Паян, ҫӗртмен 12-мӗшӗнче, пирӗн мӑнаҫлӑ ҫӗршыв хӑйӗн уявне — Раҫҫей кунне — паллӑ тӑвать.
Чӑваш Ен тӗп хулинче асӑннӑ уява тӗрлӗрен тӳремсенче тата парксенче ирттереҫҫӗ. Яланхи пекех хула ҫыннисемпе хӑнасем уяв концертне курма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне паян велосипедҫӑсен ӑмӑртӑвӗ иртет, куракансене массӑллӑ флэшмоб савӑнтарма пултарӗ.
Шупашкарсӑр пуҫне Раҫҫей кунне Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗрпӳре, Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта, Сӗнтӗрвӑрринче тата Тӑвай ялӗнче уявлама палӑртнӑ.
ШӖМ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх паян Шупашкарта йӗркене 90 полицай сыхлӗ.
Шупашкар кинофестивалӗ кӑҫаллӑха хупӑнчӗ пулин те Чӑваш Енре ун ҫинчен калаҫусем лӑпланман-ха. Кинофестиваль уҫӑлнӑ ятпа пресс-конференцире Совет Союзӗн, Раҫҫей актёрӗ Александр Пятков пирен республикӑра кино ӳкересси ҫинчен пӗлтернӗ.
— Чӑваш Ене килсе курасси ӑшӑмра манӑн пысӑк хавхалану туйӑмне ҫуратрӗ. Вара Чӑваш республики кун-ҫулӗ ҫинчен ӑсталӑх-документлӑ фильм ӳкерме кӑмӑл турӑмӑр. Кино ятне вара «Чӑваш Ен вӑрттӑнлӑхӗсем» е «Пӗрле» ят парасшӑн. Кинона ӳкерме ҫӗртмен 11-мӗшӗнчен пуҫласшӑн, ӑна валли ятарлӑ ушкӑн та хатӗр. Ҫитес кунсенче Ҫӗрпӳ ярмӑрккине те ӳкерме ӗлкермелле. Кинора чӑвашсен паллӑ пулӑмӗсем ӳкеренӗҫ, кино тӑршшӗ пӗтӗмӗшле 52 минут пырӗ, — хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерет Александр Пятков.
Актёр палӑртнӑ тӑрӑх Чӑваш Енре кино ӳкерес тӗллевӗ укҫа-тенкӗ нумайрах илессинче мар, республикӑн илемлӗ тавралӑхне, халӑх кун-ҫулне, пӗлтерӗшле ӗҫ-пуҫсене кӑтартса панинче.
Ҫӗнӗ фильм тепӗр ҫулхи Шупашкар кинофестивалӗнчи конкурса хутшӑнӗ.
Ҫуркунне ҫитнӗренпе Чӑваш Енри хӑш-пӗр ял-хула яланхи пекех шар курма тытӑнать. Ейӳ вӑхӑтӗнче шыв хӑпарса кайни уйрӑмах Улатӑра, Пӑрачкава, Ҫӗрпӗве пырса тивет.
Паянхи кун тӗлне Улатӑрти лару-тӑру япахрах — кунта 46 кил карти шыв айне пулнӑ. Пӑшӑрханмалли ытлашши ҫук — ҫуртсене шыв илмен-ха. Паянхи шыв ҫӳллӗшӗ 710 см танлашать, тепӗр майлӑ каласан, яланхи 330 сантиметртан 4 метр патнелле шыв хӑпарнӑ. Инкек-синкек кӑларма пултаракан виҫеччен 20 сантиметр ҫеҫ юлнӑ.
ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ейӳ ыйтӑвӗпе 62 ҫын ӗҫлет, техника шучӗ — 25. Халӑха апат-ҫимӗҫпе тата яланах кирлӗ япаласемпе тивӗҫтерсех тӑраҫҫӗ. Шыв шайӗ юнкун тӗлне анма пуҫламалла теҫҫӗ.
Сӑмах май, Ҫӗрпӳ патӗнчи лару-тӑру ҫӑмӑлрах — Ҫавал хӑйӗн шыв ҫулне таврӑннӑ та теҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ хули икӗ юханшыв пӗрлешнӗ вырӑнта ларать — кунта Кӗҫӗн Ҫавалпа Мӑн Ҫавал шывӗсем пӗрлешеҫҫӗ. Айлӑмра ларнӑран хулана ҫак юханшывсем ҫур кунӗсенче самай шар кӑтартаҫҫӗ — уйрӑмах, Кӗҫӗн Ҫавал.
Малтанхи ҫулсенче Кӗҫӗн Ҫавал енчен шыв илесрен ҫӗр те хӑпатрӗҫ ӗнтӗ, анчах ҫавах ку ӗҫ хулана ейӳрен туллин хӑтарас ҫукки палӑрчӗ. Пӗлтӗр вара ҫак ыйтӑва тепӗр енчен пӑхма шут тытрӗҫ — юханшыв ҫулне улӑштарасси пирки.
Ӗҫе 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗнче тытӑнчӗҫ, 313 метр сарлакӑш юханшывӑн ҫӗнӗ шыв ҫулне (шыв юхмалли канав сарлакӑшӗ 15 метр пулмалла) «Гидротехника» ТМЯО пурнӑҫлать. Паянхи куна пур ӗҫсен калӑпӑшне 45 процент тунӑ темелле. Вӑл шутра чи йывӑр пая — метр ҫурӑ тарӑнӑш шӑннӑ ҫӗре чавнӑ. Предприяти ӗҫченӗсем ейӳ пуҫланниччен ҫӗр ӗҫӗсене ытларах пайӗпе вӗҫлесшӗн.
.
Кирек мӗнле ӗҫӗн те йӗрки пур. Чӑваш алфавитӗнчи мӗн пур саспаллисемпе усӑ курса ҫырмалли предложенисен конкурсне те пӗтӗмлетме вӑхӑт.
Чи малтанах конкурс пирки пӗр-ик сӑмах. Пурте ку конкурса мӗнле шутласа тупни пирки ыйту параҫҫӗ. Алфавитри пур саспаллипе те усӑ курса ҫырнӑ предложение панграмма теҫҫӗ, вырӑсла хитререх каласан «разнобуквица» тени пулать ӗнтӗ. Кунашкал тӗслӗхсем вырӑс, украин, акӑлчан, нимӗҫ, француз, чех, пӑлхар, грек, латыш, корей, яппун, эсперанто тата ытти халӑхсен чӗлхипе тупса вулама пулать. Хӑй вӑхӑтӗнче типографи валли саспаллисем шӑратса шрифтсем епле ҫапӑннине курма кирлӗ пулнӑ-ха ку япала. Ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ шрифтсем шутласа тупаҫҫӗ: вӗсен ячӗсем те тӗрлӗрен — пурне пуҫра асра тытса пӗтереймӗн! Анлӑ сарӑлнӑ «Съешь [же] ещё этих мягких французских булок, да выпей чаю» предложение Microsoft 1990 ҫултанпа усӑ курать. Артемий Лебедев панграммӑсене чылай ҫул хушши пухнӑ, ун патне ҫынсем хӑйсен предложенийӗсене яра-яра панӑ.
Чӑваш ҫырулӑхӗн хӑйӗн историйӗ пур. Тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ улшӑнусем пулнине те вулакан аванах пӗлет пулӗ.
Паян ирхине, кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче, пирӗнтен паллӑ историк Димитриев Василий Димитриевич уйрӑлса кайнӑ. Сывпуллашу кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш патшалах гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче иртӗ. 10 сехетре илсе килӗҫ, 13 сехетре тӑван ялне пытарма кайӗҫ.
Димитриев Василий Димитриевич — паллӑ чӑваш историкӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор (1970). Вӑл 1924 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗрпӳел ялӗнче ҫуралнӑ.
1948 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн кӗҫӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ. 1955 ҫулта Мускав патшалӑх университетӗнче асперантурӑра вӗренсе тухсан Чӑваш ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн (хальхи ЧГПӐИ) директор ҫумӗ, ӑслӑлӑх ҫыруҫи (1948–1968), директорӗ (1968–1988) пулса ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах, 1967–1988 ҫулсенче, вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче профессор пулнӑ.
РАШ | 13 |
«Сувар» чӑваш наци культурин аталану фончӗ Чӑваш халӑх сайчӗпе пӗрле «Анатолий Розов–2013» календарь кӑларчӗҫ. А3 виҫеллӗ календаре Анатолий Розов (1933–2010) художник 80 ҫул тултарнӑ тӗле хатӗрленӗ. Шел те, вӑл хӑй ҫак вӑхӑта ҫити пурӑнса ҫитереймерӗ.
Календарьти уйӑх ячӗсемпе кун ячӗсем — йӑлт чӑвашла. Ҫӳлти пайӗнче художникӑн сӑнӗ тата вӑл хатӗрленӗ «Болгарская крепость» (2007) ӳкерчӗкӗ вырнаҫнӑ.
Календаре кӑларма укҫа-тенкӗпе «Суварстром» ТМЯО пулӑшнӑ, дизайнне Николай Плотников хатӗрленӗ. Календаре «СУМ» лавккара 15 тенкӗпе туянма пулать.
Розов Анатолий Сидорович 1933 ҫулхи юпан 14-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Тӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ. 2010 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗнче вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ.
Анатолий Сидорович Шупашкарти ӳнер училищинче, Ленинградри патшалӑх театр, музыка тата киномотографи институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Чӑваш пукане театрӗнче, Новокузнецкри тата Псковпа Кисанти пукане театрӗсенче ӗҫленӗ.
Виҫӗмкун, авӑнӑн 20-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлнӑ. Хаваслӑ лару-тӑрура уҫма унта республика Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
6№ «Юмах» ача пахчине 2011-2020 ҫулсенче Чӑваш Республикинче шкулчченхи вӗрентӗве аталантармалли программӑпа килӗшӳллӗн ҫӗкленӗ. Ҫурта хута яма пӗтӗмӗшле 117,1 миллион тенкӗ тӑкакланнӑ. Вӗсенчен 111,3 миллион тенкӗ — республика хыснинчен, 5,8 миллион тенкӗ — вырӑнти бюджетран уйӑрнӑ пулнӑ.
«Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗн кӗтнӗ ӗмӗчӗ тинех пурнӑҫланчӗ. Чӑннипех те юмахри пек кермен кӗтсе илчӗ», — тесе палӑртнӑ Михаил Игнатьев. «Ҫак ҫурта хута янине кура Ҫӗрпӳ районӗнче ача пахчи черетӗнче тӑракансен шучӗ пӗтрӗ. Шансах тӑратӑп, ҫакӑнта ҫӳрекенсенчен пулас космонавтсем, министрсем, адмиралсем пулӗҫ», — тесе хавхалантарнӑ ачасене Михаил Игнатьев.
Ача пахчи харӑсах 240 ача йышӑнма пултарать. Республика Элтепӗрӗ ача пахчинче тата та 50 хушма вырӑн йӗркелесе яма 675 пин тенкӗ туянмалӑх свидетельство парса чысланӑ. Пухӑннӑ ашшӗ-амӑшӗсен ячӗпе Ҫӗрпӳре пурӑнакан Татьяна Ипатова чӗререн тав сӑмахӑсем каланӑ.
Ӗнер Чӑваш Ене 270 ытла миллион тенкӗ килнӗ, республикӑн ҫурт тӑвӑм министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна «Таса шыв» тӗллевлӗ федераллӑ программӑна пурнӑҫлама куҫарнӑ.
Укҫа-тенкӗпе икӗ проекта пурнӑҫлама усӑ курӗҫ: пӗри — Патӑрьел, Шӑмаршӑ тата Комсомольски районсенче шыв уҫлакан тата ӑна тасатакан системӑна туса пӗтермешкӗн (179 миллион), тепри — Ҫӗрпӳ хулинче кунне 4200 куб метр шыв тасатма пултаракан системӑна хатӗрлеме (91 миллион).
Ӗнер, акан 11-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ ҫывӑхӗнче Ҫавал ейӗве кайнӑ. Ирхине кӑна ҫыранран тухма 20 сантиметр юлнӑ пулсан каҫхи 21 сехетре вӑл виҫерен иртсе кайнӑ.
Паянхи лару-тӑрӑва пӑхсан — Кӗҫӗн Ҫавал та, Мӑн Ҫавал та ейӗве кайнӑ. Шыв вырӑн ҫитменрен юнашар ҫарансене йышӑнать. Уйрӑмах Кӗҫӗн Ҫавалпа шыв нумай анать — темиҫе ҫул каялла тунӑ дамба пулман пулсан Ҫӗрпӗве те шыв илнӗ пулӗччӗ. Ҫӗрпӳ ҫывӑхӗнчи кӗперсем юсавлӑ, нумай шыва вӗсем чӑтаҫҫӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерстви ӗҫченӗсем те лару-тӑрӑва сӑнасах тӑраҫҫӗ. Сергей Артамонов та, Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ, ӗҫ-пуҫ епле аталанса пынине пӗлсех тӑрать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |