Атӑл тӑрӑх пӑрахутсем ҫӳреме чарӑнӗҫ. Ҫакӑн пек йышӑнӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ӗнер алӑ пуснӑ, ӑна паян хула администрацийӗн сайтӗнче пичетленӗ.
Ӗҫлӗ хутра палӑртнӑ тӑрӑх, юханшыв навигацине тунтикун, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, чарса лартӗҫ.
Пассажирсене пӑрахутпа «Шупашкар – Йӑлӑм – Шупашкар» тата «Шупашкар-Сулахай ҫыранти пляж» маршрутпа турттарма пуҫласси ҫинчен калакан йышӑнура ҫуллахи навигаци ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пуҫланассине каланӑччӗ.
Кӑҫал пляжсене официаллӑ майпа уҫманран пӑрахутсем пӗр вӑхӑтра Сосновкӑна ҫеҫ хутланӑ, каярах юханшыв траснпорчӗ Атӑлӑн сулахай ҫыранне ҫӳреме тытӑннӑ.
Халӑха уҫӑлма Атӑл тӑрӑх илсе каякан рейссене Шупашкарти юханшыв порчӗ халех чарса лартмӗ. Вӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче уҫӑлнӑччӗ.
Авӑн уйӑхӗн 2 тата 3-мӗшӗсенче Улатӑр шосси урлӑ каҫма май килмӗ. Унта чукун ҫула юсанӑ май каҫӑна вӑхӑтлӑха хупса хурӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, юсав ӗҫӗ авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 22 сехетрен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнчи ирхи 5 сехетчен пырӗ.
Вӑл вӑхӑтра машинӑсем Ҫӗнӗ Лапсар патӗнчи чукун ҫул урлӑ каҫма пултарӗҫ. Вӑхӑтлӑх чӑрмав кӳнӗшӗн хула администрацийӗ ҫынсенчен каҫару ыйтнине пӗлтернӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, 16 сехет те 20 минутра Кӳкеҫ поселокӗнчи Совет урамӗнче 4 ҫулти ача аварие лекнӗ. Печӗкскер ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ та кустӑрма айне пулнӑ. Кун пирки ҪҪХПИ пӗлтерет.
«Киа Рио» иномарка ҫулпа пынӑ. Тӑрук ача сиксе тухнӑ. Водитель чарӑнса ӗлкӗреймен. Ачана ҫийӗнчех пульницӑна илсе кайнӑ. Вӑл суранланнӑ, халӗ пульницӑра выртать.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнчи Ыхракасси ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ хӑрушӑ аварире тӑватӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн специалисчӗсем «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен транспорт ӗҫ-хӗлне тӗрӗсленӗ. Халӑха турттаракан транспорт епле ӗҫленине пахаланӑ май миҫе минутра пӗрре хутланине, маршрут ҫинче миҫе машина пуррине шутланӑ.
Палӑртнӑ интервала пӑхӑнмасть иккен транспорт. Маршрут ҫинче транспорт шучӗ ҫителӗксӗр. Ҫавӑнпа пассажирсен ир-каҫ пушшех нушаланма тивет. Пӗрре — вӑрах кӗтнипе, тепре — салон лӑк туллипе. Тепӗр чарӑнусенче транспорт чарӑнмасӑр иртсе кайнишӗн те ҫынсем пӑшӑрханаҫҫӗ.
Маршрут хуҫисемпе кӑлтӑка сӳтсе явма республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви ятарлӑ канашлу ирттерме палӑртнӑ.
Шупашкарта 65-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микроавтобусӑн ҫулне улӑштарнӑ. Ку ыйтӑва Шупашкар администрацийӗнче татса панӑ.
65-мӗш маршрутка Кабель тӑкӑрлӑкне кӗрсе тухӗ, анчах – уйрӑм расписанипе. Ку 32-мӗш тата 52-мӗш автобуссем Чантӑра тата Заовражнӑя кӗрсе тухнӑ евӗр пулӗ. Ҫапла майпа «ЖБК-9» общество чарӑнӑвӗнче ларакансемшӗн тата анакансемшӗн меллӗ пулӗ.
65-мӗш маршрут кӑҫалхи тӑваттӑмӗш кварталтан ҫӗнӗ маршрутпа ҫӳреме пуҫлӗ, ун чухне ҫӗнӗ перевозчик тупӗҫ. Тӳре-шара 3-мӗш автобуса пачах хупма палӑртнӑ.
Шупашкрати Иван Яковлев проспектне каярах хута ярса пӗтерӗҫ. Асӑннӑ проспекта лаптӑкӑн-лаптӑкӑн юсаса пычӗҫ. Кӑҫал ӗҫсене Кӑнтӑр поселокӗ тӗлӗнче пурнӑҫларӗҫ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе вӑхӑтра вӗҫлеме ҫумӑр час-час ҫуса тӑни кансӗрленӗ. Тӑпра типӗ мартан тротуар пахалӑхӗ начар пулать тесе васкаман. Ҫавна май «Никитин урамӗ» чарӑну тӗлӗнчи тротуара тата чарӑнӑва туса пӗтереймен.
Шупашкарти Сӑкӑт кӗперӗ ҫинче те юсав ӗҫе малалла пырать. Унти асфальта тӗрӗсленӗ те пахалӑхӗ тивӗҫтермен. Ҫавна май ҫул-йр организацийӗн хӑйӗн шучӗпе ӑна ҫӗнӗрен сарма тивӗ.
Тӑвай районӗнче ӗнер ҫул ҫинче авари пулнӑ, унта ачасем шар курнӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.
15 сехет те 50 минутра Кивӗ Пуянкасси ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ, Канаш районӗнче пурӑнакан 28 ҫулти хӗрарӑм ҫул ҫинче велосипедпа пыракан 10-ри арҫын ача ҫине кӗрсе кайнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ача тепӗр енне каҫма шутланӑ, айккинелле пӑхман. Хӗрарӑм ун ҫине кӗрсе каяс мар тесе тӑрӑшнӑ-ха, анчах иномарка юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ. Салонра вара 3 ача пулнӑ. Вӗсем – 1-5 ҫулсенче. Юрать, вӗсем ятарлӑ кресло ҫинче ларнӑ. Салонри ҫынсем кӑштах ҫеҫ суранланнӑ. Руль умӗнче хӗрарӑм урӑ пулнӑ.
Питӗр хулинчен Владивосток хулине чупса ҫитме палӑртакан чӑваш каччине, Максим Егорова, аякри чӑвашсем ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илеҫҫӗ. Иркутск тӑрӑхӗнчи Тайшет районӗнчи тӗлпулу ҫинчен Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ.
Элӗк районӗнчи Татмӑшра ҫуралнӑ, Питӗрте аэродромсемпе вертодромсене ҫутӑпа тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен организацире инженерта тӑрӑшакан каччӑ ҫула кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче тухнӑ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне вӑл Владивостока чупса ҫитме ӗмӗтленнӗ. Кӑшӑлвирус инфекцийӗпе ҫыхӑннӑ чару мерисем Максима та кӑштах чӑрмав кӳнӗ. Апла пулин те каччӑ парӑнмасть. 5 пин ытла километр хыҫа хӑварнӑскер кунне 30 километртан пуҫласа 80 километр таран ҫӗнет. Ҫулта-йӗрте курни-илтнине дневникра ҫырса пырать. Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче сапаланнӑ чӑвашсемпе тӗл пулса калаҫать.
Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 12 сехет те 30 минутра Вӑрнар районӗнче, «Никольски-Етӗрне-Нурӑс» ҫул ҫинче, «Киа-Спектра» автомашина хирӗҫ килмелли ҫул ҫине сиксе тухнӑ. Руль умӗнче Нурӑс ялӗнче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын пулнӑ.
Ҫулпа ҫав тӑрӑхра пурӑнакан хӗрарӑм «Калина» машинӑпа пынӑ. Вӑл кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ транспортран пӑрӑнас тесе руле пӑрнӑ, анчах ӗлкӗреймен. Нурӑс арҫыннин автомобилӗ ӑна пырса ҫапнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех вилнӗ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн водителӗпе машинӑри 51 ҫулти хӗрарӑм суранланнӑ. Вӗсене районти пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «Киа» машина ҫумӑр ҫунине пӑхмасӑрах хӑвӑрт кайнӑ тата унӑн урапин резини икӗ тӗрлӗ пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Муркаш районӗнче ирхи 2 сехетре икӗ ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. Вӗсенчен пӗрин водителӗ тата унӑн хӗрӗ вилнӗ.
«Мускав-Ӗпхӳ» трассӑпа пыракан Мускав ҫынни «Volvo S60» автомашинӑпа Чулхула енне кайнӑ. Вӑл хӑй умӗнче пыракан «LADA GRANTA» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Иккӗшӗ те ҫул айккине тухса кайнӑ. Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑра Курган облаҫӗнчи ҫынсем пулнӑ. 47 ҫулти водитель тата унӑн хыҫалти ларкӑч ҫинчи ларса пынӑ 23 ҫулти хӗрӗ вырӑнтах вилнӗ. Арҫыннӑн мӑшӑрӗпе вӗсен 10 ҫулти ывӑлӗ аманнӑ. Вӗсене пульницӑна ӑсатнӑ.
Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн водителӗ ӳсӗр пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |