Кӑҫалтан пирӗн республикӑра ял урамӗсене тума тума пуҫлӗҫ. Ку шухӑша Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне ӗнер янӑ Ҫырура палӑртнӑ.
«Ял урамӗсен пахалӑхӗ начар тесе ман пата ҫынсем сахал мар ыйтупа тухнӑ. Вӗсен пӑшӑрханӑвне ӑнланатӑп. Ялсем патне ҫул сарнин социаллӑ-экономика тухӑҫлӑхӗ хысна тӑкакӗпе ҫураҫса тӑраймарӗ. Программӑна нумай укҫа хывни инҫетри ялсенчи производствӑна хӑвӑрт аталантарма май параймарӗ», — тенӗ Михаил Игнатьев. Апла тӑк ял тӑрӑхӗсен хыснине налук ытларах кӗме тытӑнӗ тесе шухӑшлани те тӳрре килеймен-мӗн. Паян ял тӑрӑхӗсен ҫула тытса тӑма та, юсама та укҫа ҫук иккен.
Республикӑри лару-тӑрӑва тата ҫынсем ыйтнине кура Михаил Игнатьев Элтепер ял урамӗсен пахалӑхӗн регион стандартне йӗркелеме хушнӑ. Ӑна кура урамсенче ҫул тума тытӑнӗҫ.
Ку проект самай укҫа хывма ыйтать. Анчах ӑна тек тӑсса пыма та юрамасть тесе шухӑшлать Михаил Игнатьев. «Ял ҫыннисем йӗркеллӗ пурӑнма тивӗҫ», — тенӗ Элтепер.
Пачах мар-ха. Тӗрлӗ ыйтупа тухасси пулать, анчах ҫавӑн пек тӗслӗх шучӗ чакса пырать. Район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫул унта пурӗ те 25 ҫыру кӑна шӑрҫаланӑ. Виҫӗм ҫулхипе танлаштарсан ку вӑл икӗ хута яхӑн сахалтарах-мӗн.
Ҫынсем районти тӳре-шара патне сахалтарах ҫырма пуҫлани шӑмӑршӑсене нимӗн те кирлӗ маррине, вӗсем нимӗнпе те кӑсӑкланманнине пӗлтермест. «Ыйтусене вӑхӑтра тататпӑр», — тесе калать район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Фадеев. Унран пулӑшу ыйтмапӗлтӗр, сӑмах май, 47 ҫын пынӑ.
Маларах асӑннӑ 25 ҫыруран ҫурри ытларах ҫӳлти инстанцирен ыйтнӑ. Ушкӑнпа ҫыракансем те тупӑннӑ. Халӑхпа ҫыракансем, тӗслӗхрен, ҫул юсама ыйтнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗсенчен пӗри ытла ҫирӗп ыйтни кӑмӑла кайманнишӗн те пӗрле пулса ҫыру шӑрҫаланӑ. Пӗрре ҫырнипех лӑпланмасӑр тепре алла калем илекенсем те тупӑнаҫҫӗ. Вӗсен ыйтӑвӗ чылай чухне ҫурт-йӗрпе ҫыхӑннӑ-мӗн. Хӑйсен ятне пытарса ҫӑхавлакансем те, паллах, пур.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ. Унта вӑл палӑртнӑ самантран пӗри ял ҫыннисене тӳрремӗнех пырса тивет.
Михаил Васильевич ял хуҫалӑхӗнче сӗт туса илесси тухӑҫлӑ отрасль пулнине палӑртрӗ. Унтан та ытларах — сӗт сутса ҫулталӑкӗпех тупӑш илме май пур. Отрасль тикӗс ӗҫлесе пытӑр тесен сӗте туса илекенсен, ӑна пуханакансен тата тирпейлекенсен пӗр-пӗринпе килӗштерсе, кашнишӗн усӑллӑ хутшӑну йӗркелемелле тесе шухӑшлать Элтепер.
Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, сӗт туса илекенсен хушшинче конкуренцие аталантарассипе юлашки ҫулсенче республикӑра самай ӗҫ пурнӑҫланӑ. Ҫуркуннепе ҫулла сӗт хакӗ чакнишӗн ял халӑхӗ тӗрӗсех кӑмӑлсӑрланать тесе шухӑшлать республика Элтеперӗ. «Ҫавӑнпа та Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин, Экономика аталанӑвӗн министерствин, Ветеринари службин тата районсемпе хуласен администрацийӗсен сӗт пахалӑхне тата ун хакне тӗрӗслесе тӑмалла», — палӑртрӗ Михаил Игнатьев.
Уйрӑм хушма хуҫалӑхсемпе сӗт укҫипе татӑлма кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тухӑҫлӑ тытӑм йӗркелемелле. Ун пекки пысӑк хуҫалӑхсем валли пур-мӗн.
Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырупа паллаштарӗ.
Ҫырӑва Михаил Васильевич ытларикун парламентӑн черетлӗ 27-мӗш сессинче вулӗ. Элтепер администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, документра патшалӑх политикин тӗп енӗсене, Чӑваш Енри социаллӑ экономика программисен пӗтӗмлетӗвне палӑртӗҫ.
Ҫавӑн пекех ӗҫ тӑвакан влаҫ тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен умне тӗллевсем лартӗҫ. Ҫырӑва хатӗрленӗ чухне республикӑри халӑхӑн, общество организацийӗсен пайташӗсен шухӑшӗсене шута илнӗ.
Ҫапларах пӗлтерет гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ. Чӑвашла энциклопеди пурри пирки пӗлетӗр пулӗ? Темиҫе ҫул каялла унӑн 4-мӗш томӗ пичетленсе тухнӑччӗ. Каярах институтра ҫав энцилопедийӗн электронлӑ вариантне йӗркеленӗ. Енчен те хут ҫинчи информацие ҫӗнетме тата улӑштарма хӗнтерех пулсан — электронлине институтра ҫӗнетсех тӑраҫҫӗ. Тӗрӗс информаци те пухма тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Егоров Пётр Егоровичран ҫыру килнӗ иккен. Ватӑ генерал-майор — вӑл 102 ҫула кайнӑ — хӑй аллипе ҫырса хуравланӑ. Ҫырӑвӗнче вӑл хӑйӗн пирки ҫирӗплетекен фактсене илсе панӑ, кун-ҫулӗнчи паллӑ саманчӗсене уҫса панӑ. Ҫырупа институт сайтӗнче паллашма пулать.
Егоров Пётр Егорович 1913 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1933 ҫулта Балашовори авиаци шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1937–1941 ҫулсенче Амур облаҫӗнчи Свободный, Тында, ҫавӑн пекех Ҫӗнҫӗпӗрпе (выр. Новосибирск) Хабаровск хулисенчи аэропорчӗсенче вӗҫевҫӗ пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне ҫулсерен Ҫыру янине пӗлетпӗр. Кӑҫалхи валли халӗ хатӗрленме тытӑннӑ. Унта Правительство, Патшалӑх Канашӗн, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, предприяти-организацисен ӗҫӗн ҫул-йӗрне палӑртаҫҫӗ.
Ҫырӑва хатӗрленӗ чухне республикӑра пурӑнакансен шухӑш-кӑмӑлне, общество организацийӗсен, граждан обществисен ытти институчӗн шухӑш-кӑмӑлне тӗпе хурӗҫ. Пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас тесе мӗн тумалла? Чӑваш Ен Элтеперӗн хӑш темӑна тимлӗх уйӑрмалла?
Сӗнӳсене Шупашкар хулинчи Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртра йышӑнаҫҫӗ. Электрон адрес, pres0@cap.ru. Ҫырура «Ҫыру хатӗрлеме» тесе паллӑ тумалла.
Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ. Кама мӗн килӗшни пирки калама хӗн те, эпӗ хам кӑмӑла кайнӑ икӗ самант пирки чарӑнса тӑрасшӑн.
Пӗрремӗшӗ вӑл — Чӑвашра вырӑн ҫитменнипе вӑй питтисем республика тулашӗнче ӗҫлесе ҫӳрени. Михаил Игнатьев кун пек хуласен шутӗнче Мускава, Питӗре, Хусана асӑнса хӑварчӗ. Унта кӑна-и, Уралпа Ҫурҫӗр таранах тухса каякансем пур. Арҫын тени килшӗн тӑрӑшни аван-ха. Анчах ҫичӗ ютра ҫӳрекен ҫын ҫемьепе пӗрле пулманнине йӗркеллӗ теейӗн-ши?
«Ар епле — йыш ҫапла», — терӗ Михаил Васильевич. Ҫемьесем тулли мар тӑрса юлни арӑмӗпе упӑшки хушшинчи хутшӑнусене витӗм кӳнине палӑртрӗ вӑл, пуринчен ытла ҫакӑ ачасене воспитани парас ӗҫе пырса тивет. Пирӗн республикӑра халӑх йышӗ пысӑккине тата ӗҫ вӑйӗ нумаййине пӗлетпӗр. Анчах ҫакӑ тӳрре тухмалли сӑлтав маррине палӑртса хӑварчӗ Михаил Игнатьев. Ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтерес тата ялта тӑрӑшакансен ӗҫ укҫине ӳстерессипе республика правительствин те, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен те, усламҫӑсен те пӗрлехи мерӑсем йышӑнмалла.
Тепӗр самант — чӑвашлӑхпа ҫыхӑнни тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Акӑ епле каларӗ республика Элтеперӗ килес ҫул ҫӗршывра Культура ҫулталӑкӗ тесе йышӑнни пирки чарӑнса тӑнӑ май:
«Халӑха сыхласа хӑварас ӗҫ чи малтан кил-йышран, ҫемьерен пуҫланать. Тӑван килте ашшӗ-амӑшӗ пӗр-пӗринпе, ҫав хушӑрах ачисемпе те чӑвашла калаҫсан, вӗсене халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркипе, чӗлхипе, ташши-юррипе мӗн пӗчӗкрен паллаштарса пырсан тата юратма-хисеплеме вӗрентсен ҫак ӗҫе пурнӑҫлама ҫӑмӑлрах пулнӑ пулӗччӗ.
Патшалӑх органӗсенче вӑй хуракансен, культурӑпа вӗренӳ ӗҫченӗсен, халӑх пӗрлешӗвӗсен пайташӗсен чӑвашлӑха сыхласа хӑварас ӗҫре чи малта пулмалла.
Пирӗн ҫамрӑк ӑру ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхмалла. Вӗсем хамӑрӑн пуян культурӑпа тата историпе мухтанма-мӑнаҫланма пуҫласан, йӑла-йӗркене ҫӗнӗлӗхсем кӗртсех тӑрсан кӑна халӑхӑмӑр сыхланса юлас шанчӑк пур. Нумай ҫул аталанса пынӑ халӑх ҫӗр пичӗ ҫинчен ҫухалмалла мар. Ку енӗпе пирӗн пурин те ҫине тӑрсах ӗҫлемелле».
Илле Иванов журналиста хӳтӗлесе паллӑ ӑсчахсемпе культура ӗҫченӗсем уҫӑ ҫырупа тухнӑ. Вӗсем Чӑваш Республикин Аслӑ судне «Сӗтев» хаҫатра пичетленнӗ «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяна 2012 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗнче «экстремистлӑ» тенине ҫӗнӗрен пӑхса тухма сӗннӗ, Илле Иванов тӗлӗшӗпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Уҫӑ ҫырӑва алӑ пуснисен шухӑшӗпе статья халӑхсем хушшинче нимӗнле хирӗҫӳлех те ҫуратмасть, унта Алексей Кудрин автор чӑваш чӗлхин статусӗ пирки хӑйӗн ирӗклӗ шухӑшне пӗлтернӗ ҫеҫ. Куншӑн никама та айӑплама юрамасть.
Алӑ пусакансен йышӗнче: В.Г. Родионов философи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор, Н.А. Енилин халӑх художникӗ, Н.А. Исмуков Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑҫи, А.В. Кулагин депутат, Н.И. Егоров Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, Ф.И. Мадуров Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, В.С. Пряников Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлах ӗҫченӗ, Б.Н. Глинкин кире пуканӗпе спорт мастерӗ, В.Ф. Павлов Вӑрмар район пухӑвӗн депутачӗ.
Уҫӑ ҫырупа кунта паллашма май пур.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ӗнерхи сессийӗнче Федераци Пухӑвӗн Патшалӑх Думин Председателӗ Сергей Нарышкин патне ҫыру яма йышӑннӑ. Унта сӑмах вӑрҫӑ ачисем ҫинчен пырать. Тӗрӗсрех, вӗсене патшалӑх енчен пулӑшу кӳресси пирки.
Вӑрҫӑ ачисен шутне 1928–1945-мӗш ҫулсенче ҫуралнисене кӗртме пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫӗршыв шайӗнче саккун йышӑнса вӗсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатас шухӑш депутатсен мӗнпур корпусӗ пырса тухнине палӑртнӑ ЧР Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Петр Краснов.
Чӑваш Енӗн парламентарийӗсем ҫыру ярас шухӑшпа пӗр майлӑ пулса килӗшнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |