Кӑҫал Ҫӗрпӳ ярмӑркки утӑ уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче иртӗ. Ӑна хӑҫан тата епле уявлассине нумаях пулмасть ятарлӑ ларура сӳтсе явнӑ. Ку хыпара Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗ Фейсбукра пӗлтернӗ.
Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, суту-илӗве йӗркелессине ҫеҫ мар (хальхи вӑхӑтра тавара таҫта та тупса илме пулать. Укҫа пултӑр ҫеҫ), культурӑпа спорт мероприятийӗсене те сӳтсе явнӑ.
Суту-илӳ палаткисемпе пӗрлех ача-пӑча хули пулӗ, фольклор коллективӗсем пуҫтарӑнӗҫ. Ярмӑрккӑ вӑхӑтӗнче Акатуй та иртӗ. Маттур ҫемьесене Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗпе чыслӗҫ.
Шӑмӑшӑ районӗнчи тӳе-шара тӑлӑха хӑтсӑр ҫурт панӑ. Ҫавна пӗлнӗ хыҫҫӑн прокуратура Шӑмӑршӑ районӗн администрацине асӑрхаттарса хут ҫырса янӑ.
Прокуатура тӗрӗсленӗ май ҫакна палӑртнӑ: тӑлӑх валли тесе уйӑрнӑ ҫуртра санузел пулман, сивӗ тата ӑшӑ шыв та ҫук. Чи кӑсӑкли — килӗшӳре ҫав япаласем пур тесе кӑтартнӑ.
Надзор органӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе хут ҫырнӑ, унта вӑл кӑлтӑксене пӗтерме хушнӑ.
Тупса палӑртнӑ кӑлтӑксем пирки материалсене следстви органӗсене ярса парасси пирки шухӑшлаҫҫӗ.
Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем Ҫӗрпӳ хулинче 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ноутбук вӑрланӑ ҫынна тытса чарнӑ. Пӑтӑрмах общежитире пулса иртнӗ. Унта ҫӗр каҫма юлнӑ Курган тӑрӑхӗнчи арҫын пӳлӗмсенчен пӗрне (алӑка питӗрмен пулнӑ) ирхи пиллӗк сехетре кӗрсе ноутбук йӑтса тухнӑ. Пӳлӗмри хӗрарӑмпа ача ҫав вӑхӑтра ҫывӑрнӑ. Сасса илтсен хӗрарӑм вӑраннӑ, сасӑ панӑ, анчах ют ҫын тапса сикнӗ.
Вӑрра йӗрке хуралҫисем вӑрах шыранӑ, халӗ ӑна тупса палӑртнӑ-палӑртнах. Ҫав ҫын кукӑр алӑллӑ пулнӑран судпа сакӑр хутчен айӑпланнӑ Курган тӑрӑхӗнчи 41 ҫулти арҫын пулнӑ. Ноутбукпа вӑл Мускав облаҫне тухса кайнӑ. Унта сутса янӑ.
Арҫынна ӗнер пуйӑсра тытса чарнӑ, ӑна Ҫӗрпӗве илсе килнӗ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнине арҫын йышӑннӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче каҫхи пӗр сехет тӗлӗнче машина инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах пирки Шалти ӗҫсен министерствин Ҫӗрпӳри уйрӑмне пӗлтернӗ. Инкек «Атӑл-Сӗнтӗрвӑрри-Кӑнар» автоҫул ҫинче пулса иртнӗ.
«Киа» машина ҫул айккине кӗрсе ӳкнӗ. Автомобилӗн 20 ҫулти водителӗ ҫул ҫине сиксе тухнӑ тилӗрен пӑрӑнас тенӗ. Юр ӑшне лакса ларнӑ машинӑна кӑларма май килменрен каччӑ йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ. Инкек вырӑнне пырса ҫитнӗ полицейскисем машинӑна туртса кӑларма пулӑшнӑ. Водитель вӗсене чунтан тав тунӑ, унтан вӑл хӑй тухнӑ ҫулпа васканӑ.
Ӗнер республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата ведомство ҫумӗнчи Общество канашӗн пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ. Унта иртсе кайнӑ ҫулталӑка тишкернӗ, малашлӑхри плансене палӑртнӑ.
Ларура клубсене, культура ҫурчӗсене, вулавӑшсене юсанине палӑртса хӑварнӑ. 2018-2020 ҫулсенче Элӗк, Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Куславкка, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Етӗрне, Тӑвай районӗсенчи культура эткерлӗхӗн 21 объектне юсаса ҫӗнетнӗ.
Ҫав вӑхӑтрах ялсенчи культура учрежденийӗсен пултарулӑх йышне вӑйлатасси пирки калаҫнӑ. Ку ӗҫе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле тухса ирттермелле.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Виталий Яковлев художникӑн куравӗ уҫӑлассинеэпир иртнӗ уйӑхра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: курав кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Куравра пулса курнӑ Марина Карягина тележурналист художникӑн темиҫе картинине ӳкерсе илсе Фейсбука лартнӑ.
«Тӗллӗн-тӗллӗн тӗнче ҫине ачаннилле тап-таса та ачаш куҫпа пӑхать Виталий Яковлев художник. Мана лайӑх вӑл ҫак хайлавӗсенче сӑнарлакан хӑтлӑ хутлӑхра», — тесе пӗлтернӗ вӑл.
Виталий Яковлев 1949 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче ҫуралнӑ. 1977 ҫулта Виталий Николаевич И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи художествӑпа графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл – живопись ӑсти, художник-сатирик.
Ҫӗрпӳри нумай хваттерлӗ ҫурта республика хысни шучӗпе юсӗҫ. Кун пек йышӑнӑва республикӑн Правительствин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Унта республика бюджетӗнчен Ҫӗрпӳ район администрацине трансферт уйӑрас пирки каланӑ. Укҫана республика Правительствин резерв фондӗнчен уйӑрма палӑртнӑ. Укҫа Ҫӗрпӳри Никитин урамӗнчи 10-мӗш ҫуртӑн стенисене ҫирӗплетме кайӗ.
Нумай хваттерлӗ ҫурта 1990 ҫулта тунӑ. Вӑл пилӗк хутлӑ. Унӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ – 4487.50 тӑваткал метр. Нумай хваттерлӗ ҫурта «Мой дом» управляющи компани 2004 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе тытса тӑрать.
Ҫӗрпӳ хулинче тата тепӗр ача пахчи туса лартӗҫ. Юлашки ҫулсенче хула сарӑлса, пысӑклансах пырать. Ҫӗнӗ ҫуртсем хӑпартнӑ май ачасен йышӗ те ӳсет. Ҫӗнӗ объект тӑвасси пирки район администрацийӗ Фейсбукра паян пӗлтернӗ. Ача пахчи Арцыбышев урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра пулӗ.
Объектӑн контракт хакӗ 214 миллион тенкӗ. Ача пахчине федераци, республика тата район хыснисен шучӗпе тӑвӗҫ. Учрежденире ясли тата кӗҫӗн ушкӑнсем пӑхса хӑварӗҫ, бассейн, столовӑй, физкультурӑпа акт залӗсем, кӗпе ҫумалли пӳлӗм, психолог, логопед пулмалла.
Ҫӗнӗ ача пахчине 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче хута яма ӗмӗтленеҫҫӗ.
«Мир» телеканал нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ каччине кӑтартнӑ. Вӑл Мускав облаҫӗнчи реабилитаци центрӗнче сипленет. 2016 ҫулта сусӑрланса юлнӑскер сывалас тесе шанчӑка ҫухатмасӑр сипленет.
Хӑй вӑхӑтенче каччӑ ачасемпе ҫамрӑксене акробатикӑна тата ташлама хӑнӑхтарнӑ. Пӗчӗккисем аслӑ тусӗ пек пулма ӑнтӑлнӑ. Анчах пӗр кунхине Евгенйи Александров хусканӑвӗ ӑнӑҫсӑр пулса тухнӑ. Вӑл ҫавӑн хыҫҫӑн ҫурӑм шӑммине амантнӑ. Каччӑ хӑй те, амӑшӗ те парӑнасшӑн мар.
24 ҫулти ҫамрӑка 350 пине яхӑн тенкӗ кирлӗ. Ҫемьен ун чухлӗ укҫа ҫук. 3443 кӗске номер ҫине «Живой» (каччӑ валли укҫӑ пухакан ыркӑмӑллӑх ҫавӑн ятлӑ) тесе смс ямалла, миҫе тенкӗ куҫарса парассине кӑтартмалла.
Ҫӗрпӳ хулинче культура эткерлӗхне юсаҫҫӗ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова пулнӑ. Министр хулари ача-пӑча ӳнер шкулне те ҫитнӗ. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗн ҫурчӗ XIX ӗмӗрӗн 2-мӗш ҫурринчи культура эткерлӗхӗ шутланать. Ҫурта тулаш енчен юсанӑ, ҫивиттине сарнӑ. Акт залне, пӳлӗмсене, урайсене, ӑшӑ пӑрӑхӗсене ҫӗнетнӗ, котельнӑя юсанӑ, алӑксене улӑштарнӑ.
Ҫӗрпӳри историпе таврапӗлӳ музейӗн ҫурчӗ – XVIII ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринчи культура эткерлӗхӗ. Ӑна та юсаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ксенофонтов Иван Ксенофонтович, чӑваш актёрӗ, театр ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриев Аристарх Иванович чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садюков Николай Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Табаков Владимир Алексеевич, таврапӗлӳҫӗ, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Белова Зоя Степановна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пупин Пётр Степанович, чӑваш кӳлепеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Мичман Павлов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |