Чӑваш Енӗн правительствин ӗнерхи ларӑвӗнче ытти ыйтӑва хускатиччен Шупашкар районӗнче ытларикун пулнӑ инкек пирки калаҫнӑ. Чӑваш Енӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев Элтепер яваплӑ службӑсем инкекре тӗрӗс те профессилле ӗҫленине палӑртнӑ. Инкеке пӗтерме 77 ҫын, 20 техника, васкавлӑ пулӑшу кӳрекен 7 машина пырса ҫитнӗ тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби. Инкек кӑнтӑрла иртни 13 сехет те 50 минут тӗлӗнче пулнӑ. Ҫӑлав ӗҫӗсене 18 сехет тӗлне пӗтернӗ иккен.
«Инкек сӑлтавне палӑртассипе ӗҫлӗҫ, экспертиза ирттерӗҫ. Анчах чи хӑрушши — эпир ҫынсене ҫухатни. Шар курнисем пур. Ку вӑл пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Тӳрленми ҫухату тӳссе ирттернисен ашшӗ-амӑшӗпе ҫывӑх тӑванӗсемпе пӗрле хурланатпӑр», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Шупашкар районӗнчи ҫул ҫинчи пысӑк инкек пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, инкек пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулнӑ. Следстви шучӗпе, «Шкода-Октавия» атвомашинӑн 18 ҫулти водителӗ пӗр машинӑпа тепӗр машина хушшинчи инҫӗше тытса пыманнине пула хӑй умӗнче пыракан МАН автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Фура хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайнӑ та унпа «Пежо» пӗчӗк автобус, груз турттармалли «ГАЗель» тата ВАЗ-21099 автомашина пырса ҫапӑннӑ. Ҫынсене турттаракан пӗчӗк автобусра 19 ҫын пулнӑ. Пассажирсенчен чылайӑшӗ машина хыпса иличчен тухса тарнӑ. Водительпе икӗ пассажир хӗсӗнсе ларнине пула кабинӑрах чӗрӗлле ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм хыпса илнӗ тӑваттӑмӗш ҫын салонтан тухма хал ҫитернӗ, анчах васкавлӑ пулӑшу кӳрекен машина ҫитиччен вӑл вилсе кайнӑ. Инкекре 15 ҫын суранланнӑ. Паян пульницӑра 12-ӗн выртаҫҫӗ, вӗсенчен 8-шӗ — реанимацире.
Инкек пирки «ҫул-йӗр правилине пӑснине пула асӑрханмасӑр икӗ е ытларах ҫынна вӗлернӗ» текен статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Айӑплӑ тесе шухӑшлакан «Шкода-Октавия» автомашина водительне тӗпчевҫӗсем ыйтса пӗлме чӗннӗ.
Паян Шупашкар районӗнче, М7 федераци ҫулӗ ҫинче, Кӳкеҫри ҫул ҫаври тӗлӗнче, пысӑк инкек пулнӑ. Унта кӑнтӑрла иртни 13 сехет те 50 минут тӗлӗнче пилӗк машина ҫапӑннӑ. Инкекре тӑватӑ ҫын вилнӗ, саккӑррӑн пульницӑна лекнӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, инкеке Skoda автомобиль водителӗ кӗртсе ӳкерме пултарнӑ. Водитель правине нумаях пулмасть илнӗскер ҫула май пыракан MAN грузовика пырса ҫапӑннӑ. Лешӗ вара, йывӑрскер, хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Шупашкар–Ҫӗрпӳ» маршрутпа пыракан "Peugeot" пӗчӗк автобус ҫине пырса кӗнӗ. Инкеке ҫавӑн пекех «Пежо» тата АвтоВАЗӑн 99-мӗш модельлӗ машини лекнӗ.
Ку инкеке куҫҫульсӗр пӑхма йывӑр пулнӑ теҫҫӗ ӑна курнисем. ГАЗель хыпса илнӗ хыҫҫӑн виҫӗ пассажир тата водитель чӗрӗллех ҫунса кайнӑ.
Паян кӗтмен ҫӗртен юр ҫуса лартнипе ҫул пӑрлакланма пултарнӑ текенсем те пур.
Сӑнсем (13)
Пушӑн 6-мӗшӗнче «Ял пурнӑҫӗ» Краснорамейски район хаҫачӗн пӗрремӗш номерӗ тухнӑранпа 80 ҫул ҫитнине уявланӑ. «Колхозник» ятпа тухнӑ пӗрремӗш номер Ҫӗрпӳри типографире 1200 экземплярпа пичетленнӗ. 1938 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗнчен пуҫласа 1962 ҫулччен вӑл «Коммунизм ҫулӗпе» ятпа тухса тӑнӑ. 1966 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче «Ял пурнӑҫӗ» ятпа тухнӑ.
Хаҫат 80 ҫул хушши район пурнӑҫне тӗрлӗ енчен ҫутатма тӑрӑшать. Вӑрҫӑ ҫулӗсем, ял хуҫалӑхӗ йӗркеленни, перестройка… Йӑлтах хаҫат страницисенче ҫутатнӑ.
Район хаҫатӗнче журналистра ӗҫленӗ чылай ҫын каярах паллӑ ҫыравҫӑ, поэт пулса тӑнӑ е республика хаҫачӗсенче ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗсен йышӗнче — В.Харитонов, Г.Трофимов (Юмарт), Ю.Сементер, И.Степанов, Н.Дмитриев (Карай), Л.Семенов, Ф.Андреев.
Халӗ район хаҫӑчӗ чӑвашла эрнере икӗ хут тухса тӑрать. Шел те, юлашки вӑхӑтра унта вырӑсла статьясем те курӑнкалама пуҫларӗҫ. Министрсем панӑ интервьюсене чӑвашла куҫармасӑрах пичетлени пӗрре мар куҫ тӗлне пулчӗ. Тем тесен те, чӑваш хаҫачӗн йӑлтах чӑвашла тухса тӑмалла.
Хаҫата тӳре-шара саламлама килнӗ.
Ҫӗрпӳ район администрацине тӗрмере ӗҫленӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ 38 ҫулти Сергей Артамонова пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумне куҫарнӑ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн лавне вӑхӑтлӑх туртма райадминистрацин пуҫлӑхӗн ҫумне — ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхне Борис Маркова шанни, кӑҫалтан Ҫӗрпӳ район администрацийӗн тытӑмӗнче улшӑну пулса иртни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ун чухне райадминистраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма — строительство пайӗн пуҫлӑхӗ тата райадминистраци пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Александр Казакова лартнӑччӗ.
Паян Ҫӗрпӳре депутатсен пухӑвӗ иртнӗ. Унта Казаков кандидатурине район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Аса илтеретпӗр, Казаков Ҫӗрпӳре пурӑнать. Хусанти танк институтне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫар ҫынни пулнӑ. 2000 ҫулта хӑй ирӗкӗпе саппаса янӑ хыҫҫӑн Казаков Ҫӗрпӳри юсанмалли 9-мӗш колоние стажера вырнаҫнӑ. Тӗрлӗ должноҫре ӗҫлесе вӑл колони пуҫлӑхне ҫитнӗ.
Михаил Игнатьев, Чӑваш ен Элтеперӗ, ӗнер Ҫӗрпӳре пулнӑ. Вӑл район 2014 ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ тата 2015 ҫула палӑртнӑ плана тишкернӗ мероприятие хутшӑннӑ. Унпа пӗрле района строительство министрӗ Олег Марков, финанс министрӗ Светлана Енилина, ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Ирина Кошкина килнӗ, тухса калаҫнӑ.
Республика пуҫлӑхӗ вӑрҫӑ ветеранӗсене, район ӗҫченӗсене, вӗренӳре палӑрнӑ ачасене чысланӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗче, Ҫӗрпӳ хулинче Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа палӑк уҫнӑ. Унта Печкин почтальона сӑнарланӑ.
Вӑл велосипедпа, аллинче — сӑнчӑртан ҫакса янӑ Константин Васильевич Ивановӑн «Нарспи» поэми, тата 2015 ҫул тесе ҫырни те пур. Автор ҫакӑн пек сӑнарпа мӗн каласшӑн пулнине калама хӗн, анчах та халӑх ҫӗн палӑка хавассӑн кӗтсе илчӗ.
Ача пахчисенче музейсем ӗҫлени ӳсекен ӑрушӑн ҫав тери усӑллӑ. Унта чӑвашсен йали-йӗркипе, культурипе, историйӗпе паллашма пулать-ҫке-ха. Ачаранах тӑван халӑх пуянлӑхне туйса ӳснине мӗн ҫиттӗр?
Ҫӗрпӳ хулинчи «Хӗвеллӗ хула» (шел те, учреждени ячӗсене вырӑсла параҫҫӗ халӗ — «Солнечный город») ача пахчинчи «Ҫеҫпӗл» ушкӑнри шӑпӑрлансем «Асамат кӗперӗ» мини-музея, унтах вырнаҫнӑскере, ҫитсе курнӑ.
Музей ертӳҫисем ачасене питӗ хӗпӗртесе, ырӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ. Вӗсем пӗчӗкскерсене чӑвашсен наци тумӗсем пирки, хӗрарӑмсен пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсем ҫинчен (хушпу, тухья) каласа кӑтартнӑ, пурте пӗрле ҫӑпата сырса пӑхнӑ.
Ахаль чухне музейсенче ачасене кӑна мар, аслисене нихӑш хатӗр-хӗтӗре те алӑпа тыттармаҫҫӗ. Кунта вара, Ҫӗрпӳри мини-музейра, шӑпӑрлансем йӑлтах тытса пӑхнӑ.
Ӗлӗкхи туй пирки халӗ тӗнче тетелӗнче ҫеҫ вуласа пӗлме пулать ҫав. Ун пирки нумайӑшӗ, уйрӑмах ҫамрӑксем, пӗлмеҫҫӗ. Ӗлӗкхи туя ҫын хӑй куҫӗпе курнин — темрен паха. Ку фильмра, тӗнче тетелӗнче пӑхнине ҫитмест паллах.
Халӑхра каланӑ тӑрӑх, туй мӗнле иртнинчен малашнехи пурнӑҫ епле пуласси килет. Ӗлӗкхи йӑлапа туй ирттерни куҫ ӳкнине пӗтерет кӑна мар, пурнӑҫа илемлӗх те кӗртет-мӗн.
Ҫак кунсенче Ҫӗрпӳ хулинчи таврапӗлӳ музейӗнче ҫамрӑк мӑшӑр пулнӑ. Дениспа Вера хӑйсене асламӑшӗпе аслашшӗсен тӗнчине лекнӗнех туйнӑ. Харитоновсем пӗрлешнӗ куна шӑпах унта паллӑ тума тӗллевленнӗ-мӗн.
Музей ертӳҫи ҫамрӑк мӑшӑра хаваспах кӗтсе илнӗ. М.Муравьев ячӗллӗ хор вӗсене халӑх тумне тӑхӑнса, юрӑ юрласа, ташласа, такмак каласа кӗтсе илнӗ.
Тӗлӗнмелле уяв ҫамрӑк мӑшӑр асӗнче чылайлӑха юлӗ.
Сӑнсем (9)
Чӑваш Енре мобильлӗ маммографи комплексӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Халӗ вӑл Шупашкар районӗнче. Унти ҫынсем нарӑсӑн 26-мӗшӗччен тӗрӗсленме пултараҫҫӗ.
Маммографи комплексӗнче 39 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсем тӗрӗсленеҫҫӗ. Усал шыҫӑ пирки иккӗленӳ ҫуралсан вӗсене Республикӑри онкологи диспансерне яраҫҫӗ.
Маммографи комплексӗнче тӗрӗсленес тесен малтан ФАП фельдшерӗ, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ е участковӑй специалист патӗнче ҫырӑнмалла.
ЧР Сывлӑх министерстви 39 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсен ҫулсерен маммографи тӗрӗслевӗ витӗр тухмаллине аса илтерет. Ку ӗҫ 10 минута ҫеҫ тӑсӑлать.
Унтан маммографи комплексӗ Хӗрлӗ Чутай, Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче пулӗ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, маммографи комплексӗ пур района та ҫитме палӑртнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл районсенче ҫулла варриччен ӗҫлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |