И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Тӑван чӗлхепе тӑван литературӑна чи лайӑх вӗрентекен» конкурсӑн 2-мӗш кунӗ иртнӗ.
Конкурса 21 вӗрентекен хутшӑннӑ. «Иккӗшӗ тӑван вырӑс чӗлхи вӗрентекенсем, виҫҫӗшӗ пуҫламӑш шкул вӗрентекенӗсем, ыттисем тӑван чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем», – тесе хыпарланӑ Анна Егорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Чи маттурисен йышӗнче: Анна Вельдяева (Улатӑр тӑрӑхӗнчи Алтышево шкулӗнче вырӑс чӗлхи вӗрентекен); Алевтина Димитриева (Муркаш тӑрӑхӗнчи Ярапайкасси шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен); Ксения Леонтьева (Ҫӗрпӳ хулин 2-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен); Людмила Николаева (Шупашкар хулин 62-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен);
Алёна Алена (Йӗпреҫ посёлокӗн 2-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен).
Паян кӑнтӑрла РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Ене килни пирки хыпарланӑччӗ. Ун чухне кортеж кӑна ҫитнӗ иккен. Владимир Владимирович Ҫӗрпӳ хулине паян каҫхине килнӗ. Хула ҫыннисем ӑна кӗтсе илес тесе темиҫе сехет урамра тӑнӑ.
Владимир Путин Рынкӑ салинчи фельдшерпа акушер пунктӗнче пулса курнӑ. Кайран вӑл Сӑнав поселокӗ патӗнчи Культура аталанӑвӗн центрӗпе паллашма кайнӑ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Ене ҫитнӗ. Халӗ вӑл Ҫӗрпӳ хулинче. Ҫапла пӗлтерет «Новости Цивильск» телеграм-канал.
12 сехет те 35 минутсенче Президентӑн «Аурус» автомобильсен кортежне Шупашкарта Суту-илӳпе курав центрӗ ҫывӑхӗнчен иртсе кайнине асӑрханӑ. Машинӑсем Ҫӗрпӳ еннелле кайнӑ. Вӗсем Ҫӗрпӳри пӗр урампа пынине ҫынсем видео ӳкернӗ.
Телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Путин Рынкӑ салинче нумай ачаллӑ ҫемье патӗнче те пулӗ.
Чӑваш Енре автотуризма аталантарасшӑн. Кун валли пирӗн тӑрӑхра йӑлтах пур. Ҫакӑн пек палӑртса хӑварнӑ республика Элтеперӗ Олег Николаев.
Чӑн та, республика урлӑ федераци пӗлтерӗшлӗ тӑватӑ ҫул иртет: М-7 «Атӑл» ҫулпа ҫӳрекенсем Мускавран Ӗпхӗве каяҫҫӗ, А-151 ҫулпа — Ҫӗрпӳрен Чӗмпӗре, М-12 «Хӗвелтухӑҫ» ҫулпа — «Европа — Хӗвеланӑҫ Китай», Р-176 «Вятка» — Шупашкартан Сыктывкара.
Федераци автоҫулӗсем хӗрринче сервисӑн 102 объекчӗ пур, ҫав шутран 44-шӗ — заправка станцийӗсем.
Элтепер шухӑшланӑ тӑрӑх, Шупашкарпа Комсомольски хушшинче — туризма аталантарма чи меллӗ вырӑн.
Шупашкартан Ҫӗрпӗве ҫӳрекен 173-мӗш номерлӗ маршрутӑн схемине ылмаштарма йышӑннӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен вӑл Шупашкарти Хулаҫум автовокзалтан ҫӳреме тытӑнӗ, республикӑн тӗп хулинче унӑн юлашки чарӑнӑвӗ те ҫав вокзал пулӗ. Тепӗр майлӑ каласан, хула тӑрӑх Юханшыв портне ҫити кайма пӑрахӗ.
Паян Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче республикӑри 4 ял хуҫалӑх техникуне пӗрлештерме йышӑннӑ. Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ ҫумне Патӑрьелти агропромышленноҫ, Сӗнтӗрвӑрринчи технологи тата Етӗрнери агротехника техникумӗсене пӗрлештерӗҫ.
Ку пӗр пек специальноҫсемпе профессисене вӗрентессинчен хӑтарать. Анчах преподавательсемпе мастерсен йышӗ ҫавӑн пекех юлмалла.
Чӑваш Республкинача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ СССР халӑх артситки ҫуралнӑранпа 100 ҫул итнине халалласа онлайн-квиз ирттернӗ.
Асӑннӑ квиз юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пынӑ. Унта хутшӑнакансем хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗслеме, Вера Кузьмина ҫинчен пӗлнине кӑтартса пама тивнӗ.
Онлайн-квиза 19 муниципаллӑ округри 1551 ача хутшӑннӑ. Вӗсем Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай муниципаллӑ округӗсенчен тата 6 хуларан: Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗре, Етӗрне.
Раҫҫейре экодиктант ҫыраҫҫӗ. Акцие Чӑваш Енре пурӑнакансем те хутшӑнаҫҫӗ. Ӑна ирттермелли лапамсенчен пӗри ЧР Наци вулавӑшӗ пулнӑ. Унта иртнӗ акцие 35 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем 25 ыйтӑва хуравланӑ.
Акци вӗҫленмен-ха. Чӳк уйӑхӗн 13-17-мӗшӗсенче тата чӳкӗн 20-24-мӗшӗсенче Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкулта экодиктант ҫырӗҫ. Чӳкӗн 16-мӗшӗнче Красноармейски муниципаллӑ округӗнчи культура тата вулавӑш ӗҫӗн аталанӑвӗн центрӗнче диктант ҫырма пухӑнӗҫ. Ҫаван пекех акци Шупашкарти «Эткер» центрта, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра, Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче, Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнче иртӗ.
Паян, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Хуласен пӗтӗм тӗнчери кунӗ шутланать.
Чӑваш Енре 9 хула, вӗсенчен пиллӗккӗшӗ республика пӗлтерӗшлӗ, тӑваттӑшӗ — район пӗлтерӗшлӗ. Республика пӗлтерӗшлисем ҫаксем: Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш тата Ҫӗмӗрле. Район пӗлтерӗшлисем: Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ тата Етӗрне.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра пурӑнакансенчен 64 проценчӗ хулара тӗпленнӗ.
Чи пысӑк йышлӑ хула — Шупашкар. Унта 496 пин ҫын пурӑнать. Иккӗмӗш вырӑнта — 120 пинлӗ Ҫӗнӗ Шупашкар. Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри тата Етӗрне пӗчӗк йышлӑ хуласем шутланаҫҫӗ, вӗсенче 8-шар пин ҫын пурӑнать.
Чӑваш Енри чи аслӑ хула, Шупашкар, 1469 ҫулта йӗркеленнӗ. Улатӑр — 1552 ҫулта, Ҫӗрпӳ — 1589 ҫулта, Етӗрне — 1590 ҫулта. Чи ҫамрӑк хула – Ҫӗнӗ Шупашкар (1960 ҫул).
Ыран, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳре «кӗмӗл» волонтёрсен форумӗ иртӗ. «Кӗмӗл Чун» ят панӑ мероприятие Чӑваш Енре кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Республикӑри хастар ватӑсем пӗлтӗр Шупашкарта пухӑннӑччӗ, кӑҫал Ҫӗрпӳре пуҫтарӑнӗҫ.
Ӳркенмен ватӑсем ыттисене темле те пулӑшма май тупаҫҫӗ: нумай ачаллӑ ҫемьесене тата ачисене пӗччен ӳстерекен хӗрарӑмсене ача пӑхса пулӑшаҫҫӗ, салтаксем валли тӗрлӗ япала ӑсталаҫҫӗ. Тӑвайӗнчи ватӑсем, сӑмахран, кӑҫал тӗрлӗ сиплӗ курӑк пухса типӗтнӗ те ӑна салтаксем патне ӑсатнӑ.
Ыранхи форумра тӗнче тетелӗнче ултавҫӑсенчен сыхланасси, ватӑсене хӑйсен ӗҫне пуҫарма пулӑшасси тата гериатри науки ҫинчен сӑмах хускатӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ксенофонтов Иван Ксенофонтович, чӑваш актёрӗ, театр ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриев Аристарх Иванович чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садюков Николай Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Табаков Владимир Алексеевич, таврапӗлӳҫӗ, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Белова Зоя Степановна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пупин Пётр Степанович, чӑваш кӳлепеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Мичман Павлов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |