Юпан 25-мӗшпе 31-мӗшӗсенче Чӑваш халӑх сайчӗ шкул ачисем хушшинче тетел ҫыхӑнӑвне усӑ курса «Тупмалли юмахсем–2» вӑйӑ-ӑмӑрту ирттерчӗ. Малтанхи пӗтӗмлетӗве эпир вӑхӑтрах тунӑччӗ, пӗтӗмӗшлине пӗлтерме вара ниепле те вӑхӑт пулмарӗ. Сӑлтавӗ ытларах серверта пӑтӑрмах сиксе тухнинчен килет ӗнтӗ. Ҫавах та ҫулталӑк вӗҫлениччен парнесем кама лекесси пирки пӗлтересех терӗмӗр.
АСӐРХӐР: Чыслав 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Ҫӗрпӳре иртӗ! («Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» литӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисемпе пӗрле!) Тӗплӗнрех кунта.
1-мӗш вырӑн Вӑрмар районӗнчи Кавал тӗп шкулӗнче вӗренекен Иванова Лина Сергеевнӑна (14 ҫулта) лекет. Ӑна Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ 17 томлӑ словарь лекет. Саламлатпӑр!
2-мӗш вырӑна эпир Ерицов Евгение парас терӗмӗр. Вӑл Канаш районӗнчи Шелттем тӗп шкулӗнче вӗренет. Ӑна пирӗнтен Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ пухса кӑларнӑ кӗнекесем лекӗҫ: «Мифсем. Легендӑсем. Халапсем», «Ача-пӑча фольклорӗ», «Янавар юмахӗсем». Вӗсене вӑл тӑван шкулӗнче вӗренекен Ильина Дианӑпа тата Еврукова Иринӑпа пӗрле вулӗ тесе шутлатпӑр.
3-мӗш вырӑн Канаш районӗнчи Вӑтакас Кипечри шкулта 3 класра вӗренекенсене лекет. Алексеева Любовь, Чернова Юля, Ефимова Наташа уйрӑмах хастаррӑн хутшӑнчӗҫ. Вӗсене те Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ пухса кӑларнӑ кӗнекесем парнелетпӗр. Виҫҫӗшне — пӗрер «Янавар юмахӗсем» кӗнеке.
4-мӗш вырӑна эпир Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Октябрьски ялӗнче пурӑнакан Настя Андреевӑна парас терӗмӗр. Ӑна Э. Патмар пухса хатӗрленӗ «Ӗнерхи вӗри яшка» юмахсен кӗнеки лекӗ.
5-мӗш вырӑн та пур пирӗн. Михаил Сунталӑн «Мӑнту вӑрттӑнлӑхӗ» кӗнеки Павлова Каринӑна лекет (Вӑрнар районӗ, Кӗҫӗн Кипек шкулӗ, 13 ҫулта).
Хисеплӗ шкул ачисем, тата вӗсене вӗрентекенсем — «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» литература ӑмӑртӑвне хутшӑнса мала тухнисем! Кӑҫалхи конкурс ҫӗнтерӳҫисене эпир тепӗр ҫул, 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче, чыслӑпӑр! Хаклӑ парнесемпе тивӗҫтересси, дипломсемпе чысласси хальхинче Ҫавал шывӗ хӗрринче ларакан авалхи Ҫӗрпӳ хулинче пулӗ — район администрациӗн акт залӗнче. Пуҫламӑшӗ — 10 сехет ҫурӑра (10:30).
Чӑваш халӑх сайчӗ кашни ҫӗнтерӳҫӗ валли хаклӑ парне хатӗрленӗ — ҫамрӑк ҫыравҫӑсен аллине ҫитессе кӗтеҫҫӗ! Мероприятие пурте вӑхӑтра ҫитессе шанатпӑр!
Адрес: Ҫӗрпӳ хули, Маяковский урамӗ, 12 ҫурт. Ҫитмелли схема.
Ыйтусем пулсан ыйтса пӗлмелли номерсем: 8-905-027-61-37 е 50-66-17 (Шупашкар) (Николай Плотникова ыйтмалла).
«Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) хаҫатра паян, раштавӑн 16-мӗшӗнче, пӗлтӗр иртнӗ ҫыравӑн пӗтӗмлетӗвне пичетленӗ.
Раҫҫейри улшӑнусене илес пулсан 2002 ҫултанпа патшалӑхра пурӑнакан халӑхӑн йышӗ 2,3 миллион ҫын (1,6%) чакнӑ. Пурӗ Раҫҫейре ҫапла май 142 миллион та 857 пин ҫын пурӑнать. Халӑх шучӗпе тӗнчере пирӗн патшалӑх 8-мӗш вырӑн йышӑнать — малта Китай, Ӗнчӗ (Инди), АПШ, Индонези, Бразили, Пакистан, Бангладеш. 2002 ҫултанпа Раҫҫейре ялсем тӗпӗ йӗрӗпе ҫухалас туртӑм вӑйланнӑ иккен. Сакӑр ҫул хушшинче 8,5 пин ял пӗтнӗ. 19,4 ял вара хут ҫинче кӑна пур, вӗсенче никам та пурӑнмасть. Вӑтамран илнӗ Раҫҫей ҫынни 39 ҫулта — ку вӑл халӑх ватӑлнине пӗлтерет (8 ҫул каялла 37,7 пулнӑ). Раҫҫейре арҫынсем хӗрарӑмсенчен 10,7 миллион сахалрах. Мӑшӑрсен йышӗ те 1 миллион таран чакнӑ — халӗ ку кӑтарту 33 миллионпа танлашать.
Чи йышлӑ халӑх — вырӑссем. Раҫҫейре вӗсем 80,9% йышӑнаҫҫӗ. Иккӗмӗш вырӑн тутарсем йышӑнаҫҫӗ — 3,87%. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — украинсем (2,05%-ран 1,41% чакнӑ). Чӑвашсем пиллӗкмӗш вырӑнта, Раҫҫейре пурӗ 1,44 миллион чӑваш шутланӑ (8 ҫул хушшинче пирӗн халӑх йышӗ 200 пин таран чакнӑ).
Ҫӗрпӳре революциччен тунӑ ҫуртсем сахал мар. Вӑл шутра Толмачев купсасен ҫурчӗ те. Ҫӗрпӳ районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра унта Ҫӗрпӳри историпе таврапӗлӳ музейӗ куҫӗ — ун валли ятарласа темиҫе пӳлӗм уйӑрнӑ та ӗнтӗ.
Куҫнӑ музей ҫурла уйӑхӗн вӗҫнелле уҫӑлмалла.
Республика кунне кашни ҫулах тӗп хуламӑрсӑр пуҫне пӗр-пӗр районта уявлаҫҫӗ. Кӑҫал ҫак тивӗҫ Ҫӗрпӳ районне пырса тивет.
Ҫӗрпӳсем уява тӗплӗн хатӗрленнӗ — 23-24 кунсенче питӗ лайӑх канма пулӗ. Ыран, сӑмахран, йӑлана кӗнӗ Ҫӗрпӳ ярмаркки ӗҫлеме пуҫлӗ — 18 сехетре уҫӗҫ. Ытти кӑсӑклӑ мероприятисене илес пулсан, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче ирттерӗҫ: «Ман республика уявӗ» фотокурав (9 сехетре пуҫланать), «Тӑван урам, эс маншӑн чи хакли!» — ачасен ӗҫӗсен куравӗ (10 сехетре), «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивальне хутшӑнакансем савӑнӑҫлӑн утни («Кивӗ хула» каферен пуҫласа Советски урам тӑрӑх Ярмӑркка лапамне ҫити утӗҫ, 10 сехет те 15 минутра тапранӗҫ). Республика кунне 11 сехетре уҫӗҫ — «Пирӗн ярмӑркка тӗсӗсем» театрализациленӗ кӑтарту ирттерӗҫ. Ҫак вӑхӑтрах ярмаркка лапамӗнче тӗрлӗ куравсем ӗҫле пуҫлӗҫ: «Этнографи ялӗ» — Ҫӗрпӳ районӗнчи ял тӑрӑхӗсен куравӗ, «Ылтӑн алӑсем» — халӑх ӑстаҫисен ӗҫӗсен куравӗ, «Пирӗн кил картинче» — ял хуҫалӑх куравӗ. Спортсӑр иртмӗ — вӑл та пулӗ. Уйрӑмах стритбол енӗпе Чӑваш Республикин чемпионачӗ кӑсӑклӑ пулмалла — вӑл та 11 сехетре пуҫланмалла.
Ҫӗрпӳре чӑх вӑрлакана тытнӑ — кун пирки Чӑваш Енӗн ШӖМ сайчӗ пӗлтерет.
Темиҫе кун каялла 47 ҫулхи арҫын хӑйӗн пӗлӗшӗ патне хӑнана кӗнӗ пулнӑ. Лешӗ, шел те, килте пулман иккен. Самантпа усӑ курас тесе арҫын 5 чӑхха миххе чиксе хӑйӗн килне вӑшлаттарнӑ. Никам та курмасть тенӗ ӗнтӗ вӑл, анчах та кӳршӗ хӗрарӑмӗ асӑрханӑ-асӑрханах. Килти кайӑк-кӗшӗк ҫухалнине асӑрханӑ хуҫа йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ, сиене пӗтӗмӗшле 1100 тенкӗлӗх хакланӑ.
Халь ӗнтӗ пуҫиле ӗҫ (уголовное дело) пуҫарнӑ, арҫын ҫакӑн йышши ытти преступленисене хутшӑнни-хутшӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Перекет банкӗн (Сбербанкӑн) Елчӗкри уйрӑмӗнче уйӑх ытла банкомат чӑвашла ӗҫлени пирки ман пӗлӗш Алексей Сарханов (пирӗн сайтра alexei ятпа паллӑ) пӗлтерчӗ — укҫа илнӗ чухне виҫӗ чӗлхе суйлама май пур: вырӑсла, акӑлчанла тата чӑвашла. Пӗрле ярса панӑ сӑнӳкерчӗксем те кӑна ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӗсен пахалӑхӗ лайӑхах мар пулин те чӑвашла куҫарӑвӗсем курӑнаҫҫӗ.
Ку информаци тӗрӗс е тӗрӗс марри пирки Перекет банкӗн филиалне ятарласа шӑнкӑравласа пӑхрӑм. Ҫыхӑнасси хӑвӑрт пулмарӗ пулин те ҫур сехет тӑрмашнӑ хыҫҫӑн мана пресс-службӑпа ҫыхантарчӗҫ. Тӗрӗс иккен. Ирина Ивановна (манпа вырӑсла калаҫрӗ) каланӑ тӑрӑх, банкоматсене чӑвашла куҫарнине Чӑваш Республикин чӗлхесем пирки калакан саккуна шута илсе хатӗрленӗ. Хальлӗхе эксперимент пек ҫеҫ тунӑ — чӑвашла куҫарӑва халӑх епле йышӑннине тӗрӗслеҫҫӗ (хӑш-пӗр куҫарусене хӑнӑхма тивӗ). Уйӑх ытла иртнӗ вӑхӑтра (нарӑсӑн 21-мӗшӗнче пуҫланӑ) йӑнӑшсене тупса палӑртакансем чылай пулни пирки те пӗлтерчӗ Ирина Ивановна. Калаҫӑва вӗҫленӗ май вӑл чӑвашла пӗлекен банкоматсем ӑҫта вырнаҫни пирки асӑнчӗ — тӗрӗслеве пурӗ 10 банкомат хутшӑнать иккен.
Ҫӗрпӳ хулинче «Илем, юрату, ырлав» («Красота, любовь, признание») ятпа ал ӑсти пултарулӑхӗн ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Ӑна тӑван культурӑна сыхласа хӑварас тата ҫамрӑк ӑрӑва халӑхӑн ӑс-хакӑлне хаклама вӗрентес тӗлӗшпе ирттереҫҫӗ.
Сирӗн хушӑрта пултаруллисем ҫук мар пулсан, ӑмӑртӑва хутшӑнас кӑмӑл пур пулсан — хӑвар ӗҫӗрсене нарӑсан 26-мӗшӗччен «РСДО» МКУ-на ҫитермелле. Кашни ӗҫӗн сӑнлавӗ пулмалла — авторӑн Х,Я,АЯ, ӗҫ ячӗ. Курава пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ — ӳнер тӗлӗшенчен пӗлӳ илнине, миҫе ҫултине шута илмӗҫ. Ӗҫсене «Тӗрӗ ҫырулӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗ» («Секреты узорного письма») тата «Уҫайми вӑрттӑнлӑх» («Нераскрытая тайна») номинацисемпе хаклӗҫ. Ӑмӑртӑва хутшӑннӑшӑн укҫа тӳлеме кирлӗ мар.
Пур хутшӑнакана та дипломсемпе тивӗҫтерӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсем хаклӑ парнесемсӗр каймӗҫ.
Адрес: 429900, Ҫӗрпӳ хули, П.Иванов утамӗ, 1«а» ҫурт. Инҫӗсас номерӗсем: 21-2-17, 21-7-17.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн чылай ялсемпе хуласенче Ҫӗнӗ Ҫул чӑрӑшӗсем уҫӑлаҫҫӗ — вӗсене йӗркелекенсем хӗллехи тӗп уявсенчен пӗри яланах хаваслӑ та савӑнӑҫлӑ ирттӗр тесе тӑрӑшать. Ак нумай пулмасть, шӑматкун, Ҫӗрпӳ хулинче те Ҫӗнӗ Ҫул чӑрӑшӗн уявӗ иртрӗ.
Пухӑннӑ халӑх умӗнче Хӗл Мучисен куравӗ пулчӗ, кунтах тӗрлӗ юмахсен тӗнчинчен килнӗ сӑнарсем те курӑнкаларӗҫ.
Пухӑннисене уяв ячӗпе влаҫ тытӑмӗнчи ҫынсем те саламлама манмарӗҫ — Ҫӗрпӳ районӗн депутатсен пухӑвӗн председателӗ Татьяна Кузьмина, Ҫӗрпӳ хула тӑрӑхӗн администраци пуҫлӑхӗ Валерий Трофимов сӑмах тухса каларӗҫ.
Ҫӗнӗ Ҫул уявӗ ҫитсе пырать кӑна — халӑх валли савӑнмалли тата нумай пулӗ-ха!
Сивӗ... Сивӗ ҫанталӑк... Сивӗ ҫанталӑк ку ӑшӑ чӳк уйӑхне кӗтмен-ҫитмен пек килсе кӗчӗ, пӗр самантрах хӗл кунӗ тавралӑха хӑй аллине илчӗ. Хӑй ҫинчен асаилтерчӗ. Хӗл ҫитрӗ. Урамра та, календарьпе те. «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тума та вӑхӑт ҫитрӗ. Унпа паллашнӑ май вӑл сире кӑшт та пулин ӑшӑтатех тесе шутлатпӑр. Сивӗ хӗл сивви те туйӑнмӗ...
Кӑҫалхи ӑмӑрту епле иртни самай пирӗн кӑмӑла кайрӗ. Малтанхисене вӗренӳ министерстви хутшӑнатчӗ пулсан, кӑҫалхи йӗркелӳҫӗсен шутӗнче вӗсем пулмарӗҫ. Вӗсене те ҫӑмӑлрах пулчӗ пулӗ, пире те ку самай ирӗк пачӗ. Вӗсем пӗлтернине кӗтмесӗр пӗтӗмлетӗве эпир паянах, раштавӑн пӗрремӗш кунӗнчех, пӗлтерме пултаратпӑр! Пурӗ 140 хайлав йышӑнтӑмӑр. Ытларах та ярса пачӗҫ ӗнтӗ, анчах та хӑшӗ-пӗрине, ӑмӑрту йӗрки-шывӗпе килӗшӳсӗр пулнӑран, йышӑнма май пулмарӗ. Чылайӑшӗ эпир фантастика конкурсне ирттерни ҫинчен манса кайнӑ пулас — пӗр чӗптӗм те пулин тупма май ҫуккӑччӗ. Эпир вӗсене йышӑнтӑмӑр, анчах та хайлавӗ темле чаплӑ пулсан та вырӑн памарӑмӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |