Синоптиксем ҫак канмалли кунсене ҫанталӑк ӑшӑтассине пӗлтереҫҫӗ-ха. Ӑшӑтни тумлам юхма пуҫлассине пӗлтермест те, анчах шартлама сивӗ чакмалла теҫҫӗ. Хальлӗхе вара ҫанталӑк сиввине кура ачасен шкула каймасан та юрани пирки аса илтерер.
Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсем 1–4-мӗш классенче вӗренекенсене 25 градусран сивӗрех пулсан шкула пыма сӗнмеҫҫӗ. 5–9-мӗш классене 30 градусран сивӗрех чух шкула каймасан юрать. Аслӑраххисене, 9–11-мӗш класра вӗренекенсене, 35 градусран иртсен килте ларма хушаҫҫӗ. Шартламана пӑхмасӑрах вӗренме талпӑнакансене каялал хӑваласа ямӗҫ — уйрӑм е ушкӑнпа заняти ирттерессине пӗлтереҫҫӗ.
Сӑмах май, сивӗ ачасене кӑна мар, аслисене те шеллемест. Шартлама вӑхӑтӗнче республикӑра 5 ҫын шӑнса вилнӗ те ӗнтӗ. Ҫавсен шутӗнче — килсӗр-ҫуртсӑр икӗ ҫын, 28 ҫулти Шупашкар арҫынни, Канаш районӗнчи Вӑтакас Татмӑш ялӗнчи тата Етӗрне районӗнчи Йӑмалӑхри 32 ҫулти тата 80-ри хӗрарӑмсем.
Шупашкар хулинче 28 ҫулти арҫын шӑнса вилнӗ. Арҫын виллине кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче ҫынсем асӑрханӑ. Тӗпчевҫӗсем вилӗмре криминал палли ҫуккине асӑрханӑ.
Ӑна юлашкинчен сывӑ курнӑ ҫын — унӑн паллакан хӗрӗ. Арҫын ирхи виҫӗ сехетре ун патӗнчен килен кайнӑ пулнӑ. Эрех ӗҫнипе ӗҫменни пирки каламан та, анчах вӑй питти арҫын хула варринче шӑнса вилни ытла та тӗлӗнтерет . Вӑл Студентсен урамӗнчи карта ҫумне тӗршӗнсе ларнӑ иккен.
Маларах Канашра килсӗр-ҫуртсӑр икӗ ҫын шӑнса вилнӗ. Вӗсем кивӗ пӗр ҫуртра ҫӗр каҫма юлнӑ пулнӑ.
«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх республикӑра хӗл ларасси хальлӗхе паллӑ мар-ха. Кану кунӗсенче те ҫанталӑк ӑшӑ пулчӗ — сывлӑш температури кӑнтӑрла +6...+8 градус, каҫхине +3...+5 градус тӑчӗ.
Ыран та республика ҫӗнӗ шторм циклонӗ ҫывхарса ҫитет, вӑл +10 градус таранах ӑшӑтӗ тата вӑйлӑ ҫил илсе килӗ.
Чӳк уйӑхӗн пӗрремӗш ҫурринче Антлатика циклонӗн витӗме сыхланса юлӗ, ҫавӑнпа та ку вӑхӑтра юр ҫумасан та пултарать.
Владимир Михайлов палӑртнӑ тӑрӑх 2006 ҫулта юр кӑрлач уйӑхӗн иккемӗш ҫурринче кӑна ҫунӑ пулнӑ. Кӑҫал та ҫавӑн пек лару-тӑру пулма пултарӗ.
Чӑваш Ене ылтӑн кӗркунне юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫитме пултарасси пирки хыпарланӑ. Синоптиксене ӗненсен, антициклон пирӗн тӑрӑха икӗ эрнелӗх хитре ҫанталӑк илсе килмелле.
Ҫанталӑк паянтан хитреленме пуҫӑнмалла теҫҫӗ-мӗн тавралӑха сӑнама ятарласа вӗреннӗ ҫынсем. Виҫмине тӗлне атмосфера пусӑмӗ 755 миллиметрпа танлашмалла. Апла тӑк ҫумӑр е йӗпе юр ҫӑвасси иртсе каймалла, анчах каҫсерен ҫанталӑк шӑнтма пуҫлӗ. Ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрнине пула сывлӑш температури 3–5 градусран ытла ӑшӑтмӗ.
Ҫумӑр пирки каласан, иртнӗ уйӑхра виҫӗ уйӑх виҫи чухлӗ ҫумӑр ҫунӑ иккен. Типӗ ҫанталӑк авӑнӑн 9-мӗшӗпе 30-мӗшӗнче кӑна пулнӑ. Тата сывлӑш температури 20 градус ӑшӑран ытла хӑпарманни те 1990 ҫултанпа пулман иккен. Авӑн уйӑхӑн 28-мӗшӗнчех юр вӗҫтерни те ир. Ун пек пулӑм юлашки хут 2000-мӗш ҫулта пулнӑ.
Ӗнер каҫхине Чӑваш Ен тӑрӑхӗнче юр ҫума тытӑннӑччӗ. Ку ҫанталӑк кӑнтӑртан килнӗ циклон иртнине пула пирӗн тӑрӑха ларнӑ — паян-ыран антициклон вӑй илмелле, вара хайхи типӗрех ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫран вӗрме тытӑннипе унти сивӗ сывлӑш пирӗн тӑрӑха ҫитнӗ — температура анса ларнипе йӗпе юр ҫыма тытӑннӑ. Ҫапла май паян ирхине ҫынсем шап-шурӑ юр айӗнчи йывӑҫсене сӑнанӑ та ӗнтӗ.
Ҫавах та ку ҫанталӑк пулӑмӗ сиен кӳнӗ-кӳнех. Симӗс ҫулҫӑ тӑкса пӗтереймен йывӑҫсемпе тӗмӗсем йывӑр йӗпе юр айне лекнӗрен хуҫӑлса пӗтнӗ. «Про-город» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Шупашкарти Семашко, 324-мӗш Стрелок дивизийӗн урамӗсенче йывӑҫсем ӳкнӗ.
Гисметео пӗлтернӗ тӑрӑх эрне вӗҫӗччен ҫанталӑк типӗ тӑрӗ, каҫхи -4 – -1 градус таран сивӗ пулӗ, кӑнтӑрла — +3 – +6. Ӑшӑрах ҫанталӑк тепӗр эрнере ҫитмелле, анчах ҫумӑрсем те пӗрле килӗҫ.
Юлашки вӑхӑтра ҫанталӑк палӑрмаллах сивӗтме пуҫларӗ. Шупашкар хулинче ырантан ӑшӑ пама йышӑннӑ. Яланхиллех чи малтан пульницӑсене, шкулсене, ача пахчисене ҫитӗ, каярах — пурӑнмалли ҫуртсемпе общество вырӑнӗсене. Хула влаҫӗсем управляющи компани, ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗсен ертӳҫисене, яваплӑ ытти органсене вӑхӑтра ӑшӑ парассипе тимлеме чӗнсе каланӑ.
Ҫак эрне вӗҫӗнче пирӗн республикӑра ҫанталӑк 5 градус ӑшӑ кӑна пулӗ. Канмалли кунсенче йӗпе юр ҫума пултарать иккен. Кун пирки «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтерни ҫине таянса Regnum информаци агентстви хыпарлать.
Паянпа ыран пирӗн республикӑра ҫумӑр уйрӑмах вӑйлӑ ҫумалла иккен. Ҫакна атлантика циклонӗ витӗм кӳрет. Эрне кун сывлӑш температури +4…+6 градуспа танлашӗ.
«Ҫумӑр ҫӑвать, ҫумӑр ҫӑвать, ҫумӑр ҫӑвать ман ҫине, Эп йӗпентӗм, эп йӗпентӗм, эп йӗпентӗм ҫумӑрпа», — Валентина Кузнецова шӑрантаракан ҫак юрӑ сӑмахӗсене паян Шупашкар хула ҫыннисен пӗр вӗҫемсӗр шӑрантармалли ҫеҫ юлнӑ. Мӗншӗн тесен паян хулана шалкам ҫумӑр шӑвӑрмаллипе шӑварнӑ. Кӑнтаралла ҫанталӑк ӑшӑтса янине пула ҫынсем тулалла ҫӳхе тумсемпе, сунчӑксем илмесӗрех тухса кайнӑ, ҫавӑнпа та вӑйлӑ ҫӑвакан ҫумӑртан чи малтанах вӗсем шар курнӑ.
Ҫынсем йӗпеннисӗр пуҫне хула урамӗсем те шыв айне пута пуҫланӑ. Сӑмахран, 16:00 сехетсем тӗлнелле вӑйлӑ ҫумӑра пула «Гостелло» чарӑну таврашӗнчи ҫул тӑрӑх ҫынсен кӑна мар урапасен те ҫӳреме май килмен. «Мир Луксор кинотеатр» чарӑну ҫывӑхӗнче те урапа ҫулӗ тӑрӑх юхакан шыва пула ҫынсен ҫул урлӑ урасане йӗпетмесӗр каҫайман.
Ҫанталӑкӗ чӑннипех те япӑх пулин те ҫапах та ҫак ҫумӑрлӑ куна ҫынсене, вӗсен пурлӑхне пӗлтерӗшлӗ шар кӑтартман тесе шанас килет.
Ку вырсарникун, ҫурлан 18-мӗшӗнче республикӑн тӗп хули хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ку уява хула ҫыннисемпе хӑнасем чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ. Анчах та пурин кӑмӑлне ӗнӗрпе паян тӑракан ӑмӑрлӑ, йӗпе ҫанталӑк хуҫать. Пурте пӗр ыйтупа кӑсӑкланаҫҫӗ: «Хула кунӗнче мӗнле ҫанталӑк пулӗ?»
Чӑваш Енӗн гидрометеоцентрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫумӑр паян-ыран кӑна ҫуса тӑрӗ. Вырсарникун вара пӗлетсем хушшинчен хӗвел тухӗ, сывлӑш температури кӑнтӑрла 21–26 градус, каҫ еннелле — 13–17 градус пулӗ. Ҫурҫӗртен килекен ҫил ҫеккунтра 5–10 метр хӑвртлӑхпа вӗрӗ.
Ҫапла вара республика ҫыннисем кулянмасӑрах, тулли кӑмӑлпа Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тума пултарӗҫ.
Кӗтмен-ҫӗртен республикӑна персе ҫитнӗ ҫумӑрлӑ, ӑмӑрлӑ кунсем ҫынсемшӗн чӑннипех те пысӑк тӗлентермӗш пулчӗ. Ара, этемӗн ҫулла чун каничен шывне те кӗрсе тухас килет, хӗвел ҫуттипе те «хӑмӑрланма» шухӑш пур.
Эрнепе тӑракан кӗрхи ҫанталӑк чылайӑшне йӑлӑхтарнӑ тесен йӑнӑш пулмӗ пуль — ҫанталӑк ӑшӑнасса кӗтсех тӑраҫҫӗ. Чӑн та, улшӑну ҫитӗ-ши?
Ырантан, ҫурлан 9-мӗшӗнчен сывлӑш температури пӗчеккӗн ӳсме тытӑнӗ иккен, 23-28 градус таранах ҫитӗ.
Чӑваш Республикин Гидроменцентӑр пуҫлӑхӗ Марина Китарьева пӗлтернӗ тӑрӑх кану кунӗсенче республика таврашӗнче сывлӑш температури кӑнтӑрла 23–28 градус таранах ӳсӗ, Шупашкарта вара 24–26 градус таран пулӗ. Каҫхине республикӑра ҫанталӑк 13–18 градуса ҫитӗ, чӑвашсен тӗп хулинче вара 15–17 градус. Ҫӑмӑр ҫӑвасси хальлехе паллӑ мар-ха. Ӑшӑ кунсем ҫывхарнине вара туллин туйса илме ҫурҫӗр ҫилӗ чарса тӑрӗ.
Ҫитес эрнен ҫур пайӗнче сывлӑш температури пӗр градуса хӑпарӗ. Кӑнтӑрла республикӑра 24–29, Шупашкарта 25–28 градус пулӗ. Вырӑн-вырӑнӑн вара 32 градуса та ҫитме пултарӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |