Мускавра нумаях пулмасть «Красная площадь» (чӑв. Хӗрлӗ лапам) кӗнеке фестивалӗ иртнӗ. Унта сасӑпа вулакансен «Страница’22» тӗнче чемпионачӗн суперфиналне йӗркеленӗ.
Чемпионат правили ҫапларах: унта хутшӑнакансен хӑйсем маларах вуламан пӗр-пӗр текста пӗр минут вулама тивнӗ. Техникӑна тата артистла вуланине ятарлӑ тӳресем 6 баллӑ тытӑмпа хакланӑ.
Суперфинала Шупашкарти 14-17 ҫулсенчи ҫамрӑксем те хутшӑннӑ. Сасӑпа вулассин тӗнче чемпионкин титулне хулари 47-мӗш шкулта вӗренекен Диана Смирнова ҫӗнсе илнӗ.
Питӗр хулинче «Сӑвар тӑрӑхӗн юмахӗсем» курав уҫӑлнӑ.
Император завочӗн галерейинче Атиллпа Хӗвелпи Балтаев ҫамрӑк ӳнерҫӗсен ӗҫӗпе паллашма май пур.
Вӗсем хӑйсен ӗҫӗсем урлӑ чӑваш халӑхӗн юмахӗсене, кун-ҫулне кӑтартаҫҫӗ.
Хӗвелпи Балтай – ӳнерҫӗ-ювелир, асамлӑ ҫӗрӗсене, хӑлха
ҫаккисене тӑратнӑ. Унӑн коллекцийӗн ячӗсем – «Нухрат», «Юмах», «Ейӳ» тата ытти те.
Атилла Балтай – тимӗр ӑсти, Питӗрти А.Л. Штиглиц ячӗллӗ ӳнерпе промышленнӑҫ академийӗнче вӗрентет.
Курава Атилла чӑваш NFT Юписене тӑратнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 13 ҫулхи хӗрача ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫухалнӑ.
2008 ҫулта Ксения Никонова килтен тухса кайнӑ та вӑл ӑҫти паллӑ пулман. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна «Лиза Алерт» шырав отрячӗ шырама пуҫланӑ.
Хӗрача 164 сантиметр тӑршшӗ, ҫырӑ, хӑмӑр куҫлӑ. Хура футболка, хура шӑлавар, хура-шурӑ кроссовки тӑхӑннӑ.
Халӗ вара ҫав хӗрача тупӑннӑ.
Улатӑр хулинче пурӑнакан 17 ҫулти ҫамрӑк айфон туянас тесе ултавҫӑ капкӑнне ҫакланнӑ.
Колледжра вӗренекенскер телефона пӗлтӗрхи кӗркунне илме шухӑш тытнӑ, ҫавна май тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳсем вуланӑ. Ҫу каҫипе ӗҫленӗ укҫана перекетлӗ пухса пынӑскер хӑйне килӗшекен пӗр пӗлтерӗве асӑрханӑ. Телефона сутаканни Улатӑр ҫамрӑкӗпе часах ҫыхӑннӑ. Ҫав ҫын каччӑна телефон номерӗпе 10 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Укҫана куҫарса панӑ хыҫҫӑн телефон сутакан йӗп пек этем ҫухалнӑ.
Пуҫиле шырав ӗҫченӗсем ултавҫа тупса палӑртнӑ. Вӑл Липецк облаҫӗнчен иккен, Мускавра пурӑнать. 25 ҫулхи качча тытса чарнӑ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ нумай нациллӗ ҫамрӑксен регионсем хушшинчи форумне ирттерет.
Культурӑпа вӗренӳ слётне ҫӗртме уйӑхӗн 4-8-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи «Ясна» этноэкологи комплексӗнче пуҫтарӑнӗҫ. Унта пултарулӑх, сывлӑха сиплес тата туризм мероприятийӗсем йӗркелӗҫ. Вӗсене йӑлана кӗнӗ культурӑна сарас тӗллевпе ирттерӗҫ.
Форума институт Федерацин национальноҫсен ӗҫӗн агентстви тата Чӑваш Енӗн Культура министерстви пулӑшнипе ирттерет.
Улатӑр хулинче виҫӗ каччӑ пушарта ҫынна пулӑшнӑ. Вӗсене вырӑнти администраци тав тунӑ.
Шӑматкун ҫӗрле виҫӗ каччӑ киле кайнӑ чухне Ҫӗнӗ урамри ҫуртра пушар тухнине асӑрханӑ. Вӗсем ҫухалса кайман, кӳршӗсене вӑратнӑ. Телее, пӗр кӳрши Светлана Тишенкова - тухтӑр. Вӑл тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ, медиксем ҫитиччен пушарта шар курнӑ ҫынна пулӑшнӑ.
Каччӑсем - Максим Туркин, Александр Бечин тата Дмитрий Миронов аманнӑскере тепӗр ҫурта куҫарма пулӑшнӑ.
Шупашкар хулин администрацийӗнче 26 ҫулти специалиста пай пуҫлӑхне лартнӑ. Анна Страхова ҫамрӑксен пайне ертсе пырӗ.
Унчен ҫав должноҫа Станислав Трофимов йышӑннӑ. Вӑл ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн пукан виҫӗ уйӑх пушӑ ларнӑ. Ҫӗнӗ яваплӑха Анна Андреевна паянтан пурнӑҫлама тытӑннӑ. Унччен вӑл хула администрацийӗн Мускав районӗнчи администрацийӗнче общество пӗрлешӗвӗсемпе тата организацийӗсемпе ӗҫлекен пайра ҫамрӑксемпе ӗҫлекен тӗп специалистра 2018 ҫултанпа тӑрӑшнӑ.
Шупашкар хулинче 16 тата 17 ҫулсенчи ҫамрӑксем пирки пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Вӗсене ҫынна малтанласа калаҫса татӑлса, хӗҫпӑшал евӗр япалапа усӑ курса ҫаратнӑшӑн явап тыттарӗҫ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин подъездӗнчи 4-мӗш хутра пулса иртнӗ.
Ӳсӗр икӗ ҫамрӑк хӑйсем унччен палламан 37 ҫулти хӗрарӑма тапӑннӑ. Пӗри ӑна водка кӗленчипе пуҫӗнчен ҫапнӑ, тепри хӗрарӑмӑн карас телефонне туртса илнӗ. Хӗрарӑма ҫапла майпа 10 пин тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ.
Яшсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫесем суда ярса панӑ.
Чӑваш Енре ҫуралнӑ ӳнерҫӗне «Forbes» финанспа экономика журналӗ малашлӑ тесе хакланӑ.
23 ҫулти Полина Осипова «Ӳнер» ярӑмра малашлӑхлӑ 10 ӑста шутне лекнӗ.
«Forbes» «З0 до 30» лонг-лист хатӗрленӗ. Унта 30 ҫула ҫитмен пултаруллӑ ҫамрӑксене суйласа илнӗ. Вӗсем — професси енӗпе палӑрнисем тата ят-сум ҫӗнсе илме ӗлкӗрнисем.
Шупашкарта ҫуралнӑ Полина Осипова хальхи вӑхӑтра Питӗр хулинче ӗҫлесе пурӑнать.
Чӑваш каччи 1941. «Крылья над Берлином» ҫар драминче ӳкерӗннӗ. Фильм режиссёрӗ – Константин Буслов.
Ҫав ӗҫри летчиксенчен пӗрин сӑнарне Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа каччи Владимир Тяптушкин калӑпланӑ.
Владимир Тяптушкин Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Халӗ вӑл Мускаври Пӗчӗк театрта ӗҫлет. Чӑваш каччи спектакльсенче вылять, кинора ӳкерӗнет.
«1941. Крылья над Берлином» фильма, сӑмах май каласан, кинотеатрсенче ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑтартма тытӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |