Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк

Паян ҫанталӑк ӑшӑ, термометр 12 градус кӑтартать. Анчах ҫил вӑйлӑ, вӑл ыран кӑна лӑпланать. Ыран кӑштах сивӗтӗ, 3-8 градус ӑшӑ пулӗ.

Кайран темиҫе кун хӗлпе ҫуркунне кӗрешӗ. Шӑматкун каҫхине йӗпе юр ҫӑвӗ, ҫӗр шуралӗ. Термометр «минус» кӑтартӗ, ҫулсем шуҫлак пулӗҫ.

Вырсарникун хӗвел пӑхӗ. Каҫхине каллех юр ҫӑвӗ.

Чи сивӗ кун ытларикун пулӗ. Каллех ҫил вӑйланӗ.

Ҫитес эрнен иккӗмӗш ҫурри хӗвеллӗ пулӗ, сывлӑш 5-10 градус таран ӑшӑтӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем ӑшӑ тумсене шкапран кӑларма сӗнеҫҫӗ. Кӗҫех пирӗн пата ӑшӑ ҫанталӑк ҫитӗ.

Ҫитес эрнекун урамра 12 градус ӑшӑ пулӗ. Ку – ака уйӑхӗн виҫҫӗмӗш декадинчи норма. Танлаштарма: 2015 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗнче 10 градус ӑшӑ пулнӑ. Пуш уйӑхӗнче 12 градус ӑшӑ чи пӗрремӗш хут 2020 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗнче пулнӑ.

Паянхи кун Шупашкарта юр хулӑнӑшӗ 4 сантиметр кӑна.

 

Ҫутҫанталӑк
Геннадий Исаков тунӑ сӑн
Геннадий Исаков тунӑ сӑн

Ӗнер, пушӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енре сӑвӑрсем вӑраннӑ. Ҫак пулӑма Геннадий Исаков биолог сӑн ӳкерсе халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницине выранҫтарнӑ.

Сӑвӑрсем вӑранни – ҫуркунне ҫитнин палли. Пӗлтӗр ҫак чӗрчунсене пушӑн 19-мӗшӗнче асӑрханӑ, 2023 ҫулта – пушӑн 12-мӗшӗнче. Сӑвӑрсем ытти чух та шӑпах ҫак вӑхӑтра, пушӑн 12-30-мӗшӗсенче, вӑранаҫҫӗ.

Сӑмах май, Шупашкарта кураксене те асӑрханӑ «Погода 21» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫуркунне 3 эрне маларах килмелле.

 

Ҫутҫанталӑк

Пуш уйӑхӗ лайӑх ҫанталӑкпа савӑнтарать, уйӑх пуҫламӑшӗ нормӑран 5 градус ӑшӑрах пулнӑ.

Анчах синоптиксем кӗҫех хӗвел пӗлӗтсен хыҫне пытанассине пӗлтерӗҫҫӗ.

Ыран ҫил вӑйланӗ, кӑнтӑр енчен вӗрӗ. Юнкун хушӑран кӑна ҫумӑр ҫӑвӗ, кӗҫнерникун вара – вӑйлӑрах. Ҫӗрле тата эрнекун ӑшӑ килӗ, 12-17 градус таран ӑшӑтӗ. Анчах эрнекун ҫӗрле сивӗтӗ те шӑматкун цӗпе юр ҫӑвӗ. Вырсарникун ҫӗр каллех шуралӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче хӗвеллӗ сивӗ ҫанталӑк пулӗ. Анчах нумайлӑха мар, кӗҫех ӑшӑтӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех ҫанталӑк ӑшӑтса ярӗ.

Ыран юр та, ҫумӑр та ҫумӗ. Анчах пӗлӗтлӗ пулнӑран, ҫил вӑйланнӑран сивӗ пек туйӑнӗ. Термометр 0-рен ӑшӑрах пулмӗ. Вырсарникун ирхине юрпа ҫумӑр ҫӑвӗ, кӑнтӑрла хӗвел тухӗ. Пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур.

Тунтикун ҫил кӑштах лӑпланӗ, ытларикун каллех вӑйланӗ. Эрне варринче 5-6 градус таран ӑшӑтӗ.

Пушӑн 12-мӗшӗнчен термометр «плюс» кӑтартма пуҫлӗ. Ҫавна май юр хӑвӑрт ирӗлӗ. Ҫумӑр ҫунипе ют юр хулӑнӑшӗ хӑвӑрт чакӗ. Иккӗмӗш декада вӗҫлениччен вӑл ирӗлсе пӗтме пултарӗ. Анчах ҫуркунне ир килнипе кайран сивӗтсе пӑрахма пултарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Унччен синоптиксем пуш уйӑхӗн сивӗ тата юрлӑ пулассине систернӗччӗ. Халӗ вара прогноз урӑхларах.

Пуш климат норминчен кӑштах ӑшӑрах пулӗ. Сивӗсем, ахӑртнех, ака уйӑхӗнче кӑна таврӑнӗҫ. Ҫу уйӑхӗ вара климат нормипе килӗшсе тӑрӗ.

Пуш пуҫламӑшӗнче юр сахал мар ҫумалла. Ҫапах кӑҫал юр сахал пулнӑран вӑл хӑвӑрт, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне, ирӗлсе пӗтӗ.

Сӑмах май, 5 ҫул каялла хӗлле юр сахал пулнӑ чухне вӑл пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне ирӗлсе пӗтнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн сивӗ тата юрлӑ пулӗ. Ҫапах 2008 тата 2013 ҫулсенчи пекех сивӗ пулмӗ. Ун чухне вӑтам температура 8-9 градус сивӗ пулӗ.

Пуш уйӑхӗнче вӑтам температура 6,5 градуспа танлашӗ. Нӳрӗк ытти чухнехинчен кӑшт нумайрах пулӗ. Ҫил ытларах ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Пӗрремӗш декадӑра циклон хуҫаланӗ. Шупашкарта юр хулӑнӑшӗ 20 сантиметртан иртӗ.

Пушӑн юлашки кунӗсенче ҫуркуннехи ҫанталӑк ҫитӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Хӗллен юлашки эрни мӗнле пулӗ? Паян уяр та сивӗрех ҫанталӑк тӑрать. Ыран кӑштах юр ҫӑвӗ. Юнкун каллех хӗвел тухӗ.

Кӗҫнерникун циклон ҫитӗ, юр нумай ҫӑвӗ. Ку эрнери чи ӑшӑ кун пулӗ вӑл – термометр 0 градус кӑтартӗ. Анчах ҫил вӑйланнӑран сивӗрех пек туйӑнӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, эрне вӗҫӗнче каллех антициклон килӗ, хӗвел пӑхӗ, ҫил тӳлек вӗрӗ. Кӑнтӑрла – 3-5 градус, ҫӗрле 15 градус таран сивӗ пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫитес эрнере Ҫӑварни пулать. Синоптиксем ун чухне ҫанталӑк ӑшӑ пулассине калаҫҫӗ.

Паян-ыран атмосфера пусӑмӗ пысӑк, ҫил лӑпкӑ. Ыран, шӑматкун, тӗтре карса илӗ. Канмалли кунсенче уяр та сивӗрех ҫанталӑк пулӗ. Ҫӗрле – 13-18, кӑнтӑрла 5-10 градус сивӗ тӑрӗ.

Ытларикунран пӗлӗтленме, ӑшӑтма тытӑнӗ. Кӑнтӑрла – 0, ҫӗрле 5-7 градус сивӗ пулӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, нарӑсра нӳрӗк сахал. Юлашки икӗ кунра кӑна юр ҫӑвӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш сивӗ тата юрлӑ киме пултарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак канмалли кунсем юрлӑ пулӗҫ. Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗсенче 5-10 сантиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарать, Шупашкарта – 3-5 сантиметр.

Шӑматкун ҫил майӗпен вӑйланӗ. Вырсарникун 17-22 градус таран сивӗ пек туйӑнӗ. Тунтикун 22-27 градус таран сивӗтнӗ пек туйӑнӗ.

Ҫитес эрне ку хӗллехи чи сивӗ эрне пулмалла. Шупашкарта кӑнтӑрласерен 10-15 градус сивӗ пулӗ, ҫӗрлесерен – 20 градус. Хӑш-пӗр районта тата сивӗрех пулӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 31
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 19

1936
89
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
68
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ