Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин чӑваш спортсменкине Лана Прусаковӑна ҫӗнтерӳпе саламланӑ.
Аса илтерер, Красноярск хулинче ҫак кунсенче Пӗтӗм тӗнчери хӗллехи Универсиада пырать. Унта пирӗн тӑватӑ спортсмен вӑй виҫет: Лана Прусакова, Кристина Кускава, Алексей Петров тата Дмитирий Мулендеев. Лана Прусаковӑпа Дмитрий Мулендеев — фристайлҫӑсем, Кристина Кускова — йӗлтӗрҫӗ, Алексей Петров — биатлонист.
Лана Прусакова ӗнер фристайлӑн слоуп-стайл енӗпе ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Ҫав ятпа ун валли РФ Президенчӗ Владимир Путин телеграмма хатӗрленӗ. Саламра ҫак шухӑша палӑртнӑ: «Яваплӑ ҫак ӑмӑртура эсир умри тӗллеве пурнӑҫларӑр, хитре ҫӗнтертӗр, куракансене асра юлмалла ӑмӑртрӑр».
Лана Прусакова, сӑмах май, унччен те сахал мар ҫитӗнӳ тунӑ.
Хусан хулинче самбо енӗпе хӗрарӑмсен тата арҫынсен хушшинче Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Унта 62 килограмчченхи виҫере ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ Александр Фёдоров тӗнче чемпионатне тухса кайӗ.
Хусанти ӑмӑрту пирӗн республика спортсменӗсене ӑннӑ. Унта вӗсем виҫӗ ылтӑн, пӗр кӗмӗл тата пӗр бронза медальсене тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑрту пуш уйӑхӗн 2-4-мӗшӗсенче Хусанти «Ак Барс» кӗрешӳ керменӗнче иртнӗ. Виҫӗ кунта ҫӗршыври пин ытла самбист 108 медальшӗн кӗрешнӗ. Вӗсем Хихонта иртекен Европа, Сеулти тӗнче чемпионачӗсене кайма путевкӑсем ҫӗнсе илессишӗн те тупӑшнӑ.
48 килограмчченхи виҫере Елена Бондарева ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ, 68 килограмчченхи виҫере арҫынсенчен — Александр Бондарев. Вера Лоткова тата Надежда Степанова 52 килограмчченхи виҫере кӗрешсе кӗмӗл (Вера) тата бронзӑна (Надежда) медальсене тивӗҫнӗ.
Чӑваш Ен спортсменки Анжелика Сидорова тӗрлӗ ӑмӑртура ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑвать. Халӗ вӑл Европа чемпионки ята иккӗмӗш хутчен тивӗҫнӗ.
Анжелика Сидорова шӑчӑпа сикекенсен Шотландири Глазго хулинчи ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Спорт тупӑшӑвӗ ӗнер, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, вӗҫленнӗ.
Европа чемпионатне ентешӗмӗр Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗнче нейтралитет ялавӗпе хутшӑннӑ. Мускавпа Чӑваш Ен чысне хӳтӗлекенскер 4 метр та 85 сантиметр ҫӳллӗшне ҫӑмӑллӑн ҫӗннӗ. Ылтӑн медале тата Европа чемпионӗн титулне иккӗмӗш хутчен тивӗҫнӗ.
Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче вӑл Раҫҫей кубокӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗччӗ. Ун чухне вӑл шӑчӑпа 4,65 метр ҫӳллӗшне сикнӗччӗ. Кайран вӑл Европа чемпионатне тухса кайнӑччӗ.
Красноярск хулинче пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ XXIX Пӗтӗм тӗнчери хӗллехи Универсиадӑра Чӑваш Енӗн тӑватӑ спортсменӗ вӑй виҫнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ_.
Пирӗннисенчен ӑмӑртӑва чи малтан Кристина Кускова хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗлтӗрпе тупӑшакансем персьютра 5 тата 10 километра ирӗклӗ мелпе чупнӑ. Пирӗн ентешӗмӗр ҫиччӗмӗш вырӑна тухнӑ. Апла пулсан Кристина Кускова XXIX Пӗтӗм тӗнчери хӗллехи Универсиадӑра чи вӑйлӑ 10 йӗлтӗрҫӗ шутне лекнине эпир хӑпартлансах пӗлтеретпӗр.
Аса илтерер, Чӑваш Республикинчен кӑҫалхи хӗллехи Универсиадӑна Лана Прусаковӑпа Дмитрий Мулендеев фристайлҫӑсем, Кристина Кускова йӗлтӗрҫӗ тата Алексей Петров биатлонист хутшӑнаҫҫӗ.
Тутар Республикин вӗренӳ министерстви пулӑшнипе Пӑва хулинчи Р. Сагдеев ячӗпе хисепленекен шкулта кашни ҫулах ачасен ӑслӑлӑхпа тӗпчев конференцийӗ, Шәҗәрәләр — нәсел агачы» (чӑв. Несӗл йывӑҫӗ), иртет. Кӑҫалхипе вӑл 5-мӗш хут пулчӗ. Ку конференцие хутшӑнма малтанах тӗпчев ӗҫне куҫӑмсӑр майпа хаклаҫҫӗ, ҫителӗклӗ баллсем пуҫтарсан куҫӑмлӑ тапхӑра чӗнеҫҫӗ. Чӑваш Республикинчен конкурса 3 ача ҫеҫ кайма тивӗҫ пулнӑ. Шупашкар хулинчи 33-мӗш шкулта 6-мӗш класра вӗренекен Бронникова Александра та (тепӗр иккӗшӗ Патӑрьел районӗн тутарӗсем) куҫӑмсӑр этапа хутшӑнса чӳкӗн 15-мӗшӗнче хӑйӗн ертӳҫипе, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ирина Алексеевна Диаровӑпа, Тутар Республикине Пӑва хулине куҫӑмлӑ тапхӑра тухса кайрӗҫ. 2-мӗш тапхӑра 134 вӗренекен тӗрлӗ регионтан килсе ҫитнӗ. Конференцире 4 секци ӗҫленӗ. Александра хутшӑнакан секцире пурӗ 54 вӗренекен пулнӑ. Вӗсем — 5–11 классенче вӗренекенсем.
Александра Бронникова «Манӑн ватӑ асанне — тыл ӗҫченӗ» темӑпа хӳтӗленсе призер ятне тивӗҫнӗ. «Маттур вӗренекене тата унӑн вӗрентекенне саламлатпӑр, малашнехи ӗҫсенче ҫитӗнӳсем сунатпӑр!
Паллӑ ӳнерҫӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш халӑх художникӗ, профессор Праски Витти (Виталий Петров) Чӑваш Республикин патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Ӑна сумлӑ премие тата хисеплӗ ята «Несӗлсем патне таврӑнни» ятпа хатӗрленӗ ӳнер ӗҫӗсен ярӑмӗшӗн панӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ятарлӑ хушу алӑ пуснӑ.
Праски Виттисӗр пуҫне премие тепӗр иккӗн тивӗҫнӗ. Философи ӑслӑлӑхӗсен кандидатне, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доцентне Герольд Плечова ӑна Иван Яковлевӑн пултарулӑхне тишкерсе наука ӗҫӗсем ҫырнӑшӑн панӑ. Техника ӑслӑлӑхӗсен докторне, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорне Александр Афанасьева вара — электромеханика енӗпе сумлӑ монографи ҫырнӑшӑн.
Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче Хабаровск хулинче самбо енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Спортӑн ҫак енӗпе хӑйсен вӑйне кӑтартма унта мӗнпур регионтан пин ытла спортсмен пухӑннӑ.
Чӑваш Енӗн самбисчӗсем те ӑмӑртӑва ӑнӑҫлӑ хутшӑннӑ. 68 килограмм виҫеллисен хушшинче Александр Бондарев бронза медале тивӗҫнӗ, 52 килограмлӑ хӗрарӑмсен хушшинче кӗрешнӗ Вера Лоткова та чӑннипех палӑрнӑ: вӑл та бронза медаль ҫӗнсе илнӗ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи маттурсем пӗлтӗр те ӑнӑҫлӑ кӗрешнӗ. Раҫҫейӗн кубокӗнче Александр Бондарев 68 килограмлӑ виҫере ҫӗнтернӗ. Вера Лоткова ун чухне 48 килограмлӑ виҫере кӗрешнӗ, ентешӗмӗр юниорсен тӗнче ӑмӑртӑвӗнче тата Европа кубокӗнче мала тухнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 2000-мӗш ҫулта ҫуралнӑ, Ҫамрӑксен 2016 ҫулхи Хӗллехи Олимп вӑййинче ҫӗнтернӗ, Раҫҫейӗн темиҫе хут чемпионки, Раҫҫейӗн спорт маҫтӑрӗ, 17-ри Лана Прусакова слоупстайл енӗпе иртекен Тӗнче кубокӗн V тапхӑрӗнче ӗнер финала лекнӗ. Америкӑри Лейк-Плэсид ялӗнче пыракан ӑмӑртӑвӑн квалификаци тапхӑрӗнче вӑл ҫиччӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Анчах финалта, шел те, ентешӗмӗр ҫӗнтереймен.
Йӗлтӗр акробатики енӗпе Лана Прусакова квалификаци суйлавӗнче 87,66 балл пухнӑ. Ытти фристайлисткӑпа танлаштарсан ҫакӑ — чи лайӑх кӑтарту. Тӗнче кубокӗн пӗтӗмӗшле зачетӗнче Лана Прусакова хальлӗхе 11-мӗш вырӑн йышӑнать.
Фристайлист-арҫынсенчен Тӗнче кубокӗн V тапхӑрӗнче Раҫҫей спортсменӗ Максим Буров мала тухнӑ. Вӑл «Хрусталь глобуса» ҫӗнсе илнӗ.
Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑчӗ ялӗнчи вӑтам шкул директорӗ Гельнур Сабитова «Пӗтӗм Раҫҫейри «2017 ҫулхи шкул директорӗ» конкурсӑн дипломанчӗ» ята ҫӗнсе илнӗ.
Патӑрьел районӗн официаллӑ сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи конкурс «Раҫҫейри шкул: ӑнӑҫу меслечӗсем» темӑпа иртнӗ. Пултарулӑх тупӑшӑвӗн пӗрремӗш тапхӑрӗнче Гельнур Нурулловна «Япӑх вӗренекенсӗр шкул: ертсе пырас ӗҫри ӑсталӑхӑм» ятлӑ эссе хайланӑ. Иккӗмӗш тапхӑрта «Шкул ҫитӗнӗвӗсенче манӑн тӳпе те пур» ятпа хатӗрленӗ видеоматериалсене тӑратнӑ.
Палӑртса хӑварар, Пӗтӗм ҫӗршыври «Шкул директорӗ» конкурса Раҫҫей Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви тата «Сентябрь» издательство ҫулленех ирттереҫҫӗ. 2016 ҫултанпа йӗркеленекенскере вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫисен курӑмлӑ ҫитӗнӗвӗсене асӑрхас тӗллевпе пуҫарнӑ.
Шупашкарти Роман Ефимов Ухӑран перессипе иртнӗ хӗллехи Раҫҫей кубокӗнче «кӗмӗл» медаль ҫӗнсе илнӗ. Унта 30 ытла регионти 73 спортсмен хутшӑннӑ.
17-ри маттур каччи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче пуҫланнӑ ӑмӑртӑвӑн паянхи кунӗнче лайӑх пенипе палӑрнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Романӑн Ухӑҫӑсен пӗтӗм тӗнчери турнирне хутшӑнма тивӗ. Тепӗр виҫӗ кунтан Раҫҫейӗн чемпионачӗпе первенстви иртӗ. Унта вӑл каясси хальлӗхе паллӑ мар, мӗншӗн тесен республикӑн Спорт министерстви кун пирки пӗлтермен.
Роман Ефимов Ирина Солдатова ячӗллӗ сӗтелҫи теннис тата ухӑран перессипе ӑсталӑха туптаттаракан олимп резервӗн шкулӗнче вӗренет. Унӑн тренерӗ — Максим Яриков.
Роман Ефимов – ухӑран перессипе Раҫҫей спорт мастерӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |