Тӗп хулари «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗ нумаях пулмасть хута кайрӗ. Халӗ унта пӗлтерӗшлӗ ӑмӑртусем, мероприятисем иртеҫҫӗ.
Ҫакна палӑртма кӑмӑллӑ: «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Спорт сооруженийӗсем. 2015 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ» премие тивӗҫнӗ. Унӑн учредителӗ — SportFacilities журнал.
Шупашкарти пӑр керменӗ «Ҫулталӑкри ҫитӗнӳ» номинацире ҫӗнтернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Мускаври пӗр бизнес-центрта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче вырнаҫнӑ стадионсем, парксем, йӗлтӗр комплексӗсем, хӑна ҫурчӗсем, бассейнсем тата ытти объект тӗрлӗ номинацире 56 наградӑна тивӗҫнӗ. Мала тухнисене РФ спорт министрӗн ҫумӗ Павел Новиков саламланӑ.
Паян «Чӑваш Республикин чи лайӑх патшалӑх служащийӗ» тата «Чӑваш Республикин чи лайӑх муниципалитет служащийӗ» конкурссене пӗтӗмлетнӗ.
Чи лайӑх муниципалитет служащийӗ — Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Смирнова. Ку должноҫре Ольга Геннадьевна чылай ҫул ӗҫлет.
Иккӗмӗш вырӑна Елчӗк район администрацийӗн ӗҫсен управляющийӗ Евгения Михайлова тухнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — управляющий делами Канаш район администрацийӗн тӗп специалисчӗ-эксперчӗ Елена Леонтьева.
Патшалӑхӑн чи лайӑх служащийӗ — ЧР Финанс министерствин оргпайӗн тӗп специалисчӗ Александра Соболева. Иккӗмӗш вырӑна ЧР Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Анастасия Волкова ҫӗнсе илнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — Вӗренӳ министерствин пай пуҫлӑхӗ Светлана Сырмолотова тата Экономика аталанӑвӗн министерствин пай пуҫлӑхӗ Надежда Столярова.
Сӑнсем (38)
Ҫак кунсенче Австрири Обертиллиахра Пӗтӗм тӗнчери биатлонистсен пӗрлӗхӗн Кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Унтан Чӑваш Ен спортсменки пысӑк ҫитӗнӳпе таврӑннӑ.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн биатлонистка Татьяна Акимова 20 минут та 20,9 ҫеккунтра 7,5 ҫухрӑм парӑнтарнӑ. Пӗрре те йӑнӑшман вӑл.
Татьяна Акимова хыҫҫӑн финиша Раҫҫейӗн тепӗр спортсменки Ольга Вилухина ҫитнӗ. Вӑл чӑваш спортсменкинчен 14,6 ҫеккунт ҫеҫ кая юлнӑ. Унтан финиша Итали хӗрӗ ҫитнӗ.
Тӑваттӑмӗш вырӑна та Раҫҫей спортсменки ҫӗнсе илнӗ. Вӑл — Светлана Слепцова.
Халӑх театрӗсен республикӑри фестивальне кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артисстем маларах зонӑри конкурссенче ӑмӑртнӑ. Унта мала тухнисем «Мухтав ахрӑмӗн» республикӑри фестивальне пухӑннӑ. Районсемпе хуласенчи 58 коллектив хутшӑннӑ конкурса.
Фестивале хутшӑнакансене сумлӑ тӳресенчен тӑракан комисси хак панӑ. Председателӗ СССР халӑх артистки Вера Кузьмина пулнӑ. Йыша Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Анна Кутузова тата Иван Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Геннадий Кириллов тата Владимир Григорьев, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Алина Зайцева кӗнӗ.
Тӳресем хӑй тӗллӗн вӗреннӗ сцена ӑстисен ӗҫне 20 номинаципе хакланӑ. «Пуканесен чи лайӑх спектаклӗ» номинацире I степеньлӗ диплома Улатӑрти «Искорка» пукане театрӗ ҫӗнсе илнӗ. Чи лайӑх камите те улатӑрсемех лартнӑ. Алексей Островский пьесипе лартнӑ «Праздничный сон до обеда» спектакльпе палӑрнӑ вӗсем.
Элӗкри культура ҫуртӗнчи халӑх театрне ҫӳрекен Георгий Павлов арҫын сӑнарне чи лайӑх калӑпланипе I степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.
«Эпӗ — Раҫҫей гражданинӗ». Ҫакӑн пек ятпа Чӑваш Республикинчи аслӑ классенче вӗренекен яшсемпе хӗрсем олимпиадӑна хутшӑнса хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Вӗсем Раҫҫей тата Чӑваш Республикин историйӗпе, ҫӗршывӑн тӗп саккунӗпе — Конституципе, Раҫҫейре иртекен пулӑмсемпе, политикӑри лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ тест ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Асӑннӑ конкурса Трак ен ачисем те хастар хутшӑннӑ.
Красноармейски районӗн пӗрлештернӗ командинче 5 ача кӗнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — Красноармейски шкулӗнчен, иккӗшӗ — Трак шкулӗнчен.
Ҫивӗч тупӑшура 37 командӑран Красноармейски тӑрӑхӗнчи шкул ачисем 17 вырӑн йышӑнма пултарнӑ. Тупӑшӑва хатӗрлекенӗсем маларах асӑннӑ шкулсенче общество пӗлӗвне вӗрентекен В.М. Михайлов тата В.В. Борисова пулнӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Пуласлӑх шкулӗ» IV вӗренӳ форумӗнче «Раҫҫейре хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх 100 организаци» конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: чи лайӑххисен йышне Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ те кӗнӗ. Вӑл конкурс лауреачӗ пулса тӑнӑ, «Хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх 100 организаци» конкурсӑн ылтӑн медалӗпе чысланӑ.
Пултарулӑх ҫурчӗн директорне «Ҫулталӑкри директор — 2015» хисеп паллипе чысланӑ. Ку наградӑсем хушма пӗлӳ паракан тытӑмра чи сумлисенчен пӗри шутланаҫҫӗ.
Сӑмах май, форумра «Раҫҫейри чи лайӑх ача пахчи» конкурса та пӗтӗмлетнӗ. Шупашкарти 134-мӗш ача пахчи лауреатсен йышне кӗнӗ.
Нумаях пулматсь республика шайӗнче «Аслӑ тытӑҫу» вӑйӑ иртнӗ. Ӑна «Хавал» пӗрлешӳ «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхе шкулӗ пулӑшнипе ирттернӗ. Конкурс «хулари» тата «ялти» номинацисемпе иртнӗ.
Трак тӑрӑхӗнчен вӑййа Упи шкулӗнчи «Ҫавал хумӗсем» тата Красноармейски шкулӗнчи «Кӑмӑл» ушкӑн хутшӑннӑ. Кашни ушкӑнра 5 шкул ачи пулнӑ.
Вӗренекенсем вӑйӑра 8 тӗрлӗ ӑмӑртура тупӑшнӑ.
«Килти ӗҫ» ӑмӑртура Чӑвашра кӑларнӑ таварсене рекламӑламалла тивнӗ. «Ҫавал хумӗсем» ушкӑн «Чесла» общество таварне, «Кӑмӑл» «Кетра» кирпӗч савучӗн таварне ӑнӑҫлӑ рекламӑланӑ.
Ачасем малалла «Кӑптак пуплев» ӑмӑртура тупӑшрӗҫ. Унта вӗсен предложенири сӑмахсене тӗрӗс вырнаҫтарма тивнӗ. «Диктант» ӑмӑртура вара ачасен чӑвашла ҫӑмӑлах мар текста тӗрӗс ҫырмалла пулнӑ. Кунта та Красноармейски район ачисем малти вырӑнсене йышӑннӑ.
«Аслӑ тытӑҫу» вӑйӑра ял шкулӗсем хушшинче Упи шкулӗн вӗренекенӗсем 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Хула шкулӗсем хушшинче Красноармейски шкулӗ 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Нумаях пулмасть Элӗк районӗнчи «Хӗлхем» спорт шкулӗн ҫӑмӑл атлетика секцине ҫӳрекенсем Ҫӗнӗ Шупашкарта Чӑваш Республикин кубокне ҫӗнсе илессишӗн иртнӗ финалти тӑваттӑмӗш тапхӑрне хутшӑннӑ.
Ӑмӑртӑва Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ, хӑй те спортсмен — Олимп вӑййисен чемпионки Елена Николаева уҫнӑ.
Пӗтӗмӗшле тӑватӑ тапхӑрти зачетра Чӑваш Ен кубокне Элӗк районӗнчи маттурсем — Анастасия Дубининӑпа Евгений Федоров — ҫӗнсе илнӗ. Вӗсемсӗр пуҫне Элӗкри тата тепӗр икӗ ача республика шайӗнче палӑрнӑ. Александр Свистков хӑйӗн дистанцийӗнче 3-мӗш вырӑна тухма пултарнӑ, Нелли Львова 5 ҫухрӑма утса пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Элӗксем вӗсемпе мухтаннине пӗлтереҫҫӗ.
Ӗнер Йӗпреҫ районӗнче «Хӗрарӑма чапа кӑларар» ятпа конкурс иртнӗ.
Ӑмӑртӑва тӑхӑр хӗрарӑм хутшӑннӑ: Эйпеҫ ял тӑрӑхӗнчен — Нина Дмитриева, Березовкӑран — Наталья Краснова, Пысӑк Упакассинчен — Алена Филиппова, Йӗпреҫрен — Галина Ильина, Киререн — Светлана Соловьева, Кӗлӗмкассинчен — Татьяна Орлова, Пучинкерен — Лилия Иванова, Хурамалтан — Наталия Александрова, Чӑваш Тимешрен — Надежда Евдокимова.
«Ҫулталӑк хӗрарӑмӗ — 2015» ята Пучинкери Лилия Иванова ҫӗнсе илнӗ, «Ҫулталӑк вице-хӗрарӑмӗ — 2015» ята — Чӑваш Тимешри Надежда Евдокимова.
Конкурса хутшӑннисен пултарулӑхне сумлӑ тӳресем хакланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тата ӑмӑртӑва хутшӑннисене районти тӗрлӗ тӳре-шара саламланӑ, малашне те ҫавӑн пек маттур пулма суннӑ.
Республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем час-часах тӗрлӗ конкурс ирттеҫҫӗ. Нумаях пулмасть «Тантӑш» хаҫат «Эпӗ «Тантӑша» юратататӑп» фотоконкурс йӗркеленӗ.
Ҫак конкурса республикӑри тата ун тулашӗнчи ачасем нумайӑн хутшӑнни пикри пӗлтерет пичет кӑларӑмӗ. Конкурсра ҫӗнтерес тесен «Тантӑшпа» сӑн ӳкерӗнсе ӑна мӗнлерех кӑмӑлланине хӑйне евӗр кӑтартса пама тивнӗ. Ҫӗнтерме ӑнтӑлса кашниех мӗн те пулин шухӑшласа кӑларнӑ, чи ӑнӑҫлӑ ӗҫсене редакцие ярса панӑ.
Ҫак фотоконкурса Елчӗк районӗнчи Кушкӑри вӑтам шкулти 9-мӗш класра вӗренекен Татьяна Перепелкина та хутшӑнас тенӗ. Пӗччен мар. Хӑйӗн класс ертӳҫи А.И. Портнова пулӑшса-хавхалантарса пынипе. Тӑрӑшни пикен сая кайман — конкурсра вӑл ҫӗнтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |