Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев общество транспортне татти-сыпписӗр ҫӳреттерес ыйтупа канашлу ирттернӗ.
Шупашкартан Ҫӗрпӗве илсе ҫӳрекен маршрут пирки те сӑмах пуҫланӑ. Унти транспорт ҫинче час-часах хак улшӑнса пынине палӑртнӑ. Тепре чухне вӑл 50 е тата 70-100 тенкӗ те пулнине палӑртнӑ. Ку ыйтӑва Михаил Игнатьев ҫирӗп тӗрӗслеве илме хушнӑ.
Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов республикӑра пӗтӗмпе 596 маршруткӑна шута илнине асӑннӑ, вӗсенчен 12 проценчӗ йӗркеллӗ ӗҫлеменнине пӗлтернӗ. Автобуссен ытларах пайне министерство ҫирӗп тӗрӗслесе тӑнине каланӑ.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн пӗр ҫухрӑмшӑн ҫынсен 2,62 тенкӗ тӳлемелле, карттӑпа тӳлес пулсан — 2,09 тенкӗ. Апла пулсан Шупашкара Ҫӗрпӗве ҫитме икӗ хак йӗркеленнӗ, пӗрисем 93 тенкӗ тӳленӗ, теприсем — 74 тенкӗ.
Ҫӗрпӳре пурӑнакансем ӑна «Вырӑнти Байкал» теҫҫӗ. Пысӑк кӳлленчӗкрен иртсе кайма май ҫук. Кӗҫех ав хӗлле ҫитет, ҫав лупашка шӑнса пӑра та ҫаврӑнӗ. Управляющи компанийӗ вара хальлӗхе нимӗн те тумасть.
Ку лупашка пилӗк уйӑх каялла пулнӑ. Кунсерен унта ҫӗр-ҫӗр литр шыв юхать. Ҫуркунне ҫав вырӑнта пӑрӑх шӑтнӑ. Унтанпа управляющи компанийӗ ку пӑтӑрмаха пӗтермен.
Вырӑнти влаҫ ку ҫивӗч ыйту пирки пӗлет. Анчах укҫа ҫук тесе нимӗн те тумаҫҫӗ. Ҫынсем вара асапланаҫҫӗ. Ачисем урама та тухаймаҫҫӗ. Ҫитменнине, шӑтӑк пӑрӑхран юхакан шывшӑн ҫынсен укҫа тӳлеме тивет. Ҫынсем шутланӑ тӑрӑх, унта 80 пин тенкӗлӗх шыв юхнӑ.
Хӗллеччен пӑрӑха улӑштармасан лупашка шӑнса ларӗ. Ҫитменнине, ҫынсем шывсӑр тӑрса юлма пултараҫҫӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем Ҫӗрпӳре сюжет ӳкернӗ хыҫҫӑн управляющи компанийӗ ҫивӗч ыйтӑва татса пама шантарнӑ.
Цифра танмарлӑхне пӗтерес проекта пурнӑҫласа вырнаҫтарнӑ Wi-Fi точкӑсемшӗн ҫурла уйӑхӗнсенпе укҫа тӳлеттерме пӑрахнӑрапа ку пулӑшупа усӑ куракансен шучӗ самантра нумайланнӑ тет «Ростелеком» ПАО.
Wi-Fi урлӑ кӗнӗ интернет-сессисен (интернет тухнисен) шучӗ 35 процент йышланнӑ: утӑ уйӑхӗнче 903 пин пулнӑ, ҫурла уйӑхӗнче 1215 пин сесси шута илнӗ. Интернет-трафикӑн Wi-Fi точкӑсенчи трафикӗ ҫурла уйӑхӗнче 1 Пб-ран иртнӗ – ку малтанхи уйӑхринчен 27 процент ытларах.
«Ростелеком» 250-ран пуҫласа 500 ҫын таран пурӑнакан ялсене интернет ҫитерет. Интернет хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра 10 Мбитран кая мар.
Чӑваш Енре Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел, Етӗрне, Красноармейски, Вӑрнар, Пӑрачкав, Йӗпреҫ, Куславкка, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Комсомольски районӗсенче 77 точка вырнаҫтарнӑ.
Ҫӗрпӳ кӗперне кам туса пӗтересси паллӑ. Аван уйӑхӗн 18-мӗшӗнче аукцион иртнӗ. Унта «Союздорстрой 10» тулли мар яваплӑ обществӑна ҫеҫ хутшӑнма ирӗк панӑ. Фирма ӗҫе 120 миллион та 591 пин те 200 тенкӗпе вӗҫлеме йышӑннӑ.
Килӗшӗве тепӗр 10 кунран алӑ пусӗҫ. Аукциона тепӗр икӗ фирма хутшӑнма кӑмӑл тунӑ, анчах унта лекеймен. Подрядчикӑн ӗҫе чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Икӗ уйӑх ҫеҫ юлнӑ. Юр маларах ҫуса лартрӗ тӗк – вӑхӑт тата сахалрах.
Кӗпер хатӗрпе пӗрех ӗнтӗ. Унта ҫула хӑтлӑлатмалли, асфальт тата коммуникацисене хумалли ӗҫсем ҫеҫ юлнӑ.
«Союздорстрой 10» фирма пирки эпир мӗн пӗлетпӗр-ха? Тӗнче тетелӗнче ун пирки шырасан информаци тухать. Вӑл Крымра ҫумӑр витӗрех асфальт сарнӑ-мӗн, ҫавӑнпа вырӑнти питлев хӑми ҫине лекнӗ.
Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче паян пӗр уйрӑм хуҫалӑхра чӑваш юписен комплексне уҫрӗҫ. Чаплӑ уява Евгений Ерагин-Ешентей мӑчавӑр ертсе пычӗ. Кил хуҫин йӑхне пиллерӗҫ, ытлӑ-ҫитлӗ, сывлӑхлӑ пулма сунчӗҫ.
Кил хуҫи, Туринке Юрий Данилович (хӑй каланӑ тӑрӑх Маргарита Туринке унӑн аппӑшӗ пулать) ҫак юпасен комплексне уҫма мӗн сӑлтавлани пирки каласа пачӗ. Пӗрремӗшӗ — мӑнукӗсемпе ачисене тӑван халӑх культурипе ҫыхӑнтарас тени. «Шел те, хӑй вӑхӑтӗнче ҫакӑн ҫинчен ытлашшиех пуҫ ватман ҫав. Ҫамрӑк чухне, ҫулланса ҫитсен те ытларах ҫемьене тӑрантарасси пирки шухӑшланӑ, ачасене чӑвашлӑх ҫулӗ ҫине тӑратмалли пирки сахал шутланӑ тата вӑхӑт тупайман. Ачана та чӑвашла калаҫма вӗрентеймерӗм. Халь тин, 50 урлӑ каҫсан ҫеҫ, тӑван чӗлхе тата тӑван халӑх культурин пӗлтерӗшне туйса илтӗм. Ҫак юпасен комплексӗ вӗсен чунӗсенче чӑвашлӑха вӑратасса шанса тӑратӑп. Мӑнуксене те тӑван чӗлхене вӗрентесех тетӗп», — пӗлтерчӗ кил хуҫи. Иккӗмӗш сӑлтавӗ — Ҫӗрпӳри этнокомплексри юпана пупсем хистенипе кӑларса пӑрахтарни (хальхи вӑхӑтра Ҫӗрпӳри юпана тепӗр чӑваш укҫалла туянса хӑйӗн картишне лартнӑ).
Республикӑри ҫул-йӗр ҫинчи тӑрӑма фото- тата видеокамерӑсем сӑнаса тӑрасси йӑлана кӗнӗ. Унтан та ытларах — ҫӗннисене те вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче «Автоураган», «Азимут», «ТРАФИК-СКАНЕР-СМ» ятлӑ ҫӗнӗ комплекссене ӗҫлеттерсе янӑ. Вӗсене Канашра (Ленин проспекчӗ тата Чкалов урамӗ, Ҫӗнтерӗве 30 ҫул тата Пушкин урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте), Шупашкарта (Ленин проспекчӗ тата Гагарин урамӗ хӗресленнӗ тӗлте), ҫавӑн пекех Хыркасси ялӗ патӗнчи «Волга» (чӑв. Атӑл) М-7 ҫул ҫинче вырнаҫтарнӑ. Автомат мелӗпе ӗҫлекен камерӑсем светофорӑн хӗрле ҫутипе каҫнине, чарӑнмалли лини ҫине кӗрсе кайнине, сулахай е сылтам енне пӑрӑннӑ чухне ҫул-йӗр правилине пӑснине ӳкерсе илеҫҫӗ.
Камерӑсене ӗҫлеттерсе ярассипе халӗ ӗҫсем Ҫӗрпӳ районӗнче (М-7 ҫул ҫинчи «Кирпӗч савучӗ» чарӑну тӗлӗнче); Канаш районӗнче («Ҫӗрпу–Чӗмпӗр» ҫу ҫинчи 44км+100м паллӑ тӗлӗнче); Шупашкар районӗнче (Шупашкара Хӗвелтухӑҫ тата Хӗвеланӑҫ енчен пырса кӗнӗ ҫӗрте) пулӗҫ. Вӗсем авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен ӗҫлесе каймалла.
Водительсемшӗн Ҫӗрпӳ кӗперӗ ҫӑпан пекех пулса тӑчӗ-тӗр. Ара, унта «пӑкӑра» ларса ывӑнтарчӗ пуль вӗсене. Уйрӑмах — канмалли кунсенче. Ӑна хӑҫан туса пӗтерӗҫ? Ҫак кунсенче ӗҫе вӗҫлемелли ҫӗнӗ куна палӑртнӑ.
«Прикамье» автоҫул управленийӗ патшалӑх туянӑвӗнче контракта 120 миллион та 591 пин те 200 тенкӗпе лартнӑ. Аукциона авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Контрактпа килӗшӳллӗн, унта пыракан ҫулсене хӑтлӑлатӗҫ, асфальт сарӗҫ, коммуникацисем тӑвӗҫ.
Кӗпере хальхинче чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗ валли туса пӗтерме палӑртнӑ. Аса илтерер: ӑна 2013 ҫултах тума тытӑннӑ, 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче хута ямалла пулнӑ.
Иртнӗ вырсарникун республикӑра виҫӗ ҫын путса вилнӗ. Ирхине Ҫӗрпӳри пӗвере 54 ҫулти арҫын путнӑ. Вӑл тусӗпе, иккӗшӗ те ӳсӗр пулнӑ вӗсем, пӗве урлӑ ишсе каҫма шухӑшланӑ. Варрине ҫитсен 54 ҫултискер вӑйран кайнӑ, шыва путнӑ. Унӑн виллине ҫӑлавҫӑсем шыраса тупнӑ.
Тепӗр пӑтӑрмах Атӑл леш енчи «Прометей» кану базинче пулнӑ. 17 сехетре Атӑлта 37 ҫулти хӗрарӑм путса вилнӗ. Унӑн виллине хальлӗхе тупайман.
Улатӑрта 11 ҫулти хӗрача путнӑ. Вӑл аппӑшӗсемпе пӗрле Сӑрӑн сулахай енне шыва кӗме кайнӑ. Хӗрача чӑнкӑ ҫыран хӗррине лекнӗ те шыв айне кайнӑ. Халӗ унӑн виллине шыраҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ хулин 428 ҫулхине уявланӑ май «Чӑваш тӗпелӗнчи ҫемье йӑли» фестиваль иртнӗ. Ку мероприятие Ҫӗрпӳ районӗнчи 6 обществӑлла апатлану предприятийӗ хутшӑннӑ. Фестивале хутшӑнакансем экспозици вырӑнне илемлетнӗ фуршет сӗтелӗсем хатӗрленӗ: «Хӗр ҫураҫни», «Туй», «Кӑшарни», «Ҫӗнӗ пӳрт ӗҫки», «Салтака ӑсатни», «Ылтӑн туй». Сӗтеле хӑтланӑ чух экспозиципе профессионал пек тата хӑйне евӗр паллаштарнӑ.
Фестивале хутшӑнакансене Чӑваш Республикинчи кулинарсен ассоциацийӗн ертӳҫи Николай Тимофеевич Уездный ӑшшӑн саламланӑ. Вӑл конкурс комиссине кӗнӗ.
«Питӗ лайӑххин чикки ҫук» номинацире Ҫӗрпӳ райповӗн «Общепит» ТМЯП мала тухнӑ, «Фантази вӗҫевӗ» — «Ҫавал» кафе, «Жанр классики» — «Встреча» (чӑв. Тӗлпулу) кафе, «Йӑпас тутӑ» — «Ҫӑлкуҫ» кафе, «Хальхи стиль» — «Венеция» кафе, «Чи тутли» — «Юбилейное» кафе.
Ҫӗрпӳри юрӑхсӑра тухнӑ фермӑра 17 ҫулти хӗр виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата Екатерина Трофимова пӗлтернӗ.
Хӗр виллине ӗнер тупнӑ. Ҫав хӗр хӑйӗн ҫине алӑ хума пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следовательсем ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
17 ҫулти хӗр икӗ кун каялла ҫухалнӑ. Ӑна тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем таҫта та шыранӑ. Пӗр класра вӗренекен тусӗсем ӑна кивӗ фермӑра тупнӑ, анчах вӑл ун чухне сывламан ӗнтӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |