Куславккаран Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитме ҫул ҫывӑхланӗ. «Атӑл» ҫул ҫинчен Нишер ялне ҫитме ҫул сарма палӑртнӑ. Унта асфальт хурсан водительсене Куславккаран Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитме ҫул кӗскелӗ. Халӗ автомобильсен урапа ҫулӗпе ҫӳреме тивет. Йӗпе-сапара, паллах, иртсе ҫӳреймӗн.
Ҫӗнӗ ҫул тӑвас пирки Куславкка районӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне сӳтсе явма пухӑнсан (хальхи вӑхӑтра ун пек пухусем тӗрлӗ муниципалитетра иртеҫҫӗ) сӑмах хускатнӑ. Ӗҫе ҫывӑх вӑхӑтра пуҫӑнӗҫ.
Кунсӑр пуҫне Куславккари Октябрьски ҫула юсӗҫ.
«Smartavia» авиакомпани билетсене йӳнӗ хакпа сутмалли акци ирттерет. Вӑл пилӗк кун пырӗ.
Авиабилетсене йӳнетнӗ хакпа туянас тесен нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ӗлкӗрмелле. Акци вӑхӑтӗнче хӑш-пӗр билет хакӗ 990 тенкӗрен пуҫланать. Ӑна ҫуталӑкӑн кирек хӑш тапхӑрӗ валли туянса хума май пур. Ҫула тухас шухӑша ылмаштарсан билет хакне тавӑрса памӗҫ.
Билетсене йӳнетнӗ хакпа 60 маршрутпа сутӗҫ, ҫав шутран 30 процентне — 990 тенкӗпе. Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие «Шупашкар—Симферополь» маршрут та лекнӗ.
Акцие билетсене авиакомпанин сайтӗнче, офиссенче, агентствӑсенче тата «Нордавиа» акционерсен обществин колл-центрӗ урлӑ туянма пулать.
Ҫак кунсенче республикӑри район-хулара иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле халӑхпа пӗтӗмлетеҫҫӗ. Пухусене регион ертӳҫи Олег Николаев хутшӑнать.
Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, кашни муниципалитетӑн хӑйне евӗрлӗхӗ тата малашне аталанма майӗ пур.
«Тӗплӗн хатӗрлесе ҫирӗплетнӗ программӑсене те вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫӗнетмелле. Вӑл е ку ӗҫе пурнӑҫланӑ чухне ҫӗнӗ меслетсемпе усӑ курма пулать», — тенӗ Элтепер.
Кашни муниципалитетӑн хӑйне евӗрлӗ аталанӑвӗ пирки каласан, Ҫӗмӗрле районӗнче М-12 федераци ҫулне тӑвасси пӗлтерӗшлӗ, йӗпреҫсен ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртсе пӗтермелле, красноармейскисем бассейн тӑвасшӑн.
Паян ирхине 5 сехет ҫурӑра М-7 автоҫул ҫинче, 145-мӗш ҫухрӑмра, авари пулнӑ. Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ автобус Владимир облаҫӗнчи Лакинск хули ҫывӑхӗнче тепӗр автобуспа ҫапӑннӑ.
«Попутчик» компани транспорчӗ пулнӑ вӑл. Водитель хирӗҫ килекен автобуспа ҫапӑннӑ та ҫул ҫинчи тимӗр карта ҫине кӗрсе кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире автобус водителӗ вилнӗ. Вӑл 1976 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Ҫавӑн пекех автобусри икӗ ҫамрӑк ҫын шар курнӑ. Вӗсем – 1988 тата 1990 ҫулсенче ҫуралнӑскерсем. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.
ҪҪХПИ малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, аварие Е376ХЕ номерлӗ автобус лекнӗ. Ӑна 1999 ҫулта туса кӑларнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта 101С маршрутка хутлакан общество транспорчӗ ҫул урлӑ каҫакан ҫамрӑк хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ. Ҫапла, ҫапса хӑварнӑ. Шупашкарти «Пир-авӑр комбиначӗ» чарӑну тӗлӗнче светофорӑн хӗрлӗ ҫутипе вирхӗннӗ машина чарӑнса тӑман, инкек вырӑнӗнчен тапса сикнӗ. Ҫапах та ҫул-йӗр инспекторӗсем ӑна тупса палӑртнӑ. Вӑл — 51 ҫулта арҫын.
Урине хуҫнӑ хӗрарӑма Республикӑн клиника пульницине илсе кайнӑ. Хӗрарӑмпа «ProГород» портал корреспонденчӗсем ҫыхӑннӑ. Аманнӑ ҫын вӗсене ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутка водителӗ те, маршрут хуҫи те унпа ҫыхӑнман.
Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывран самолетсем Азербайджана тата Армение вӗҫме пуҫлӗҫ.
Раҫҫей Правительстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Азербайджанри Баку хулине эрнере икӗ рейс пулӗ, Арменрири Еревана — эрнере тӑватӑ рейс.
Авиарейссене уҫма кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен ҫӗршыври оперштаб ларӑвӗнче ирӗк пама йышӑннӑ.
Ӗнертенпе самолетсем Греципе Сингапура вӗҫеҫҫӗ, кӑрлачӑн 27-мӗшӗнчен — Индие, Финляндие, Вьетнама тата Катара.
«Победа» авиакомпани Шупашкартан Мускава хушма авиарейс уҫма йышӑннӑ. Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропортра хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, хушма рейспа самолет 17 сехет тӗлӗнче ҫула тухмалла. Авиарейс кашни кунах пулмалла. Рейс ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче уҫӑлӗ.
Хушма рейспа уҫакан самолет Мускаври «Шереметьево» аэропортӗнче анса ларӗ. Халӗ «Победа» «Внуково» аэропортран Шупашкара килсе каялла та унтах илсе каять. Мускава ҫӳрекенсенчен пӗр пайӗ ҫӗршывӑн тӗп хулинчи «Шереметьево» аэропортне вӗҫме ӗмӗтленни пирки Шупашкарти аэропортӑн Инстаграмри страницинче унччен тӑтӑшах ҫыркалатчӗ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 16 сехет те 30 минутра, «Шупашкар-2» станци тӗлӗнче, «М-7» ҫул ҫинче икӗ автомашина ҫапӑннӑ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, «ВАЗ-2110» автомобиль Мускав енне кайнӑ. Тахӑш самантра вӑл руле пӑрса янӑ та автомобильсем хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл «Нива» машинӑпа ҫапӑннӑ.
«Вуннӑмӗшӗн» водителӗпе пассажирӗ, ҫавӑн пекех «Нивӑн» икӗ пассажирӗ суранланнӑ. «Нивӑн» водителӗ тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтман.
Ҫул ҫинчи инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫурҫӗр тӗлӗнче Шупашкар районӗнче ҫул ҫинчи инкек пулса иртнӗ. Унта юрҫӳренпе автомобиль ҫапӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, юрҫӳрен хирӗҫ пыракан ҫул ҫине астумасӑр тухса кайнӑ. Унта вӑл «Лада Веста» машинӑпа ҫапӑннӑ. Шупашкар хулинче пурӑнакан 36 ҫулти арҫын инкек вырӑнӗнчех вилнӗ, унӑн пассажирне, Шупашкар районӗнче пурӑнакан 36-ри арҫынна, пульницӑна ӑсатнӑ. Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн юрҫӳрен хыпса илнӗ.
Ҫӑмӑл автомобилӗн 22 ҫулти водителӗ аманман. Вӑл Вӑрнар районӗнчен пулни паллӑ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхӑннӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн пӗлтӗр ӑна темиҫе хут та явап тытарнӑ.
Чӑваш Ен вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов Монголи посолӗпе тӗл пулнӑ. Енсем малашне те килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ.
«Республика Европӑпа Азие ҫыхӑнтаракан ҫул ҫинче вырнаҫнӑ. вырнаҫнӑ. Кунтан машинӑсем хӑвӑрт ҫуремелли «Мускав – Хусан» магистраль иртӗ, вӑл «Ҫӗнӗ Пурҫӑн ҫулӗн» пӗр пйаӗ пулнӑ май Чӑваш Ене ҫывӑх тата инҫет чикӗ леш енчи ҫӗршывсемпе хастаррӑн килӗштерсе ӗҫлеме май парӗ», — тенӗ Дмитрий Краснов.
Монголи электротехника оборудованийӗ, машина тата механизмсем, апат-ҫимӗҫ, пир-авӑр, стройматериалсем туянма пултарать. Асӑннӑ ҫӗршыв предприятийӗсен хӑйсен усламне пирӗн патра аталантарма май пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |