Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ служба машини рулӗ умне ӳсӗрле ларса ҫул ҫинче пӑтӑрмаха ҫакланнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Авари юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Ҫӗрпӳ – Красноармейски – Кӳлҫырма» ҫул ҫинче пулнӑ. Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ служба машини рулӗ умӗнче чухне (ку пӑтӑрмах ӗҫ вӑхӑтӗнче пулман)хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. унта вӑл КамАЗпа ҫапӑннӑ.
Ӗҫри машинӑпа усӗрле инкеке лекнӗ хыҫҫӑн хайхи пуҫлӑха явап тыттарнӑ. Унран та ытларах — Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын халӗ текех вӑл должноҫе йышӑнмасть ӗнтӗ. Чӑваш Ен прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, машинӑна вара пуҫлӑх хӑйӗн шучӗпе юсаттарнӑ.
Ҫитес ҫул республикӑри вӗренӳ аталанӑвӗ валли хыснаран 16,2 миллиард тенке пӑхса хунӑ. Ҫак укҫаран 4 шкул, 9 ача пахчи хута ярӗҫ – ку тӗллевпе 1,3 миллиард тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Халӗ Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайонта шкул тӑвас ӗҫ хӗрӳ пырать. Ӑна ҫитес ҫул уҫӗҫ. Ҫавӑн пекех Куславкка районӗнчи Куснар ялӗнчи шкул алӑкӗсене уҫӗ.
2020 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра, Муркаш районӗнчи Кашмашра шкулсем тума пуҫлӗҫ. Шупашкарта, Куславккара, Сӗнтӗрвӑрринче, Ҫӗрпӳре, Элӗкре ача пахчисене хута яма тытӑнӗҫ.
Чӑваш Енри пилӗк вӗренӳ заведенийӗ Мускав укҫине илӗ. Раҫҫейӗн Ҫутӗҫ министерствин грантне выляса илес тесе ҫӗршывӑ тӗрлӗ регионӗнчи 786 вӗренӳ заведенийӗ заявка тӑратнӑ. Веенчен 503-шне суйласа илнӗ хыҫҫӑн гранта юрӑхлисене палӑртнӑ. Ҫав йышра — Чӑваш Енри виҫӗ техникумпа икӗ колледж.
Мускав укҫине, 206,055 миллион тенке, Шупашкарти электромеханика колледжӗ, Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ, Канашри педагогика колледжӗ, Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумӗ пайлӗҫ. Тупрана учрежденисен пурлӑхпа техника никӗсне пуянлатма усӑ курӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарти техникум, сӑмах май, икӗ йышши грант ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 37,05 тата 47,6 миллионшар тенке тивӗҫнӗ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ хулинче пӗр арҫын нумайх хутлӑ ҫурт тӑррине хӑпарса кайнӑ. Ӑна иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Арҫын вӑйлах ӳсӗр пулнӑ-мӗн.
Иртен-ҫӳрен ҫурт тӑрринче ҫын пулнине асӑрхасан хӑраса ӳкнӗ, ҫӑлав службине шӑнкӑравласа чӗннӗ. Анчах арҫын унтан хӑйех анма пултарнӑ. Ҫӑлавҫӑсем кайран иртен-ҫӳренрен ыйтса пӗлнӗ, лару-тӑрӑва уҫӑмлатнӑ.
Ҫурт тӑрринчен ансан ӳсӗрскере тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Медиксем ӑна тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн психиатри экспертизи ирттермешкӗн янӑ.
Ҫӗрпӳре вырнаҫнӑ юсанмалли 9-мӗш колонире аш-пӑш тирпейлемелли цех уҫӑлнӑ. Ҫакӑ унта ларакансене е ӗҫлекенсене тутлӑ ҫитерес тенипе ҫыхӑнман. Айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, айӑплава колонире ирттерекенсене ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерни паха. Ӗҫлесе илнӗ укҫа айӑплисен тавӑҫпа килешӳллӗн тӳлемелли парӑмсене саплаштарма кайӗ.
Сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, аш-пӑш тирпейлемелли цеха колонире хӗрлӗ хӑю карсах уҫнӑ. Ӑна касма асӑннӑ тытӑмра ӗҫлекенсене шаннӑ.
Айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, цехра санитари правилисене туллин пӑхӑнаҫҫӗ. Производствӑра колонире туса илекен чӗр таварпа та усӑ кураҫҫӗ, аякран та туянаҫҫӗ. Хатӗр ҫимӗҫе тӗрмере ларакансене апатлантарма усӑ курӗҫ тата лавккасенче сутӗҫ.
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Цивильск и район» (чӑв. Ҫӗрпӳ тата район) пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, 27 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ. Килтен тухса кайса ҫӗтни — Григорьева (пӗлтерӳре ГригорьевНа тенӗ те, йӑнӑшнӑ курӑнать) Анна Андреевна. Вӑл чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тухса кайнӑ иккен. Ҫӗтни Ҫӗрпӳре пурӑнать. Уншӑн пӑшӑрханса пӗлтерекенни — Ульяна Васильева.
Ҫухалнӑ хӗрарӑм мӗнле тумпа пулнине те, ытти паллӑна тс асӑнман.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти хӗр ҫухалнине хыпарланӑччӗ. Тӑванӗсем ыйтнипе пикене Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем шырама пикеннӗччӗ. Ҫавна пӗлнӗ хыҫҫӑн хӗр сас панӑ. Вӑл килтен ятарласа тухса кайнине, хӑйне шырамалла маррине пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗрпӳ хулинчи Никитин урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра пурӑнакансем кӑмӑлсӑр: вӗсем каланӑ тӑрӑх, картишре икӗ хутлӑ лавкка тума палӑртнӑ, вырӑнти администраци ҫурт ҫывӑхӗнчи территорие аукциона тӑратнӑ имӗш.
«Влаҫ ҫӗрӗн усӑ курмалли тӗллевне улӑштарма, ӑна лавкка хӑпартмашкӑн пама планланӑ. Ҫынсем ку вӗсен прависене, интересӗсене пӑсни тесе шутлаҫҫӗ», - ҫапла пӗлтерет Сергей Беккер депутат.
Ҫак икӗ хутлӑ ҫурта ҫур ӗмӗр каялла хӑпартнӑ, кӑмака хутса ӑшӑтмалла тунӑ. Туалет урамра, сарайсем пур. Ҫапла, ҫуртра тивӗҫлӗ условисем ҫук. «Пирӗн шыв та, канализаци те ҫук. Шыв ӑсма колонкӑна каятпӑр. Туалета ӑҫта тухӑпӑр? Ҫурт ҫывӑхӗнчи территори пулмалла, ӑна вара пирӗнтен туртса илеҫҫӗ. Пирӗн ачасем ӑҫта вылӗҫ?» - теҫҫӗ ҫынсем.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӗсенчен нимӗн те ыйтман, халӑх итлевӗ пулман. Ҫӗрпӳ район администрацийӗ вара кун пирки нимӗн те пӗлмест, ҫакна уҫӑмлатма шантарнӑ.
Паян Ҫӗрпӳ хулинче пӑтӑрмах пулнӑ – арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Кӑнтӑрла Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ кафе тӑрринчен ҫын ӳксе вилнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫапларах пулса иртнӗ: кафене тара илнӗ ҫын икӗ хутлӑ ҫурт тӑрринчи шӑвӑҫ тимӗр вӑйлӑ ҫиле пула хӑйпӑнма пуҫланине асӑрханӑ. Хайхискер ӑна ҫапса лартма тесе хӑпарнӑ, анчах аялалла персе аннӑ.
1963 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна йывӑр сурансемпе пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, унӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. Сӑмах май, ҫак ҫуртрах ҪҪХПИн Ҫӗрпӳри уйрӑмӗ тата миграци служби вырнаҫнӑ.
Тухтӑрсем Ҫӗрпӳре пурӑнакан 12 ҫулти ачан пурнӑҫӗшӗн кӗрешеҫҫӗ. Арҫын ача нумай хутлӑ ҫурт тӑрринчен ӳкнӗ. «Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлассишӗн йӑлтах тӑваҫҫӗ», - ҫапла ҫырнӑ ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмри страницинче.
Инкек юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. Ача ҫурт тӑррине епле лекнӗ? «Регламент тата йӗрке пур, яваплисем пур. Айӑплисем явап тытӗҫ», - ҫырнӑ Элтепер.
Тухтӑрсем арҫын ачан сывлӑхӗ йывӑррине палӑртаҫҫӗ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ, следовательсем ӗҫлеҫҫӗ.
Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ служба машини рулӗ умне ӳсӗрле ларса ҫул ҫинче пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Кун тӗлӗшпе прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ.
Авари юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Ҫӗрпӳ – Красноармейски – Кӳлҫырма» ҫул ҫинче пулнӑ. Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ служба машини рулӗ умне (ку ӗҫ вӑхӑтӗнче пулман) ларнӑ, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса КамАЗпа ҫапӑннӑ.
Служба автомобилӗпе хӑйӗн тӗллевӗсемпе усӑ курнӑшӑн пуҫлӑх тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кунсӑр пуҫне депутатсен пухӑвӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, унта пуҫлӑх должноҫӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухма сӗннӗ. Ара, пуҫлӑха унччен те ҫакнашкал йӗркене пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн постановлени кӑларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ксенофонтов Иван Ксенофонтович, чӑваш актёрӗ, театр ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриев Аристарх Иванович чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садюков Николай Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Табаков Владимир Алексеевич, таврапӗлӳҫӗ, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Белова Зоя Степановна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пупин Пётр Степанович, чӑваш кӳлепеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Мичман Павлов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |