Ҫумӑр вӑраха кайнӑран ҫулсем те шар кураҫҫӗ иккен. Паян, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти Киров урамӗнчи асфальт ҫул шӑтӑкланнӑ.
Вӑл Явӑшпа Карачура ялӗсен хушшинче. Унтан водительсем М-7 ҫул ҫинче «пӑкӑ» пулсан ҫӳреме юратаҫҫӗ. Ҫулӗ лайӑхах мар пулсан та унтан хулана кӗме пулатчӗ-ха.
Максим Майоров паян 11 сехетре кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчен Явӑш еннелле кайнӑ. Унччен те пулмасть — вӑл пысӑк шӑтӑка асӑрханӑ. Ку ӑна, паллах, хӑратнӑ. Анчах Максим шӑтӑкран пӑрӑнма ӗлкӗрнӗ. Максим шӑтӑка ҫитес вӑхӑтра сапласса шанать. Е асӑрхаттару палли те пулин лартмалла. Унсӑрӑн унта авари пуласси те инҫех мар.
Ҫул ҫинчи хӑрушӑ лару-тӑру пирки Шупашкар хула администрацине тата предприяти ӗҫченӗсене пӗлтернӗ. Ҫитес вӑхӑтра ҫав ҫул ҫинчи лару-тӑрӑва сирессе шанаҫҫӗ те…
Ҫӗрле пӗр чарӑнмасӑр тенӗ пек ҫумӑр ҫуни республикӑра ахаль иртмен-мӗн. Хӑш-пӗр ҫынсен умне вӑл йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗсем пӗлтернӗ.
Шупашкарти Николаев урамӗнчи 32-мӗш ҫурт умӗнче пысӑк лупашка пулса тӑнӑ. Унта пурӑнакансем ҫавна пула урама тухайман-мӗн. Унта кун кунлакансем каланӑ тӑрӑх, лупашкана шыв кашни ҫумӑр ҫумассерен пухӑнать-мӗн. Вӗсем управляющи компанине, администрацие те кун пирки пӗлтернӗ. Специлистсем килсе лупашкана ӳкерсе кайнӑ та ӗҫ малалла тапранман.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫынсем те шар курнӑ-мӗн. Кӑкшӑм юханшывӗ урлӑ выртакан кӗпер шыв айне кайнӑ-мӗн. Ҫавӑнпа ҫынсем микрорайона тата хулана каҫайман. Ун урлӑ дачӑна та ҫӳреҫҫӗ. Анчах ҫумӑрта каҫма йывӑртарах-мӗн.
Республикӑра пӗр вӑхӑт шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑран тата хӑш-пӗр районта пӗр пӗрчӗ ҫумӑр та ӳкменрен ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев хӑш-пӗр тӑрӑхра инкеклӗ лару-тӑру пулни пирки хушу алӑ пуснӑччӗ. Ку Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсене пырса тивнӗччӗ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шӑмӑршӑ районӗнче инкеклӗ лару-тӑру пулнине пӑрахӑҫланӑ. Кун пирки ЧР МЧСӗн пресс-служби пӗлтерет.
Аса илтерер: инкеклӗ лару-тӑрӑва утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче йышӑннӑччӗ. Ун чухнех пӗлтернӗччӗ — ӑна ятарлӑ хушусӑр та пӑрахӑҫламӗҫ.
Халӗ Шӑмӑршӑ районӗнче лару-тӑру лайӑхланнӑ, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе организаци ертӳҫисене тӑкака сахаллатас тӗлӗшпе ӗҫлеме хушнӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫуни икӗ ҫурта шар кӑтартнӑ. Ҫиҫӗм икӗ ҫурта ҫапнӑ. Телее, пушарта никам та суранланман. Кун пирки ЧР МЧСӗ пӗлтерет.
Ҫиҫӗме пула пушар Муркаш районӗнчи Отарккӑ ялӗнче пулнӑ. 61 ҫулти арҫыннӑн ҫурчӗ ҫунма тытӑннӑ. Ун чухне пӳртре кил хуҫин арӑмӗ, хӗрӗ тата кӗрӗвӗ пулнӑ. Пушара ҫур сехетрен сӳнтернӗ. Ҫулӑм мачча тӑррине, ҫивиттине сиен кӳнӗ.
Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче те ҫурта ҫиҫӗм ҫапнӑ. Пӳртре 50 ҫулти хӗрарӑмпа унӑн 79-ти ашшӗ пулнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма 40 минутран сӳнтернӗ. Пушар мачча тӑррине, сарая тӗп тунӑ, пӳртри стена кӑштах сиенленнӗ.
Ҫав кунах Етӗрнере те пушар тухнӑ. Унта хваттере чӗртсе янӑ теҫҫӗ. 55 ҫулти кил хуҫине пульницӑна ӑсатнӑ. Вӑл тӗтӗм-сӗрӗмпе аптӑранӑ. Хваттер самаях шар курнӑ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 520 пушар тухнӑ. Вӗсенче 53 ҫын вилнӗ, 66-шӗ аманнӑ.
Пӗр вӑхӑт шӑрах ҫанталӑк тӑнӑран чылай районта тыр-пул, пахча ҫимӗҫ типме пуҫланӑччӗ. Ял хуҫалӑхӗсем ҫумӑра тем пек кӗтрӗҫ. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, чылай районта нумай кӗтнӗ ҫумӑр тинех ҫурӗ. Анчах пурне те савӑнтарчӗ-ши вӑл?
Ӗнер Вӑрнар районӗнче те ҫумӑр самай ҫунӑ. Ку, паллах, уй-хиршӗн паха пулнӑ. Типсе ҫитнӗ тӑпра нӳрӗке тумлам юлмичченех ҫӑтнӑ. Анчах ҫумӑрпа пӗрле пӑр та ҫунӑ.
Паллах, пӑр пахча ҫимӗҫе усӑ кӳмен. Михаил Тарасов фермер кун пек пуласса шутламан та. Пӑр темиҫе минутра вӗсен купӑстине, ҫӗрулмине, кӑшманне пысӑк сиен кӳнӗ. Вӗсен ҫулҫисем вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫӗмӗрӗлнӗ.
Михаил Тарасов фермерӑн 6 гектар пахча ҫимӗҫ. Уйрӑмах вӑл купӑста ҫитӗнтерсе тупӑш тӑвать. Тухӑҫӗ ӳстӗр тесе ӑна удобренипе шӑварать, ҫум курӑкран сыхлать.
Пӑр фермер пахчине самай сиен кӳнӗ. Паллах, вӑл пӗчӗк тухӑҫ туса илме тӳр килнӗшӗн пӑшӑрханать. Ҫапах пӑр йӑлтах аркатманшӑн савӑнать.
Пӑр «Санар» агрофирмӑн уйӗнчи ҫӗрулмине те ҫӗмӗрсе пӗтернӗ.
Сӑнсем (6)
Нумаях пулмасть ҫумӑр ҫуманран Патӑрьел районӗнче инкеклӗ лару-тӑру пулнине пӗлтернӗччӗ. Паянтан, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, Шӑмӑршӑ районӗнче те инкеклӗ лару-тӑру пулнине палӑртнӑ. Вӑл 17 сехетренпе вӑя кӗнӗ. Хушӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ алӑ пуснӑ.
Ку лару-тӑрава районта чылай вӑхӑт ҫумӑр ҫуманнипе палӑртнӑ. Ҫавна пула тухӑҫлӑ тыр-пул туса илесси иккӗленӳллӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсене, предприятисемпе организацисене кун тӗлӗшпе мӗн те пулин тума хушнӑ.
Аса илтерер: Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пушар тухас хӑрушлӑх пулнӑ май ятарлӑ режим палӑртнӑ. Вӑл халӗ те вӑйра-ха. Ҫӗртме уйӑхӗн варринче Чӑваш Енре пушар тухас хӑрушлӑхӗн 4-мӗш класне палӑртнӑ. Канаш районӗнче вара — 5-мӗш класс. Ҫавна май вӑрмансенче кӑвайт чӗртме, кӑвар ҫинче апат пӗҫерме, ҫӳп-ҫапа ҫунтарма, типӗ курӑка чӗртсе яма чарнӑ. Йӗркене пӑснӑшӑн явап тыттараҫҫӗ.
Ӗнер Тутарстанри Пӑва районне кӗрекен Альших ялӗнче чӑвашсем пысӑк чӳк ирттернӗ иккен. Вырӑнти хастар Улатимӗр Бабайкин журналист пӗлтернӗ тӑрӑх — вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Пӑвари Чӑваш телекуравӗнче ӗҫленӗ — халӑх ҫамрӑк вӑкӑра пусса кӗл тунӑ пулать.
Ӗнер каҫхи вара Чӑваш Республикине ҫумӑрлӑ ҫанталӑк килнӗ — темиҫе кун шӑрӑх тӑнӑ хыҫҫӑн уй-хирсемпе вӑрмансене нӳрӗк лекнӗ. Ку ял хуҫалӑхне тӗрек пани каламасӑрах паллӑ — ав, тип ҫанталӑка пула Патӑрьел тӑрӑхӗнче инкеклӗ лару-тӑрӑва та ҫирӗплетнӗччӗ.
Аса илтерер, ӗлӗк-авал чӑвашсем ҫумӑр чӳкне вӗри те шӑрӑх тӑракан ҫанталӑк вӑхӑтӗнче ирттернӗ. Ӑна ял ҫумӗнчи ҫӑлкуҫ, юханшыв, пӗве е кӳлӗ патӗнче тунӑ. Пӑтӑпа, сӗт яшкипе, ҫӑмарта хӑпартнипе чӳкленӗ. Фольклор пухакансем лаша-вӑкӑр, така-путек панине сахал мар ҫырса пухнӑ.
Шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑран, ҫумӑр ҫуманран Патӑрьел районӗнче инкеклӗ лару-тӑру пулнине палӑртнӑ. Типӗ ҫанталӑк малалла та тӑсӑлсан районта тыр-пул пӗтме пултарать-мӗн.
Режима Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫӗртмен 26-мӗшӗнче 15 сехетре алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Лару-тӑрӑва лайӑх енне улӑштарма 6 техника, 16 ҫын тухнӑ.
Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене, вырӑнти организацисемпе предприятисене тыр-пула шӑрӑхра ҫухатасран мӗн те пулин тума сӗннӗ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Мансур Калмыков каланӑ тӑрӑх, уйсенче тыр-пул типме тытӑннӑ. Ҫулҫисем сарӑхаҫҫӗ, ҫӗрулми вӑхӑтран маларах чечеке ларнӑ. Шӑрӑх тепӗр эрне тӑрсан йӑлтах типӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, районта 40 пин гектар тыр-пул.
Пирӗн республикӑра шӑрӑх тӑнӑ, ҫумӑр ҫуман вӑхӑтра Сочие шыв илнӗ. Ку — ҫумӑра пула. Унта 1,5 уйӑхра ҫумалли ҫумӑр ӳкнӗ. Вырӑнти тӳре-шара инкеклӗ лару-тӑру пулнине палӑртнӑ.
Сочире пирӗн ентешсем те пур. Чылайӑшӗ унта ӗҫлет. Акӑ Владимир Петров «Про Город» хаҫата унти лару-тӑру пирки каласа кӑтартнӑ.
Ку пӑтӑрмах ҫӗртмен 25-мӗшӗнче пулнӑ. Сочири чылай района шыв илнӗ. Пӗр ҫын шар курнӑ.
Владимир Петрова ҫуртра пурӑнать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫумӑр ҫӗрле 1 сехетре пуҫланнӑ та тепӗр кун 13 сехетчен те чарӑнман. Владмирӑн ҫуртӗнчи пӗрремӗш хута тата тӗпеле шыв илнӗ. Вӗсем япаласене ҫӑлма тӑнӑ. Анчах чылайӑшӗ юрӑхсӑра тухнӑ. МЧС ӗҫченӗсем ҫӗрӗпех ӗҫленӗ.
Хула шыва кайнине пула Владимирсен ӗҫӗнче ӗҫлеме чарнӑ, мӗншӗн тесен складсем шыв айӗнче.
Ӗнер республикӑн ҫурҫӗр енчи районӗсенче самай вӑйлӑ ҫил алхасрӗ, тӗнче пӗтсе килнӗн вӑйлӑ ҫумӑр ҫурӗ, аслати кӗмсӗртетрӗ, ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте пӑр ҫурӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте ҫынсен ҫурт-хуралтӑ ҫивиттине илсе кайса та вӗсен хуҫисене шар кӑтартрӗ.
Аслатиллӗ ҫумӑр вӑхӑтӗнче 6 пушар тухнӑ. Пӗтӗмпе вара ӗнер республикӑра вут-ҫулӑм 11 хутчен алхаснӑ.
Пӗрремӗш пушар Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тракушкӑнь ялӗнче 16 сехетре тухнӑ. Вӑл пурӑнман ҫурта ярса илнӗ. Пушарпа кӗрешекенсем юнашар хуралтӑсене вутран ҫӑлса хӑварнӑ.
Тепӗр 34 минутран Элӗк районӗнчи Писӗп ялӗнчен шӑнкравланӑ. Унта хуралтӑсем хыпса илнӗ. Ҫулӑма сӳнтерме сехет ытла иртсе кайнӑ.
Шупашкарти хваттерсенче те ҫулӑм алхаснӑ. 17 сехет тӗлӗнче Хусанкай урамӗнчи 34-мӗш ҫуртра пӗр пӳлӗмлӗ хваттер ҫунма пуҫланӑ. Подъездра вӑйлӑ тӗтӗм тӑнине кура 12 ҫынна урама кӑларма тивнӗ. Хваттерти сӗтел-пукан, кухньӑна илемлетни ҫунса кайнӑ, чӳрече хашакӗ сиенленнӗ. Ҫав вӑхӑтрах тӗп хулари Пролетарски урамри 5-мӗш ҫуртри пӗр хваттерте кухня ҫунма тытӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |