Ку эрнере пире мӗнле ҫанталӑк кӗтет? Паян ҫил ҫурҫӗр енчен пулнӑран ҫӗрле шӑнтас хӑрушлӑх пур. Ыран та паянхи пек пӗлӗтлӗ ҫанталӑк тӑрӗ, ӑшӑ фрончӗ ҫитӗ.
Юнкунпа кӗҫнерникун ҫанталӑк 13-18 градус таран ӑшӑтӗ, хӗвеллӗ пулӗ, ҫил лӑпланӗ.
Ӑшӑ таврӑнать пек. Анчах… Эрнекун каллех сивӗ фрончӗ ҫитӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ, сивӗтӗ. Вырсарникун кӑна 16-18 градус таран ӑшӑтӗ, ҫумӑр ҫумӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тепӗр эрнерен каллех сивӗтӗ, ҫӗрлесерен шӑнтӗ.
Ҫанталӑк ака уйӑхӗнчи пек сивӗ тӑрать. Ӗнер кӑштах ӑшӑтнӑ-ха, анчах паян ав Атлантика циклонӗ килнӗ – кӑнтӑр районӗсенче ҫумӑр ҫунӑ, ҫурҫӗр енче – йӗпе юр. Ҫил вӑйланнӑ, вӑл кӑштахлӑха ӑшӑ илсе килӗ.
Юнкун ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчи районсенче йӗпе юр ҫӑвӗ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче хӗвеллӗ, анчах сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Юр вӑхӑтлӑха ирӗлмесен те пултарать. Ҫил ҫурҫӗр енчен ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.
Ку эрнере питех ӑшӑтмӗ. Эрне вӗҫнелле кӑна 10-15 градус таран ӑшӑ пулӗ. Ҫу уйӑхӗн 9-10-мӗшӗсенче ҫӗрле шӑнтӗ.
Ҫанталӑк хӑҫан ӑшӑтать? Синоптиксем лӑплантаракан хыпар пӗлтермеҫҫӗ: «ҫӗмӗрт сивви» икӗ эрнене тӑсӑлӗ.
Кӗҫӗр 5 градус таран сивӗтӗ. Канмалли кунсенче кӑнтӑрла 7-12 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫумӑр ҫума тытӑнӗ, тунтикун та чарӑнмӗ. Ытларикун каҫхине каллех шӑнтӗ.
Ҫитес эрнере кӑнтӑрла 5-10 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ, каҫсерен – 0-рен пуҫласа 2 градус таран сивӗ. Йӗпе юр та ҫукалӗ.
Хӑҫан ӑшӑтӗ? Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн варринче кӑна.
Малта – канмалли кунсем. Мӗнле ҫанталӑк пулӗ ун чухне? Синоптиксем мӗн хыпарлаҫҫӗ?
Ыран каллех ӑшӑ пулӗ, сывлӑш 23-28 градус таран ӑшӑнӗ. Ака уйӑхӗн 28-30-мӗшӗсенче уяр ҫанталӑк тӑрӗ, термометр 13-18 градус ӑшӑ кӑтартӗ.
Ҫу уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пулӗ, ҫурҫӗр циклонӗ ҫитӗ. Унтан Арктика сывлӑшӗ килӗ те сивӗтме тытӑнӗ. Хӑш-пӗр кун 5-10 градус кӑна ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле шӑнтӗ.
Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, пӗрмай ӑшӑ пулаймасть, сивӗ кунсем те таврӑнӗҫ.
Синоптиксем ыран ҫил вӑйланассине систереҫҫӗ. Республикӑра вырӑнӑн-вырӑнӑн хӑрушлӑх шайӗ «сарӑ» пулӗ.
Ыран ҫил ҫеккунтра 15-16 метр хӑвӑрлӑхпа вӗрӗ. Ҫавна май электролинисем, ҫыхӑну линийӗсем, хавшак конструкцисем, реклама конструкцийӗсем, ытти япала арканма пултараҫҫӗ. Ҫул-йӗр ҫинче авари пулас хӑрушлӑх та пысӑк.
«Асӑрхануллӑ тата тимлӗ пулӑр!» - ҫапла асӑрхаттарать Инкеклӗ лару-тӑру министерстви.
Тутарстана ҫутҫанталӑкӑн чӑн-чӑн апокалипсисӗ ҫитнӗ тейӗн. Кӳршӗ регионта ҫил вӑйланнӑ, ҫумӑр ҫунӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте пӑр чашлаттарнӑ.
Темиҫе районта ҫил-тӑвӑл шар кӑтартнӑ ӗнтӗ. Зеленодольскра теннис мечӗкӗ пысӑкӑш пӑр ҫунӑ. Пӑвара вӑйлӑ ҫил ҫурт тӑррисене сӳнӗ, картасемпе йывӑҫсене тӳнтернӗ. Виҫӗ сехет каялла пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 10 машинӑна яхӑн сиенленнӗ.
Чӑваш Ене килӗ-и ку апокалипсис? Килмессе шанатпӑр. Асар-писер ҫанталӑк Хусан еннелле кайнӑ.
Урамра ҫанталӑк ӑшӑ пулсан та синоптиксем ӑшӑ япаласене хальлӗхе пуҫтарса хума сӗнмеҫҫӗ. Кӗҫех республикӑна ҫумӑрлӑ, сивӗ ҫанталӑк килӗ.
Паян шӑрӑх, 20 градус ытла ӑшӑ. Ҫӗрле сивӗрех пулӗ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ. Ыран уҫӑрах, анчах уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Вырсарникун темиҫе градус ӑшӑрах пулӗ. Тунтикун каллех ҫуллахи пек 20-25 градус таран ӑшӑтӗ. Каҫ енне вара пӗлӗтсем капланӗҫ, аслати авӑтма пултарӗ.
Ҫитес эрне варринче Арктика сывлӑшӗ килӗ, 10-12 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрлесерен вара кӑштах шӑнтма пултарать. Юнкун ҫумӑр ҫӑвӗ. Унтан пӗлӗтсем сирӗлӗҫ, анчах ҫил вӑйланӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи канмалли кунсенче сивӗ ҫанталӑк пулӗ.
Паянтан республикӑна ӑшӑ фрончӗ килет. Ҫавна пулах ҫумӑр ҫукалать. Каҫ енне термометр 10 градус ӑшӑ кӑтартӗ.
Ырантан ҫанталӑк тата лайӑхланӗ, сывлӑш 13-18 градус таран ӑшӑнӗ. Ҫӗрле ҫумӑр ҫӑвӗ.
Кӗҫнерникун 20 градус таранах ӑшӑтӗ. Каҫ енне вара сивӗ фрончӗ ҫывхарӗ, аслати те авӑтма пултарӗ. Сивӗтнисӗр пуҫне ҫил вӑйланӗ.
Эрне вӗҫне самаях уҫӑлтарӗ, кӑнтӑрла 9-14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле – 2 градус ӑшӑ. Хушӑран ҫумӑр ҫукалӗ.
Вырсарникун шӑнтма пултарӗ, юр ҫумӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче хӗвеллӗ типӗ ҫанталӑк тӑрӗ.
Кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, метеоҫуркунне 10 кун маларах пуҫланнӑ. Пуш пуҫламӑшӗнче юр 70 сантиметр хулӑнӑш пулнӑ, халӗ – 24 сантиметр кӑна. Ҫак кунсенче юр ирӗлсе пӗтмелле.
Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑх вариччен сывлӑш температури улшӑнса тӑрӗ. Акан 17-18-мӗшӗсенче сивӗтме, юр ҫума пултарать. Кайран вара типӗ те ӑшӑ ҫанталӑк, ҫуллахи пекех, тӑрӗ. Кӑнтӑрла 22-27 градус ӑшӑ пулмалла.
Пӗтӗмӗшле илсен ака уйӑхӗн нормӑран 2-3 градус ӑшӑрах пулмалла. Нӳрӗк те сахалрах пулмалла.
Паян иртенпе республикӑра юрпа ҫумӑр ҫунӑран, ҫил ҫеккунтра 12-15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗрен хӑш-пӗр округи ялсем электричествӑсӑр юлнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел, Тӑвай тата Канаш округӗсенчи хӑш-пӗр ялта ҫутӑ сӳннӗ. Халӗ унта электриксем ӗҫлеҫҫӗ. Пӗтӗмпе 8 бригада, 76 ҫын тата 8 техника, ӗҫлет.
«Погода 21» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес сехетсенче ҫурҫӗр енчен вӗрекен ҫил татах вӑйланӗ, ҫеккунтра 19-20 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |