Урамра шартлама сивӗ тӑнӑран Шупашкарта хӑш-пӗр мероприяти пулмассине пӗлтернӗ.
Кӑрлачӑн 6-8-мӗшӗсенче Николаев паркӗнче ирттерме палӑртнӑ мероприятисене пӑрахӑҫланӑ. Паян "Амазони" парк ӗҫлемен. Ахӑртнех, вӑл ыран та хупӑ пулӗ. "Планетари" кӑна ӗҫлӗ.
Лакрей вӑрманӗнче Раштав уявӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене те пӑрахӑҫланӑ. Унта паян тата ыран аттракционсем ӗҫлемеҫҫӗ.
Ыран ветерансен хушшинче ирттерме палӑртнӑ йӗлтӗр чупӑвӗ те пулмӗ.
Ӗнерхи каҫ тӗлне республикӑри виҫӗ районти хӑш-пӗр ялта электричество пулман. Муркаш, Вӑрмар тата Шӑмӑршӑ районӗсенче пурӑнакансем ҫутӑ ҫукки пирки шӑнкӑравласа пӗлтереҫҫӗ.
Паянхи ир тӗлне тӑватӑ ялта ҫутӑ пулман. Вӗсенче – 677 кил, унта 1 пин те 321 ҫын пурӑнать. Хальхи вӑхӑтра республикӑра авариллӗ 4 бригада ӗҫлет. Пӗтӗмпе – 11 ҫын, 4 техника.
Паян республикӑра каллех пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Каллех ялсем электричествӑсӑр юлнӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 6 районта пӑрлӑ ҫумӑра пула ҫутӑ сӳннӗ: Пӑрачкав, Красноармейски, Вӑрнар, Вӑрмар,Ҫӗрпӳ тата Йӗпреҫ районӗсенче. Пӗтӗмпе 225 ялта пурӑнакан 2 пин ытла ҫын (2729 кил) электричествӑсӑр юлнӑ.
Авариллӗ бригадӑсем вырӑнта ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Енре пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн чылай ялта электричество ҫук. Специалистсем талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ. Анчах ку та ҫителӗксӗр. Кӳршӗ регионсенчи специалистсене те пулӑшма чӗннӗ.
Пирӗн пата Чӗмпӗр, Сарӑту, Самар, Ӗренпур, Пенза облаҫӗсенчи бригадӑсем килеҫҫӗ. Паян кӑнтӑрла тӗлне 72 бригада, пӗтӗмпе 230 ытла ҫын, ӗҫленӗ. Кунсӑр пуҫне 92 техника тухнӑ.
Ҫанталӑка пула ялта ҫутӑ сӳнсен ҫак телефонпа шӑнкӑравламалла: 8-800-220-0-220. Тӳлевсӗр.
Пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи Хӗрлӗ Октябрь ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ахаль ларман - бензопӑчкӑ йӑтнӑ та хуҫӑлса ӳкнӗ йывӑҫ-турата пуҫтарма тухнӑ.
Ҫӗмӗрле район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем ҫула тасатнӑ.
Аса илтерер: паян ирхине хӑш-пӗр районта пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Ҫавна май 90 ял электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Юр нумай ҫунипе, пӑрлӑ ҫумӑра пула пуйӑссем те вӑхӑтра ҫӳреймеҫҫӗ. Чукун ҫул тытӑмӗнче те электричество пӗтнӗ.
"Шупашкар" чукун ҫул вокзалӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пуйӑссем 5 сехет те 10 минут кая юлса ҫитӗҫ. Ӗнер тата паян "Арзамас - Канаш" чукун ҫулӗ ҫинче пассажирсене илсе ҫӳрекен темиҫе пуйӑс тытӑнса тӑрать. "Мускав - Хусан" тата "Мускав - Шупашкар" пуйӑссене 3 сехет ытла тытса тӑнӑ. Унсӑр пуҫне тепӗр 7 пуйӑс 2-7 сехет кая юлса пынӑ.
Паян Красноармейски районӗнчи Ҫӗньял Чуракасси ялӗнче пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ҫак ҫын хыпарланӑ тӑрӑх, пӑрлӑ ҫумӑр ирхине ҫунӑ. Нумай йывӑҫ хуҫӑлса аннӑ, электричество сӳнсе ларнӑ.
"Тирек йывӑҫҫисем пӑра чӑтаймасӑр хуҫӑлаҫҫӗ. Пӑрӗ унчченхиех юлнӑ. Паян татах ҫурӗ", - хыпарланӑ халӑх корреспонденчӗ.
Республикӑра асар-писер ҫанталӑка пула 8 пин ытла ҫын ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ӗнер 42 ял-салара электричество сӳннӗ. Хӑш-пӗр ялта пӗр пайӗ кӑна ҫутӑсӑр юлнӑ.
Инеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку 9 района пырса тивнӗ: Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Муркаш, Вӑрмар, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле районӗсем. Ӗнер каҫхине электричествӑна 35 бригада юсанӑ.
Паянхи кун тӗлне 90 ял ҫутӑсар юлнӑ. Вӗсенче 26 пин ҫын пурӑнать.
Синоптиксем ҫак кунсенче пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пуррине пӗлтернӗ. Паян кӑнтӑр районӗсенче ҫумӑр ҫунӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ыран республикӑра хӑрушсӑрлӑхӑн "сарӑ" шайӗ пулассине пӗлтерет. Паян ҫӗрле тата ыран ирхине тӗтре карса илӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта 500 метртанах нимӗн те курӑнмӗ.
Паян ҫӗрле 18-23 градус сивӗ пулӗ, хӑш-пӗр вырӑнта - 25 градус таранах. Сывлӑшри нӳрӗк - 80 процент.
Асӑрханӑр: ҫул ҫинче пӑрлак.
Республикӑра 2 пин ытла ҫын ҫутӑсӑр ларать. Ку - ҫанталӑка пула. Вӑйлӑ ҫиле пула пулман ку, йывӑҫсем ҫине пӑр пухӑннӑ. Ҫавна май йывӑҫсем, туратсем хуҫӑлаҫҫӗ.
Ӗнер 10 районти 34 ялта ҫутӑ сӳннӗ. 3280 ҫуртра ҫутӑ пулман. Вӗсенче 6444 ҫын пурӑнать, вӗсенчен 789-шӗ ачасем.
Паян 11 сехет тӗлне 13 ялта электроэнерги пулман.
Республикӑра электроэнергипе ҫыхӑннӑ аварисене пӗтерес ӗҫре 4 бригада, пӗтӗмпе 11 ҫын, тата 4 техника тӑрӑшать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |