Чӑваш Енри Халӑх фрончӗн пресс-служби акӑ мӗн пӗлтерет: Ҫӗрпӳ хулинче ача лачака ӑшне путса ларнӑ. Вӑл унтан хӑй тӗллӗн тухайман, пулӑшу кирлӗ пулнӑ.
Ку чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулнӑ. Халӑх фрончӗн хастарӗсем «Хулари хӑтлӑха тӑвасси» программа мӗнле пурнӑҫланнине тӗрӗсленӗ, Ҫӗрпӳре пулнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра арҫын ача ҫуртсен картишӗнче лачакара путса ларнӑ. Вӑл чуччупа ярӑннӑ-мӗн.
Чуччупа ярӑнмалли вырӑнта торфпа хура тӑпра пулнӑ. Вӗсене подрядчик кӳрсе килнӗ, газон тума палӑртнӑ. Анчах ӗҫсене пурнӑҫланӑ вӑхӑтра подрядчик ӗҫ вырӑнне карта тытса ҫавӑрман.
Лачакана путса ларнӑ арҫын ачана ашшӗ туртса кӑларнӑ. Ачан атти лачакарах ларса юлнӑ. Ҫакна айккинче ҫынсем сӑнаса тӑнӑ.
Пӗрремӗш каналпа шӑмат кунсерен эфира тухакан «Играй, гармонь любимая» (Выля, юратнӑ хуткупӑс) телекӑларӑмра паян Чӑваш Енри пултарулӑх коллективӗсем пулчӗҫ. Эфирта Шупашкар районӗнчи «Телей», Шупашкарти «Эревет», «Уяв» ансамбльсене, Ҫӗрпӳ районӗнчи «Нестареющие сердца» тата Шупашкарти Трактор историйӗн музейӗнчи сыпӑксене кӑтартрӗҫ. Хуткупӑсҫӑсенчен Николай Алексеев, Ҫӗрпӳри Николай Ключников татӑ Эльвира Тимофеева, Комсомольски районӗнчи Михаил Луков, Етӗрне районӗнчи Михаил Михайлов, Шупашкар районӗнчи Валерий Васильев пулчӗҫ.
Аса илтерер: кӑҫал иртнӗ Ҫӗрпӳ ярмӑрккине «Играй, гармонь любимая!» кӑларӑма ӳкерекен Захар тата Анастасия Заволокинсем концертпа килнӗччӗ. Кайран вӗсем темиҫе пултарулӑх ушкӑнне телекӑларӑм ӳкернӗччӗ. Телекӑларӑма хатӗрлекенсем Шупашкарти Трактор музейӗнче чӑваш туй сыпӑкне ӳкернине те Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗрпӳ хулинче 1000 ача вырнаҫмалӑх ҫӗнӗ шкул ҫӗкленет. Ӑна ҫулталӑк вӗҫлениччен хута ямалла. Аса илтерер: шкула кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тума тытӑннӑ.
Шкул «Кӑнтӑр» микрорайонта ҫӗкленет. Халӗ унта шалти ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ, фасада декоративлӑ штукатуркӑпа тата керамогранитпа илемлетеҫҫӗ. Ҫӗрпӳ район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, газ котельнӑйӗ ӗҫленӗ май шкулта ӑшӑ пур.
Шкул территорийӗ те хӑтлӑ, илемлӗ пулӗ. Унта халӗ тротуар тӑваҫҫӗ. Район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул ҫумӗнче вӑй-хал культурипе спорт зони пулӗ. Унта футбол уйӗ, чупмалли ҫул, тӑршшӗне, ҫӳллӗшне сикмелли секци, баскетболла тата волейболла вылямалли лапам, хоккей курупки пулӗ. Шкулта хальхи йышши автохула та тӑвасшӑн. Пӗр сӑмахпа, йӑлтах ачасем валли.
Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Ҫӗрпӳ хулинче 11 ҫулти Настя Осиповӑн виллине тупни Чӑваш Еншӗн пысӑк инкек пулчӗ. Ун чухне пӗр арҫынна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви вӗҫленнӗ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, Ҫӗрпӳре пурӑнакан, ниҫта та ӗҫлемен 23 ҫулти каччӑ ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче хӑйӗн гаражӗнче пулнӑ, наркотик тутаннӑ. Ҫав самантра 11 ҫулти Настя иртсе пынӑ. Хайхискер хӗрача ыттисене каласа парасран хӑраса ӳкнӗ, ӑна гаража сӗтӗрсе кӗнӗ те тискеррӗн пӑвса вӗлернӗ. Кун хыҫҫӑн каччӑ гаража хупнӑ та преступлени вырӑнӗнчен тарса ҫухалнӑ.
Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Ун ҫумӗнче 130 грамм ытла синтетика наркотикӗ тупнӑ. Каччӑ хӑйӗн айӑпӗн пӗр пайне ҫеҫ йышӑннӑ. Судпа медицина экспертизи вӑл преступлени вӑхӑтӗнче мӗн тунине ӑнланнине ҫирӗплетнӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе ЧР Аслӑ судне ярса панӑ.
«Юнармия» ача-пӑчапа ҫамрӑксен пӗтӗм ҫӗршыври юхӑмӗн 8 уйрӑмӗ ту хысакӗ ҫине улӑхассипе тупӑшнӑ. Республикӑри ҫак ӑмӑрту «Кошка» (чӑв. Кушак) центрта иртнӗ.
Тупӑшӑва Шупашкарти 18-мӗш шкулти, Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет Союзӗн Геройӗн М.М. Кузнецов ячӗллӗ кадет лицейӗнчи, Канашри 6-мӗш шкулти, Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗнчи, Канаш районӗнчи Янкӑлч, Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти, Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулти, Комсомольскинчи 2-мӗш шкулти ачасем хутшӑннӑ.
Унта 14 ҫултан пуҫласа 17-чченхи юнармеецсем тупӑшнӑ. Яшсемпе пикесенчен Комсомольскинчи Стас Курицынпа Эльза Кузнецова мала тухнӑ. Ушкӑнпа та Комсомольскинчи 2-мӗш шкул командине ҫитекен пулман, иккӗмӗш вырӑнта — Шупашкарти 18-мӗш шкул, виҫҫӗмӗшӗнче — Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкул.
Паян Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 14-мӗш ларӑвӗ иртрӗ. Депутатсем унта республика хыснине улшӑнусем кӗртрӗҫ. Кӑҫал ҫак документа виҫҫӗмӗш хут тӳрлетӳсем кӗртнӗ.
Республикӑн кӑҫалхи бюджечӗ вӑтамран 499,6 млн ӳсесси паллӑ. Сывлӑх сыхлавне илсен, Шупашкарти Ленин проспектӗнче нумай функциллӗ поликлиникӑра строительство пырать. Хулари 2-мӗш номерлӗ ача-пӑча пульницине реконструкцилеме те укҫа-тенкӗ палӑртса хунӑ.
Республикӑра вӗрентӳ пайне аталантарма хушма пулӑшу пулӗ, кӑтарту 356,5 млн танлашать. Вӗсенчен 156,5 млн регионти муниципалитетсене куҫать, унта ӗҫлекенсен шалу укҫине ӳстерме тӑкакланӗ. Ҫӗрпӳре Кӑнтӑр микрорайонтӑ ҫӗнӗ шкул тума та хыснара пӑхса хӑварнӑ. Ытти отрасле те самай укҫа уйӑрӗҫ.
Оппозици активисчӗ Антон Кравченко ӗнер Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗн ҫурчӗ умне пикета тухнӑ. Унта вӑл икӗ сехет таран тӑнӑ теҫҫӗ. Ҫапла тума ӑна Ҫӗрпӳри следстви изоляторӗнче арҫын хай ҫине алӑ хуни хистенӗ иккен.
Аса илтерер, юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫурҫӗр иртни 2 сехет те 5 минутра 2-мӗш следстви изоляторӗнче хуралҫӑ виллине асӑрханӑ. Кун пирки чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ_. Арҫын хӑйне мӑйӗнчен персе вӗлернӗ. Инкек хурал пӳлӗмӗнче пулса иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра арҫын талӑклӑх дежурствӑра тӑнӑ.
Пӗччен пикета тухнӑ Антон хӑй те ҫав тытӑмра ӗҫленӗ иккен. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, алӑ хунӑ хуралҫӑ кредитпа хваттер илнӗ, арӑмӗпе уйрӑлнӑ. Хӑй ҫине алӑ хуриччен унчченхи мӑшӑрӗпе хирӗҫнӗ пулать.
Пикета тухнӑ Антон Кравченко следстви изоляторӗнче кадр йывӑрлӑхӗ пуррине те палӑртнӑ.
Шӑп та лӑп талӑк каялла, юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫурҫӗр иртни 2 сехет те 5 минутра Ҫӗрпӳри 2-мӗш следстви изоляторӗнче (учреждени ҫав хулари Совет урамӗнчи 81-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) хуралҫӑ виллине асӑрханӑ. Инкек хурал пӳлӗмӗнче пулса иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра арҫын талӑклӑх дежурствӑра тӑнӑ.
Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, ку фактпа тӗпчев умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Асӑннӑ службӑн официаллӑ сайтӗнче изолятор пирки хыпарлакан хыпарта палӑртнӑ тӑрӑх, учреждени ертӳҫи — Антон Федоров. Унта 312 ҫынна тытма май пур.
Маларах эпир Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Валерий Балан Лапсарта тӑвакан следстви изоляторӗнче пулнине, унта харӑсах пӗр 500 ҫын вырнаҫаяссине пӗлтернӗччӗ.
«Чӑваш Ен НТРК» АУ тата «МТРК Мир» акционерлӑ хупӑ общество радиовещани тумашкӑн конкурс выляса илнӗ. Наци телерадиокомпнаийӗ 95,9 МГц хума, «Мир» 96,5 МГц хума выляса илнӗ. Икӗ тӗслӗхӗнче те Шупашкарта 0,25 кВт хӑватлӑ передатчиксем лартӗҫ.
Вещани концепцийӗ – «ирӗклӗ». 95,9 МГц хум ҫинче Наци радиовӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. 96,5 МГц хум ҫинче вара «Мир» радиостанци пулӗ. Хальлӗхе вӗсем хӑҫан ӗҫлеме пуҫласси паллӑ мар-ха. Ӗҫӗ нумай: техника тӗлӗшӗнчен тӗрӗслемелле, лицензи илмелле, ытти вак-тӗвеке пурнӑҫламалла.
Аса илтерер: халӗ Наци радиовӗ икӗ хум ҫинче ӗҫлет: 72,41 МГц (Йӗпреҫ) тата 105,0 МГц (Ҫӗрпӳ).
Ҫӗрпӳре 27 ҫулти хӗр ҫухалнӑ. Ӑна халӗ нимеҫӗсемпе (волонтерсемпе) полицейскисем шыраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, хӗр Шупашкарта пулма пултарать.
1990 ҫулта ҫуралнӑ Анна Николаевна Одинцова юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Вӑл 178 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ тӗттӗмрех, куҫӗ кӑвак тӗслӗ. Килтен кайнӑ кун Анна чӗркуҫҫирен ҫӳллӗрех хура пальто, хура юбка, хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ сӑран атӑ тӑхӑннӑ пулнӑ.
Нимеҫӗсен шухӑшӗпе, хӗр Шупашкара пулма пултарать. Ахӑртнех, ӑна медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарланӑ тарӑх, хӗр пӗрре мар ҫухалнӑ, кайран хӑйех тупӑннӑ.
Аннӑна курнӑ тӑк 02 е 102 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |