Паян каҫхине Ҫӗнӗ Шупашкар хулине кӗнӗ ҫӗрте общество транспорчӗ аварие лекнӗ. 101 (32) маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫул хӗрринче ларакан прицеп ҫине пырса кӗнӗ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, прицеп ҫул хӗрринче ларнӑ, унӑн ҫутӑ пулман. Автобус водителӗ ӑна асӑрхаман – ун ҫине пырса кӗнӗ.
Общество транспортӗнчи икӗ пассажира васкавлӑ медпулӑшу машинипе илсе кайнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Хыҫалкас Энтрияль ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире ҫынсем аманнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. Шел те, пӗрин пурнӑҫне ҫӑлма май килмен.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тойота» машинӑри 21 ҫулти водитель ҫул ҫинче ларакан «Нендай» ҫине пырса кӗрсе транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та йывӑр тиевлӗ машина ҫине пырса тӑрӑннӑ. «Тойота» водительне, унти пассажирсене - 23-ри хӗре тата 17 ҫулти хӗрпе каччӑна – пульницӑна илсе кайнӑ. 17-ри хӗрӗн пурнӑҫне ҫӑлайман.
Йӗрке хуралҫисем кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Регион управленийӗн центрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Лапсар проездне юсамалла тесе пӑшӑрханакансем питех те йышлӑ. Асӑннӑ центр специалисчӗсем ун пек ҫырнине 15 хутчен шута илнӗ.
Шупашкарта пурӑнакансем кун пирки паллӑ пабликсенче евитлеҫҫӗ иккен. Хула ҫыннисем ҫырнӑ тӑрӑх, асӑннӑ ҫулпа машинӑпа ҫӳреме йывӑр, унта та кунта шӑтӑк-путӑкланса пӗтнӗ.
«Канаш шосси урамри 7-мӗш ҫурт патӗнчен тытӑнса Лапсар проезчӗпе кайса пӑхма сӗнетӗп. Тивӗҫлӗ мера васкавлӑн йышӑнӑр! Щебень, асфальт вакки, хӑть мӗн те пулин тупса сарӑр. Ҫулпа ҫӳреме май ҫук!», — теҫҫӗ иккен ҫынсем.
Хула ертӳҫисем ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫула юсассипе ҫыхӑннӑ проектпа смета документацине хатӗрленӗ, ӑна патшалӑх экспертизи витӗр кӑларма ярса панӑ. Экспертиза витӗр тухсан ҫула юсакана палӑртма аукцион ирттерӗҫ. Ҫула ҫитес ҫул юсама палӑртаҫҫӗ.
Каҫал ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Завод урамӗнчи ҫул япӑххишӗн сӑмах лекнӗ. Комсомольски ял администрацине суд ҫула юсама хушнӑ. Укҫана тӳре-шара ҫав тӗллевпе 2022 ҫулта уйӑрма палӑртнӑ.
Завод урамӗнчи ҫул шӑтӑк-путӑкланса пӗтнӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта путӑк 14 сантиметр тарӑнӑш, 60 сантиметр тӑршшӗ.
Район центрӗн адмнистрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе надзор органӗ асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ хыҫҫӑн шӑтӑк-путӑка кӑштах саплакаланӑ-ха, анчах ӗҫе йӗркеллӗ туса пӗтермен. Ҫавӑн хыҫҫӑн ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна 20 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
«За рулем» (чӑв. «Руль умӗнче») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Шупашкарти Мир проспектӗнче автобус юпа ҫумне пырса ҫапӑннӑ та ҫапла май транспорт юхӑмне хупласа лартнӑ.
Сӑлтавӗ вара 45-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Лотос» автобус «Приора» машшинпа ҫапӑннипе ҫыхӑннӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн автобус ҫутӑ юпи ҫине тӑрӑннӑ. Юпа ҫине троллейбуссен контакт пралукӗсене те карнӑ пирки вӗсем ҫул ҫине персе аннӑ. Тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм ҫырнӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах пулса иртнӗ вырӑн патӗнчен пӗтӗм транспорта Кабель ҫулӗ ҫине пӑрса яраҫҫӗ, ҫавна май асӑннӑ вырӑнта машшинпа кайма кансӗр.
Ҫул-йӗр ҫинчи пӑтӑрмахра шар курнисем ҫук, аварие лекнисене нихӑшне те медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман.
Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче паян, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, ирхи 8 сехетре виҫӗ автомобиль ҫапӑннӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, инкекшӗн «Киа Спектра» автомобиль водителӗ айӑплӑ пулма пултарнӑ. Вӑл хирӗҫ пыракан «ГАЗель» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ, унтан хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Лада Гранта» автомбильпе ҫапӑннӑ.
Инкек сӑлтавне полицейскисем палӑртӗҫ. Ҫул ҫинчи аварире 4 ҫын аманнӑ. Вӗсем ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑра пулнӑ. Аманнисенчен иккӗшӗ — 12 тата 16 ҫулсенчи ачасем. Шар курнисене те пурне те пульницӑна ӑсатнӑ.
М-7 ҫул ҫинче, Чулхула облаҫӗнчи Лысково районӗнче, йӗкӗреш арҫынсем аварире шар курнӑ. Вӗсем - Чӑваш Енрен.
Авари Хакасирен тиев илсе килекен грузовик волительне пула пулнӑ. Водитель дистанцие пӑхӑнман, малта пыракан машина ҫине пырса кӗнӗ.
Вӑл Чӑваш Енри иномаркӑпа ҫапӑннӑ. Салонра йӗкӗреш арҫынсем тата вӗсен 46 ҫулти пӗлӗшӗ пулнӑ. Руль умӗнче ларнӑ арҫын аллине хуҫнӑ, малта ларса пыракан тепӗр йӗкӗреш пуҫне, питне суранлатнӑ. 46-ри арҫын та аманнӑ.
Ҫул ҫӳреме юратакансене Шупашкарти аэропорт ырӑ хыпар пӗлтерет. Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен хӗлле те ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулине вӗҫейӗпӗр.
Шупашкарти аэропортӑн расписанийӗнче Мускавпа Питӗрсӗр пуҫне Минеральные Воды, Ҫӗнӗ Уренгой, Краснодар тата Екатеринбург хулисем пур. Малтан асӑннӑ виҫӗ хулана «ИрИэро», Екатеринбурга «Руслайн» авиакомпани турттарӗҫ.
Минеральные Воды хулине самолёт ытларикунсерен ирхи 8 сехетре вӗҫсе кайӗ, Ҫӗнӗ Уренгоя – юнкунпа вырсарникунсерен – 8 сехет те 10 минутра, Краснодара – шӑматкунсерен 10 сехет те 20 минутра, Екатеринбурга – тунтикунпа эрнекунсерен – 19 сехет те 25 минутра.
Асӑннӑ рейссене регионти вӗҫевсене субсидилесси ҫинчен калакан программӑпа килӗшӳллӗн укҫа уйӑрса пулӑшӗҫ.
Сӑмах май каласан, ҫитес вӑхӑтра Дон ҫинчи Ростов хулипе ыйту уҫӑмланмалла. Самолётсем, тен, унта та Шупашкартан вӗҫме пуҫлӗҫ. Субсидилемелли рейссен списокӗнче асӑннӑ хула та пур.
Паян Тӑвай районӗнче авари пулнӑ. Юр хӳсе лартнӑ ҫул ҫинче, Вырӑс Нӑрваш ялӗ ҫывӑхӗнче, «Лада Гранта» тата «Лада Калина» ҫапӑннӑ.
«Лада Калина» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Лада Грантӑпа» ҫапӑннӑ. «Гранта» водителӗ авари вырӑнӗнчех вилнӗ. «Калина» водителӗ суранланнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Палӑртмалла: икӗ машина та шинӑсене хӗллехисем ҫине улӑштарнӑ пулнӑ.
Шупашкарти аэропорт хӑйӗн историйӗнче кӑҫал пуҫласа 400 пин пассажира ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне тата унтан Чӑваш Ене самолётпа ҫитме май туса панӑ. Юбилейлӑ пассажира Питӗре каякан рейс ҫине регистрациленӗ.
Кӑҫал Шупашкарти сывлӑш гаванӗ пассажирсене турттарассипе тата авиарейссен шучӗпе рекордла кӑтарту тунӑ. Ҫакӑн сӑлтавӗ вӗҫевсен географине анлӑлатнӑ, ҫавӑн пекех федераци тата республика пулӑшӑвӗсем май панӑ.
Кӑҫалтан, сӑмахран, аэропорт расписанийӗнче аэропорта ҫӗнӗ 4 маршрут хушӑннӑ. Вӗсем ҫаксем – Краснодар, Минеральные Воды, Екатеринбург тата Ҫӗнӗ Уренгой.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен аэропорт авиапассажирсен шучӗ 450 пине ҫывхарасса шанать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |