Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫутҫанталӑк

Раҫҫейре

Иркутск облаҫӗпе Буряти чиккинче вырнаҫнӑ Байкал (тӗрӗкле Пуян кӳлӗ пулать) кӳллине шыв ҫитмест. Ӗнер кӑна пӗр талӑк хушшинче вӑл 1 см ҫухатнӑ. Ҫапла май ун хальхи шыв шайӗ 455,96 метра ҫитнӗ. Ку вара Раҫҫей Правительстви палӑртнӑ чи пӗчӗк виҫӗрен 4 см сахалрах. 2001 ҫулхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Раҫҫей Правительстви чи ҫӳллӗ шая 457 метрпа, чи пӗчӗк шая 456 метрпа ҫирӗплетнӗ. Шыв ҫитменсӗррине пӗлтӗрхи ҫанталӑкпа ҫыхӑнтараҫҫӗ — ҫумӑр сахал ҫунӑран кӳлле юхса кӗрекен юханшывсем тулли мар иккен. Ҫуллапа кӗркунне вӑхӑтӗнче юханшывсем кӳлле кирлӗ шайран 67% кӑна пама пултарнӑ. Ку вара Байкалран юхса тухакан Ангара шывӗ хӗрринче ларакан хуласемшӗн сиенлӗ — вӗсене валли шыв ҫитми пулӗ.

Иркутск облаҫӗнче инкеклӗ лару-тӑру пуҫарнӑ. Халӑха шывпа тата электроэнергипе перекетлӗ усӑ курма ыйтаҫҫӗ. Иркутск ГЭСӗнчи шыв шайӗ анма пуҫланӑран унӑн хӑвачӗ чакать имӗш.

Байкал кӳлли тавра хальхи вӑхӑтра Бурятипе Иркутск облаҫӗсем тупӑшаҫҫӗ — пӗрисем шыва чакармалла мар теҫҫӗ, теприсем ГЭС валли кирлӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Экологсен шучӗпе Правительство ытларах энергетиксем майлӑ — вӗсем кӳлӗ шывне ытларах илме хирӗҫ мар иккен.

Малалла...

 

Раҫҫейре

Пушӑн 8-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче, Чӑваш Енре те, Раҫҫейри пекех, теле- тата радиосигналсем ҫухалма пултараҫҫӗ. Ӑсчахсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку хӗвел вӑйӗпе ҫыхӑннӑ.

Кун пирки паян, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, паллӑ пулнӑ. Пушӑн 8-мӗшӗнче Раҫҫейре хӑйне евӗр пулӑма асӑрхама май пулӗ. Ҫакна ҫуркуннехи интерференци теҫҫӗ.

Раҫҫейри ТАСС информаци агентствин официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку Хӗвел, ҫыхӑну спутникӗ тата ҫӗр ҫинчи ретранслятор антенни пӗр йӗре тӑнипе ҫыхӑннӑ. Ҫакна пула телеэкрансем тата радиоприемниксем япӑх ӗҫлеме пултарӗҫ. Хӑш-пӗр тӑрӑхра сигнал пачах ҫухалас хӑрушлӑх та пур.

Кун пек пӑтӑрмах сиксе тухнине кӑтартакан график хатӗрленӗ. Кашни регион валли уйрӑм. Тӗслӗхрен, Ҫӗпӗрте пушӑн 8-мӗшӗнче телеэкран ҫинчи картинкӑсем 8 сехет 40 минутран пуҫласа 12 сехет те 45 минутчен ҫухалма пултарӗҫ. Тӗп федераци округӗнче — 11:45–12:45 сехетсенче, Хӗвелтухӑҫӗнче — 8:22–9:08 сехетсенче. Вӑхӑта Мускаврипе кӑтартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/76142
 

Ҫутҫанталӑк

Нарӑсӑн вӗҫӗнче Чӑваш наци музейӗнче вӑрман олимпиади иртнӗ. Унта 20 ача хутшӑннӑ: Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Етӗрне, Ҫӗмерле районӗсенчен.

Олимпиада икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Унта хутшӑнакансем вӑрман сӑтӑрҫисене уйӑрма вӗреннӗ, кӑмпасене, ӳсентӑрана, чӗрчунсене, пулӑсене палланӑ.

Ачасен ӗҫӗсене жюри хакланӑ. Вӗсен йышӗнче ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин, Чӑваш наци музейӗн, «Эткер» центрӑн, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ.

Кӑҫал республика олимпиадинче Муркаш районӗнчи Юнкӑ шкулӗнче вӗренекен Инесса Шандимирова ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗн вӗренекенӗ тата Куславкка районӗнчи Тӗрлемес шкулӗнче ӑс пухакан Татьяна Шустова тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнче Хутар шкулӗнчи Наталья Романова тата Муркаш районӗнчи Юнкӑ шкулӗнчи Анастасия Романова пайланӑ.

Сӑнсем (9)

 

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енре урнӑ чир сарӑлни пирки калаҫҫӗ. Унта та кунта ҫынна, килти чӗрчуна урнӑ чӗрчун тапӑнать. Чире сарӑлма парас мар тесе мерӑсем йышӑннӑ.

Республикӑра нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа акан 16-мӗшӗччен кашкӑрсемпе тилӗсене пеме ирӗк панӑ. Ҫакна вӗсен шутне йӗркелес тӗллевпе те тӑваҫҫӗ.

Госохотрыбслужба пӗлтернӗ тӑрӑх, кашкӑрсемпе тилӗсене Чӑваш Енре пур ҫӗрте те пеме юрать. Анчах ҫав шута ҫутҫанталӑкӑн регион тата федераци шайӗнче сыхлакан территорийӗсем кӗмеҫҫӗ.

Тилӗсемпе кашкӑрсене мӗн чухлӗ пеме юранине палӑртман. Вӗсен йышне пеме ирӗк паракан ятарлӑ хута кура пӑхса пырӗҫ.

Сунара саккун ирӗк панӑ кирек мӗнле пӑшалпа та кайма юрать. Аса илтерер: Чӑваш Республикинче урнӑ чир тискер тата килти чӗрчунсен хушшинче сарӑлать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 5 тӗслӗхе шута илнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

«Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ унта хӗл каҫакан кайӑксене тата пурӑнакан чӗрчунсене шута илет. Ҫулсерен йӗркелекен ҫак ӗҫе вӑл иртнӗ уйӑхрах пурнӑҫлама тытӑннӑ. Чӗрчунсемпе кайӑксен хӗллехи маршрутне унта нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗчченех сӑнӗҫ.

Шута илнин тӗллевне йыша палӑртассипе сӑлтавлаҫҫӗ. Пӳрне ҫине хурса шутламаҫҫӗ. Вӑрман хуралӗн патшалӑх инспекторӗсем навигаторсемпе усӑ кураҫҫӗ. Кайӑксемпе чӗрчунсене шутлама Наци паркӗн тӑван тавралӑха сыхлас енӗпе ӗҫлекен тата ӑслӑлӑх пайӗн ӗҫченӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпе 42 маршрута шута илнӗ, вӗсен тӑршшӗ — 400 километр.

 

Политика Владимир Курчин
Владимир Курчин

ЧР Ҫутҫанталӑк министерствинче — улшӑну. Ведомствӑра министрӑн ҫумне Владимир Курчина отставкӑна янӑ. Кун хушӑва кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.

Документра должноҫран хӑтарнӑ сӑлтава палӑртман. Аса илтерер: Владимир Курчин асӑнна должноҫра 2013 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен ӗҫленӗ.

Министр ҫумӗн пуканне йышӑнсан вӑл патшалӑх экологи, вӑрман, вӑрманти пушар тӗрӗслевӗсен пайне ертсе пынӑ.

 

Ҫутҫанталӑк Зоокӗтесри пӑлан
Зоокӗтесри пӑлан

Шупашкарти А. Николаев космонавт ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнчи «Ковчег» зоокӗтес пӑлан аҫипе амине илсе килнӗ.

Дмитрий Моисеев хаҫатҫӑ пӗлтернӗ тӑрӑх, зоокӗтес ертӳҫинчен Георгий Богославскирен ывӑлӗ Хӗл Мучи мӗнле транспортпа ҫӳрени пирки ыйтнӑ-мӗн. Вӑл ачасене Ҫӗнӗ ҫулхи тӗп сӑнар пӑланпа ҫӳренине кӑтартма тӗв тунӑ имӗш.

Икӗ ҫулти чӗрчунсем ҫут тӗнчене Уралта килнӗ, кӑштахран вӗсене Тутарстанри харпӑр хуҫалӑх тытса тӑракан туяннӑ. Халӗ вара вӗсем — Шупашкарта.

Зоокӗтесре ытти чӗрчун та пур: тилӗ, енот, кроликсем, качакасем... Пурӗ — 30 ытла чӗрчун. Пӑлансем зоокӗтесре — чи пысӑккисем. Тата — чи хаклисем. Вӗсене Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/shupashkarta-palansem
 

Хулара Елена Петрова тунӑ сӑн
Елена Петрова тунӑ сӑн

Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн хваттерӗнче ҫунатне хуҫнӑ ҫӑхана усрать-мӗн. Ӑна вӑл попугайсем тытмалли читлӗхе вырнаҫтарнӑ.

Елена Петрова «Про Город» корреспонденчӗсене кайӑк унӑн килне мӗнле лекнине каласа кӑтартнӑ.

Хӗрарӑмӑн хӗрӗ урамра уҫӑлса ҫӳренӗ чухне юр ҫинче кайӑка асӑрханӑ-мӗн. Тӳрех ӑнланнӑ: ҫӑханпа темӗн пулнӑ.

Хӗр ун патне ҫывӑхарах пынӑ. Лешӗ ҫунат ҫапса вӗҫсе хӑпарма хӑтланнӑ, анчах усӑсӑр. Хӗр ӑна хӗрхеннӗ те киле чупса кайнӑ, курупка йӑтса тухнӑ. Хайхискер вӑйсӑр кайӑка тытса килне йӑтса килнӗ.

Халӗ хура ҫӑхан вӗсен килӗнче пурӑнать. Хӗр ӑна тӳрех ҫӑкӑр панӑ. Выҫӑскер ӑна хапӑлласах ҫинӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/777
 

Ҫутҫанталӑк

ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пуҫарнӑ «Селфи — ҫӳп-ҫапа хирӗҫ» республика акцийӗ «Экопозитив — 2014» пӗтӗм Раҫҫейри премин ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ.

Ҫак премие регионсем хушшинчи «Эка» экологи общество организацийӗ йӗркеленӗ. Ӑна обществӑна экологи ыйтӑвӗсемпе кӑсӑклантарас тӗллевпе пуҫарнӑ.

Ҫулсерен иртекен преми ҫӗнтерӳҫисене раштавӑн 11-мӗшӗнче Мускавра чысланӑ. Унта тӳре-шарана, бизнес-организацисене, экологи сообществисене, МИХсене чӗннӗ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин элчисем те пулнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫутҫанталӑк чулӗнчен хатӗрленӗ статуэткӑсемпе, дипломсемпе чысланӑ. Уявпа килӗшӳллӗн эко-ярмӑрккӑ йӗркеленӗ, эко-парнесем хатӗрлес енпе ӑсталӑх класӗсем иртнӗ, экокухньӑна тутаннӑ, эколотерея пулнӑ.

Сӑнсем (34)

 

Ҫутҫанталӑк Илпешри ҫӳп-ҫап вырӑнӗ ҫак тӗлте
Илпешри ҫӳп-ҫап вырӑнӗ ҫак тӗлте

Шупашкар районӗнчи Илпешри ҫӳп-ҫап вырӑнӗ ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр ҫинче вырнаҫнӑ иккен. Ӑна 1979 ҫулта уҫнӑ. Хӑй тӗллӗн никам та турттарма тытӑнман-ха. Йӑлари хытӑ каяша ҫавӑнта турттарма Шупашкар районӗнчи хӑй тытӑмлӑх органӗсем 35 ҫул каяллах ирӗк панӑ. Анчах ҫав ҫӗр ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ пулни халь ҫиеле тухнӑ. Кун пирки республика прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.

Малтан унта вырӑнти колхоз каяш турттарнӑ, каярах — ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсем. Юлашки ҫулсенче каяша унта «Чувашское» акционерсен хупӑ обществи район администрацийӗпе тунӑ килӗшӳ тӑрӑх турттарса пурӑннӑ.

Ҫӗре урӑх тӗллевпе усӑ курма тытӑннӑ хыҫҫӑн унӑн категорине тепӗр категорие куҫармалла-ҫке. Илпешри ҫӳп-ҫап вырӑнне ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ категорирен никам та куҫарманнине кура вӑл паян кун та кӗтӳ кӗтмелли вырӑн шутланать.

Шупашкар район администрацийӗ ҫак енӗпе хӑй вӑхӑтӗнче тивӗҫлӗ мера йышӑнман тесе Шупашкар район прокуратури район администрацийӗн хальхи пуҫлӑхӗн ячӗпе представлени шӑрҫаланӑ. Унта айӑплисене явап тыттарма сӗнни те пур иккен.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 73, 74, 75, 76, 77, 78, 79, 80, 81, 82, [83], 84, 85, 86, 87, 88, 89, 90, 91, 92, 93, ... 96
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.07.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Утӑ, 02

1921
103
Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи