Чӑваш Енри виҫӗ самбистка ҫамрӑксен тӗнчери ӑмӑртӑвӗнчен ылтӑн медальсемпе килнӗ. Румынире иртнӗ тупӑшӑва 30 ҫӗршыври 374 спортсмен хутшӑннӑ.
Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 10-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Вера Лоткова, Наталия Степанова тата Регина Миндубаева пухмача медальсемпе пуянлатнӑ. Пӗрремӗш кунхинех пирӗн ҫӗршыв пухмачӗ 11 ылтӑн медальпе тулнӑ. Кунашкал медале Регина Миндубаева та ҫӗнсе илнӗ.
Иккӗмӗш кунхине кавир ҫине Наталия Степанова тухнӑ. Вӑл 48 килограмм тайман виҫе категорийӗнче пьедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ. Вера Лоткова та ҫак виҫе категорийӗнче ҫӗнтернӗ.
Палӑртса хӑвармалла: пирӗн виҫӗ спортсменка та Сергей Пегасов тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ.
Мускав облаҫӗнче «Чи лайӑх тухтӑр» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Вӗсене ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Вероника Скворцова саламланӑ.
Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн паталогоанатоми уйрӑмӗн заведующийӗ Евгений Москвичев «Чи лайӑх эксперт» номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Евгений Москвичевшӑн ку конкурс пысӑк савӑнӑҫ. Ара, ҫӗнтерӳҫӗсене чиновниксемпе пациентсем мар, ӗҫтешӗсем — тухтӑрсем — суйлаҫҫӗ вӗт.
Евгений Москвичев диспансерта 2003 ҫултанпа ӗҫлет. Халӗ вӑл — ҫав пульницӑри уйрӑмӑн заведующийӗ.
«Васкавлӑ медпулӑшури чи лайӑх тухтӑр» номинацире республикӑри васкавлӑ медпулӑшу станцин васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗ Маргарита Давыдова иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче 29 ҫул ӗҫлет.
Конкурса 2000 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. 2011 ҫултанпа вара чи лайӑх тухтӑрсене укҫан та хавхалантараҫҫӗ.
Чӑваш Енри журналистсем Раҫҫейри конкурссенче ҫӗнтернине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах та пӗлтернӗччӗ-ха.
Утӑ уйӑхӗнче «Патриот России» (чӑв. Раҫҫейӗн патриочӗ) Раҫҫейри XV конкурса пӗтӗмлетнӗччӗ те унта республикӑри икӗ журналист палӑрнӑччӗ. Вӑл вӑхӑтра «Республика» хаҫатра ӗҫленӗ Эрбина Никитина журналист, философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ унта «Служу Отечеству» (чӑв. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлетӗп) номинацире «Хаҫат» категорире ылтӑн медале тивӗҫрӗ. Чӑваш телерадиокомпанийӗн редакторӗн Анастасия Акшарован радиопрограммине кӗмӗл медальпе хакланӑччӗ.
Халӗ вара «Моя земля — Россия» (чӑв. Манӑн ҫӗр — Раҫҫей) пӗтӗм Раҫҫейри конкурсран Чӑваш Енӗн Наци радиовӗн журналисчӗ Владимир Егоров «За лучшее освещение развития малого предпринимательства и кооперации на селе» (чӑв. Пӗчӗк предпринимательлӗхе тата ялта кооперацие аталантарнине чи лайӑх ҫутатни) номинацире ҫӗнтернӗ.
Чӑваш режиссерӗн «Там, где тебя нет» (чӑв. Эсӗ ҫук вырӑнта) фильмӗ Тамбовра иртнӗ кинофестивальте ятарлӑ парнене тивӗҫнӗ. Кинокартинӑна ятарласа Ҫӗмӗрле хули 100 ҫул тултарнине халалласа ӳкернӗ.
Юрий Спиридоновӑн ӗҫне жюри тивӗҫлипе хакланӑ. Фестивальте фильм куракансен кӑмӑлне кайнӑ, ҫавна май ӑна ятарлӑ дипломпа чысланӑ. Картинӑна «Чӑвашфильм» киностудипе пӗрле хатӗрленӗ. Экспертсем киностудин ӗҫне тата регионти кино аталанӑвне пысӑк хак панӑ.
Чӑваш кинорежиссерӗсем постановкӑра социаллӑ темӑна хускатнӑ. Фильм — сусӑр ҫамрӑк пирки. Вӑл пурнӑҫа епле йышӑннине кӑтартма тӑрӑшнӑ. Хальлӗхе картина тӗнче тетелӗнче ҫук.
Рио-де-Жанейрӑра Паралимпиада иртнӗ вӑхӑтра Мускавра спортӑн ҫак тӗсӗсемпе альтернативлӑ вӑйӑсем иртнӗ. Унта Чӑваш Енрен Елена Свиридова (Иванова) тата унӑн мӑшӑрӗ Владимир Свиридов хутшӑннӑ.
Владимир тӗнче рекордне ҫӗнетсе палӑрма пултарнӑ. Вӑл йӗтре тӗксе мала тухнӑ. Владимир Свиридов — ҫӑмӑл атлет, 2012 ҫулта Лондонра иртнӗ Паралимпиадӑра пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Новочеркасск хулинчен, спортпа 12 ҫултах туслашнӑ. 2012 ҫулта Владимир Паралимп чемпионкине Елена Ивановӑна качча илнӗ. 2013 ҫулта вӗсен Владислав ывӑл ҫуралнӑ.
Ӑмӑртӑва пӗтӗмпе 266 спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсем Раҫҫейри 55 регионтан килнӗ. Ҫакна Риори Паралимп вӑййисене каяйман спортсменсем валли йӗркеленӗ.
Нумаях пулмасть тӗнче шайӗнче шашка енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Пирӗн ентешсем унтан таврӑннӑ. Пушӑ алӑпа килмен вӗсем.
Ӑмӑрту Болгарире ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ та авӑнӑн 2-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Унта 17 ҫӗршыври 260 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Шашка енӗпе Азербайджан, Беларуҫ, Болгари, Латви, Литва, Эстони, Польша, Германи, Франци, Израиль, Украина, Молдова, Румыни, Казахстан, Узбекистан, Туркменистан тата Раҫҫей спортсменӗсем вӑй виҫнӗ.
Чӑваш шашисчӗсем ӑмӑртуран 5 ылтӑн медаль илсе килнӗ. 8 ҫулти Артем Тихонов черетлӗ ҫитӗнӗвӗпе савӑнтарнӑ. Вӑл 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Даниил Леонидов та каллех маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Вӑл ылтӑн тата кӗмӗл медальсене тивӗҫнӗ.
Нумаях пулмасть Исландире пауэрлифтинг енӗпе Европа чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Чӑваш спортсменкисем унтан икӗ медальпе таврӑннӑ.
Тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Анастасия Петрова тата РФ спорт мастерӗ Екатерина Николаева Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. ЧР Спорт министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, Анастасия Петрова 145 килограмм таякан штангӑна парӑнтарса ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Екатерина Николаева 63 килограмм тайман виҫе категорийенче вӑй виҫнӗ. Вӑл пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.
Командӑсен пӗтӗмӗшле зачетӗнче Раҫҫей пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗшне — Швеци, виҫҫӗмӗшне Норвеги тухнӑ.
Тутарстан Республикинчи Кукмор районӗнче дояркӑсен хушшинче нумаях пулмасть ӑмӑрту иртнӗ. Ӗне пуринчен лайӑх сӑвакансен ӑмӑртӑвне асӑннӑ республикӑри Нурлат районӗнчи Уксӑмлӑ чӑваш ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Оксана Охонтикова А.И. Сулейманов фермер хуҫалӑхӗнче 18 ҫул ытла ӗҫлет иккен. Ӗне сӑвакансен республика конкурсне кӑҫал вӑл та хутшӑнма тивӗҫнӗ.
«Теорипе практика пайне тивӗҫлӗн иртсе Оксана ытти дояркӑсемпе пӗрле сӑвӑм залӗнче ӑмӑртнӑ. Опытлӑ ӗне сӑваканӑн ӑсталӑхӗ ӑна ӑмӑртура 3-мӗш вырӑн йышӑнма май панӑ. Виҫӗ ача амӑшӗ яла дипломпа тата ятарлӑ парнепе таврӑннӑ», — тесе ҫырнӑ ырӑ хыпар пирки Тутарстанра тухса тӑракан «Сувар» хаҫат хӑйӗн черетлӗ ҫӗнӗ номерӗнче.
Спорта юратакансем кӑна мар, унпа пачах туслӑ маррисем те ҫак кунсенче Рио-де-Жанейрори Олимпиадӑна май килнӗ таран сиктермесӗр пӑхаҫҫӗ.
Раҫҫей спортсменӗсен ҫитӗнӗвӗшӗн пирӗнтен кашниех хӑпартланать пулӗ. Маттурсем хушшинче Чӑвашран тухнисем те пур. Ӗнер пирӗн ҫӗршыв гимнасчӗсенчен каччӑсем кӑна мар, хӗрсем те ушкӑнри нумай енлӗ тупӑшура кӗмӗл медале тивӗҫрӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗ-хӗрсен хушшинче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ Дарья Спиридонова та пур. Хӑйӗн спортри пултарулӑхне пике Мускаври спорт шкулӗнче туптанӑ.
Кӗмӗл медальшӗн кӗрешнӗ йышра ҫавӑн пекех — Алия Мустафина, Ангелина Мельникова, Мария Пасека тата Седа Тутхалян.
Олимпиадӑна кайма тивӗҫнӗ Чӑвашри тепӗр хӗр, Улатӑрти ача-пӑча спорт шкулӗнчен тухнӑ Евгения Шелгунова, саппас ушкӑнра пулнӑ.
Азербайджанра пылак ҫимӗҫсен виҫҫӗмӗш фестивалӗ иртнӗ. Раҫҫей чысне унта Чӑваш Ен команди хӳтӗленӗ.
Республикӑри кулинарсен ассоциацийӗ (ӑна Николай Уездный ертсе пырать) конкурса «Планета» кондитерскин, «Телей» кафен тата Йӗпреҫри райпон ҫимӗҫӗсене илсе кайнӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: фестивальте пӗрремӗш вырӑна «Планета» тухнӑ. Иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене «Телей» кафе тата Йӗпреҫри райпо тивӗҫнӗ.
Каласа хӑвармалла: конкурса Францири, Грецири, Индонезири, Индири, Иранри, Узбекистанри, Украинӑри командӑсем хутшӑннӑ. Паллах, Азербайджан кондитерӗсем те вӗсемпе тупӑшнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |