Шупашкар администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен хулари 7-мӗш тата 22-мӗш номерлӗ автобуссене пӗрлештерӗҫ.
7-мӗш маршрута «4-мӗш лицей» чарӑну патне ҫити тӑсма палӑртнӑ, 22-мӗшне — пӑрахӑҫлама. Пӗрлештернӗ маршрутпа 18 автобус хутлӗ. Хальхи вӑхӑтра шӑп та лӑп ҫавӑн чухлӗ единица техника асӑннӑ икӗ маршрутпа ҫӳрет. Кирлех пулсан транспорт шутне ӳстерме шантараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ йышӑну ҫынсене Введени соборӗ тата хулари П.Н. Осипов ячӗллӗ пӗрремӗш больница патне ҫитме май парӗ тата Алькеш поселокне хулан кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ тата ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗсемпе ҫыхӑнтарӗ.
Ранее «Правда ПФО» писала о трудностях с проведением в Чувашии конкурсов на перевозки по маршруту «Чебоксары-Новочебоксарск».
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче икӗ пӗчӗк пӗртӑвӑн шар курнӑ. Вӗсем ҫул ҫинчи инкекре аманнӑ. Пӑтӑрмах 21 сехет те 43 минутра пулса иртнӗ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 35-мӗш «А» ҫурт тӗлӗнчи ҫул хӗресленнӗ вырӑнта «Шевроле Авео» автомобиль водителӗ малта пыракан машина ҫине пырса кӗнӗ, хӑй кайран светофор юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. Умри «Рено Fluence» машина бордюр чулӗ ҫине тухса кайнӑ. Юлашкинчен асӑннӑ автомобиль салонӗнче 4 тата 9 ҫулсенчи икӗ хӗрача пулнӑ. Вӗсене иккӗшне те хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхнӑ. Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ, вӗсем унта сипленмеллех аманманнине кура пӗртӑвансене тухтӑрсем киле янӑ.
«Шевроле Авео» рулӗ умӗнче 18 ҫулти каччӑ пулнӑ, машинӑпа ҫӳреме унӑн ирӗк пулман.
Инкекре водительсем аманман.
Владимир облаҫӗнче пулнӑ аварире Чӑваш Енри 4 ҫын вилнӗ. Кун пирки облаҫри прокуратура пӗлтерет.
Авари паян ҫӗрле 2 сехет те 50 минутра М-7 ҫулӑн 327-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ. Унта йывӑр тиевлӗ машина тата микроавтобус ҫапӑннӑ. 4 ҫын вилнӗ, 5 ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Ҫакӑ паллӑ: микроавтобус Мускавран Чӑваш Ене таврӑннӑ. Унта тавар патне кайнӑ сутуҫӑсем пулнӑ.
Владимир облаҫӗн прокуратури кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче икӗ троллейбус ҫапӑннӑ.
Паян «Руль умӗнче» форумра инкек сӑлтавне кӑтартса паракан видео вырнаҫтарнӑ.
Инкек Максим Горький проспекчӗпе Кривов урамӗ хӗресленнӗ вырӑнта пулса иртнӗ.
Ҫул ҫинче пӗр ҫӑмӑл машина тата икӗ троллейбус ҫапӑннӑ.
Видео тӑрӑх хакласан, «Сузуки» автомобиль ҫул хӗресленнӗ вырӑна светофорӑн симӗс ҫути ҫуннӑ чухне сиксе тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл пӗр 15 ҫеккунтлӑха чарӑнса ларать (машина сӳнсе ларнӑ-ши?), унтан вӑл пӑрӑнма тӑрать те троллейбуспа ҫапӑнать. Хайхи троллейбус теприн ҫине пырса кӗрет.
Инкекре, Турра шӗкӗр, никам та шар курман.
Паян тин кӑна, 19 сехет ҫурӑра, М-7 ҫул ҫинче авари пулнӑ. Шел те, унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари Хыркасси ҫывӑхӗнче пулнӑ. «Хендай» водителӗ Мускав енчен Кӳкеҫ патнелле кайнӑ, вӑл транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та фурӑпа ҫапӑннӑ.
Ҫӑмӑл машина водителӗ авари вырӑнӗнче вилнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа малалла уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкар хулин администрацийӗ икӗ электроавтомобиль туяннӑ. Асӑннӑ транспорт хула тӑрӑх патруле тухӗ.
Хулан сити-менеджерӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, машинӑсем Хӗрлӗ тӳрем, залив тата Мускав ҫыранӗ тӑрӑх тӗрӗслесе ҫӳрӗҫ. Вӗсен тӗп тӗллевӗ – вандалсене тытса чарасси.
Транспорта туянма Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн автоинспекцийӗ ыйтнӑ имӗш. Ҫавна кура хула администрацийӗ укҫа-тенкӗ уйӑрса панӑ.
Патруль транспорчӗсем – Таиландри «Voltus» маркӑллӑ машинӑсем. «Voltus LP41B» гольфкар пӗр сехетре 25–30 километр каяйрать. Ҫутӑ заправки машинӑна 100 километр каймалӑх ҫитмелле.
Электромобильсене Шупашкара кӳрсе килнӗ ӗнтӗ. Вӗсене тивӗҫлипе йышӑннӑ хыҫҫӑн ҫула кӑларӗҫ.
Шупашкарта пулнӑ аварире ҫынсем вилнӗ. Кун пирки ҪҪХПИ пӗлтерет. Авари ӗнер, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пулнӑ.
Орлов тата Вишнев урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта «Хендай Солярис» тата «Лада Гранта» ҫапӑннӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Гранта» аслӑ ҫул ҫине тухнӑ чухне «Хендай Соляриса» ирттерсе яман.
«Лада Грантӑри» ҫынсене машинӑра хӗстерсе лартнӑ. 80 ҫулти водитель ҫавӑнтах вилнӗ. 81 ҫулти пассажиркӑна пульницӑна илсе кайнӑ. «Хендай Солярис» машинӑри виҫӗ пассажира (иккӗшӗ – ача) пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 11 сехет тӗлӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫӑкалӑх ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ, унта ҫын вилнӗ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, трактор ҫулпа пынӑ, ӑнсӑртран унталла-кунталла пӑркаланма тытӑннӑ. Транспорт ҫаврӑнса ӳкнӗ те водитель аяла пулнӑ. 30-35 ҫулсенчи пек курӑнакан арҫын ҫавӑнтах вилнӗ.
Палӑртмалла: трактор савутра каларнӑскер мар, ҫын пуҫтарнӑскер пулнӑ.
Паян Чӑваш Енре М-7 ҫул ҫинче авари пулнӑ. Унта икӗ ҫӑмӑл автомашина ҫапӑннӑ. Шар куракансем пулнӑ.
19 сехетре «Киа» тата УАЗ ҫапӑннӑ. Вырӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем, васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире ача кӗтекен хӗрарӑм тата 5 ҫулти ача аманнӑ. Вӗсем «Киа» машинӑра пулнӑ. Ачапа хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ. Водительсем суранланман, унтан-кунтан ҫеҫ чӗрмекленнӗ. Вӗсене авари вырӑнӗнчех медпулӑшу панӑ.
Владимир облаҫӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта пирӗн ентеш ҫакланнӑ. Ӑна ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑ.
Паян ҫур ҫӗр иртни 52 минутра М-7 ҫулӑн 297-мӗш ҫухрӑмӗнче йывӑр тиевлӗ икӗ машина ҫапӑннӑ. ГАЗель водителӗ Чӑваш Енри ҫын пулнӑ. 46 ҫулти арҫынна арканса пӗтнӗ кабинӑран ҫӑлавҫӑсем кӑларнӑ.
Авари вырӑнӗнче 12 ҫын 4 техника ӗҫленӗ. Ҫав шутра Инкеклӗ лару-тӑру министерствинче ӗҫлекен 7 ҫын, 2 техника пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |