Шупашкарти ҫулсене пахалӑхне ӗнер лазерпа пахалама пуҫланӑ. Тӗрӗслевҫӗсемпе пӗрле Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та ҫӳренӗ.
Лазерпа тӗрӗслемелли хатӗре пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре ҫӑмӑллӑнах куҫарма пулать. Шупашкарти ҫулсене унпа пахаличчен республикӑ тӗп хулинчи тӳре-шара Челепӗрти экспертсемпе калаҫнӑ. Унтисен федераци трассисене лазерпа тӗрӗслес опыт унччен те пулнӑ-мӗн.
Халӗ, ав, лазер Шупашкарти ҫулсене пахаланӑ. Ятарлӑ машинӑпа ҫыхӑнтарнӑскер сехетре 40 километртан ытла мар хӑвӑртлӑхпа ҫӳрет. Ҫула май вӑл кашни шӑтӑк-путӑка виҫсе пырать.
Ҫӗркаҫри тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Шупашкарта нумаях пулмасть юсанӑ Дзержинский урамне, Ҫамрӑксен тӑкӑрлӑкне тата Ашмарин урамне хакланӑ, ҫитменлӗхсене те палӑрнӑ.
Шупашкар хулинче ҫӗнӗ ҫулсем тума палӑртаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра хула администрацийӗнче пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗр тытӑмӗсен проектлас умӗнхи ӗҫӗсене хатӗрлеҫҫӗ.
Тума палӑртнӑ ҫулсенчен хӑшӗ-пӗрин проекчӗсем хатӗр, теприсем тӗлӗшпе аукцион йӗркелеме пуҫланӑ.
Хулара тӗпрен ҫак вырӑнсене ҫӗнетме тата тума палӑртнӑ:
○ Электроаппараткинчен бульварне тӑватӑ йӗрлӗ тӑвасси;
○ Иван Яковлев проспектне тӗпрен ҫӗнетесси (Канаш ҫулӗнчен пуҫласа 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспекчӗпе хӗресленекен ҫавра таран; проектне хатӗрлеме ҫывӑх вӑхӑтра конкурс пуҫарӗҫ);
○ Соляново тӑкӑрлӑкри ҫула ҫӗнетесси (проект хатӗрлеме пуҫлӗҫ);
○ 30-мӗш автоҫула оперӑпа балет театрӗ таран туса ҫитересси (проект ӗҫне хатӗрлеме пуҫлӗҫ);
○ Карл Маркс урамӗпе Ярославль урамне ҫыхӑнтарас ӗҫ (проект ӗҫӗ вӗҫленнӗ, ҫула ҫывӑх вӑхӑтра тума пуҫлӗҫ);
○ Станциҫум урамӗнчи ҫула ҫӗнетесси (База тӑкӑрлӑкӗнчен пуҫласа Хӗллехи спорт тӗсӗсен центрӗ таран; проект ӗҫне пуҫлаҫҫӗ);
○ виҫҫӗмӗш транспорт унки валли техникӑпа экономика тӗлӗшӗнчен сӑлтавласа хутсем хатӗрлеме пуҫлаҫҫӗ.
Чӑваш Енре ҫул ҫинче авари пулнӑ. Хальхинче чӑваш эстрада юрӑҫин машини сиенленнӗ.
Ку канмалли кунсенче Куславкка хулинче пулнӑ. Халӑх юратакан чӑваш эстрадинчи пӗр юрӑҫӑн Kia Sportage машини шар курнӑ.
Артист Куславккана корпоратив ирттерме кайнӑ пулнӑ. Хайхискер хӑйӗн машинине кафе умне лартнӑ. Ун ҫине вара ӳсер водитель пӗтӗм вӑйран кӗрсе кайнӑ. Машинӑна карта урлӑ кафе территоринех кӗртсе янӑ вӑл.
Артист иномаркипе авари пулнине корпоратив хыҫҫӑн кӑна пӗлнӗ. Халӗ вӑл страхлав компанине ыйту ҫырнӑ. Тӑкак виҫине хальлӗхе палӑртман-ха.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Пӗрлӗхӗ Раҫҫей» партин ертӳҫин республикӑри йышӑну пӳлӗмӗнче ҫынсене йышӑннӑ. Унта пынисенчен пӗри, Шупашкарта пурӑнакан Светлана Петрова, регион ертӳҫине чирлӗ ачасем вӗренекен Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ пуҫламӑш шкул патне пымалли тротуар начаррине пӗлтернӗ.
Ку ыйтупа маларах ЧР Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй патне ҫитнине евитленӗ. Елена Сапаркина патӗнче пулнӑ хыҫҫӑн лав вырӑнтан хускалнӑ темелле. Ҫапах та ыйту татӑлман. Ашшӗ-амӑшӗн комитечӗн пайташӗ пулнӑ май Светлана Петрова Элтепер патне ҫул тытнӑ.
Йышӑнӑва пынӑскер Элтепере тав тума та манман. Темиҫе ҫул каялла республика ертӳҫи ҫав шкула юсама пулӑшнӑ. Ун чухне вӗренӳ учрежденийӗ валли самай укҫа уйӑрнӑ.
Элтепер шкула хальхинче те тивӗҫлӗ услови туса памаллипе килӗшнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарти аэропорт расписанийӗнче ҫӗнӗ рейс хушӑнӗ. «РусЛайн» авикомпани самолетсене тунтикунпа юнкунсерен ҫӳреттерме тытӑнӗ.
«Шупашкар — Питӗр» 7R-234-мӗш маршрутпа Пулково аэропорта каякан самолет Чӑваш Ен тӗп хулинчен 16 сехет те 50 минутра ҫула тухӗ, 19 сехетре унта ҫитӗ. «Питӗр, Пулково — Шупашкар» маршрутпа 13 сехет те 50 минутра хускалӗ, Шупашкара 16 сехетре ҫитӗ. 50 вырӑнлӑ CRJ-100/200 самолет 2 сехет те 10 минут вӗҫӗ.
Шупашкарти аэропорт пӗлтерни тӑрӑх маларах эпир самолетсене компани эрнере виҫӗ хутчен: тунтикунсерен, юнкунсерен тата эрнекунсерен — вӗҫтерессине хыпарланӑччӗ.
Сӑмах май, «Псковавиа» компани самолечӗсем те Питӗре унчченхиллех ҫӳрӗҫ.
Канаш районӗнчи Муллавар ялӗнче пурӑнакансен ҫул ҫукки пӑшӑрхантарать. Ҫуркунне ҫанталӑк чӗрӗлнӗ чухне вӗсем пылчӑк ӑшӗнче ҫӑрӑлса халтан каяҫҫӗ.
Муллаварта 130 пӳрт шутланать. Кашнин тенӗ пекех машина пур. Ял Канаш хулинчен инҫех мар, ҫавна май ҫамрӑксем ҫемье ҫавӑрсан ялта юлма тӑрӑшаҫҫӗ. Нумай ачаллисем валли 130 ҫӗр лаптӑкӗ хатӗрленӗ ӗнтӗ, хӑшӗ-пӗри стройка ӗҫне пуҫӑннӑ.
Ҫамрӑксем Канаша ӗҫлеме ҫӳреҫҫӗ. Вӗсен ҫул ҫукки пӑшӑрхантарать. Аслӑрах ӳсӗмрисем вӗсемшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Ара, ҫамрӑксем ялтан кайма тытӑнсан мӗн пулӗ?
Хучел ял тӑрӑхне кӗрекен Муллавар ҫыннисене ку ыйту кашни ҫулах пӑшӑрхантарать. Анчах вырӑнти хыснара асфальт ҫул сарма укҫа ҫук. 1 ҫухрӑм сармашкӑн 6 миллион тенкӗ кирлӗ. Проекта хатӗрлесе ЧР Транспорт министерствине ярса панӑ. Ял халӑхӗ халӗ хурав кӗтет.
Шупашкарта пурӑнакан 38 ҫулти хӗрарӑм общество транспортӗнче суранланнӑ. Унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ, пӳрни хуҫӑлнӑ.
Хӗрарӑм ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 22-мӗш автобуса ларнӑ. «Студгородок» тата «Афанасьев урамӗ» чарӑнусен хушшинче водитель тӑрук чарӑннӑ. Хӗрарӑм шӑпах ҫав вӑхӑтра билетшӑн тӳлеме тӑнӑ. Автобус чарӑннипе хайхискер вӑркӑнса кайнӑ, водитель кабинине пырса тӑрӑннӑ.
Вӑл кӑштахлӑха тӑнне ҫухатнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу ҫитиччен водитель аптечка туртса кӑларнӑ. Унта вара бинтпа мамӑксӑр пуҫне нимӗн те пулман. Тухтӑрсем пӑхнӑ хыҫҫӑн ӑна киле янӑ.
Тепӗр кунхине хӗрарӑм хӑйне япӑх туйнӑ. Ӑна нейрохирурги уйрӑмне вырттарнӑ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн унӑн пӳрни хуҫӑлни, мӑйӗ суранланни палӑрнӑ. Хӗрарӑм ҫак ӗҫпе суда ҫитесшӗн.
Ҫулсем ҫинче йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсене пӑхса тӑракан видеосӑнавсем туянма Чӑваш Енре пӗтӗмпе 48 миллион тенкӗ уйӑрса хӑварнӑ, анчах та вӗсенчен 4 проценчӗпе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ. Чӑваш Енри шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ку факта паян пӑшӑрханса каланӑ. Ҫул-йӗр тӑрӑмне Чӑваш Енӗн Правительствин тунти кунхи канашлӑвӗнче тишкернӗ.
Ҫав вӑхӑтрах кӑҫал мӗнпур аварисенчен 80 проценчӗ регион тата муниципалитетсем хушшинчи ҫулсем ҫинче пулнӑ. Вӗсенче 23 ҫын хӑйсен пурнӑҫне вӑхӑтсӑр татӑлнӑ, 300-шӗ сусӑрланнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев транспорт тата ҫул-йӗр министрне Владимир Иванова лару-тӑрӑва уҫӑмлатма, ҫивӗч тӗрӗслеме хушнӑ май патшалӑх саккасӗсемпе ӗҫлекенсене яланах тӗрӗслесе тӑмаллине асӑрхаттарнӑ.
Шупашкарта ҫулсене хак паракан общество комиссийӗ йӗркелӗҫ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп хулара «Хӑрушлӑхсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» программа пурнӑҫа кӗрет. Ун валли федераци, республика тата вырӑнти хыснасенчен 664,572 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Ку укҫапа хулари 27 ҫула юсӗҫ, ҫул хӗресленекен 5 вырӑна анлӑлатӗҫ тата ытти ӗҫе пурнӑҫлӗҫ.
Шупашкарта ҫул пахалӑхӗсене тӗрӗслекен общество комиссийӗ йӗркеленӗ. Унта кирек кам та кӗме пултарать. Ҫапах ҫул-йӗр ҫинче ӗҫлесе опыт пухнисен унта кӗрес шанчӑк пысӑкрах.
Заявкӑсене ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Ехрем купса бульварӗ, 16-мӗш ҫурт. Е электронлӑ почтӑпа ярса памалла: gkhb@gcheb.cap.ru.
Чӑваш Енре дачӑсемпе пахча юлташлӑхӗсене илсе ҫитерекен хушма маршрутсем уҫма йышӑннӑ. Ку ыйтӑва паян иртнӗ Правительство ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ.
ЧР транспорт министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Тимофеев пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуркуннепе ҫулла «Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ уҫмалла.
Ҫӑмӑллӑхлӑ категориллӗ граждансене транспортпа илсе ҫӳретнӗшӗн республика хыснинчен ятарлӑ пулӑшупа тивӗҫтереҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗ валли уйӑхлӑх билетсене 600 ытла сутнӑ. Билет хакӗ 761 тенкӗрен пуҫласа 1918 тенкӗ таран ларать. Ҫул 30 ҫухрӑмран вӑрӑмрах пулсан кашни километрӗ 90 тенке ларать.
Канашлура Михаил Игнатьев автобуссене йышлӑ ҫӳретмеллине те асӑрхаттарса хӑварнӑ.
Дачӑсене автоубспа ҫыхӑнтарас ыйтупа паян брифинг та иртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |