталӑк министрӗ Сергей Павлов ертсе пынӑ. Специалистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри 56 яла ейӳ илме пултарать. Ларура унран хӳтӗленмелли майсем пирки калаҫнӑ.

ЧР МЧСӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ейӳ 16 районти 56 ялта сарӑлма пултарать. Унта — 903 ҫурт, 2270 ҫын пурӑнать. Ҫавна май унран сыхланмалли мероприятисен планне хатӗрленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/dom/view/390
 

Ҫутҫанталӑк

Ҫак уйӑхӑн 23-мӗшӗнчен тытӑнса нарӑсӑн 23-мӗшӗччен республикӑра «Снегоход» (чӑв. Юрҫӳрен) уйӑхлӑх пырать.

Унӑн тӗллевӗ — юр ҫийӗн ҫӳрекен ҫав техникӑн техника тӑрӑмне тӗрӗслесси, регистраци йӗркине пӑхӑннипе пӑхӑнманнине палӑртасси, хӑрушсӑрлӑх правилисене тытса тӑрасси. «А» ушкӑна кӗрекен автотранспорта тата мотохатӗре уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче йӑлтах тӗрӗслесшӗн.

Юрҫӳренсене (снегоходсене) вӗсен двигателӗ 4 кВтран е 5,4 лаша вӑйӗнчен пысӑкрах пулсан регистрацилемелле. Ун рулӗ умне АI, АII, АШ, АIV категориллӗ тракторист-машинист прави пур ҫынсен кӑна ларма юрать. Мӗнле категори кирли снегоходӑн хӑватӗнчен, вӑл миҫе пассажира турттарнинчен килет. Ӑна тытса пыракансен те, ытти машина рулӗ умӗнчи пекех, хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнмалла.

 

Страницӑсем: 1 ... 68, 69, 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, 77, [78], 79, 80, 81, 82, 83, 84, 85, 86, 87, 88, ... 96
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.07.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Утӑ, 02

1921
103
Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем