Ҫӗрпӳ кӗперне хӑҫан уҫасси ҫынсемшӗн ҫӑпан пекех ӗнтӗ. Анчах уҫрӗҫ, каллех хупса хучӗҫ… Унта хӑҫан «пӑкӑсем» пӗтӗҫ? Ҫав енпе ҫӳрекенсене ку тахҫантанпах канӑҫ памасть.
Ӑна суйлав умӗн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрурах уҫнӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсене чӗнсе илсех. Анчах ҫынсем нумай та ҫӳреймен унпа — каллех хупӑннӑ. 5 кунранах. Халӑха «пӑкӑсем» йӑлӑхтарнӑ.
Хальлӗхе унта икӗ енлӗ ҫулпа кӑна урапасем ҫӳреҫҫӗ. Специалистсем ҫиелти сие хума тытӑннӑ. Унти ӗҫсем вӗҫленнӗпе пӗрех. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫула юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Кӗпере мӗншӗн вӑхӑтра туса пӗтермен? Ҫак ыйтӑва специалистсем хуравланӑ: темӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ-мӗн, вӗсене ҫитес вӑхӑтра пӗтермелле.
Суйлав умӗн Ҫӗрпӳ кӗперне уҫнине савӑнсах пӗлтерчӗҫ. Анчах суйлав иртсе кайсанах пӗлӗшӗм ҫав ҫула каллех хупнине, унта каллех «пӑкӑсем» пулнине пӗлтерчӗ.
«Чӑваш Ен» ПТРК сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗрпӳ кӗперне малалла юсаҫҫӗ. Ҫавна май транспорт унтан хуллен ҫӳрет, «пӑкӑ» пухӑнать.
Унта ҫӳремешкӗн ҫула уҫнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫиелти асфальта сараҫҫӗ-мӗн. Подрядчик ку ӗҫе авӑнӑн 30-мӗшӗччен туса пӗтерме шантарнӑ. Анчах ӗлкӗрӗҫ-и? Кун пирки иккӗленеҫҫӗ.
Михаил Игнатьев подрядчике пулӑшма, юсав ӗҫне ҫитес вӑхӑтра ҫӗнетме чӗнсе каланӑ. Водительсем кӑмӑлсӑр, Тутаркасси, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ урлӑ ҫӳреҫҫӗ. Анчах унта та «пӑкӑсем» пухӑнаҫҫӗ-мӗн.
Чӑваш Енре Ҫӗрпӳ кӗперӗ пирки нумай калаҫрӗҫ. Ӑна уҫмалли куна нумай кӗтрӗҫ. Халӗ тин кӗтсе илнӗ ҫакна.
М-7 ҫул ҫинчи Ҫӗрпӳ кӗперне тахҫанах юсамалла пулнӑ. Унта урапа нумай ҫӳрет. Ҫул вара питӗ ансӑр, хӗсӗк. Ҫавна май ҫав вырӑнти ҫула сарлакалатма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах Мӑн Ҫавал юханшывӗ урлӑ тепӗр кӗпер тума йышӑннӑ.
Чӑннипе, ку ҫула ҫурла уйӑхӗнчех туса пӗтермелле пулнӑ. Анчах ку ӗҫе халӗ кӑна вӗҫленӗ.
Малтанах ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче уҫма шантарнӑ. Унтан ҫак куна авӑнӑн 1 е 5-мӗшне куҫарнӑ. Анчах ӗҫ ҫаплах вӑраха тӑсӑлнӑ.
Халӗ ҫак ҫула уҫнӑ пулсан та юсав ӗҫӗ вӗҫленмен-ха. Ӗҫе туса пӗтермешкӗн тепӗр 2 уйӑх кирлӗ-мӗн.
Чӑваш Енре ҫул ҫинче хӑйне евӗр авари пулнӑ. Унта 11 хир сысни вилни пирки Чӑваш Республикин влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Ку авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулнӑ. Паллӑ мар водитель «Чӗмпӗр-Ҫӗрпӳ» ҫулпа пынӑ. Канаш районӗнче хайхискер хир сыснисем ҫине пырса кӗнӗ.
Ҫав вӑхӑтра хир сыснисен кӗтӗвӗ ҫул урлӑ каҫнӑ. Ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн вӗсенчен 11-шӗ вилнӗ.
Ҫав вырӑнта ҪҪХПИ ӗҫченӗсем, Патшалӑх ветеринари служби тата Госохотрыбслужба ӗҫленӗ. Чӗрчунсен виллисене утилизациленӗ.
Госохотрыбслужба пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра хальччен кунашкал авари пулман. Кӑҫал урапасем ҫул ҫинче 2 пӑшие, 1 хир качакине, 3 хир сыснине ҫапса хӑварнӑ. 2014 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа кӑҫалхи авӑн уйӑхӗччен Чӑваш Енре 7 пӑши, 3 хир сысни аварире вилнӗ.
Специалистсем водительсене «Тискер чӗрчунсем» паллӑ патӗнче асархануллӑрах пулма ыйтаҫҫӗ.
«Кӗпер хӑҫан тарӑхтарма пӑрахӗ?» — ҫак ятпа чӑваш халӑх сайчӗ утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче хыпар вырнаҫтарнӑччӗ. Унта сӑмах Мӑн Ҫавал урлӑ Ҫӗрпӳ хӗррипе каҫакан кӗпер пирки сӑмах пынӑччӗ.
Кӗпер туса пӗтерме нумаях та юлман теҫҫӗ унта пулса курнисем. Кӗпере пӗлтӗрех туса пӗтермелле пулнине пӑхмасӑрах ку ӗҫ ҫаплипех тӑсӑлать. Утӑ уйӑхӗнче кӗпер ыйтӑвне Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та пӗр канашлура хускатнӑ. Яваплисене вӑл авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗҫе вӗҫлеме хушнӑ. Анчах пӑх та кур: ӗҫ ҫаплипех вӗҫленмен.
Ҫӗрпӳ кӗперӗн ыйтӑвне черетлӗ хут республикӑри тӳре-шара ӗнерхи канашлура хускатнӑ. Ҫул-йӗр федераци агентствин «Чулхула–Ӗпхӳ» автоҫулӑн управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Дмитрий Филиппов кӗпере тӑвакан «Башкиравтодор» общество 63 ҫынна тата 33 ятарлӑ техника ӗҫлеттернине пӗлтернӗ. Ҫакна Д. Филиппов кирлӗ материалпа тивӗҫтерессипе йывӑрлӑх сиксе тухнипе сӑлтавланӑ. Михаил Игнатьев вара ҫынсене сӑлтавӗ кӑсӑклантарманнине, вӗсене кӗпер кирлине пӗлтернӗ. Ӗҫе вӑл авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме хушнӑ.
Чӑваш Енре ҫухалнӑ старике шыраҫҫӗ. Вӑл килтен ҫулла пуҫламӑшӗнчех тухса кайнӑ та таврӑнман.
77 ҫулти Семен Лаврентьев Ҫӗрпӳ хулинче Шоссе урамӗнчи 13-мӗш ҫуртра пурӑннӑ. Хӑй вара Канаш районӗнче ҫуралнӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Унтанпа вӑл килсе курӑнман.
Семен Лаврентьев 170 сантиметр ҫӳллӗш. Хӑй имшер, ҫӳҫӗ шуралнӑ, куҫӗ тӗттӗм тӗслӗ. Уйрӑм паллӑ та пур. Сулахай е сылтӑм алли ҫинче икӗ пӳрни ҫук. Вӑл хӗрлӗ-сарӑ тӗслӗ ҫыхнӑ кофта тӑхӑннӑ пулнӑ. Уринче — калуш.
Семен Лаврентьева курнисене 8 (835-45) 2-12-40 е 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ хулинчи Никитин урамӗнче тӳрех икӗ уява паллӑ тунӑ. Вӗсем пыл сӑпасне тата 10-мӗш ҫурт 10 ҫул тултарнине уявланӑ. Ҫак ятпа вӗсене Ҫӗрпӳ район пуҫлӑхӗ, районти депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Т.Кузьмина тата ыттисем саламланӑ.
Ҫӗрпӳ район пуҫлӑхӗн хисеп грамотипе нумай ӗҫленӗшӗн А.Скляра, Л.Яковлевӑна, В.Павловӑна чысланӑ. М.Чикурова, Р.Петрова, М.Пальтова та хисеп грамотипе хавхалантарнӑ.
Ҫав урамсенче пурӑнакансене «Вӑрҫӑ тата ун хыҫҫӑнхи ачасем», «Ҫуртра чи нумай пурӑнакансем», «Мӑшӑрсем», «Ҫурла йӑхӗнче ҫуралнисем» номинацисемпе чысланӑ.
Унтан «Кӑмӑл юрлать» халӑх хорӗ концерт лартнӑ. Ачасем тӗрлӗ конкурссене хутшӑннӑ. Ун чухне пурте парнесене тивӗҫнӗ.
Ҫул-йӗр ҫинче кашни кун тенӗ пекех авари пулать. Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Аварире виҫӗ хӗр пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ 18 ҫул та тултарман пулнӑ.
Авари ҫав кун 17 сехет ҫурӑра «Ҫӗрпӳ – Чӗмпӗр» автоҫул ҫинче пулнӑ. Комире пурӑнакан 36 ҫулти арҫын Mercedes-Benz урапапа малта пыракан Toyota Corolla урапапа ҫапӑннӑ. Лешӗ вара транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса тепӗр урапапа ҫапӑннӑ.
Toyota Corolla салонӗнче, ку йӗркене пӑсни пулсан та, 5 пассажир пулнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – Патӑрьел районӗнчен – авари вырӑнӗнчех вилнӗ. 20 ҫулти водитель тата унӑн 13-ри йӑмӑкӗ, тепӗр пассажир аманнӑ, вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.
«Иномаркӑсен» водителӗсем ӳсӗр пулни палӑрман. Халӗ аварири лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Мамликасси ялӗ уявра савӑннӑ. Мероприяти футбол турнирӗнчен пуҫланнӑ. Маларах мамликассисем урамсене тирпей-илем кӗртнӗ.
Уява Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков, Ҫӗрпӳ хулин мэрӗ Дмитрий Васильев, район архетекторӗ Алевтина Горшкова хутшӑннӑ. Мамликассисем чӑвашсен йӑлине тӗпе хурса хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Вулавӑш Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмипе литература монтажӗ хатӗрленӗ. Нарспипе Сетнер витресене ҫветтуй шыв тултарса пурне те ӗҫтернӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнсан уяв концертпа тӑсӑлнӑ. «Шуҫӑм» ансамбль тата чӑваш эстрада юрӑҫисем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Сӑнсем (12)
Ҫӗрпӳ хулинче ҫак уйӑхӑн 7-мӗшӗнче (ун чух унта хула кунне уявланӑ) палӑк уҫнӑ. Вӑл — танк.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вӑл палӑка Тӑван ҫӗршывӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи хӳтӗлевҫисене тата тыл ӗҫченӗсене халалласа уҫнине пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне палӑка Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинчен ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Палӑка уҫма хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев ку пулӑма Ҫӗрпӳ хулин пурнӑҫӗшӗн историлле пулӑм тесе хакланӑ. «Пӗтӗм Раҫҫей халӑхӗ тата пӗтӗм тӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине паллӑ турӗ. Республикӑра эпир ҫар мухтавӗн 1026 вырӑнӗпе мемориалне ҫӗнетрӗмӗр. Вуншар палӑка усламҫӑсем тата Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсем пулӑшнипе тунӑ. Ҫав ҫынсем тӑван ҫӗре, ашшӗсемпе аслашшӗсен, амӑшӗсемпе асламӑшӗсен ӑс-хакӑл вӑйне хаклаҫҫӗ. Хальхи Раҫҫейре тата хальхи Чӑваш Енре тӑвакан мӗнпур япала ӳсекен ӑрӑва Тӑван ҫӗршыва юратма, пирӗн ветерансемпе совет тата Раҫҫей халӑхӗн историне юратма хӑнӑхтарма пулӑшать», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |