Чӑваш Енӗн гидрометцентрӗ ырантан пирӗн республикӑра ҫанталӑк сивӗтессине пӗлтерет.
Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче улшӑнса тӑракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулмалла, юр е ҫумӑр ҫумалла мар. Ҫил тӗрлӗ енчен ылмашса вӗрӗ. Унӑн хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра 2–7 метр пулассине асӑрхаттараҫҫӗ. Каҫхине сывлӑш температури -4…-9 градус, ыран кӑнтӑрла 0…+5 градус пулӗ. Каҫхине те, ирхине те вырӑн-вырӑнпа тӗтре карса илӗ. Ҫулсем ҫинче пӑрлаклантарӗ.
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче улшӑнса тӑракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулмалла, юр та, ҫумӑр та ҫумалла мар. Ҫил каҫхине хӗвелтухӑҫӗнчен ҫеккунтра 2–7 метра хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ, кӑнтӑрла вӑл кӑнтӑр енне куҫӗ. Каҫхине сывлӑш температури -4…-9 градус, кӑнтӑрла 0…+5 градус пулӗ.
Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче те ҫанталӑк сулхӑн тӑрӗ: каҫхине -1…-6 градус хыҫҫӑн кӑнтӑрла ӑшӑтӗ.
Ҫуркунне ҫитрӗ. Юрпа пӗрле ҫулсем те ирӗлме тытӑнчӗҫ. Ку инкек республикӑри мӗнпур района пырса тивет. Кашни муниципалитетрах шӑтӑк-путӑклӑ ҫулсене курма пулать.
Вӑрнар поселокӗнчи Ленин урамӗнчи ҫул хӑрушӑ лару-тӑрура. Тӗлӗнмелле те, ӑна иртнӗ ҫул кӗркунне кӑна юсанӑ. Унтанпа вӑхӑт нумаях та иртмен — ҫул арканса пӗтнӗ.
Ленин урамӗнчи ҫула кӗркунне мӗнле юсанине ҫынсем астӑваҫҫӗ. Асфальта ҫулла илнӗ, шӑтӑк-путӑка вара кӗркунне кӑна саплама тытӑннӑ. Шел, ҫӗнелнӗ ҫул ҫуркуннеччен те чӑтайман.
Ҫав вӑхӑтрах палӑртмалла: вӑрнарсем ҫулсене мӗнле юсанипе чапа тухнӑ. Унта асфальт сарнине, тротуарсем тунине федераци каналӗпе кӑтартнӑ.
Кӑҫалхи хӗл сивӗ пуласси пирки унчченех калаҫрӗҫ. Ку тӳрре тухрӗ. Шартлама сивӗ шӑтӑртаттарать кӑна. Уйрӑмах – айлӑмра вырнаҫнӑ ялсенче. Унта ҫӗрлесерен сывлӑш температури 38 градус таран анни те пулнӑ. Юлашки 100 ҫулта Мусквра мӗнле хӗлсем пулнӑ. Хӑшӗсем асра юлнӑ?
1993-1994 ҫулсем — чи юрлӑ хӗл. Ун чухне сывлӑш температури темиҫе хутчен улшӑннӑ. Раштав, кӑрлач уйӑхӗсем ытти чухнехи пекех тӑнӑ. Анчах кӑрлач вӗҫӗнчен пуҫласа нарӑс варриччен сивӗтнӗ. Хӗле ӑсатма хатӗрленнӗ ҫеҫ — нарӑс вӗҫӗнче юр ҫума тытӑннӑ. Темиҫе кунра кӗртсем ӳссе ларнӑ – 3 ҫулти ача ҫӳллӗшех. Кунашкалли хальлӗхе пулман-ха.
1954-1955 ҫулсем — юрсӑр хӗл. Ун пекки те пулнӑ. Хӗлӗпе те 46 миллиметр хулӑнӑш юр ҫунӑ. Ҫанталӑк кӗркуннене аса илтернӗ. Кӑрлач уйӑхӗнче ҫеҫ сивӗтнӗ. 1964, 1972, 1985 ҫулсенче те юр сахал ҫунӑ.
2010-2011 ҫулсенчи хӗл мускавсемшӗн тӑкаклӑ пулнӑ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн унта пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Мускаври аэропортсем ӗҫлеменрен Мускав ҫыннисем малтанах палӑртса хунӑ ҫӗршывсене канма каяйман. Чукун ҫул вокзалӗнче те электроэнергипе йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ.
Чӑваш Енре темиҫе кун пӑрлӑ ҫумӑр ҫуни чылайӑшӗшӗн инкекпе вӗҫленнӗ. Ҫав кунсенче шкул ачисем те шар курнӑ. Юрать, вӑйлӑ аманнисемех пулман.
Шуҫлак ҫул ҫинче шкула ҫӳрекен 96 ача шар курнӑ. Вӗсен хушшинче алӑ-ура хуҫакан та пулнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 10–14-мӗшӗсенче 1077 ҫын суранланнӑ. Вӗсенчен 118-шӗ — ачасем. 93 ҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсенчен 6-шӗ — ачасем. Вилекен, телее, пулман.
Ҫанталӑк япӑх пулнӑ чухне вӗрентекенсене ачасене шкула пымалли пирки асӑрхаттарма хушнӑ. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗ патне СМС-ҫырусем янӑ, пӑрлӑ ҫанталӑкра ачасене килте лармалли пирки асӑрхаттарнӑ.
Кӑҫал «карчӑк ӑшшине» кӗтсе илеймерӗмӗр-ха. Ҫанталӑк сивӗ те ҫумӑрлӑ тӑрать. Республикӑра ӑшӑ парас ыйтӑва сӳтсе явма тытӑннӑ.
Ҫанталӑк темиҫе кун 8 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрсан хваттерсене ӑшӑпа тивӗҫтерӗҫ. Ку тапхӑра мӗнле хатӗрленни паллӑ. Чӑваш Енӗпе илес тӗк 96–99 процент хатӗр. Авӑн уйӑхӗ валли ку кӑтарту лайӑх.
Алексей Ладыков юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗҫе вӗҫлессине каланӑ. Синоптиксем авӑн уйӑхӗнче ӑшӑ пуласса шантармаҫҫӗ, ҫавна май ӑшӑ парас ӗҫе маларах куҫарма пултарӗҫ.
Канаш ҫеҫ иккӗленӳ кӑларса тӑратать. Унта 112 ҫурта «Промтрактор-Вакун» савут котельнӑйӗ ӑшӑтнӑ. Анчах пӗлтӗр вӑл ку ӗҫе тумассине пӗлтернӗ. Правительство икӗ ҫӗнӗ котельнӑй хӑпартма палӑртнӑ. Ӑна юпан 3-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Ӑшша юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗччен яма шантараҫҫӗ.
Тунтикун, ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта самаях вӑйлӑ ҫил пулнӑ. Ун чухне йывӑҫсем те ӳкнӗ, электричество пралукӗсем те сиенленнӗ.
Асар-писер ҫанталӑка пула тӗп хулари хӑш-пӗр ҫуртра пурӑнакансем ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Сосновка поселокӗнче вӑйлӑ ҫиле пула йывӑҫ шӑпах электролини ҫине тӳннӗ. Ҫакна пула ҫынсем пӗр сехет ытла ҫутӑсӑр ларнӑ.
Шупашкарти Щорс урамӗнче те йывӑҫ электропралук ҫине йӑтӑнса аннӑ. Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пралуксене пӗр сехетрех юсанӑ.
Ыран, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енре ҫанталӑк асар-писер пулаять, ҫавӑнпа асӑрханма ыйтаҫҫӗ.
Ыран пӗлӗт ҫӳллӗшӗнче сывлӑш нӳрӗ пулать, ҫавна май ҫумӑр капланать, шторм та пулаять. Кунашкал атмосферӑна пула ҫумӑр вӑйлӑ ҫӑвать. Кунашкалли иртнӗ вырсарникун та пулчӗ. Ыран ҫумӑр вӑхӑтӗнче ҫил вӑйланать, хӑш-пӗр вырӑнта пӑр ҫӑвать.
Япӑх ҫанталӑк республикӑри ҫурҫӗр енчи районсенче пулма пултарать. Анчах аслатиллӗ ҫумӑр хӑш вырӑнта пулнине тӗрӗс калама ҫук. Ыран Шупашкарта аслати ир-ирех кӗмсӗртетме тытӑнать.
Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫуллахи пек шӑрӑх ҫанталӑк тӑни, палах, ҫынсене савӑнтарать. Анчах ял хуҫалӑхӗсене ҫумӑр ҫуманни пӑшӑрхантарать. Синоптиксем канмалли кунсенче ҫумӑр ӳкессе пӗлтереҫҫӗ.
Анчах куншӑн савӑнмалла-ши? Синоптиксем шӑматкун республикӑра аслати авӑтасса, пӑр ҫума пултарасса систереҫҫӗ. Вырсарникун ҫапах ӑшӑ пулӗ, хӗвел пӑхӗ. Термометр кӑтартӑвӗ те 21-26 хисеп ҫинчех пулӗ.
Ытларикунран пуҫласа эрнекун таран сивӗ пулӗ: 15–20 градус таран ҫеҫ. Каҫсерен 3–8 градус ҫеҫ ӑшӑ тӑрӗ. Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче ҫӗрле тӑм ӳкес хӑрушлӑх пур.
Тепӗр эрне вӗҫӗнче ҫанталӑк каллех ӑшӑтасса пӗлтереҫҫӗ. Ун чухне 20-25 градус ӑшӑ пулӗ.
Кӑҫал ҫуркунне таҫта ҫӗтнӗ тейӗн — ҫанталӑк савӑнтармасть-ха. Анчах синоптиксем пӑшӑрханмалла маррине систереҫҫӗ. Кӗҫех Чӑваш Ене ӑшӑ килмелле.
Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, ҫак канмалли кунсенче термометр 15–20 градус ӑшӑ таранах хӑпармалла. Ыран республикӑра ҫанталӑк лайӑхах пулмӗ — юрпа ҫумӑр ҫӑвӗ.
Кӗҫнерникун, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, антициклон хуҫаланма пуҫлӗ. Ун чухне хӗвел пӑхӗ, 10 градус ӑшӑ пулӗ.
Акан 8-мӗшӗнче каллех ҫумӑр ҫӑвӗ. Апла пулсан та сывлӑш температури 7–12 градуса ҫитӗ.
Шӑматкун вара Ази антициклонӗ килӗ. Ун чухне типӗ, хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Сывлӑш температури те 20 градус таранах ӑшӑ пулӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал ҫанталӑк тепӗр эрне варричченех хуҫаланӗ.
Ҫул-йӗр юлашки вӑхӑтра япӑхланса кайнине урапа хуҫисем те, ҫуран ҫӳрекенсем те асӑрхаҫҫех. Асфальт ҫинче шӑтӑк-путӑк нумайланса кайнине специалистсем сывлӑш температури кӑнтӑрла тата каҫхине хӑвӑрт ылмашса тӑнипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Республикӑри ҫул-йӗр отраслӗнче тӑрӑшакансем ҫак кунсенче канмалли кунсемсӗрех ӗҫлени пирки республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви пӗлтерет. Ку сӑмаха шупашкартисем ҫинчен те калама пулать. «Дорэкс» общество кӑна, сӑмахран, ултӑ бригада таран ӗҫлеттерет. Хайхисем асфальт ҫинчи шӑтӑк-путӑка сапласа ҫӳреҫҫӗ. Ирӗлтернӗ асфальтпа тата бетонпа усӑ курса нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӗп хулара 2,6 пин тӑваткал метр ҫинче шӑтӑк-путӑка юсанӑ. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама 3,9 миллион тенкӗ тухса кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |