Шупашкарта пӗр хӗр кӗпер ҫинчен сикнӗ. Пӑтӑрмах ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче каҫхи 22 сехетре пулса иртнӗ.
Инкек вӑхӑтӗнче пӗр ҫын кӳлмекри ҫынсем ҫӳремелли кӗпер урлӑ каҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл темле сасӑ илтнӗ. Лайӑхрах пӑхсан шывра ҫын пуррине асӑрханӑ.
Иртсе ҫӳрекен ҫын кӗперӗн техника ярусне анса хӗре тарӑн мар вырӑна тухма ыйтнӑ. Хӑй вара ҫӑлавҫӑсене чӗнсе илнӗ.
Ҫӑлавҫӑсем альпинист снаряженийӗпе анса хӗре шывран туртса кӑларнӑ та васкавлӑ пулӑшу машинипе пульницӑна лартса янӑ.
Сӑмах май, хӗр кӗпер ҫинчен сикнӗ вырӑнта шыв 1,5 метр тарӑнӑш ҫеҫ иккен, ҫавӑнпа та вӑл унта путма пултарайман. Анчах сивӗ шывра шӑнса хытма пултарнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи «Шупашкар Арена» пӑр керменӗнче «Легенды спорта Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн спорт легендисем) музей ӗҫлеме тытӑннӑ. Ӑна Пӑр керменӗн фойинче вырнаҫтарнӑ.
Музейри экспозицисемпе Шупашкарти 14-мӗш кадет шкулӗнчи 10-мӗш класра вӗренекен ҫамрӑксем паллашнӑ. Экскурсовод пулса экспонатсемпе ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче тата Европа чемпионки, Шупашкарта вырнаҫнӑ Республикӑн олимп резервӗллӗ 8-мӗш спорт шкулӗн директорӗ Алина Иванова паллаштарнӑ.
«Сӑнӳкерчӗксем, тренировкӑсен планне алӑпа ҫырса хунисем, чемпионсен майкисем, сумлӑ ӑмӑртусенчи кубоксемпе медальсем чӑваш спортсменӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштараҫҫӗ, истори эткерлӗхӗпе мӑнаҫланма пулӑшаҫҫӗ», — тенӗ ӗнерхи сумлӑ спортсменка.
«Ютуб» видеохостингра «питӗ кӑсӑклӑ чӑвашла видеосен пуххипе» акӑлчанала паллаштарнӑ.
Рубрикӑна, ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, Муркаш районӗнче ҫуралнӑ Виктор Бычков чӑваш каччи йӗркеленӗ. Темиҫе ют чӗлхе пӗлекен маттур ҫамрӑк темиҫе ҫул каялла Турцине тухса кайнӑччӗ.
Топ-листа «Ютубра» чи пӑхакан чӑвашла видеосене кура хатӗрленӗ. Анонсра чӑваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхи пулнине те палӑртса хӑварнӑ.
Тишкерӗве 2021 ҫулта вырнаҫтарнӑ видеосене кӗртнӗ. Вӑл материалсене вара 2019-2021 ҫулсенче ӳкерсе илнӗ.
Тишкерӗве вырӑсла тата акӑлчанла комментарисемпе пуянлатнӑ.
Ака уйӑхӗн 2-3-мӗшӗсенче Улатимӗр облаҫӗнчи культурӑпа ӳнер колледжӗнче халӑх юррисене шӑрантаракансен «Златоцвет» пӗтӗм Раҫҫейри I конкурсӗ иртнӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне тӑван ҫӗршывӑн музыка культурипе, халӑхӑн пуян йӑли-йӗркипе паллаштарас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Конкурса Владимир, Мускав, Ярославль, Чулхула, Рязань, Воронеж, Пенза, Свердловск, Кемӗр, Ленинград облаҫӗсенчен 120 ытла юрӑ ӑсти хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен унта Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче пӗччен тата хорпа халӑх юррисене юрлама вӗренекен уйрӑм студенчӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем унта тивӗҫлипе палӑрнӑ, тӗрлӗ диплома тата лауреат ятне тивӗҫнӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет те 48 минутра, Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем пӑр ҫинче чупса ҫӳрекен пулӑшнӑ. Хӗрачасене куракансем пулнӑ. Вӗсем пирки ҫынсем ҫӑлавҫӑсене пӗлтернӗ. Ҫавсем Шупашкар гидроэлектростанцийӗнчен инҫех мар, пӑр тӑрӑх, чупса ҫӳренӗ. Ҫӑлавҫӑсем ҫав вырӑна кимӗпе васкаса пырса ҫитнӗ. Вӗсем хӗрачасене кимӗ ҫине лартса ҫыран хӗрне илсе тухнӑ. Пӑтӑрмах вырӑнне йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ.
Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ сӑвӑ-калав ҫыракансене кӑҫал та конкурса хутшӑнма йыхравлать.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне ӗҫсене «Проза», «Поэзи», «Драматурги» номинацисемпе йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене чӑвашла та, вырӑсла та ҫырма юрать. Ӗҫсене Шупашкар хулинчи Иван Яковлев проспектӗнчи 8-мӗш «А» ҫурта ҫитерсе памалла. Сӑвӑ-калавпа драма хайлавӗсене вулавӑшӑн краеведенпе наци литературинчен пайӗнче йышӑнаҫҫӗ.
Тӗрлӗ кӗнекере е литература альманахӗнче унччен пичетленсе тухнӑ ӗҫсене йышӑнмӗҫ.
Шупашкар хулинче тӗлӗнмелле пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Каччӑна пулӑшас тесе туалетри стенана ватма тивнӗ.
«Прогород» кӑларӑм «Телеграмра» пӗлтернӗ кӗске хыпарта пӑтӑрмах пирки тӗплӗн ӑнлантарса тӑман. Ҫакӑ ҫеҫ паллӑ.
Качча техника шахтипе ҫӳле улӑхнӑ, ҫавӑн чухне вӑл тӑххӑрмӗш хутран персе аннӑ. Ӑна ҫӑлас тесе туалет стенине ишме тивнӗ.
Каччӑ техника шахти тӑрӑх мӗн сӑлтавпа хӑпарни хальлӗхе паллӑ мар. Ӑна вӑл хӑй ҫеҫ пӗлет-тӗр.
P.S. Каччӑ кӑвакарчӑна ҫӑлас тенӗ иккен. 9-мӗш хутран вӑл пӑрӑх тӑрӑх шуса 1-мӗш хута аннӑ. Инкек вырӑнне ҫӑлавҫӑсем пырса ҫитсен стенана перфораторпа шӑтарнӑ, каччӑна ҫав шӑтӑкран кӑларнӑ.
Чӑваш Ен Пушкин карттипе билет сутас енӗпе Раҫҫейре ҫиччӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Кун пирки влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтерет.
Республикӑри культура учрежденийӗсем Пушкин карттипе билет сутса пӗтӗмпе 45 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнченпе республикӑра 125 пин билет сутнӑ. Пӗр билет хакӗ вӑтамран 360 тенкӗпе танлашнӑ. Вырӑс драма театрне илес тӗк, вӑл ҫӗршывра Пушкин карттипе билет сутас енӗпе лидер. Унта ку таранччен карттӑпа 24 пин ытла билет туяннӑ.
Аса илтерер: Пушкин карттипе 14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксем усӑ курма пултараҫҫӗ. Ку программа пӗлтӗр авӑнӑн 1-мӗшӗнче пурнӑҫланма тытӑннӑ. Ун чухне 3 пин тенкӗ хурса панӑ. Кӑҫал вара Пушкин картти ҫинче - 5 пин тенкӗ. Ку укҫана культура мероприятийӗсене кайса ҫеҫ тӑкаклама пулать.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 19 ҫулти ҫамрӑкӑн салтака кайма ят тухнӑ. Анчах унӑн салтак аттине тӑхӑнас килмен.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ӑна повестка тыттарнӑ. Хутра кӑтартнӑ кун каччӑ призыв пунктне пыман. Ҫар комиссариачӗн ӗҫченӗсем ӑна тупса илсе пынӑ. Анчах вӑл унтан тухса тарнӑ.
Тепӗр кунне каччӑна килӗнче асӑрханӑ, ӑна каллех ҫарӗҫ комиссариачӗн ӗҫченӗсем илсе кайнӑ. Ун чухне каччӑ документсем патне тесе килне кайса килме ирӗк ыйтнӑ, ҫар ӗҫченӗсем ҫамрӑкпа пӗрле ҫула тухнӑ. Каччӑ хваттере кӗрсе кайсан хайхискер чӳречерен (иккӗмӗш хутран) сикнӗ.
Ҫартан тарса ҫӳрекен каччӑ тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
«Чӑваш Республикинчи чи лайӑх ҫамрӑк учёнӑй» X республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ.
Естествӑлла наукӑсем енӗпе ӗҫлекен ҫамрӑк ӑсчахсенчен И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн органика тата фармаци химийӗн кафедрин доценчӗ Сергей Федосеев ҫӗнтернӗ, техника науки енӗпе тӑрӑшакансенчен — «ВНИИР-Прогресс» обществӑн лаборатори пуҫлӑхӗ Олег Митрофанов, социогуманитари енӗпе — И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУри патшалӑх тата муниципалитет управленийӗн тата регион экономикин кафедрин аслӑ преподавателӗ Инесса Васильева, медицина енӗпе — Республикӑн кардиодиспансерӗн тӗп врачӗн хирурги енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Николай Трофимов, педагогика енӗпе — И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУри шкул ҫулне ҫитменнисен пӗлӗвӗн тата сервис кафедрин доценчӗ Анастасия Николаева, экономика енӗпе — Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн финанс тата кредит кафедрин доценчӗ Артур Семёнов. Чи лайӑх ҫамрӑк учёнӑй-тӗпчевҫӗ тесе И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУри электрика тата электрон аппаратсен кафедрин преподавателӗ Виктор Петров тесе йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |