ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Шупашкарта Николаев урамӗнче 12 ҫулти арҫын ача машина айне лекнӗ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.
Паян 15 сехет те 15 минутра арҫын ача светофор хӗрлӗ ҫутнӑ вӑхӑтра ҫул ҫине чупса тухнӑ. Ӑна ҫӑмӑл машина ҫапса кайнӑ. Вырӑна ҫитнӗ васкавлӑ медпулӑшу ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Авари саманчӗ видеокамера ҫине лекнӗ. Ӑна пӑхсан ача чӑнах та ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухни курӑнать.
Паян, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 11 сехет те 50 минутра Сӗнтӗрвӑрри районӗнче рейс автобусӗ ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
«Сӗнтӗрвӑрри – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен 222-мӗш ПАЗ автобус «Фольксвагенпа» ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина транспорт килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Иномарка водителӗ сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Вӑл 58 ҫулта пулнӑ.
Автобусра 20 яхӑн ҫын пулнӑ. Водитель тата виҫӗ пассажир тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Пуйӑсра аялти вырӑнта ларса пыма билет туяннӑ пассажирсене ҫӳлтисене вырӑн пама хушакан йӗрке йышӑнасшӑн.
Ҫӗнӗ йӗрке проектне РФ Транспорт министерстви хатӗрленӗ. Унта сӑмах пуйӑсри купере аялта ларса пыракансен ҫӳлти вырӑна билет илнисене апат ҫимелли сӗтелпе усӑ курма ирӗк парасси ҫинчен пырать.
Ҫӗнӗ йӗркене йышӑнса пӗтерсен, пуйӑсра аялти рете йышӑннисен ҫӳлти ретрисене апат сӗтелӗпе усӑ курма кунне виҫӗ хутчен вырӑн памалла. Ирпе, кӑнтӑрла тата каҫпа. Ирпе тата каҫпа — 30-шар минут таран, кӑнтӑрла — 1 сехет таран.
Сӑмах май каласан, ҫӳлти вырӑнсенче билет хакӗ кӑштах йӳнӗрех.
Паян ирхи 5 сехетре Владимир облаҫӗнче, М-7 автоҫулӑн 323-мӗш ҫухрӑмӗнче, хӑрушӑ авари пулнӑ. Гороховец районӗнче ВАЗ-2109 машина ҫул хӗррине чарӑннӑ грзовик ҫине пырса кӗнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ВАЗ машинӑра Чӑваш Енри ҫынсем пулнӑ. Унӑн водителӗ тата салонра пулнӑ 5 пассажир вилнӗ. Вӗсем пирки хальлӗхе нимӗн те паллӑ мар. Машина корпусӗ питӗ вӑйлӑ сиенленнӗ.
Ӗҫ-пуҫа полици ӗҫченӗсем уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ӗнер Шупашкар хулинче Геннадй Айхи урамӗнче ҫамрӑк водитель ҫуран ҫӳрекене ҫапса кайнӑ. Инкек каҫхи 5 сехет иртсен пулнӑ.
48 ҫулти арҫын ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли паллӑ ӳкерсе хунӑ ҫӗрте ҫулӑн тепӗр енне васканӑ. 23 ҫулти водитель тытса пыракан «Форд Фокус» автомобиль ун ҫине пырса кӗнӗ.
Шар курнӑ арҫынна васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн машини илсе кайнӑ.
Патшалӑх ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӑтӑрмаха тишкерсе тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем водительсене те, ҫуран ҫӳрекенсене те ҫул урлӑ каҫнӑ чухне асӑрханма ыйтаҫҫӗ.
Дон ҫинчи Ростов хулине Шупашкартан тепӗр виҫӗ эрнерен самолётсем вӗҫме тытӑнӗҫ. Тата тӗрӗсрех каласан, 25 кунтан.
Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, Дон ҫинчи Ростова Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен 2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче самолётпа ҫитме май килес шанчӑк пур.
«ИрАэро» авиакомпани Шупашкартан самолёта 11 сехетре вӗҫтерме палӑртать.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, шӑматкун, Минеральные Воды хулине те самолёт вӗҫме тытӑнӗ. Унта вӑл пирӗн патран 17 сехетре ҫула тухӗ.
Кунсӑр пуҫне Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн тата тепӗр икӗ хулана авиарейссем уҫӑлмалла.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, Краснодара самолётсем эрнекунсерен, Ҫӗнӗ Уренгоя вырсарникунсерен вӗҫӗҫ.
Паян, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарта «Лента» микрорайонта «зебра» патӗнче ҫул урлӑ каҫакан хӗре машина ҫапса кайнӑ. Ку пӑтӑрмах 17 сехет тӗлӗнче Асламас урамӗнчи 3-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ.
«Тойота» водителӗ ҫул урлӑ каҫакан хӗр ҫине пырса кӗнӗ. Васкавлӑ медпулӑшу бригади вырӑна хӑвӑртах ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех полици килнӗ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗре пульницӑна илсе кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви обществӑлла транспорт водителӗсен кӑшӑлвирусран прививка тунипе туманнине малалла тӗрӗслет. Ведомствӑра ӗнентернӗ тӑрӑх, транспортра дезинфекци ирттернипе ирттерменнине те пӑхаҫҫӗ.
Тӗрӗслеве Шупашкарти «Раща», «Хулаҫум» тата «Тӗп вокзал» чарӑнусенче ирттернӗ. Кӑлтӑк тупса палӑртман.
Специалистсем водительсем маска тӑхӑннине те тӗрӗслеҫҫӗ. Вӑл енӗпе йӗркене пӑсакансем пур. Маскӑсӑр водительсем тӗлӗшпе 359 акт ҫырнӑ. Административлӑ ӗҫсенчен 206-шне пӑхса тухнӑ. Хӑш-пӗр водителе суд асӑрхаттарнипех ҫырлахнӑ, теприсене штрафланӑ.
Чӑваш Енри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ӳсӗр водительсене тӑтӑшах тытса чараҫҫӗ. Халӗ вӗсен куҫӗ тӗлне такси водителӗ лекнӗ. Салонта пассажир пулнипе пулманнине калаймӑпӑр, мӗншӗн тесен Инстаграмри @gibdd121 пабликра вырнаҫтарнӑ хыпарта ун пирки шарламан.
Эрех ӗҫнӗ таксиста «Рубеж» (чӑв. Чикӗ) постра тытса чарнӑ. Водителе административлӑ майпа, РФ Административлӑ кодексӗн 12,8 статйин 1-мӗш пайӗпе, явап тыттарнӑ. Автомашинӑна ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ.
Сӑмах май, ӳсӗр водителе курсан инспекторсем е 102 номерпе шӑнкӑравлама, е @AntiDiler21bot телеграм-бота пӗлтерме сӗнеҫҫӗ.
«М-12» федераци ҫулне тума хушма укҫа уйӑрнӑ. Нухрат «Мускав – Чулхула – Хусан» ҫула тӑвас ӗҫсене 30,1 процент хӑвӑртлатасса шанаҫҫӗ. Ҫав тӗллевпе тата тепӗр 81,7 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ.
Машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли ҫула хута ярсан Мускавран Хусан хальхи пек 12 сехет каяс вырӑнне 6,5 сехетре ҫитейӗн. Строительствӑна 2024 ҫул тӗлне туса пӗтересшӗн, анчах унӑн сыпӑкӗсене пӗчӗкшерӗн 2022 ҫултанах хута ярса пыма тытӑнасшӑн. Проекта пурнӑҫлама 650 млрд тенкӗ кирлӗ пулӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Магистраль Мускав, Улатимӗр тата Чулхула облаҫӗсем, ҫавӑн пекех Чӑваш Енпе Тутарстан урлӑ иртӗ.
Ҫула маларах Хусана ҫитиччен ҫеҫ сарас тенӗ, РФ Президенчӗ Владимир Путин хушнипе Екатеринбурга ҫитерме йышӑннӑ. Ҫапла вара ҫул Пушкӑртстан, Пермь тата Свердловск тӑрӑхӗсем витӗр пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |