Кӑҫалхи пуш уйӑхӗ сивӗ тӑрать. Сӑмахран, ку эрне пуҫламӑшӗнче, тунтикун, термометр ҫӗрле -20°C таранах аннӑччӗ. Халӗ те, уйӑх вӗҫленсе пырать пулин те, ирхи температура 0 градусран хӑпармасть, юрӗ хӗвел хӗртнипе ҫеҫ кӑшт ирӗлет. Хӑҫан ӑшӑтса ярӗ-ши? текен ыйту нумай вулакана кӑсӑклантарать.
Gismeteo портал пӗлтернӗ тӑрӑх ӑшӑ ҫанталӑк пирӗн тӑрӑха ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫитӗ — ҫӗрле 0°C патнелле пулӗ, кӑнтӑрла — +2–+8. Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче уйрӑмах ӑшӑтса ямалла: ун умӗн кӑнтӑрла +15 пуласса шантараҫҫӗ, вӑл кунхине вара сывлӑш ҫуллахи пекех ӑшӑ тӑрӗ — +18°C пулӗ. Унашкал ҫанталӑк 2–3 куна ҫеҫ тӑсӑлӗ.
Асӑрхаса хӑвармалла — уйӑх маларах тунӑ прогнозсем ытларах чухне пурнӑҫланмаҫҫӗ. Акан 17-мӗшӗ ҫитиччен тата виҫӗ эрне ытларах кӑна юлчӗ, Гисметео шантарни тӳрре тухнипе тухманнине палӑртма нумаях юлмарӗ темелле.
Нидерландпа Бельгинче паян вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Вӑл пилӗк ҫын пурнӑҫне татнӑ. Иккӗшӗ — Оверейссел (нидер. Oaveriessel) провинцире йывӑҫ айне пулса вилнӗ, тепри Гелдерланд (нидер. Gelderland) провинцийӗнче вилӗм тупнӑ — ун ҫине кантӑкран тунӑ хуралнӑ йӑтӑнса аннӑ. Бельгири «Soir» (хрантсусларан чӑвашла куҫарсан Каҫ пулать) хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх вӑйлӑ ҫиле пула Брюссельтен инҫе мар тепӗр ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Машинпа пынӑскер ҫине йывӑҫ ӳкнӗ. Германире те пӗр ҫын пӑтӑрмаха лексе вилнӗ — 59 ҫулхи те йывӑҫ айӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Ҫанталӑк сӑнавҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх вӑйлӑ ҫил каҫччен тытӑнса тӑрӗ. Вӑл анӑҫран анӑҫ-ҫурҫӗрелле куҫӗ. Сӑмах май унччен, кӑрлач пуҫламӑшӗнче, Европӑра «Элеонор» ятли алхаснӑччӗ. Вӑл та ҫын пурнӑҫӗсене татнӑччӗ — тӗрлӗ ҫӗршывра виҫӗ ҫын вилнӗччӗ.
Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫӗрле республикӑра вӑйлӑ ҫил пулнӑ. Шӑпах ҫав кун Ҫӗмӗрле хулинче тӗп чӑрӑш, капӑрлатнӑскер, персе аннӑ.
Ку хыпара «Про Город» хаҫата Сергей Прохоров пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗ вӑйлӑ ҫиле пула тӳннӗ. «Хулара ҫил питӗ вӑйлӑ пулчӗ. Чӑрӑша тӗкӗлӗнӗ япала чӑтайман. Юрать, никам та шар курман», — тенӗ Сергей.
Чӑрӑша тепӗр кунах, раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 15 сехет валли, каялла вырнаҫтарнӑ, электричествӑна юсанӑ. Халӗ вӑл хула ҫыннисемпе хӑнисене йӑлтӑр-ялтӑр теттисемпе савӑнтарать.
Сӑмах май, Ҫӗмӗрлере Ҫӗнӗ ҫулӑн тӗп чӑрӑшне раштав уй ӑхӗн 1-мӗшӗнче лартнӑ. Вӑл 15 метр ҫӳллӗш.
Ӗнер пирӗн республикӑра тинех юр ҫуса кайрӗ. Кӑнтӑрла ӳкме пуҫланӑччӗ те паянхи ир тӗлне ун хулӑнӑшӗ вунӑ сантиметр таран ҫитнӗ теме пулать. Пӗрремӗш пысӑк юр хулари коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсемшӗн йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. Ҫутҫанталӑк пулӑмӗ уйрӑмах канмалли кунсене лексен юра тасатасси тивӗҫлӗ шайра иртмест.
Чӑваш халӑх сайчӗ Шупашкар хулинчи лару-тӑрӑва сӑнаса тухнӑ хыҫҫӑн ҫапларах хак пама пултарать — ҫул тасалӑхӗшӗн яваплисем тӗпрен илсен хатӗр пулнӑ. Тӗп ҫулсене юртан тасатсах тӑраҫҫӗ, хуларан тухаканнисем кӑна тап-тасах мар. Вӑрнар ҫулӗн айӑккине, сӑмахран, тасатни курӑнмарӗ. Шупашкарта вара тротуарсене та тракторпа хырса тухнӑ. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫеҫ юр ашса ҫӳреме тивет. Канмалли кунсем пулин те чылай тирепейҫӗсем (дворниксем) хӑйсене шанса панӑ лаптӑксене юртан тасатнӑ.
RP5 портал тӑрӑх юр эрнипех ҫӑвӗ. Ырансене каҫхинелле ҫил вӑйланӗ, кассӑн-кассӑн ҫил хӑвӑртлӑхӗ 13 м/ҫ ҫитме пултарӗ. Ҫанталӑк ытларах пӗлӗтлӗ пулӗ, юнкун кӑна кӑшт уяртса илӗ.
Паян республикӑра юр хулӑнӑшӗ вырӑнӑн-вырӑнӑн 5 сантиметра ҫитнӗ. Анчах савӑнма ан васкӑр: вӑл та ирӗлсе кайӗ. Сӑмах май, кӑҫал юр виҫҫӗмӗш хут ҫуса лартать, унтан ирӗлет.
Хальхинче вӑл ҫитес тунтикун ирӗлме пуҫлӗ. Канмалли кунсенче вара йӗпе юр ҫукалӗ. Сывлӑш температури 0 градус пулӗ. Ку нормӑран 4 градус ӑшӑрах.
Тунтикун каллех ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫанталӑк 5 градус таран ӑшӑтӗ. Ытларикун та ҫумӑр ӳккелӗ. Икӗ талӑкра пӗр уйӑхри нормӑн ҫурри ҫума пултарӗ. Кӗҫнерникун каллех юр ҫуса савӑнтарӗ, эрнекун кӑштах шӑнтӗ. Ҫапах хӗл ларасса кӗтмелле мар. Чӳк уйӑхӗ вӗҫлениччен юр ҫуса лартмӗ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑх вӗҫӗнче каллех ӑшӑтать.
Пӗлтӗр ку тапхӑрта юр ҫунӑччӗ, ирӗлменччӗ. Кӑҫал вара ҫанталӑк ӑшӑрах. Хӗл хӑҫан ларать? Синоптиксем мӗн калаҫҫӗ?
Чӳк уйӑхӗнчи пӗрремӗш эрне нормӑпа килӗшсе тӑнӑ. Вӑтамран 1 градус сивӗ пулнӑ. Хушӑран юр ҫуса хура ҫӗре шуратать, анчах вӑл кӑштахран ирӗлет. Эппин, хӗл вӑхӑчӗ ҫитмен-ха.
Раҫҫей Гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 10 кунра кӗркуннехи ҫанталӑк пулӗ. Чӳкӗн 8-17-мӗшӗсенче ытти ҫултинчен 3 градус ӑшӑрах пулӗ. Ҫанталӑк юпа уйӑхӗн вӗҫӗнчипе пӗр килӗ.
Чӳк уйӑхӗн 8-10-мӗшӗсенче антициклон килӗ. Ҫак кунсенче юр та, ҫумӑр та ҫумӗ ахӑртнех. Тен, хӗвел тухӗ. Сывлӑш температури 3 градус сивӗрен пуҫласа 2 градус ӑшӑ пулӗ.
Чӳкӗн 13-мӗшӗнчен ҫумӑр пуҫланать, вӑл 3-4 куна пырӗ. Сывлӑш температури 8 градус таран та ӑшӑтӗ. 17-мӗшӗнчен антициклон хуҫаланӗ, 0 градус таран сивӗтӗ. Ҫапах чӳк уйӑхӗ валли ку та ӑшӑ-ха. Синоптиксем хальлӗхе хӗл ларасси пирки каламаҫҫӗ.
Чӑваш Енре атмосфера пусӑмӗ пӗчӗк. Кӑтарту 720 миллилитрпа ҫеҫ танлашать. Норма — 748 миллилитр.
Кунашкал ҫанталӑк чӗре чирӗпе, гипертонипе, гипотонипе нушаланакан ҫынсемшӗн япӑх. Сывӑ ҫынсем те сывлӑх хавшанине туйма пултараҫҫӗ: ҫывӑрас килет, пуҫ ҫаврӑнать, вӗчӗрхентерет. Ҫавӑнпа ҫак тапхӑрта специалистсем юн пусӑмне тӗрӗслесе тӑма сӗнеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне урамра уҫӑлса ҫӳремелле.
Кӗҫӗр Кострома облаҫӗнче циклон пулӗ. Ҫавна май Чӑваш Енре атмосфера пусӑмӗ пӗчӗкленет. Ҫурҫӗр иртсен вӑл 718 миллилитрпа танлашма пултарать. Кунашкалли юлашки хутчен 2011 ҫулта пулнӑ.
Ырантан атмосфера пусӑмӗ ӳсме пуҫлать, шӑматкун тӗлне йӗркене кӗрет.
Ҫанталӑкҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян каҫхине сывлӑш температури 3-4 градус таран анать, ҫӗрле вара 1 градус сивӗ пулать. Канмалли кунсенчен пуҫласа сывлӑш температури 1-4 градус сивӗ тӑрӗ.
Шӑматкун республикӑри хӑш-пӗр тӑрӑхра йӗпе юр ҫума пултарӗ. Вырсарникун кӑштах ашӑрах пулӗ, нимӗн те ҫумӗ.
Ҫитес эрнере Чӑваш Енре юр ҫӑвӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта ҫумӑрпа хутӑш ҫӑвӗ, тепӗр вырӑнта вара юр выртӗ. Каҫхине термометр 0 градусран анӗ, кӑнтӑрла та питех ӑшӑ пулмӗ. Ахӑртнех, кунашкал ҫанталӑк юпа уйӑхӗн вӗҫӗччен тӑрӗ.
ИӖМ водительсене хӗллехи шина ҫине куҫма сӗнет.
Республикӑра ҫанталӑк самаях сивӗтет. Ҫавна май ЧР Транспорт министерстви машина водителӗсене асӑрхаттарасшӑн: ҫул ҫинче тимлӗрех пулмалла. Ҫул шуҫлак пулма пултарать, ҫавна май хӑвӑртлӑха пӑхӑнмалла. Кунсӑр пуҫне ведомство водительсене хӗллехи шина ҫине куҫасси пирки шухӑшлама сӗнет.
ЧР Гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк 2 градус таран сивӗтет, тӑпра вара 4 градус таран шӑнать. Кунашкал ҫанталӑк аван уйӑхӗн 27-мӗшӗччен тӑрӗ.
Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Анчах хальлӗхе кун пирки калаҫма иртерех-ха. Юпа уйӑхӗ мӗнле ҫанталӑкран пуҫланасси пирки синоптиксем кӑшт каярах пӗлтерӗҫ.
Шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ май ҫурла уйӑхӗн 22-28-мӗшӗсенче Чӑваш Енри вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пур.
РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра пушар тухас хӑрушлӑхӗн тӑваттӑмӗш класӗ вӑйра пулӗ. Шӑрӑх ҫанталӑка пула пушарсем тухма пултараҫҫӗ.
Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре ятарлӑ режима вӑя кӗртнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, вӑрмансенче, вӗсен ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртме, кӑвар ҫинче пӗҫерме, ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть. Йӗркене пӑснӑ ҫынсене явап тыттараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |