Ҫитес вӑхӑтра Чӑваш Ен урлӑ сивӗ фрончӗ иртсе кайӗ. Ҫавна май аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта – пӑр та.
Шӑматкун ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрӗ, пӑчӑ ҫанталӑк вӑхӑтлӑха сирӗлӗ. Вырсарникун ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх чакӗ, антициклон килӗ. Каллех шӑрӑх ҫитӗ, чи ӑшӑ кун ҫӗртмен 12-мӗшӗнче пулӗ – 30 градус ытла шӑрӑх тӑрӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫҫӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк сивӗтме пултарать. Ун чухне ҫумӑр та ытларах ҫӑвӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫума, ҫил вӑйланма пултарасси пирки асӑрхаттарса смс-ҫырусем ярать. Патӑрьел тӑрӑхӗнче ав пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ.
Кӑнтӑрла 12 сехет те 40 минутра Ҫӗньялта пӑр самай ӳкнӗ. Ҫакна ҫынсем ӳкерсе «Про Город» хаҫата ярса панӑ.
Паян синопиксем асӑрханма сӗнеҫҫӗ: республикӑра хӑрушсӑрлӑхӑн «сарӑ» шайӗ.
Паян кӑнтӑрла Чӑваш Енре вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать. Ҫумӑр вӑхӑтӗнче ҫил вӑйланать, ҫеккунтра 11-16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет.
Кун пек ҫанталӑкра инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухасси те часах. Ҫавӑнпа Инкеклӗ лару-тӑру министерстви аслатиллӗ ҫумӑр вӑхӑтӗнче асӑрханма ыйтать. Ҫав вӑхӑтра килте пулсан аванрах.
Ҫӗртме уйӑхӗнче ҫанталӑк мӗнле пулӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑхӑн пӗрремӗш ҫурринче чи шӑрӑх кунсем пулӗҫ. Термометр пӗр хутчен 30 градус ӑшӑ та кӑтартма пултарӗ. Вӑтамран 24-29 градус ӑшӑ тӑрӗ.
Уйӑхӑн пӗрремӗш ҫурри типӗ тӑрӗ. Ҫумӑр ытларах иккӗмӗш ҫурринче ҫӑвӗ. Ҫимӗкре, Республика кунӗнче вӑйлах ҫума пултарать. Ҫӗртмере нӳрӗк нормӑран икӗ хут ытларах пулмалла.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн ӑшӑ ҫанталӑкпах вӗҫленӗ.
Кӗҫӗр 4,5 градус кӑна ӑшӑ пулнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта тӑм ӳкнӗ. Паян ҫӗрле те сивӗрех пулӗ.
Ыран, ытларикун, кӑнтӑрла 20 градус таран ӑшӑтӗ, анчах ҫил вӑйланӗ. Юнкунран ҫуллахи пек ӑшӑ пуҫланӗ, кӑнтӑрла сывлӑш 20-25 градус таран ӑшӑнӗ, ҫӗрле – 10-15 градус таран. Ҫу уйӑхӗн 30-31-мӗшӗсенче вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ.
Ҫӗртмен 1-2-мӗшӗсенче 28 градус таран ӑшӑтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртмен пӗрремӗш декадинче ҫуллахи пек ӑшӑ пулӗ.
Паян ӑшӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран тата ӑшӑрах пулӗ. Анчах каҫ енне сивӗ фрончӗ ҫывхарӗ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ. Кӑнтӑр округсенче юнкун та ҫума пултарать.
Кӗҫнерникун кӑнтӑрла 13-15 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ, ҫӗрле – 3 градус. Хӗвел пӑхӗ.
Ҫитес канмалли кунсенче 22-27 градус таран ӑшӑтӗ, уяр пулӗ, ҫил кӑштах вӑйланӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче сивӗтӗ.
Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 10 кунра республикӑра ҫанталӑк нормӑран 2 градус сивӗрех тӑрӗ. Паян ҫумӑр ҫӑвӑть, ыран уяртӗ. Анчах сивӗрех пулӗ.
Вырсарникун ӑшӑтӗ, термометр 17-22 градус кӑтартӗ. Тунтикун тата кӑштах ӑшӑтӗ.
Эрне варринче каллех сивӗтӗ, 10-15 градус кӑна ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле – 1-3 градус. Хӑш-пӗр ҫӗрте ҫӗрле шӑнтма пултарать.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 25-26-мӗшӗсенче ӑшӑ таврӑнӗ. Ҫиллӗ пулӗ, аслати авӑтма пултарӗ. Сывлӑш 25-26 градус таран ӑшӑтӗ.
Ку эрнере пире мӗнле ҫанталӑк кӗтет? Паян ҫил ҫурҫӗр енчен пулнӑран ҫӗрле шӑнтас хӑрушлӑх пур. Ыран та паянхи пек пӗлӗтлӗ ҫанталӑк тӑрӗ, ӑшӑ фрончӗ ҫитӗ.
Юнкунпа кӗҫнерникун ҫанталӑк 13-18 градус таран ӑшӑтӗ, хӗвеллӗ пулӗ, ҫил лӑпланӗ.
Ӑшӑ таврӑнать пек. Анчах… Эрнекун каллех сивӗ фрончӗ ҫитӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ, сивӗтӗ. Вырсарникун кӑна 16-18 градус таран ӑшӑтӗ, ҫумӑр ҫумӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тепӗр эрнерен каллех сивӗтӗ, ҫӗрлесерен шӑнтӗ.
Ҫанталӑк ака уйӑхӗнчи пек сивӗ тӑрать. Ӗнер кӑштах ӑшӑтнӑ-ха, анчах паян ав Атлантика циклонӗ килнӗ – кӑнтӑр районӗсенче ҫумӑр ҫунӑ, ҫурҫӗр енче – йӗпе юр. Ҫил вӑйланнӑ, вӑл кӑштахлӑха ӑшӑ илсе килӗ.
Юнкун ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчи районсенче йӗпе юр ҫӑвӗ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче хӗвеллӗ, анчах сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Юр вӑхӑтлӑха ирӗлмесен те пултарать. Ҫил ҫурҫӗр енчен ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.
Ку эрнере питех ӑшӑтмӗ. Эрне вӗҫнелле кӑна 10-15 градус таран ӑшӑ пулӗ. Ҫу уйӑхӗн 9-10-мӗшӗсенче ҫӗрле шӑнтӗ.
Ҫанталӑк хӑҫан ӑшӑтать? Синоптиксем лӑплантаракан хыпар пӗлтермеҫҫӗ: «ҫӗмӗрт сивви» икӗ эрнене тӑсӑлӗ.
Кӗҫӗр 5 градус таран сивӗтӗ. Канмалли кунсенче кӑнтӑрла 7-12 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫумӑр ҫума тытӑнӗ, тунтикун та чарӑнмӗ. Ытларикун каҫхине каллех шӑнтӗ.
Ҫитес эрнере кӑнтӑрла 5-10 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ, каҫсерен – 0-рен пуҫласа 2 градус таран сивӗ. Йӗпе юр та ҫукалӗ.
Хӑҫан ӑшӑтӗ? Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн варринче кӑна.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |