Даурен Куруглиев — Чӑваш Енри паллӑ спортсмен. Вӑл тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑнать. Даурен — ирӗклӗ кӗрешӳҫӗ.
Нумаях пулмасть РФ спорт министрӗ Виталий Мутко Даурен Куруглиева «Тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗ» ята парас тӗлӗшпе постановление алӑ пуснӑ.
Даурен Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти училищинче, Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 3-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа «Тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт местерӗ» ята Чӑваш Енри икӗ спортсмен тивӗҫнӗ. Тепӗр 15-шне Раҫҫей спорт мастерӗн ятне панӑ.
Канашри 3-мӗш шкултан вӗренсе тухнӑ Ангелина Иванова Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенче хӑйне евӗр рекорд лартнӑ. Вӑл виҫӗ экзаменра чи нумай балл пухнӑ.
Ангелина вырӑс чӗлхипе, обществознанипе, историпе 100 балл пухнӑ. Ку хӗрачан пӗрремӗш ҫитӗнӗвӗ мар. Ангелина 1-11-мӗш классенче шӗкӗр пиллӗкпе кӑна вӗреннӗ. Вӑл олимпиадӑсемпе конкурссенче те малти вырӑнсене йышӑннӑ. Ангелина правӑпа, обществознанипе, историпе иртнӗ олимпиадӑсенче ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ.
Палӑртмалла: Раҫҫейре ППЭне виҫӗ предметпа Кемӗр облаҫӗнчи тепӗр хӗрача та 100 баллшар илнӗ. Вӑл лицейра ӑс пухнӑ. Вӑл та Канаш хӗрӗ пекех ҫав предметсемпех чи нумай балл пухнӑ.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑлха илтмен спортсменсен йышӗнче иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче маттурлӑхӗпе палӑрнӑ.
Анастасия Мамлина чемпионатра финиша виҫҫӗмӗш ҫитсе пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Болгарири Стара-Загора хулинче иртнӗ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ та утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗччен пырӗ.
Анастасия Мамлина спортӑн йӗтре тӗкес енӗпе кӑсӑкланать. Болгарире ӑмӑрту шӑпах ҫак тӗспе иртнӗ. Анастасия хӑлха илтменнипе аптӑрать. Анчах ку ӑна спортра ҫитӗнӳсем тума пӗрре те чӑрмантармасть.
Тавралӑха хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери куна тата Эколог кунне халалласа Пӗтӗм тӗнчери «Симӗс патруль» общество организацийӗ Раҫҫейри субъектсенчи экологие тишкерсе черетлӗ танлаштарӑм хатӗрленӗ.
Чӑваш Республики списокра 7-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫапла пирӗн республика «Раҫҫейри экологи танлаштарӑмӗнче» ТОП 10 йышне кӗме пултарнӑ.
Танлаштарӑма хатӗрленӗ чухне промышленноҫпа экологи, социаллӑ экологи индексӗсене шута илнӗ. Танлаштарӑм расчетне информаципе аналитика тытӑмӗ тунӑ.
Танлаштарӑма 2007 ҫултанпа туса пыраҫҫӗ. Проекта пурнӑҫланӑ чухне патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ кураҫҫӗ. Гранта РФ Президенчӗ хушӑвӗпе килӗшӳллӗн уйӑрнӑ.
Ҫапла, Шупашкар хӗрачин ӗҫне мультфильмра усӑ курӗҫ.
Амурпа Тимур юлташсем ҫинчен калакан пластелин мультфильмӗ валли ӳкерчӗксем хатӗрлессипе Пӗтӗм тӗнчери конкурс ирттернӗ.
Унта Шупашкарта пурӑнакан Анна Орлова шкул ачи ҫӗнтернӗ. Тинӗсҫумри сафари-парк Аня ӗҫне Раҫҫейрисенчен чи лайӑххи тесе хакланӑ.
Конкурса пӗтӗмпе 9 ҫӗршывран, ҫав шутра Донецкпа Луганск хулисенчен те, арҫын ачасемпе хӗрачасем хаваспах тата хастаррӑн хутшӑннӑ. Конкурса ҫитнӗ 636 ӗҫ авторӗсем пурте ачасем. Вӗсем - 5 ҫултан пуҫласа 15 ҫулчченхи авторсем. Шупашкарти шкулсенчен пӗринче ӑс пухакан хӗрача та хӑйӗн ӳкерес ӑсталӑхне пултарулӑх конкурсӗнче, пӗтӗм тӗнче шайӗнче, тӗрӗслесе пӑхас тенӗ. Тӑрӑшни, чӑн та, сая кайман.
Ӗпхӳри П.М. Миронов ячӗллӗ чӑвашсен вырсарни шкулӗнче вӗренӳ ҫулӗнчи чи пултаруллӑ ачасене чысланӑ.
Вӗренӳре тата хулапа республикӑн культурӑпа вӗренӳ проекчӗсене хастар хутшӑннисенчен чылайӑшӗ педагогсен коллективӗн тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ.
Шкул директорӗ Иван Тарасов «Башинформ» агентствӑна пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал вунӑ ача Ольга Миронован ятарлӑ дипломне тата премине тивӗҫнӗ. Ку премие Пушкӑртстанри чӑвашсен «Канаш» ӗҫтӑвкомӗ Расҫей математикӗн Павел Мироновӑн мӑшӑрӗн Ольга Миронован (Думнован) 140 ҫулхине халалласа ҫирӗплетнӗ.
Вӑл Мариинскинчи хӗрарӑмсен гимназине кӗмӗл медальпе вӗренсе пӗтернӗ. Унтах географи вӗрентекенӗнче тӑрӑшнӑ. Вӑл — «География Уфимской губернии» тата «География Башкирской АССР» кӗнекесен авторӗ. Ӗпхӳри чӑваш педтехникумра та преподавательте вӑй хунӑ. Ӗҫлӗх Хӗрлӗ ялав орденне тивӗҫнӗ.
Шупашкарти кадетсен 14-мӗш шкулӗнче вӗренекен Кристина Кузьминан ӗҫӗ (унччен вӑл республика шайӗнче мала тухнӑччӗ) РФ ШӖМӗ ирттернӗ конкурсра чи лайӑх 10 ӗҫсен йышне кӗнӗ. «Степа пичче полицейски» конкурса 94 ӗҫ финала тухнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи сасӑлавра чи лайӑххисене палӑртнӑ. 10 ӗҫсен йышне пирӗн ентешӗнни те кӗнӗ. Раҫҫей шайӗнче иртнӗ конкурса 5 пин ытла ӗҫ ярса панӑ. Ачасем пластилинран, тӑмран, ытти материалтан пуканесем, полицейскисем, ӑсталнӑ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисен йышне Тутар, Пушкӑрт, Карачай-Черкес республикисенчи, Чулхула, Самар, Свердловск, Мурманск облаҫӗсенчи, Ханты-Манси автономи округӗнчи, Пермь крайӗнчи ачасем кӗнӗ. Вӗсене РФ ШӖМӗ парнесемпе хавхалантарӗ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Волгоград хулинче марафон енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ вӗҫленнӗ. 42 ҫухрӑм та 195 метрлӑ дистанцире Раҫҫей спорт мастерӗ, Лондонра иртнӗ Олимп вӑййисенче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ Татьяна Архипова ҫӗнтерӳҫӗ ятне илтнӗ.
Вӑрмар районӗнче ҫуралса ӳснӗскер хальхинче марафон дистанцине 2 сехет те 28,34 минут чупнӑ. Финиша ун хыҫҫӑн каллех чӑваш спортсменки ҫитнӗ. Вӑл — Алина Прокопьева. Пирӗн ентешсем Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ палӑртнӑ норматива пурнӑҫланӑ. Апла вӗсен кӑҫал Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнас шанчӑк пур.
Марафонра Татьяна Архипова старт парсанах мала кайнӑ. Финиша ҫитес умӗн унран Алина Прокопьева ҫеҫ юлман. Вӑл Татьянӑна 25 ҫеккунт ҫеҫ выляса янӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Челепи хӗрӗ Наталья Старкова йышӑннӑ.
Куславкка хӗрӗ Испанири Малага хулинчен ылтӑнпа таврӑннӑ.
Унта пауэрлифтинг енӗпе ҫамрӑксемпе 19-а ҫитмен юниорсем хушшинче Европа чемпионачӗ иртнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ ҫичӗ спортсмен хушшинче Чӑваш Енри, тӗрӗсрех, Куславкка районӗнчи «Атӑл» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗн воспитанници Полина Кириллова та пулнӑ.
43 килограмран ҫӑмӑлраххисен хушшинче Куславккари 19 ҫулти хӗр виҫӗ енлӗ тупӑшура пурӗ 285 килограмм ҫӗкленӗ те ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ. Унччен Полина ун пек шайри ӑмӑртусене хутшӑнман.
Европа чемпионатӗнче тупӑшиччен ҫамрӑк спортсменка Раҫҫейре хӑйӗн виҫе категорийӗнче чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ. Сӑмах май каласан, ӑна Куславккари Дмитрий Соловьёв ҫамрӑк тренер спортри ӑсталӑха туптама пулӑшать.
Шупашкарти тӗрлӗ шкулта вӗренекен сакӑр ача Михаил Ломоносов ҫулӗпе кайнӑ. Професси енчен мар-ха. Ятарлӑ конкурсра ҫӗнтерсе «Ломоносовский обоз. Дорога в будущее» (чӑв. Ломоносов тиевӗ. Малашлӑх ҫулӗ) проекта кӗнӗ.
Унта лекиччен вӗсем Ломоносов конкурсӑн куҫӑнсӑр тапхӑрӗнче тупӑшнӑ. Шупашкар ачисене илсен, 17 шкулти 9–10-мӗш классенче вӗренекен 70 ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен саккӑрӑшне проекта суйласа илӗ. Вӗсем хулари 10-мӗш, 20-мӗш, 40-мӗш, 59-мӗш, 61-мӗш шкулсенчен тата 4-мӗшпе 44-мӗш лицейсенчен. Ҫӗнтерӳҫӗсем ҫамрӑк Михаил Лермонтов Холмогортан Мускава Славян-грек-латин академине вӗренме кӗме 1730-мӗш ҫулта кайнӑ ҫулпа курса ҫӳренӗ. Архангельскран хускалнӑскерсем Емецк, Вельск, Верховажье, Вологда, Ярославль, Аслӑ Ростов, Переславль-Залесский тата ытти хулана курнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |