Ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ Агриппина Тимофеева 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ.
Агриппина Тимофеевна Элӗк районӗнчи Иштерек ялӗнче ҫуралнӑ. Пурнӑҫӗ йывӑр килнӗ. 7 ҫулта ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Унӑн шкула ҫӳреме те май пулман. Агриппина Тимофеева ӗне кӗтӗвне пӑхнӑ, куншӑн ӑна апат ҫитернӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл Етӗрне хули ҫывӑхӗнче окоп чавнӑ. Унтан Ҫӗмӗрле хулинче вӑрман каснӑ. Кун хыҫҫӑн Ҫӗрпӳре ҫул хывнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ.
Агриппина йывӑр ҫулсене халӗ те аса илет. Вӗсем халӗ те ӑна тӗлӗкре курӑнаҫҫӗ-мӗн. Хӑй каланӑ тӑрӑх, пурнӑҫӗнче вӑл темӗн те курнӑ, анчах йывӑр ҫулсем унӑн асӗнчен халӗ те тухмаҫҫӗ.
100 ҫулти кинемей ҫулсене кура мар йӑрӑ. Вӑл ӗҫлеме юратать, хускалмасӑр лараймасть.
Агриппина Тимофеевна халӗ 7 мӑнукӗпе, 8 мӑнук ачипе тата вӗсен 1 ачипе киленет. Кинемей хӗрӗпе пурӑнать.
Ҫӗрпӳ хулинче кӗҫех ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлӗ. Унӑн алӑкне Республика кунӗ умӗн уҫма палӑртнӑ. Хальлӗхе «Кӑнтӑр» микрорайонта вырнаҫнӑ 7-мӗш ача пахчинче ӗҫ хӗрӳ пырать.
Ҫурт тӑвӑм мӗнле пынипе нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов паллашнӑ. Ҫывӑхри лаптӑка хӑтлӑх кӗртнӗ: газон курӑкӗ акнӑ, тротуар плиткине хунӑ, ача-пӑча лапамӗ тунӑ.
Пӗчӗкскерсене ҫӗнӗ ҫуртра чылай лайӑххи кӗтет. Кунта музыка, ташӑ, спорт енӗпе хатӗрленмешкӗн пӳлӗмсем пулӗҫ, вӗсене ҫӗнӗ оборудованипе тивӗҫтерӗҫ.
Халӗ строительствӑна вӗҫлеме хатӗрленеҫҫӗ. Ача пахчин ятне чӑвашла парсан тем пекехчӗ.
Ҫынна сӑна кура кӗтсе илеҫҫӗ теҫҫӗ те, район-хулана стелла тӑрӑх тесен те пысӑк йӑнӑш пулас ҫук-тӑр. Ҫакна тӗпе хурса-ши, Канаш районӗн пуҫлӑхӗсем хӑйсен территорине Ҫӗрпӳ енчен пырса кӗнӗ чух вырнаҫтарнӑ стеллӑна ҫӗнетме шут тытнӑ. Ара, ҫулпа кунне миҫе машина иртмест-ши, мӗн чухлӗ ҫын ҫӳремест-ши?!
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Кӑшнаруй ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче ӗҫлекенсем стеллӑна ҫӗнетме тухнӑ. Вӗсем ун патӗнчи территорие тирпейленӗ, ӑна сӑрласа ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ.
«Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗрпӳре аслӑ ӳсӗмри ҫынсем валли университет уҫӑлнӑ. Кунта ватӑсем тӗрлӗ дисциплинӑна вӗренеҫҫӗ: копмьютертан пуҫласа пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ парасси таранах.
Кунта ҫӳрекенсем психологпа иртекен занятире пӗр-пӗринпе хутшӑнма, пурнӑҫпа киленме вӗренеҫҫӗ. Ку ватӑсемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Шӑпах ҫакна шута илсе Ҫӗрпӳри социаллӑ пулӑшу паракан центрта ҫакнашкал университет уҫнӑ ӗнтӗ. Занятисем — тӳлевсӗр.
Кунта аслӑ ӳсӗмри студентсем компьютерпа ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ, хӑйсен прависем пирки лайӑхрах пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех тренингсем иртеҫҫӗ. Пурте пӗрле музейсене экскурсие ҫӳреҫҫӗ. Ватӑсем патне юристсем, тухтӑрсем килеҫҫӗ.
Чулайӑшӗ скайппа калаҫма хӑнӑхнӑ, ҫавна май нумайӑшӗ компьютер туянма ӗмӗтленет-мӗн. Тӗлӗнмелле те, кунта хӗрарӑмсем ҫеҫ ҫӳреме кӑмӑл тунӑ. Вӗрентекенсем студентсене киле ӗҫ те параҫҫӗ. Тӗслӗхрен, хӗл валли курӑк пухса типӗтмелле.
Хӗрарӑмсем ытларах ҫыхма тата пӗҫерме вӗрентекен уроксене кӑмӑллаҫҫӗ иккен.
Вӗренӳ пӗр ҫул тӑсӑлать. Унтан студентсене виҫҫӗмӗш ӑру университечӗн лекцийӗсене итленине ӗнентерекен документ параҫҫӗ.
Юлашки ҫулсенче Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗн студенчӗсем Германие стажировкӑна каяҫҫӗ. Ав кӑҫал та 10 ҫын нимӗҫ фермерӗсен опычӗпе паллашма Баден-Вюртемберга тухса кайнӑ.
Техникум директорӗн ҫумӗ Надежда Александрова каланӑ тӑрӑх, Европӑри технологипе паллашас кӑмӑллӑ студентсем суйлав витӗр тухаҫҫӗ. Германие ют ҫӗршыври практикӑпа паллашмашкӑн пуласлӑхра хӑйсене ял хуҫалӑх аталанӑвӗпе ҫыхӑнтарма, чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӗҫлеме палӑртнисем тӗллевленнисем каяҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗн ашшӗ-амӑшӗ фермер хуҫалӑхне тытса пыраҫҫӗ.
Чӗлхене пӗлни те пӗлтерӗшлӗ. Студентсем, Германие кайма палӑртнисем, нимӗҫ чӗлхине тарӑннӑн вӗренеҫҫӗ, нимӗҫ халӑхӗн культурипе, пурнӑҫӗпе паллашаҫҫӗ.
Чӑваш Ене Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерствин ӳсентӑран департаменчӗн директорӗ Петр Чекмарев ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче килсен республикӑна ял хуҫалӑх енӗпе хытах критикленӗ пулать. Федераци ведомствин тӳре-шари Чӑваш Ен юлашки вӑхӑтра ака лаптӑкне 247 пин гектар ҫухатнӑ, пӗрчӗллисене туса илессине икӗ хута яхӑн чакарнӑ тенӗ имӗш.
Республикӑра пулнӑ май вӑл Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Комсомольски тата Ҫӗрпӳ районӗсенче пулнӑ. Унти хуҫалӑхсем ӗҫе аван йӗркеленине палӑртнӑ. Тепрехинче вӑл маршрута хӑй йӗркелеме, кая юлса пыракан районсене ҫитме, акаламан-сухаламан ҫӗрсене пӑхса ҫаврӑнма шантарнӑ-мӗн.
Кайран Чекмарев Ҫӗрпӳре иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ. Унта республикӑн правительствин вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов тата республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Николай Маловпа Олег Мешков, хӑш-пӗр район администрацийӗн пуҫлӑхӗсем, фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем пулнӑ.
«Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пулнӑ виҫӗ регионтан пуринчен ытла мана Мӑкшӑ республики килӗшрӗ.
Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникмуӗнче 1-мӗш курсра вӗренекен Юрий Гаврилов филосфие алӑри пилӗк пӳрнене евӗр пӗлет. Вӑл асӑннӑ предметпа иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Дистанцилле майпа иртнӗ конкурса пӗтӗмпе 202-ӗн хутшӑннӑ иккен. Философипе ҫӗнтерес тесе яш нумай кӗнеке шӗкӗлченӗ иккен, тӗнче тетелӗнчи материалсене те вӑл пӑхса тухнӑ.
Хӑйӗн шухӑшне каламалли ыйтусем каччӑшӑн уйрӑмах кӑсӑклӑн туйӑннӑ-мӗн. Эссе те ҫырма тивнӗ.
103 балл пухма май пуринчен Юрий 91-шне пухнӑ. Маларах вӑл районти тата республикӑри тӗрлӗ олимпиадӑра ҫӗнтернӗ. «Вырӑсла ҫырнӑ автор прози тата поэзийӗ» секцире вӑл район олимпиадинче тӑватӑ хутчен те мала тухнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗн ачисем чӑваш наци костюмӗпе паллашнӑ. Районта Чӑваш чӗлхи кунне тата Культура ҫулталӑкне халалланӑ мероприятисем иртеҫҫӗ. Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ вулавӑшӗнче «Чӑваш наци костюмӗ» фольклор сехечӗ иртнӗ. Мероприятие хутшӑннӑ ачасем, Ҫӗрпӳри 2-мӗш тӳрлетекен шкулӗнче 9-мӗш «а» вӗренекенскерсем, электронлӑ хӑтлавпа паллашнӑ.
Вулавӑшӑн тӗп библиотекарӗ Галина Филиппова чӑваш халӑх тумӗн аталанӑвӗ, алки-вӑчӑри, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗренекенсем тумӑн уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен пӗлнӗ. Мероприяти вӗҫенче «Чӑваш тумӗпе атӑ-пушмакӗ» тест ирттернӗ.
Ҫак мероприятие кӗҫӗн ӑрӑва чӑваш культурине, наци тумне, историне вӗренме илӗртес теллевпе йӗркеленӗ. Ӑна ирттерни харама кайман: ачасем ыйтусене хаваспах хуравланӑ, асӑннӑ темӑпа кӑсӑкланнӑ.
Наци костюмӗ — халах ӳнерӗн пӗр пайӗ, чӑваш историйӗн тата этника культурин хӑйне евӗр палӑкӗ. Наци тумӗ ӗлӗк-авалах «ҫуралнӑ», темиҫе ӗмӗр аталаннӑ.
Ӗнер, акан 14-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ, Тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ йӗркеленӗ «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвӗн йышӑну тапхӑрӗ вӗҫленчӗ. Ярса паракансем паян та пулчӗҫ — вӗсене те кӗртрӗмӗр. Пурӗ ҫапла 160 ӗҫе яхӑн пухӑнчӗ. Вӗсенчен 100 ытла видеосӑвва ӗнерпе паян кӗртрӗмӗр.
Кӗскен ҫапла пӗтӗмлетме пулать. Тӗрлӗ тӑрахсенчен хутшӑнчӗҫ. Пире уйрӑмах, конкурса Тутарстанри чӑвашсем хӑйсен ӗҫӗсене ярса пани савӑнтарчӗ. Вӗсене ятарлӑ ҫырупа пӗлтермен пулин те кӳршӗллӗ республикӑри виҫӗ районтан вуншар ӗҫ килчӗ. Чӑваш Енрен те видеосӑвӑсем тӗрлӗ тӑрӑхсенчен ҫитрӗҫ: Муркаш районӗнчен, Шупашкар районӗнчен, ҫавӑн пекех Куславкка, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Елчӗк, Патӑрьел, Комсомольски, Красноармейски, Тӑвай, Канаш, Йӗпреҫ районӗсенчен, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Ҫӗрпӳри шкулсенчен. Тӗрлӗ ӳсӗмрисем хутшӑнчӗҫ — 5 ҫулхи хӗрачаран пуҫласа ҫитӗнсе ҫитни таранах.
«Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӑн йӗрки-шывӗпе (положенийӗпе) килӗшӳллӗн ҫӗнтерӳҫӗсене пирӗн акан 24-мӗшӗ тӗлне палӑртмалла.
Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне эпир пуҫарнӑ «Чӑваш ачи, сассуна пар!» конкурса майӗпен ӗҫсем килсе тӑра пуҫларӗҫ-ха. Паянхи кун тӗлне вӗсен йышӗ 20 ҫитрӗ.
Ӗҫсем Муркаш, Куславкка, Елчӗк, Шупашкар районӗсенчен, Шупашкарпа Ҫӗрпӳ хулисенчен ҫитрӗҫ. Республика тулашӗнчисем те айккинче тӑрас темен — Тутарстанри Пӑва районӗнчи Тутиел шкулӗнчен 5 видеосӑвӑ ҫитрӗ. Тӑрӑшса тунӑ ӗҫсем те пур, ахаль ҫырнисем те. Пурне те малти вырӑна тухма ӑнӑҫу сунатпӑр! Кашни 20 видеосӑвӑпа «Шкул ТВ» каналӗнче паллашма пулать: www.youtube.com/playlist?list=PLhm2wH_6q1BLcLWij46nFSfNk58vw2kE_. Хутшӑнакансен йышӗпе паллашас тесен ҫак документа (Google Docs-ра хатӗрленӗ, пурте курма пултараҫҫӗ) уҫма пултаратӑр.
Асаилтеретпӗр, «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвне Чӑваш халӑх сайчӗ, Тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ пӗрле пуҫартӑмӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |