Кӑҫал Шупашкар районӗнчи хӑш-пӗр автоҫула юсама палӑртнӑ. Шупашкар район администрацийӗ юсав ирттерекен подряд организацине шыраса пӗлтерӳ вырнаҫтарни тӑрӑх хакласан, асӑннӑ муниципалитетра «Янӑш—Кӗҫӗн Турхан» тата «Шупашкар—Ҫӗньял» ҫулсене ҫӗнетесшӗн.
Малтан каланин тӑршшӗ — 1 километр та 830 метр, теприн — 3 километр та 614 метр. Иккӗшне юсама район 28 миллион тенкӗ тӳлеме хатӗр, ҫав шутран Янӑшран Кӗҫӗн Турхана каякан ҫула юсама 10,9 млн тенкӗ кирлӗ, Ҫӗньяла ҫитекеннине — 17,4 млн. «Кӗмӗле» харӑсах виҫӗ ҫӑлкуҫ шучӗпе: федераци, республика тата вырӑнти хысна — шучӗпе саплаштармалла.
«Янӑш—Ҫӗньял» ҫула кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен юсаса пӗтермелле, «Шупашкар—Ҫӗньял» трассӑна — утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗччен.
Ку юр хӑҫан ирӗлсе пӗтӗ? Ахӑртнех, ҫак ыйту халӗ Чӑваш Республикинче пурӑнакан чылай ҫынна кӑсӑклантарать.
Чӑваш гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫил-тӑман ҫӗрле чарӑнӗ. Хальлӗхе республикӑра юр ҫӑвать-ха.
«Мой город» портал хыпарланӑ тӑрӑх, паян ҫунӑ юр (вӑл самай хулӑн ҫунӑ) тунтикунччен выртӗ. Чӑваш гидрометцентрӗн пуҫлӑхӗ Марина Китарьева ака уйӑхӗнче ҫакнашкал юр ҫуни тахҫанах пулманнине каланӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр шӑпах ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Канашра юр ҫунӑ. Анчах вӑл вӑйлӑ пулман. Паян юр ҫунипе пӗрле ҫулсем шуҫлак пулӗҫ.
Чӑваш Енре ҫитес эрнере ӑшӑтассине пӗлтереҫҫӗ. Тепӗр эрне вӗҫне синоптиксем 20 градус ӑшӑ пуласса шантараҫҫӗ.
Чӑваш Ене хӗл таврӑнасси пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче хыпарланӑччӗ. Паян ав Шупашкар шурӑ юрпа витӗннӗ. Синоптиксем ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗр уйӑхри юр ҫуса лартасса маларах систернӗччӗ. Анчах ҫулсене хыракан машинӑсем ӗҫе ир-ирех тухман, ҫавна май общество транспорчӗ те, машинӑсем те шар курнӑ: юр ӑшне пута-пута ларнӑ, тӑвайккисенчен ара хӑпарнӑ.
Паян общество транспорчӗ чарӑнӑвӗсенче халӑх хӗвӗшнӗ, пурин те ӗҫе ҫитмелле-ҫке-ха. Маршруткӑсем те, троллейбуссем те лӑк тулли ҫӳренӗ.
ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паян 10 сехетрен пуҫласа аэродрома хупнӑ. Унта самолетсем вӗҫсе хӑпармалли полосана тасатаҫҫӗ. «Шупашкар – Мускав» ирхи рейс йӗркеллех кайнӑ. Анчах кӑнтӑрлахи, ахӑртнех, тытӑнса тӑрӗ.
Тӗп вокзалта та паян улшӑнусем пулнӑ. Унта ют хулана ҫӳрекен 117 маршрута яман. Тепӗр 52 рейс районсене кайман. Паянлӑха Хусана, Чулхулана, Чӗмпӗре, Саранска каякан рейссене хупнӑ.
Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 3 сехет те 15 минутра Киров облаҫӗнче авари пулнӑ. Унта Чӑваш Енри темиҫе ҫын шар курнӑ. Пӗри, шел те, вилнӗ.
Киров облаҫӗнчи ИӖМ аварире суранланнӑ ҫынсен списокне пичетленӗ. Вӗсен йышӗнче Семен Доманин, Геннадий Григорьев, Андрей Швецов, Владимир Васягин пур. Аварире Мари Эл, Киров облаҫӗн, Тутарстан ҫыннисем те шар курнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мерседес Спринтер» автомобиль водителӗ руле итлеттереймесӗр транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл «Форд» микроавтобуспа ҫапӑннӑ. Аварире пӗтӗмпе 14 ҫын аманнӑ, вӗсенчен тӑваттӑшӗ — Чӑваш Енрен. Тепӗр ентеш, 58 ҫулти арҫын, вилнӗ.
Шупашкар районӗнчи пилӗк ялта пылчӑк ҫӑрӑлнӑ чухне машинӑсем тракторсӑр тухаймаҫҫӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем ҫав вырӑнсене ҫитсе килнӗ.
Рудольф Матвеев автосервисра ӗҫлет. Шӑпах ҫак вӑхӑтра унта ӗҫ нумайланать-мӗн. Ара, ҫак ялсенчи водительсем ҫул япӑх пулнӑран бамперсене, кустӑрма дискӗсене сиенлетеҫҫӗ, двигатель хӗрсе каять. Трактор пулман-тӑк машинӑсем пылчӑкран ҫӑрӑлса тухаймӗччӗҫ.
Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, 25 ҫул каялла та ҫапла пулнӑ, халӗ те нимӗн те улшӑнман. Ҫатра Маркари Антоний Марков ҫынсем пульницӑна ҫитейменнине каланӑ. Анаткас Маркара пурӑнакан Алексей Шаров яла васкавлӑ медпулӑшу кӗрейменшӗн кӑмӑлсӑр. Хӑш чухне шкул автобусӗ те пылчӑкра кӗрсе ларать. Шупашкартан яла ҫитес тесен ҫынсен Ишекре анса юлма тивет, кайран утмалла. Виҫӗ ҫухрӑм — пылчӑклӑ ҫул.
ЧР Элтеперӗ кашни ял патне асфальт ҫитмелле тесе пӗлтерет. «Пирӗн ҫул 4 яла ҫыхӑнтарать. Эпир ҫакнашкал ҫулпа ҫӳретпӗр пулсан вырӑнти влаҫ Элтепер каланине шута хумасть», — тенӗ Анаткас Марка ялӗнчи Андрей Молодкин. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ку ҫул район балансӗ ҫинче пулнине пӗлтерет.
Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехет те 20 минутра Улатимӗр облаҫӗнчи Камешково районӗнче авари пулнӑ. Унта Чӑваш Енрен кайнӑ рейс автобусӗ «Жигулин» вунтӑваттӑмӗш моделӗпе ҫапӑннӑ.
Автобусра пассажирсем пулнӑ. Телее, никам та вилмен, медицина пулӑшӑвӗ ыйтман. «Жигули» водителӗ вара вилнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина водителӗ руле итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ. Унта вӑл Чӑваш Енрен килекен рейс автобусӗпе пырса ҫапӑннӑ.
Автобус ҫул хӗррине тухса кайнӑ, тӳнсе кайман — ӑна йывӑҫсем тытса тӑнӑ.
Ҫак кунсенче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев патшалӑх хыснинчен ҫӗршыври регионсенчи ҫулсене тумашкӑн 10 миллиард тенкӗ уйӑрасси пирки хушӑва алӑ пуснӑ.
Ку укҫапа Раҫҫейри регионсенче ҫулсене юсӗҫ, ҫӗннисене сарӗҫ. 10 миллиард тенке 49 тӑрӑх хушшинче пайлӗҫ. Ку списока Чӑваш Республики кӗмен.
Анчах ку республикӑри ҫулсене аталантармашкӑн укҫа-тенкӗ килмессине пӗлтермест. Кӑҫал Раҫҫейре ҫак тӗллевпе пӗтӗмпе 700 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Чӑваш Енри ҫулсене юсамашкӑн тата ҫӗннисене сармашкӑн 7 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Шупашкар хулинче тӳлевлӗ парковкӑсем тума палӑртнӑ. Пурӗ тӑватӑ вырӑн суйланӑ: Чукун ҫул вокзалӗ умӗнче (100 вырӑн), Республика тӳремӗ ҫывӑхӗнче (175), Ӗҫлӗ тӑкӑрлӑкра (31) тата Раҫҫей Почтин тӗп офисӗ (28) ҫумӗнче.
Чукун ҫул вокзалӗ умӗнчи лаптӑка лекме шлакбаум урлӑ тухмалла пулӗ. Ытти вырӑнсенче вара машшина лартнӑшӑн паркомат урлӑ тӳлемелле пулӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх малтанхи ҫур сехет тӳлевсӗр пулӗ. Ытларах тытӑнса тӑрсан 30 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Тӳлев мелӗсем анлӑ пулӗҫ: банк карточкипе те, СМС-па та, ятарлӑ проложени урлӑ та укҫа хывма май пулӗ. Тӳлевсӗр усӑ курас текенсене (сӑмах кунта пулинех уҫӑ лаптӑксем пирки) штрафлама палӑртнӑ — Чӑваш Республикин «Административлӑ йӗркене пӑсни ҫинчен» саккуна улшӑнусем кӗртӗҫ.
«Руслайн» авиакомпани Шупашкарпа Питӗр хулине самолет ҫыхӑнӑвӗпе ҫыхӑнтарӗ. Рейссене вӑл ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен уҫӗ. 50 вырӑнлӑ CRJ-100/200 самолетпа вӗҫме билетсене сутма пуҫланӑ та ӗнтӗ.
Самолетсене компани эрнере виҫӗ хутчен: тунтикунсерен, юнкунсерен тата эрнекунсерен — вӗҫтерӗ. Шупашкартан самолет 16 сехет те 50 минутра хускалӗ. Питӗре 19 сехетре илсе ҫитерӗ. Ҫӗршывӑн ҫурҫӗр тӗп хули шутланаканскертен рейссем 13 сехет те 50 минутра тапранмалла, Чӑваш Енӗн тӗп хулине 16 сехетре ҫитмелле.
«Руслайн» авиакомпани самолечӗсемпе Питӗре каяс тесен 7985 тенкӗрен кая мар кирлӗ. Ку вӑл — пӗр майлӑ.
Кунсӑр пуҫне Питӗре «Псковавиа» авиакомпани турттарассине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫурҫӗр тӗп хулипе Чӑваш Ен хулине авиакомпани иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнчен ҫыхӑнтарнӑ. Вӑл компанин самолечӗсем тунтикунпа эрнекунсерен вӗҫеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакансем хулара светофор ҫитменнине палӑртса тӳре-шара патне ҫитнӗ. Вӗсен ыйтӑвне ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе ӗҫлекен комисси ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
Светофорсене хулан ҫак вырӑнӗсенче ларттарасшӑн: Пирогов урамӗнчи 1/1-мӗш ҫурт патӗнче («За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) порталта ҫырнӑ тӑрӑх, асӑннӑ урамра ун пек ҫурт ҫук. Ҫавӑнпа та кунта сӑмах 1-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ пирки пырать-ши, анчах унта светофор пур тесе пуҫ ватнӑ. Е, тен, 1-мӗш ҫурт патӗнче вырнаҫтарасшӑн-ши тесе шухӑшлаҫҫӗ); М. Павлов тата Надежда урамсем, Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗпе Шумилов урамӗсем, Кадыков тата Бауман урамӗсем, М. Павлов тата Гузовский урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте, Граждан урамӗнчи «Яноушек урамӗ» чарӑну патӗнче.
Герценӑн 2-мӗш урамӗнче машинӑсем хутлассине чакарасшӑн, Ватутин урамӗнче пӗр майлӑ кӑна ҫӳреттересшӗн. Президент бульварӗнчи «Экономика институчӗ», «Лебедев урамӗ», «Чернышев урамӗ» чарӑнусене хитрелетесшӗн.
Пассажирсене турттаракансем 59-мӗш маршрута тата 5-мӗш автобус маршручӗсене «Лента» патне ҫитересшӗн, Ленин урамӗнче Гагарин урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте сулахаялла пӑрӑнма чарасшӑн, Мускав проспектӗнчен Ҫурҫӗр пасара пӑрӑнмалли ҫула хӑтлӑх кӗрттересшӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |